Николай Теветкел


Николай Теветкел (Николай Александрович Петровский) 1937 çулхи утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Йĕпреç районĕнчи Савкка ялĕнче суралнă. Ялти шкулта, Сĕнтĕрвăрринчи профессипе техника шкулĕнче, Шупашкарти ӳнер училищинче пĕлӳ илнĕ. Мускавра А.М.Горький ячĕллĕ Литература институчĕ çумĕнчи аслă курсĕсене пĕтернĕ.

Поэт, прозаик, драматург, критик, публицист, куçаруçă. 1976 çултанпа СССР писателĕсен союзĕн членĕ. Иртнĕ ĕмĕрти 60-мĕш çулсенче çырма пуçланă. Европа поэзийĕн классикĕсен — А.Рембо, В.Гюго, Р.Киплинг, А.Мицкевич тата ыттисен произведенийĕсене чăвашла куçарнă. Çавăн пекех вăл У.Шекспирăн пĕтĕм 154 сонетне чăваш вулаканĕсем патне çитернĕ.

Николай Теветкел çирĕме яхăн кĕнеке авторĕ. Унăн сăввисем Мускаври издательствăсемпе журналсенче те кун çути курнă. Кунпа пĕрлех Н.Теветкел «Киремет» трагеди, «Хура сулă» роман авторĕ те. 1997 çулта ăна Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ ятне панă.

Паллăрах кĕнекисем: «Çамрăклăх сăввисем» (1964), «Çын чĕртнĕ çутăсем» (1966), «Шурă ката» (1974), «Хура сулă» (1978), «Сывлăмпи» (1982), «Асамлă хĕл» (1983), «Хĕвел кĕлти» (1987) т.ыт.те.


Кĕнекесем

16

Хайлавĕсем

■ Страницăсем: 1 2