Шурă Барс
Сăнарăм эп Тянь-Шань тăвĕсене
çĕрле те, ирхине те, кăнтăрла та.
Хупланă ĕмĕрхи юр вĕсене, кашнийĕ
карнă шурă-шурă чатăр.
Çанталăка кура, çынсем пекех,
тусем те улшăнаççĕ куçкĕретĕн.
Чуна мăнаçлă туйăм килетех -
эс сасăсăр янра кĕвве итлетĕн.
Хуплать-и чĕмсĕр-пĕлĕт тӳпене,
е инçетре аçа çапать-и кĕрĕс!
пăхатăп аякри тусем çине —
çаплах лараççĕ килĕшӳллĕн, тĕрĕс.
Мăн кăмăллă тусем! Чĕре сисет:
вĕсем, тен, иртнĕ ĕмĕрсен оргăнĕ?
Вăл кăмăл-туйăма парать хисеп —
унпа çын нишлĕ шухăшпа вăркамĕ.
Салхуллăн явăнса, тусем тавра
иртеççĕ пĕлĕтсем ним тăваймасăр.
Тем анлăш кăн-кăвак тӳпе вара
чĕнет пек хăй патне ачашшăн, сассăр.
Ту тăррисем каллех шап-шур, таса.
Пĕлетĕп эп: вĕсен тĕнчи те сивĕ.
Тăратăп шăппăн шухăша кайса:
унта мана, тен, самантрах тăм тивĕ.
Анчах та илĕртӳллĕ инçетрен
тусем пĕрех, мăнкăмăллăн чĕнеççĕ.
Капмар хушăкĕсем кăвак тĕтре
ĕмĕлкилле куçра шав сĕмленеççĕ,
— Çук пархатар тусен тăррисенче:
мăнаçлăхĕ вĕсен чĕресĕр, чунсăр.
Тен, пурнăç тытакан та вĕсенче
Çуралаймасть?
Тĕнче кичем-çке унсăр.
Казах юрăçине — Иранбека
çапла каларăм: куçăмра — салху сăн.
— Пĕлес тесен, пусас пулать така,
анчах тусем çинче çӳрет вăл, тусăм.
Вăл çеç-и? Юр пек шурă барс тата
пурнать тусен тăррисенчен анмасăр.
Тусен чăн-чăн хуçи вăл, тупата,—
çӳрет асăрхануллăн, курăнмасăр.
Хĕвел вăййи савăнтарать ăна,
хула курман тусансăр юр хĕлхемĕ...
Чĕнмерĕм эпĕ — аякри хăна:
пăрать калаçăва хаçат тĕркемĕ.
«Çемçелĕ тĕнчери лару-тăру», —
тет тимлĕ пресса — вăхăтăн экспресĕ.
Çĕн ĕмĕр хĕвелне килес ăру
пĕрех саламласса шанать пек пресса.
Вулатăп малалла:
«Пиночета
каçарас çук нихçан та юнлă Чили...»
«Наркотиксем аптратнă Шур Çурта...»
«Рейн шывĕ таса мар: микроблă, чирлĕ...»
Вулатăп эп татах:
«Мăн хăмпă пек хăпарнă
япшар чĕлхеллĕ, шукăль пуçлăха
Ĕçрен райком пухăвĕнче хăтарнă...»
Эппин, хăй хăмпă вăл кăлартăр-ха!
Кунтах «эпир — хальхи поэзи» тесшĕн
верлибр чĕлхипе лĕпĕртетен
нăй-нăй чĕлхеллĕ сăвăç ят илесшĕн,
вулакана курнасшăн вăл теттен.
Ун сăввисем минорлă та мажорлă
тухаççĕ имĕш. Роза та тюльпан
пĕр уншăн çеç иккен пит тутлă шăршлă.
Ыйтас килет: эс кам? Улпут е пан?..
Кĕçех хуралчĕ вăхăт шунă май
тусем çĕкленĕ кăнтăрăн тӳпи те.
Ытла та çăлтăрсем кунта нумай,
пирĕннинчен шултра та çутă питĕ.
Хăлха алки пек çуталса тăрать
пĕр пĕлĕт таткинчен çакланнă уйăх.
Уçатăп балкона. Çĕр çывăрать,
ан пăс сăваплă шăплăха, ан çуйăх
Çӳлленчĕç пек татах та ĕнтĕ маншăн
тусен тĕтресĕр, кĕмĕл тăррисем.
Мăнаçлă сăя, куçран эс ан писсем:
çĕрле çын пĕрлĕхне упра ыраншăн.
Пĕлетĕп: юр пек шурă барс пире
тусем çинчен пăхать-тĕр ăмсанмасăр.
Вăл пурăнать ту-сăртлă тĕнчере,
хăй çĕршывне куçпа савать вăл сассăр.
Çук, вуламасть вăл тарăхса хаçат,
пĕлмест ик питлĕ бюрократ ăсне те.
Унпа. хĕвел те уйăх калаçать,
унран та телейли çуках пуль тетĕп
Кама — хаçат, кама — эрехсĕр бар
Манра тусен мăн кăмăллă илемĕ!
Тухать хĕвел
Çырать пек шурă барс
тусансăр юр çинче «Хĕвел» поэма.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...