Петĕр Хусанкай


Петĕр Хусанкай (Хусанкай Пётр Петрович) — чăваш сăвăçи, литература тĕпчевçи, публицист, тăлмач. 1907 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче Тутарстанăн Элькей районĕнчи Сиктĕрме (халĕ Хусанкай) ялĕнче çуралнă. 1970 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

1950 çулта Чăваш АССРан халăх сăвăçи ятне тивĕçнĕ. 1967 çулта К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш АССРăн патшалăх премиĕн, 1969 çулта Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен Чăваш Ен Комсомолăн преми лауриачĕ пулнă.

Чăваш АССРĕн тата РСФСРăн Аслă Канашлăвĕсен депутачĕ пулнă.

Петĕр Хусанкай пĕтĕмпе 50 кĕнеке ытла пичĕтлесе кăларнă. Вĕсенчен 15-ĕшĕ вырăсла тухнă. Чикĕ леш енче те чылай кĕнеке пичетленнĕ. Чи паллисен шутне «Аптраман тавраш» сăвăллă роман кĕрет.

Унăн сăввисемпе поэмисем вырăс, украина, болгар, акăлчан, франци, нимĕç, итали, чех, араб, грузи, тутар тата ытти чĕлхесем çине куçарнă.


Кĕнекесем

64

Хайлавĕсем

Хушма каçăсем