Çулталăкăн тăватă сăнĕ
1
Çĕн çул çитет! Туссем те тăвансем
тупаççĕ киввинче те çĕнĕ курăм.
Кантăкранах йӳрте кармашрĕ тем
хĕл сиввипе хутлăннă пĕчĕк хурăн?
Çĕклетпĕр савăш куркине çӳле,
Хĕл Мучипе ура хуçса ташлатпăр.
Вăл хăй те янă кĕрĕкне йӳле,
старик ăшша йăлт пиçнине куратпăр,
Хитре теттеллĕ чăрăш умĕнче
çăлтăрланать çын ĕмĕчĕ асамлăн.
Чечекленме пуçлать çурхи тĕнче,
кунçулăн тӳпине куратăн анлăн.
Чӳречесем çинче тулли пучах
хĕл тăрăшса ӳкерчĕ те васкавлăн, —
«Ĕçчен çынна ялан хисеп те чап!» —
тесе каланăн, кĕр çывхарчĕ шавлăн...
Юхтарăп эп ĕçри хисепшĕн тар,
хам çăкăра çĕршыв хуçи пек çийĕп.
Кунсен тулли çĕклемĕпе хастар
ĕçчен этемĕн хулпуççийĕ çирĕп!
2
Сип-симĕс кĕпине пăхса çанталăк
чăнах та халь ытараймасть пулас.
Мĕнпур çĕрте уçса вăл хунă алăк -
çав алăкран кĕмесĕр ман юлас?
Серте-пултран татаççĕ ывçăн-ывçăн
сар инкесем хавас ушкăнпала.
Е, пăрчăкан пек, пурте умлăн-хыçлăн
йăпăртатса утаççĕ ялалла.
Çĕр чĕрçинче туллин сывлать ман кăкăр:
утап-и уй-хире е вăрмана —
кăмакаран тин çеç кăларнă çăкăр
ăшшипеле хĕвел чĕнет мана.
Тавралăха cаланчĕ хулăн сасă:
шăваççĕ умлăн-хыçлăн тракторсем.
Ӳкет тирпейлĕн касă хыççăн касă—
Çĕр пилĕпех пулатпăр паттăрсем!
Çĕрле те ĕç кĕвви хир тăрăх юхрĕ...
Кĕçех çӳл тӳпери çулне виçсе,
çĕн çăкăрăн чĕлли пек уйăх тухрĕ
килес пуян кĕр сĕтелне сиссе.
3
Çулла, çулла... Эс хĕрĕхри этемĕн
ерçӳсĕр пурнăçне асилтерен.
Ку чăнлăха нимпе те пĕтереймĕн,
эпир унпа халь, тусăм, хамăръен!
Ытарлă сăн куçа ӳкет сисмесĕр,
чуна тытать вăл юрă-кĕвĕре:
çĕн тырă пиçсенех (курса-тăр эсĕр?)
сулмаклăн усăнса анать çĕре.
Шăп çавăн чух асăрхаса илетпĕр
пуç каçăртса ларан пуш пучаха.
Çапла тепри чĕлхипеле темтепĕр
пакăлтатсах тухасшăн-тăр чапа?
Анчах... Çу вăхăчĕ иртсен сухаçă
пуш пучахран кураймĕ пархатар.
Тăр шыв çине те шăп çапла тухаççĕ
суя чунсем: çатта, услап, ханттар.
Ан хăварсам, ал тытнă сухапуçĕ,
эс шăйрăксем: кайран хаклать çулла.
Тарланă кăкăрпа утма та уçă
çĕн тырă хирĕпе кула-кула.
4
Тухса ӳкет сап-сарă юман йĕкелĕ
тетте пек пĕчĕкçĕ чашăкĕнчен.
Паян вăрман та — тулăх кĕр тĕпелĕ,
анма пĕлместпĕр симĕс чĕрçинчен.
Татса тухатпăр уплюнкка та кăрăç
эпир халь тараватлă вăрмантан.
Темскершĕн кăн! пăхса ăсатрĕç йăрăс
мăнаçлă пăшисем уçланкăран.
Индеецсем пек туйăнчĕç кутемĕн
вĕсем мана. Тен, шухăшăм айван?
Чĕрчун çын мар та, пурпĕрех ку темăн
пĕлтерĕшне чунпа хакла паян.
Пурне те кăмăллă кĕрхи çанталăк
анне алли пек ăшшăн ачашлать.
Хăна пулма уçса хурать вăл алăк,
сар пӳртĕнче хĕвел сиксе ташлать.
Яла хуллен кĕрет ян-ян чĕлхеллĕ
кĕр каçĕ сĕнкĕлти вăкăрĕпе.
Чĕнет, туртать тӳпен кăвак сĕтелĕ
кĕр уйăхĕн çавра çăкăрĕпе.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...