Çурла


Çурла тесен, мĕн чул касман

алла унпа ачалăх.

Алран çавах та пăрахман,

пăхман нихçан та чалăш.

 

Хĕвел вĕри урипеле

лĕпке çинче ташлатчĕ.

Тарасчĕ сулхăна, киле, —

лекмест-çке ĕç апачĕ,

 

Чĕнетчĕ шăрчăк юррипе

вырçа пĕтмен каçалăк.

Ĕçлемесен, куç шуррипе

пăхатчĕ пек хуçалăх.

 

Ĕшеннĕ кăмăла хуçса

(халь калама та çылăх!)

шăн пӳртĕн алăкне уçса

шăлне йĕретчĕ выçлăх.

 

Пӳртре курнатчĕ пуш сĕтел —

çавра та тутлă çăкăр

выртмасть унта! Питрен тĕл-тĕл

хĕл чĕпĕтетчĕ çăтăр.

 

Вара тытатăн та çурла,

выратăн кăчăрт-кăчăрт.

Ĕç тарĕ те касать хула —

тапса тухать вăл пăчăр!

 

Выраççĕ шăппăн мăннисем:

«Ĕç тертĕнчен ан писĕр».

Хире те çамрăк аннесем

тухман ача сăпкисĕр.

 

Паян чĕнет ĕç шавĕпе

ялсен машшинлă хирĕ.

Çурла та пулчĕ чăннипе

ман ӳсĕм сувенирĕ.

 

Тырпул пиçсессĕн, тӳпене

çĕн уйăх тин туптанă

çинçе те çивĕч çурлине

çакса хурать те — манăн

 

ăна алра курма тепре

пур тĕрлĕрен сăлтав:

вăл çăкăра чăн хисепре

тытма вĕрентрĕ, — тав!

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: