Атăл каçĕсем
1
Такам пуссах ман чĕрене итлесшĕн,
хăй лăпчăнать пек кăкăрăм çумне.
Е хăвăрт уйрăлать те, мур илесшĕ,
мĕлке пек пытанать вăл каç сĕмне.
Ку — шухăш-туйăм. Лăпкăлăх тӳшекĕ
çынна сĕнмеççĕ Атăл каçĕсем.
Ĕçчен пулсан, телей турамĕ лекĕ:
эпир — хум саслă Атăл ачисем!
Çӳрет пĕччен çил — ӳсĕр меланхолик,
харлаттарсах çанталăк çывăрать.
Хăй хапхине вăл янă пулĕ сăлăп?
Унпа пуплес тесесоĕн — кил, вăрат!
Пулин! Çĕн кун, ав, сар ача пекех
Кулса çӳрет халь пирĕнпе пĕрлех.
2
Шыв хĕрринчи ват йывăçсем кунта
инçе çула каясшăн пек шавлаççĕ.
Кĕтеççĕ пек вĕсем пăрахута,
çил халапне хавасланса тăнлаççĕ.
Çиле итлеççĕ тайăлса вĕсем —
Çул çӳресе хăйсем нихçан курман-тăр?
Çил савăнать. Çӳрет вăл хĕвĕнсе,
сăмахлама тус-йыш тупăннăран-тăр?
Ак уйăх та шăпланнă вăрмантан
Хаваслăн хĕрлĕ сухалне çĕклерĕ
Мучи пек каçăртса: «Ĕç пур-ха ман —
хуçалăх тĕрĕс-тĕкелех-и?» — терĕ.
Хуралçă пек, пĕчченлĕхрен хăпса,
вăл çаврăнасшăн тĕнчене пăхса.
3
Ăна курсан, пĕр шухăш çуралать
(Тен, критик те мана кăн-кан пăхкалĕ).
Эх, çамрăк чух вутланнă-тăр, паллах,
Сар уйăхра та ĕмĕт ăраскалĕ!
Хыпса çунан вĕри вут сапнине
малтан часах этем те асăрхамĕ:
хĕрӳлĕхĕ çеç юлтăр çынсене!
Кайран ӳкĕнӳпе те ăш вăркамĕ.
Чĕре те хăй сӳнессине сисет
Çулăмĕсем пĕчĕкленсессĕн — паллă.
Кунçулăн аллинчен тухса ӳкет
вăл кăмрăк лек: чĕртесшĕн ан чупкалăр!
Юлать сăваплă ят, элек-челек —
çӳрет çын пенсире кив уйăх пек.
4
Кив уйăх пек пуласшăн мар-ха эп:
манпа çӳретĕр анлă Атăл каçĕ.
Ма илĕртмĕ мана ят-сум, хисеп?
Кирлех пулсан, ăс-хакăлпа чул касăп.
Юратакан е курайман чĕре
ман кăкăрта тапса тăрать пулсассăн,
телейлĕ эпĕ аслă тĕнчере,
нихçан та ӳкĕнсе сывламăп ассăн.
Анчах умри çуртсем те хунарсем
ман хыççăн та çаплах йĕркеллĕ юлччăр.
Кунçул пехилĕ çакăнта, атьсем:
ман сăвăсем çак чăнлăхпа тус пулччăр.
Юратакан е курайман чĕре
малашлăхшăн чыс илтĕр тĕнчере!
5
Хам пурнăçри мĕнпур вак-тĕвеке
пысăклатма ма вĕçĕм тытăп лупа?
Эп сарлака çул варрине лекем:
пĕчченлĕх ӳплинче эп лармăп хупă.
Çак ĕмĕт çунатне касмашкăн ал
çĕклекене эп сăх питрен лач! сурăп.
Хама кура ман хамăн ăраскал —
путсĕрлĕхе хĕç-сăмахпа эп турăп.
Хал пулмасан, хăвна çеç айăпла
тесе хама эп вĕçемсĕр хытарăп.
Ĕмĕрлĕхе çĕтсе, вил кайăкла
ӳкессинчен пĕрмай асăрхаттарăп.
Çунатлă шухăш вĕçевне çавах
пăрахмĕ ăраскаллă кун — тавах!
6
Тетте пек капăр, пĕчĕкçĕ тĕнче
шыракана эп ăмсанмастăп пурпĕр.
Вăл пултăр пукане таврашĕнче —
йăпантăр сăпкари ача, юп куртăр.
Сисетĕп: хăш-пĕри çак шухăша
ачашласа тăвасшăн хăтлă пӳлĕм
хăй чĕринчен. Лĕклентерет ăша
çав шухăш — пăрăнатăп йĕрĕнӳллĕн.
Хам пурнăç туртине туртам ялан
эп нăйкăш сассăр та ӳпкелешӳсĕр.
Чунри çирĕплĕхе тупасчĕ ман
ним палкамасăр, уссăр тĕркĕшӳсĕр.
Çак шухăшпа тупсассăн килĕшӳ,
чуна вут хыпĕ, пулмĕ тĕркĕшӳ.
7
Такам мана ыталаса илет,
хăй тем калать йĕрсе-кулса: итлетĕп.
Ав, критик та «вăл — кам?» тесе витлет.
«Вăл — эпĕ хам», — тесе çеç евитлетĕп.
Ялан çĕклеççĕ шухăш-кăмăла
мăн Атăл каçĕсем — ăçта иртейĕн?
Е систереççĕ тейĕн тăвăла,
е тăвăлран та хӳтĕлеççĕ тейĕн.
Анчах нихçан та лăпкăлăх тӳшекĕ
çынна сĕнмеççĕ Атăл каçĕсем.
Ахаль-им савăнса калатăп эпĕ:
Эпир — хум саслă Атăл ачисем!
Пиллетĕп вăрăм ĕмĕрлĕ сăвва
Эп Атăл хум çĕкленĕ çĕршыва.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...