Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Туй сикет клубра каç кӳлем.
Янтратать пур кассене.
Кам юрламĕ хĕпĕртӳллĕн?
Кам ташламĕ ташшине?
Саламлаççĕ пит хĕруллĕн
Ыр сунса çĕн мăшăра.
Председатель хăй, Яруллин,
Пысăк шифоньер парать.
«Фермăран парне илсемĕр. —
Зоотехник саламлать. —
Ывăл-хĕр нумай ӳстерĕр», —
Кĕç ача кӳми лартать.
Кĕпе-йĕм е чашкă-тиркĕ —
Памарĕç пуль мĕн кăна?
Парнесем хыт савăнтарчĕç
Шоферпа дояркăна.
Туйĕ-шуйĕ иртрĕ шавлăн...
Эрнерен çапла пĕрре
Çамрăк упăшка васкавлăн
Ĕç укçи илме кĕрет.
«Параймастăп, — тет кассирĕ, —
Хăвăнтан халь тытмалла».
«Мĕншĕн? Мĕншĕн?» — çамрăк ыйтрĕ.
«Туй парнишĕн. Ху чухла».
Икĕ тус тĕл пулчĕç
Пĕр тăкăрлăкра.
Тем калаçрĕç, кулчĕç
Лăпкă улахра.
«Кун пирки юрать-ши
Калама Тита?» —
Кĕçĕнни хăравçăн
Аслинчен ыйтать.
«Вăрттăнлăх ку пирĕн, —
Тет асли — Трахвин. —
Ăшунта тыт çирĕп!
Тит хăть... хамăр çын».
«Шанчăклă апла вăл —
Калама юрать». —
Кĕçĕнни ал-хапăл
Килĕшсе хурать.
«Палкамасть тăрлавсăр,
Сăмаха тытать. —
Тет асли хавассăн,
Мухтаса Тита. —
Пĕлтĕр хушса панă
Ĕç укçи ăна.
Халь те каламан вăл
Арăмне çавна».
Пĕчченех ларатăп
Ĕç пӳлĕмĕнче,
Ыр ят илес тетĕп
Пуçлăх умĕнче.
Пурнăçлас килет ман
Унăн хушăвне.
Такамсем тухаççĕ
Ман куçсем умне.
Тахăш мана чĕнчĕ
Музейе кайма.
Тепри илĕртейрĕ
Çĕн кино курма.
Телефон та манăн
Тек шăнкăртатать.
Кашниех манран тек
Тем те пĕр ыйтать.
Ĕçлесси пулмарĕ
Пуçлăх хушнă пек.
Кун иртсе те кайрĕ
Пуш лав евĕрлех.
Ах, мĕн тумалла-ши
Чăн ĕçчен пулма?
«Юссенчен» мĕнле-ши
Мел пур хăтăлма?
Телефонсăр пӳлĕм
Кирлĕ, тен, мана?
Тус-çемье çинчен те,
Тен, тивет манма?
Çур кунĕ хĕвел çутипе ялтăрать-и,
Янрать-и тӳпе кайăксен сассипе;
Ирхи уçă çил ерипен калаçать-и
Урам хушшинчи йывăçсен çулçипе;
Шап-шур чечекре ларакан садсем çийĕн
Вĕçет-и пыл хурчĕ сĕткен пуçтарса;
Тулли кăкăрпа сывлакан тĕнче çийĕн
Анать-и хуллен каç чаршавĕ шуса;
Хавас хĕрипраçăн юрри ян каять-и
Ыр шăршă саран шурă çĕмĕртлĕхре,
Маттур ĕмĕтпе хавхаланнă бригада
Тухать-и мала чунĕ савнă ĕçре —
Этем хавалне те, тĕнче илемне те
Туллин эп туятăп, Çĕршывăм-анне!
Чĕнессĕм килет сăввăмпа ман пурне те:
— Ялан малалла! Коммунизм патне!
Ак кур,
Ачи-пăчи çулпа пыран ватта çул пачĕ.
Çак кун
Тепри аманнă чĕкеçе сиплерĕ, ячĕ.
Ку вăл – никам çырман,
Ниçта та çырăнман
Саккун.
«Çĕтем –
çур çул шырам сана, савни,
шырам пĕр ĕмĕр,
Пĕтем, –
Çĕн несĕл юлтăр та, унра ман çунтăр ĕмĕт».
Çапла тăвать тупа
Таса юратупа этем.
Ак кур,
Ачи – ӳсет. Чĕкеç – вĕçет.
Каччи хĕрне чуптурĕ... Кулчĕç…
Çак кун
Çут тĕнчере этемлĕхпе миçе тĕл пулчĕ
Этем алли çырман,
Ниçта та çырăнман
Саккун?
31.07.1971.
Ик ача пулнă тус та тăшман.
Пĕр вылянă, çӳçрен кĕç çăмланă.
Çивĕтли кăшт хăранă пулсан,
Карттусли шăл йĕрме кăмăлланă.
Сак çине илĕртсе улăхтарнă,
Хăй кайран анса тарнă юри.
Пĕри йĕнĕ, теприйĕ вăрçтарнă,
Эх, хăравçă чĕре, чăх чĕри!
Шкулта ларнă пĕрле,
Çуммăн пулнă.
Çӳллĕрен хăрасассăн пĕри,
Шăлавар тăхăнни вăрттăн кулнă,
Эх, хăравçă чĕре, чăх чĕри!
Йăмра çийĕн пĕр кайăк вăшлатнă,
Тĕттĕмре шартах сикнĕ пĕри.
Ун каччи чуптуса пăшăлтатнă,
Эх, хăравçă чĕре, чăх чĕри!
Ир-ирех стройкăра ĕç пуçланчĕ,
Çирĕм хутлă чул çурт купаланчĕ.
Аялтан кăшкăрать ав пĕри,
Кирпĕч килчĕ, илсем, чăх чĕри!
Аннеçĕм калать,
Хĕвел вут çăмха парнелет, тет.
Çав чăмăр ӳссе çитĕнет те
Этем çуралать.
Те чăн, те суя – хирĕçместĕп,
Кĕместĕп чĕрре.
Камсен-ши, шутлатăн пуль эс те,
Хĕвеллĕ чĕре?
Чăлахчĕ пиччем,
Ури вăрçăра юлнă тетчĕ.
Сыпсан кăшт ташша хăй сĕветчĕ,
Пулмастчĕ кичем.
Калатчĕ вăл, эпĕ вилсен те,
Ман сӳнмĕ чĕре.
Те чăн, те суя вăл – пĕлместĕп,
Кĕместĕп чĕрре.
Çынна чĕресем çутатаççĕ,
Ăшăтаççĕ çĕре.
Савса чĕресем вутланаççĕ,
Çунаççĕ ĕçре.
Чăна суяран уйăратăп,
Кĕретĕп чĕрре,
Кашни ыр çынрах эп куратăп
Хĕвеллĕ чĕре.
1
— Эй, çынсем! — янтрашрĕ карчăк. —
Кĕтĕм çеç эп вакуна,
Тахăшĕ касса кăларчĕ
Ман пин тенкĕ укçана!
Лăплантарчĕ яш сăпайлăн;
— Çук кунта тĕлĕнмелли.
Пуйăсĕ ку «скорăй» ятлă,
Васкаса çӳрекенни.
2
Микула мучи каларĕ:
— Халь начальник пӳлĕмне
Хăть те кам кĕме пултарĕ...
Шаккамасăр алăкне.
— Ун пекки пулма пултармĕ, —
Хирĕçлерĕç ыттисем.
— Пултарать, — тет Елетармов. —
Халь унта... юсавçăсем.
3
Пĕринче яш зоотехник
Ут кӳлмешкĕн пикенет.
Пуçĕпе çуна енне-мĕн
Вăл тăратнă лашине.
— Эс утна тăратнă йăнăш, —
Тет мучи çамрăкскерне.
— Хăй пĕлет пуль, — терĕ тахăш, —
Ăçталла каймаллине.
Вырăсларан Н. Евстафьев куçарнă.
Çывăр лăпкăн, чĕвĕл-кайăк,
Пĕчĕкçĕ пепкем.
Сăпкуна сиктернĕ май эп
Юрă кĕвĕлем.
Уçă, çутă та пит аслă
Умăнnи çулу,
Пултăрах пĕрмай хаваслă
Шăнкăрав-куллу.
Вăй-халне, тарне те халăх
Хĕрхенмест ĕçре, —
Пулĕ саншăн савăнмалăх!..
Чунăх, тĕлĕрех.
Тăшмансем пуçласшăн вăрçă.
Мирлĕ халăхсен
Вăй-хăвачĕ чăн та хурçă,
Çирĕп вăл темрен.
Чикĕри хурал та сыхă—
Вичкĕн куçĕсем...
Килтĕр, килтĕр тутлă ыйхă,
Çывăрах, пепкем.
Кăшт ӳссен, шкула эс кайăн.
Уроксем пĕтсен,
Килелле эс чупăн лайăх
Паллăсем илсе.
Мăюнта хĕм-галстук пулĕ;
Комсомол та шкул
Тупса парĕç пурнăç çулĕ... —
Çывăр, канлĕ пул.
Аçу пек ӳссе çитсессĕн,
Вăй кĕрсен хулна,
Инженер, тен, пулăн эсĕ,
Кайăн стройкăна.
Çĕршывра таçта та пур ĕç! —
Эс тăрăшнисем
Тусусемшĕн ырлăх кӳрĕç...
Малалла
Çур аки эпир тăватпăр,
Тыр акатпăр тăрăшсах.
Пĕр бригадăн икĕ трактор,
Çичĕ хĕр те пĕр хусах.
Сухалатпăр ăмăртуллăн,
Маларах тухас тесе.
Васкаса акатпăр тулă
Такмакпа пехиллесе.
Тунсăхпа вилместпĕр эпĕр,
Пур тальянка та баян.
Баянне тăсать Хĕветĕр,
Купăсне вара — Татьян.
Çичĕ хĕр эпир саватпăр
Пĕртен пĕр бригадира.
Тен, юласшăн вăл хусах-тăр?
Ют ялта-и, тен, шырать?
Эх, ейпух, йăлăхтарман-ши
Хусахла кун-çул ăна?
Ĕç пĕтсен, Наçтук е Маша
Пурпĕр илĕç тыткăна.
Юрама ăна шутлатпăр,
Тек тимлетпĕр ăмăртса.
Тĕплĕ пур ĕçе тăватпăр
Ташласа та юрласа.
Председатель те паллашрĕ
Пирĕн йыш ĕçĕпеле.
— Ку уй, — тет, — ыр тухăç парĕ
Музыка кĕввипеле.
■ Страницăсем: 1... 764 765 766 767 768 769 770 771 772 ... 796
|
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...