Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Катӑлнӑ уйӑхИрĕк çилТантăшсемВатă чĕре — çамрăк чунСулпикепе Валĕм хунЙĕрсем çухалмаççĕКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнеке

Инкекрен хăтăласчĕ


Библире каланă теççĕ:

«Пурнăç Çĕр çинче пĕтет».

Çылăхсемшĕн-элекçĕн

Ун патне пырать этем.

 

Вăттисем пире чараççĕ

«Çылăха ан кĕр» тесе.

Пурпĕр сĕмсĕрсем тытаççĕ

Мăрчама усал ĕçе.

 

«Ан вăрла» тесе каланă

Пĕр-пĕрне мĕн авалтан.

Пурпĕрех-çке ал хыпанĕ

Уйрăлмасть хăш ывăлтан.

 

Эс «суя çур пурнăç» тетĕн,

Улталан кула-кула.

Çавна май тек кĕскететĕн

Çĕр çинчи кунна-çулна.

 

Асатте ялан калатчĕ:

«Чухăна пулăшмалла».

Пуянсем çакна манаççĕ,

Сĕтĕреç тамăкалла.

 

Вăйлисем текех хĕсеççĕ

Пур çĕрте вăйсăррине.

Туршăн та, кĕç ӳкереççĕ

Вут ăшне Çĕр чăмăрне.

 

Тăвансемĕр, ан пулсамăр

Хапсăнчăк мăриккан пек.

Чыслă пулăр, ан кăтартăр

Хамăра нихçан инкек.

Çумăр хыççăн


Эх, аван-çке çумăр хыççăн

Каç пулса килес чухне,

Янратса ярсассăн уççăн

Шăпчăк савăк юррине,

 

Кĕрлесе иртсен, мăнаçлă

Аслатийĕ, инçетре,

Мĕн тери чуна хаваслă, —

Мĕн тери çĕршыв хитре!

 

Кун пек чух епле лăпланăн

Тухмасан шыв хĕррине?

Савăнса тăрса сăнатăн

Аслă Атăл илемне.

 

Инçех мар, лере, шыв çийĕн

Çăмăл кимĕ ярăнать.

Ун çинчи хĕрсен сассийĕ

Атăл тăрăх ян каять.

 

Эп алла илсеттĕм купăс

Ĕнересшĕн çав юрра.

Çавăн чух вара ман шухăш

Кĕвĕленчĕ сăвăра.

 

Пит аван çав çумăр хыççăн

Хĕвел аннă вăхăтра

Илтĕнсен илемлĕн, уççăн

Çĕнĕ юрă таврара.

Атăл çинче


Çĕрле. Атăл çийĕн

Яш тантăшсемпе

Аван çӳремешкĕн

Пĕрле кимĕпе.

 

Çӳлтен çутă уйăх

Йăвашшăн пăхать.

Çути ун шыв тăрăх

Чĕркĕмĕл суйлать.

 

Пыратпăр хăюллăн

Ишсе, малалла.

Çап-çутă йĕр хумлăн

Юлать хыçала.

 

Умра тĕкĕр евĕр

Шыв çийĕ яка.

Юхать аслă Атăл

Туллин, сарлакан.

 

Ун мăшăр çыранĕ

Пит капăр, пуян, —

Ем-ешĕл çаранĕ,

Илемлĕ вăрман.

 

Эх, Атăлăм, Атăл,

Саватăп сана,

Нихçан эс ан татăл, —

Ан сивĕт чуна.

Юлташ, пĕлетни эс


Юлташ, пĕлетни эс,

Чĕрӳ сан – пĕчĕк ГЭС.

Ун вăйĕпе юн тымарсем тулаççĕ.

Мĕльюн чĕре пĕрле

Мăн Атăл пек кĕрлет.

ГЭСсем чĕре хăватĕнчен пулаççĕ!

Симĕс хырлăх


Йĕлтĕрпе йĕрлесе уй-хир урлă

Çитсе кĕтĕм Вăрнар вăрманне.

Ас илтерчĕ умри симĕс хырлăх

Вăрçăран таврăнман çынсене.

 

Çак вăрман пурăнать палăк евĕр,

Уйрăлу. Канакан салтаксем…

- Эй! А-у! Çынсем пур-и, чĕнсемĕр!

Шăп-шăпах. Тавлашаççĕ хырсем.

 

Малалла вĕçтеретĕп уй урлă

Хыçăма çĕнĕ йĕр хăварса.

Курăнми пуличчен ал сулса

Палăк евĕр юлать симĕс хырлăх.

 

13.03. 1969.

Шурă хурăн


Яштака, илемлĕ хурăн

Лартрăм иртнĕ çуркунне.

Эп каларăм: эсĕ пурăн,

Илем кӳрччĕ шкул умне.

 

Малтанах имшеррĕн, юттăн

Пăхкалаттăн ман çине.

Йăпататтăм: эс ан ютшăн, —

Шыв сапаттăм ирхине.

 

Хăюлланчĕ те тумланчĕ

Шурă хурăн шӳлкеме,

Вăл юратрĕ те ăнланчĕ

Ырă сунан этеме.

 

Çу каçса хĕл иртнĕ хыççăн

Килчĕ ăшă çуркунне.

Çамрăк хурăн кăтра пуçлăн

Тухса тăчĕ куç умне.

Шăрăхра сив шыв пек чĕнекен


Шăрăхра сив шыв пек чĕнекен

Сăвăсем ман çырасчĕ.

Ăш хыпсан, кĕнекем-чӳлмеке

Пурсăра та парасчĕ...

Сан чунна та сив хĕл пăрлантарчĕ


Сан чунна та сив хĕл пăрлантарчĕ,

Те пăтратрĕ элек, –

Пĕлеймерĕм.

Хам çавах чĕреме лăплантартăм,

Çур çитсессĕн вăл тек

Шăнмĕ терĕм.

 

Çур кунне çуталать куççуль витĕр

Сив хĕле ал парса.

Эй, мăнтарăн!

Сан чуну халь те сивĕ-çке питĕ.

Тен, хĕлпе пĕр пулса

Эс те тарăн?..

Вăл чăваш чĕлхипе вут хыптарĕ


Вăл чăваш чĕлхипе вут хыптарĕ,

Ĕмĕрхи чулсене калаçтарĕ.

Ун пек çын пулнă-ши?

Пулнă.

Çеçпĕл Мишши!

Кам чĕрийĕ тапать вулкан евĕр?

Кам сăввин аслати пек кĕрлевĕ?

Камăн-ши? Камăн-ши?

Пирĕн Çеçпĕл Мишшин!

Тĕп чĕлхе ахахне кам пуçтарнă?

Хăйĕн хыççăн акса кам хăварнă

Çĕн поэзи тĕшши?

Пирĕн Çеçпĕл Мишши!

 

1969, чӳк.

Çеçпĕл


Тин çурчĕ çулçă вĕрене.

Черчен те ешĕл çулçă айĕн

Шăратрĕ хăйĕн юррине

Кунта иленнĕ чипер кайăк.

 

Ешернĕ савăк вăрмана

Çурхи хĕвел сапать сар ылтăн;

Пуçтарайса пăх-ха ăна,

Ăçтан хăйса ал вĕççĕн тытăн...

 

Çĕре сирсе, чăн чĕрĕлсе

Çĕкленчĕ çеçпĕл тĕнчене.

Тĕлĕнмелле чечекленсе

Кӳрет вăрманăн илемне.

■ Страницăсем: 1... 767 768 769 770 771 772 773 774 775 ... 796