Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Кăмакара кăвайт çунать,
Мухтав Турра,
Ĕçме-çиме сĕтел çинче,
Мухтав Турра.
Кĕрекере кĕрӳ ларать,
Мухтав Турра.
Мăнук вылять урайĕнче,
Мухтав Турра.
Тен, тăрăшса эп ĕçлемен.
Çук ман кермен.
Ят-сумăм çук. Мĕнех вара?
Айăп хамра.
Ахах-мерчен мĕнне пĕлмен,
Пĕрех йĕмен.
Пулсассăн сывлăх пуçăмра,
Мухтав Турра.
Мĕн-ма каллех çак çĕр çинче
Урать тĕнче?
Усаллăхра ырра шанса
Пурнасчĕ-ха.
Иртни инçе, умри çинçе,
Тур аллинче.
Паянхипе кăшт савăнса
Юласчĕ-ха.
 Виç-тăват çул ытла пуль ĕнтĕ вăл — пĕр çулне кĕр пит вăрăм пулчĕ.
Хуркайăксем карталанса тахçанах кайса пĕтрĕç.
Пирĕн çав çул виçĕ кăвакал çу каçнăччĕ.
Эл шывĕ хĕрринчех вăл кăвакалсем çĕр каçа ларатчĕç вара, каçпа киле таврăнма хăнăхманччĕ вĕсем.
— Кăвакалсем сывă çӳреççĕ-и-ха? — тесе эпир вĕсене ирпе-каçпа çеç каяйса пăхаттăмăрччĕ.
Эл хĕрринченех пирĕн кăвакалсем таçта çухалчĕç çав кĕркунне.
— Хамăр çумри Ваçли арăмех пусса çирĕ пуль ĕнтĕ пирĕн кăвакалсене, — тесе тахçанчченех сăмахларĕ анне.
— Йытă-качка, тилĕ е кашкăр тытса кайнă пуль, шырас та мар ĕнтĕ пуль вĕсене, — тесе пуплетчĕ атте.
Хамăр йăмра тăррине тивес пекех, кайăк кăвакалсем пит аялтан, карти-картипе ларт! ларт! лартлатса вĕçе-вĕçе кайрĕç.
— Атте, пирĕн кăвакалсем кайăк кăвакалсемпе пĕрле вĕçсе кайман-ши вара? — тесе ман шăллăм аттерен ыйтатчĕ.
— Кам пĕлет вĕсене, çунатлă япала. Вĕçсе те кайнă-и тен! — тетчĕ вара атте.
— Анне! Тырă вырса, кантăр татса пĕтерсенех пусмалла пулнă çав пирĕн кăвакалсене. Яшка тутлă пулатчĕ, авăн çапма пире те вăй кĕретчĕ, — теттĕм эпĕ аннене.
Малалла
Манюк мăшăрăма
Авал чăвашăн кăмаки çинче
Хĕрт-сурт тӳлеккĕн пурăннă иккен.
Пăри пăтти чӳкленĕ каçсенче
Вăл курăннă шур тумлă ыр пикен:
Сурпанлăскер, вăл уйăх çутипе
Пĕтĕр-gĕтĕр! арланă кĕнчеле.
Çапла кил пурнăçне хăй ĕçĕпе
Пыма пилленĕ сĕт çулĕпеле.
Е кучченеç пуçламалла пулсан,
Малтан ăна вăл пăхнă астивсе.
Е ĕçкĕре хаваслă сăйлансан,
Ăна тав тунă «тав сăя!» тесе.
Вучахăмăр хуçи, кил-йыш сыхчи,
Вăл çирĕп тытнă пӳртĕн никĕсне.
Ĕрчевлĕ пултăр тенĕ ачипчи,
Сыхланă кил тирпей-илемлĕхне.
Ай-яй, маттур иккен чипер хĕрт-сурт:
Ытах та харкашу лăпланмасан,
Килтен писет вăл, саланать тет çурт,
Ăнмасть вара хай пурнăçу та сан...
Эй, мăшăрăм! Нумай-нумай сăмах
Сана каламаллаччĕ тав туса —
Телей тĕрекĕ пулнă тусăма
Нимех те калаймарăм-çке тупса.
Эй, ыр хĕрт-суртăм, ырă пирĕшти!..
Çапла чĕнем-и халĕ те пулин?
Эс пуррипе ăнать кун-çул утти,
Эс пуррипе вăл туйăнать туллин.
Малалла
Кăмăл çаврăннă самант-ши,
Те йăли ун çавнашкал —
Хĕл пуçларĕ юр тăкмашкăн,
Юрĕ нӳрĕ, кăпăшка.
Шурă тĕнчере утатăн,
Шурă кун куçа шартать.
Юр кăна умра куратăн,
Юр кăна çавăрттарать.
Кураксем эппин килеççĕ
Çуркунне хыпарĕпе,
Васкаса иккен çитеççĕ
Çак тăманăн хӳттипе.
Сас парассăн туйăнаççĕ
Çывăхрах сисмен хутран.
Ахаль мар-тăр тунсăхлаççĕ
Йăмрасем вĕсем çукран...
Вашават сывпуллашать-мĕн
Сивĕ хĕл пирĕнпеле,
Чыс тумашкăн тарават-мĕн
Юлашки юрĕпеле.
Чыс тăвать курак тăманĕ,
Шеллемерĕ пурлăхне:
Курса юлăр тет, ан манăр
Шурă юрăн çутине!
Эх, студентăн пурнăç йывăр:
Хырăм выçрĕ, вăхăт çук.
Мĕн тăвас тен? Вырт та çывăр
Лектор тем вуланă чух.
Çуркунне-çке халь. Анранă
Шăнасем пекех çынсем.
Пурте чĕрĕле пуçланă —
Анаслаç пĕрех хăйсем.
Наталин те чăтăм пĕтнĕ:
Йăкăлт-якăлт пăхкалать.
Çуркунне чăнах та çитнĕ:
Хырăм выçнă, палăрать...
«Атя клуба», — тесе чуна илеççĕ
Тус-тантăшсем эрне вĕçленнĕ май.
Вĕсем кăштах канма ĕмĕтленеççĕ —
Тен, пуç анрать вĕреннипе пĕрмай...
Вара каллех пĕрле пуçтарăнатпăр.
Мĕнех тăвайăн? — Хирĕç каяс çук.
Шкула çӳренĕ пек клуба утатпăр,
Кулатпăр иртнине асилнĕ чух.
Кунта таçтан та халăх пырса тулнă:
Машинисем лараççĕ купипе.
Ку яланхи йăла. Çаплах вăл пулнă:
Клуба çӳреççĕ чунĕ туртнипе.
Хăшне курсассăн савăнать чĕреçĕм,
Хăшне курсан тухса тарас килет.
Ав, айккинче пур сак. Пурте пĕлеççĕ:
Çав сак ялан пире кăна кĕтет.
Эх, тунсăх çавăрса илет-çке хăвăрт,
Ăçта килсе çаклантăм, тенĕнех.
Çук,хурлас мар çапах, пулас-ха шăпăрт.
Хамах эп утса килтĕм-çке, пĕрех.
Ташлаççĕ пĕрисем ытла хавассăн,
Тепри аран тăрать ури çинче.
Сывла та, ан сывла та халĕ ассăн —
Ку пирĕн, ку вăл паянхи тĕнче.
Ав, пĕрисен «киккириксем те хĕрнĕ»,
Пире-мĕн кăтартасшăн боевик.
Малалла
I
Кĕркунне. Хурăнлăх ялĕ тарăн ыйхăран вăранать. Уяр çанталăкри тӳпе çăлтăрсемпе тулнă. Уйăх кăна мĕнле-тĕр шурса кайнă, ун йĕри-тавра ункăсем карталаннă — çанталăк пăсăлать пулмалла. Сулхăн. Çил те самаях хытă вĕрет. Ялта йытăсем вĕркелеççĕ, автансем авăтаççĕ, алăксен уçăлса хупăннă сасси илтĕнет.
Марье аппа ыйхăран вăранчĕ. Ыйхăран вăранчĕ тени те тĕрĕсех мар, ара, çутăласпа анчах аран-аран çывăрса кайрĕ вăл. Ăçтан ыйхă килтĕр-ха çавăн пек чух — ывăлĕ салтакран таврăнмалла ыран. Тăрса ларсанах ăшă тутăрне çыхса ячĕ, урине çăм чăлха тăхăнчĕ, çутă çутрĕ. Улттăмĕш сехет кăтартаççĕ стена çинчи сехет йĕпписем.
Кӳршĕсем те çав вăхăтра çутă çутса ячĕç. Марье аппа васкаса пăлтăра тухрĕ, малтанах хатĕрлесе хунă вутă çĕклемĕ тата пĕр витре кăмрăк йăтса кĕчĕ. Каланккă юшкине уçрĕ, кĕл кăларчĕ. Часах чĕртсе янă каланккă кĕрлеме тытăнчĕ.
Марье аппа пĕчченех пурăнать. Мăшăрĕ, Михаля, вăрçăран таврăнаймарĕ. Ыран салтакран таврăнакан Иван ашшĕне астумасть, ытла пĕчĕк пулнă-ха вăл ашшĕ вăрçа тухса кайнă çул. Хуçалăхĕ Марье аппан пуян вара: шатрун çурт, тырă кĕлечĕсем, выльăх-чĕрлĕхĕ, кайăк-кĕшĕкĕ картиш туллиех. Вăл ялти пуян хĕрĕ пулнă, ашшĕ ăна качча кайсанах пурнăçра мĕн кирлипе тивĕçтернĕ. Тен, çемьере чи кĕçĕнни пулнипе ашшĕ-амăшĕ юратарах панă-тăр. Марье аппара ашшĕ юнĕ юхать теççĕ. Тĕрĕсех пуль ара: кăра çилĕллĕ, каппай, çăткăн чунлă хĕрарăм вăл, пуринчен ытла арçынсене, хăйĕнчен кĕçĕнреххисене пăхăнма юратмасть. Ĕçченне ĕçчен ĕнтĕ, çавăн пек пысăк хуçалăха хĕрарăм пуççăн тытса пырать, йывăрлăхсенчен те хăрамасть, тăва пĕлмен ĕçĕ те çук унăн.
Малалла
Пĕр чĕкеç çаран çийĕн вĕçет
Кунĕпе мăшарне шыраса.
Пĕр пике чĕкеçе шав тĕсет
Куçĕнчен çут куççуль юхтарса.
Суранлатрĕ сив куçлă тăхлан
Чи маттур яштака салтака.
Васкаса савăнатăн, çăхан,
Таврăнса вăл тăвасшăн ака.
Салтака чун савнийĕ кĕтет,
Ĕненет çиçессе çут кĕтрет.
Кам кĕтет — вăл кĕтсе илетех,
Юрату вилĕме çĕнтерет.
Пĕр чĕкеç çаран çийĕн вĕçет,
Салтака чун савнийĕ кĕтет...
Сывă пул, чун савни, сывă пул,
Ытлашши ан хурлан эс, йăл кул.
Эс мана салтака ăсатан,
Ытала та чупту, ан вăтан.
Уйăрать халь пире инçе çул,
Сывă пул, сывă пул, сывă пул.
Эй, юлташ, купăсна тăсса яр,
Савнипе асăнмалăх ташлар.
Чун савни, нумай мар кĕтмелли
Ытлашши хурланма кирлĕ мар.
Уйăрать халь пире инçе çул,
Сывă пул, сывă пул, сывă пул.
Манас çук эл сана инçетре:
Сан сăну яланах чĕрере.
Чун савни, эс мана кĕтсе ил,
Сывă пул, сывă пул, тăван кил.
Уйăрать халь пире инçе çул...
— Мĕнле пурăнатăн, чĕрем?
Санпа тахçанах калаçман.
Пĕлетĕн — куна та çĕре
Ĕçре ирттеретĕп ялан.
Асаплă-и эс? Ан пытар.
Хаваслă-и эс? Савăнтар.
— Çунатăп хитре саманан
Тĕпренчĕкĕ пулччĕ тесе.
Эс тунă тупа, эп манман
Çĕршыв çулăма кĕмессе.
Юрат юратма пулнине,
Ылхан ылхана юлнине.
— Чĕрем, кăвакарчĕ тăнлав,
Умри çул вара кĕске мар.
Канма хистесе ан йĕнла —
Çунат хальлĕхе усăнман.
Енчен тв ӳкес-мĕн пулсан,
Тăмашкăн хал çитĕ-и сан?
— Эп канлĕх ыйтмастăп санран,
Суйма, шахвăртма вĕренмен.
Хăвна шаннă евĕр эс шан,
Хăвна та, мана та ĕнен.
Ыр ĕçшĕн кăна çунатлан,
Ыр чунлă çынна ынатла.
— Чĕремçĕм, хур кайăк çулне
Утса тухасах килет ман.
Пĕлетĕп, зс ĕмĕт умне
Нихçан та тĕкме хăпартман.
Хавшамĕ-и ĕмĕт-çунат,
Пăрахмĕ-и вăл хуçуна?
— Çунсан самана вучĕпе,
Умра — çĕнĕ кун, сĕм кай мар.
Курма пĕл ача куçĕпе,
Малалла
■ Страницăсем: 1... 515 516 517 518 519 520 521 522 523 ... 796
|
Шухăшсем
Looking for traffic that actually fits y...
Tired of traffic that doesn't convert? S...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем