Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юрату йĕтесĕИлле ТăхтиХусанҪул пуҫламӑшӗВăхăт таппиХĕллехи каçсенчеЫтла та вăрттăн юрату

Халăх явапĕ


(С. Михалковран)

 

Хир тулли кĕрнеклĕ тырă,

Çӳллĕш çӳллĕ этемрен.

Мĕн акатăн — çавна вырăн,—

Тенĕ халăх ĕлĕкрен.

 

Çав тырра тăшман пухасшăн.

Çук, ан хапсăн, харампыр!

Бомбă акрăн, халь, тархасшăн

Мĕскер акрăн — çавна выр.

Çыру


1

Юратнă анне!

Эсĕ хăв тăлăх пулин те пире, йăмăкпа иксĕмĕре, пăхса ӳстертĕн.

Тыр вырма кайнă чухне ача урапи çине йăмăка лартса, мана алран çавăтса, ача урапикантрине хулпуççийĕнчен çаклатса пире илсе çӳреттĕн эсĕ.

Пуянсем-куштансем пирĕн лайăх анасене, тăлăх арăмран çĕр валеçнĕ чух тытса илнĕшĕн, анне, эсĕ çыхнă кĕлте çине, йăран хĕрне ларса, каçалăк умĕнче макăрнине лайăх астăватăп эпĕ.

Халĕ самана ĕнтĕ урăхла.

Эпĕ те халĕ, тăлăх арăм хĕрĕ, аслă шкулта Мускавра вĕренетĕп, вĕренсе тухсан, эпĕ те хамăр халăха усăллă пулассине шанатăп.

Анне, эпĕ сан валли пуштăпа лайăх купăста вăрри, чĕкĕнтĕр, кишĕр, çарăк вăрри яратăп.

Çак тĕслĕ купăста вăррине пит аван теççĕ.

Çырма хĕрринчи купăста пахчине эсĕ ăна лартсам. Çулла, киле тавăрăнсан, эпир, Палипе пĕрле, вăл купăстана шăварăпăр.

Чĕкĕнтĕр, кишĕр, çарăка килти пахчана — çамрăк улмуççисен хушшине ларт.

Кăçал уя çимĕçсем лартмашкăн, тыр-пул акмашкăн пĕрлешӳсем пирĕн ялта та пулаççĕ пулсан, анне, эсĕ те пĕрлешӳсене кĕмесĕр ан юл.

Анне, ака тума эсĕ пĕччен вăй çитереймĕн.

Малалла

Сивĕ çил юра хаяррăн...


Сивĕ çил юра хаяррăн

Каллĕ-маллĕ тустарать.

Фашистсен арканнă çарĕ

Такăнса ӳксе тарать.

 

Хĕл каçмашкăн ăшă вырăн

Мускавра шыракансем

Ĕнктĕркеççĕ. Выçă хырăм...

Кӳтнĕ алă-урасем...

 

Саврăнса пăхми танккаççĕ.

Вилнисем мĕн чухлĕ-ши!..

Ак сире — совет Кавказĕ!

Ак сире — Мускав ăшши!

Кукăр хурăн


Йышлă кăткă тĕмĕ...

Таврара чечек.

Кукăр хурăн тĕпĕ,

Кукăр, чĕлем пек.

 

— Лайăх ӳречелĕх! —

Тейĕччĕç авал.

Халь ăна: «Пит селĕм», —

Теекен сахал...

 

Урапаллă ĕмĕр —

Тен таврăнмасса! —

Иртрĕ тĕпĕр-тĕпĕр

Çулпала кусса.

 

Кукаçи те кайрĕ,

Кайрĕ куками...

Малаллах чуптарĕ

Пурнăç кустăрми!

Эс курнă-и...


Эс курнă-и урасăр çын

Тăпăртатса ташланине?

Илтни сан пур-и тăлăх кин

Ĕсĕклесе юрланине?..

 

Пĕрин ташши — ахлатнă сасă,

Чуна касать теприн юрри...

Хăшсен мĕн-ма-ши

Çук юлташĕ?..

Ма мăшăрсăр теприн ури?..

 

Илемлĕ ташлĕччĕ этем

Ылханлă вăрçă пулмасан,

Ир ватăлмĕччĕç инкесем

Мăшăрĕсем çумра пулсан...

 

Текех снаряд çĕре ан алттăр,

Юн ан хĕреттĕр тинĕсе,

Уй-хир кашлатăр,

Çын ташлатăр

Кĕрекере хăна чĕнсе!

Хăвăртлăх


Малта чупсассăн — парнелеççĕ,

Чыслаççĕ — хăвăрт ĕçлесен...

Хăвăртлăха ĕçе кӳлеççĕ

Çынсем, ĕçре пиçес тесен.

 

Сӳнет вĕт хăвăртлăхсăр ташă,

Хуллен час çитмĕн аякка...

Этем васкать. Этем тупасшăн

Хальччен пулман хăвăртлăха.

 

Тен, хăвăртлăх çĕрте вĕçмелĕх

Çитет пуль ĕнтĕ хамăра?

Çитмест! Вĕçсе курах, этемлĕх,

Таçти çут çăлтăрсем тавра!

Салам


Пирĕн йысна-аппа Çĕпĕре кайнă.

Çав аппапа йыснана пĕр кунах эпир писме янăччĕ.

Йысна та Çĕпĕртен çыру ячĕ пире. Виçĕмкун илтĕмĕр йысна çырăвне.

Йыснасен писмене илнĕ кун каçхине ĕне те пăруласа пачĕ пирĕн.

Çавăнтанпа ĕнтĕ икĕ хут уйран уçласа çирĕмĕр.

Ăш витере пăртак пăтратса паратпăр та пăрушĕ валли те, хамăр валли те хăй начар пулин те уйранлăх сĕт антарать пирĕн ĕне.

Пăтăпа уйран сыпа-сыпа çиме пит уçă вара.

Йысна янă писме хутаççи шап-шурă.

Çул çинче киле-киле вăл пăртак лапăртаннă.

Савнă тăванна шурă, таса конвертлă çыру яра стенĕ пуль çав пирĕн йысна.

Çырăвне те лайăх хут çине çырнă.

Çырассине хура чернилпа çырнă та, çапах, хамăр тăван çырнăран пуль, шур хут çине хуратса çырнă пулин те йысна писми савăнтарать пире.

Çапла çырнă вăл çырура:

«Савнă пултăр!1

Кил-йышĕпех салам сана, ăшă салам.

Пултăрăм! Эсĕ çырнă писмене илсен аппу та пит савăнчĕ, ачасем те хĕпĕртерĕç.

Писме вуласан аппу темиçе те макăрчĕ.

— Тем çитмест çав этеме, ман шăллăма пустуях кураймаççĕ, — тесе макăрать аппу.

Малалла

Салтакри тусăма


Куçу пек сенкер, илемлĕ

Каçхине тӳпе маччи.

Асăмрах ас, чун хĕвелĕ —

Хамăр ял, пускил каччи.

 

Пит инçĕ-çке пирĕн хушă,

Анчах çывах ик чĕре.

Çурхи сад халь сансăр пушă,

Вăл чĕнет, кĕтет пире.

 

Çурмалла ялав пайласчĕ

Ырлăха та хурлăха,

Чунăма уçса каласчĕ

Виç çул пухнă сăмаха.

 

Вăхăт çитĕ: удма сачĕ

Пире сĕнĕ çимĕçне.

Унччен, тусăм, ан мансамччĕ

Эпĕ саншăн çуннине.

 

Ку сăвва В. Ивановпа пĕрле çырнă.

Патвар юман


С. Элкере

 

Семен Васильевич Элкер пиччем,

Мĕскер калам-ши сан çинчен!

Вăй илтĕн Çеçпĕлпе пĕрле

Çурхи кунсен ăшшипеле.

Çунатăн ĕçшĕн улăпла,

Утан тăван халăхпала.

Ӳсет эс лартнă сад пахчи,

Унта вылять хĕвел ачи.

Чуну çынсемшĕн тарават,

Санра çунатлă вăй-хăват.

Çураçрăн эс ĕмĕрлĕхе

Тăванлăхпа тĕрĕслĕхе.

Мухтав сана чунтан-вартан,

Поэзири патвар юман!

Вăхăт иртет


Кĕркунне те çитрĕ, хĕл те çывхарать.

Майĕпен çулталăк вĕçленсех пырать.

Сăнӳкерчĕк евĕр куçăм умĕнче

Чунăма лăпкать-çке хăйне май тĕнче.

 

Пирĕн пурнăç хăй те вырăнта тăмасть,

Самантне пулин те хăварса памасть.

«Тин кăна ачаччĕ» — теççĕ амăшсем

Çитĕнсе çитсессĕн ывăлсем-хĕрсем.

 

Çулăсем саланнăн вăхăт та иртет:

Сарă çулçă ӳкрĕ — вăл часах пĕтет.

Пирĕн иртнĕ кун та тепĕр хут пулмасть,

Манăçми ачалăх, шел те, таврăнмасть.

■ Страницăсем: 1... 517 518 519 520 521 522 523 524 525 ... 796
 
1 Пултăр — арăмĕн шăллĕ (автор асăрх.).