Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кĕмĕл кĕперХуркайăк çулĕАвăн уйăхĕСӳнми хĕлхемÇул хыççăн çулПепке çуралсан...Утарта

Утса та çитеймĕн, тытса та чараймăн...


Утса та çитеймĕн, тытса та чараймăн —

Юхаççĕ кунсем тинĕсе.

Унта çухалаççĕ тумламăн-тумламăн

Хумсем хушшинче хĕвĕшсе.

 

Тытса та чараймăн, чупса та çитеймĕн —

Вĕçеççĕ çулсем тӳпене.

Сӳнме-ши васкаççĕ хĕлхемĕн-хĕлхемĕн

Пин-пин çăлтăрсем хушшине.

 

Кунсем шав юхаççĕ, çулсем шав сӳнеççĕ,

Эп хам та хăна çĕр çинче.

Çухалăп е сӳнĕп элчелĕм çитсессĕн,

Ят юлĕ çынсен асĕнче.

 

Ĕç-хĕлĕм те юлĕ: йăмра, сад пахчи те,

Турпас пек çӳхе кĕнеке...

Ан мантăр мăнукăм, мăнукăн ачи те,

Асилтĕр мана кĕреке.

 

Тытса та чараймăн, вĕçсе те çитеймĕн —

Сӳнсе кĕлленеççĕ çулсем.

Эпир те каятпăр элчелĕ килсессĕн,

Юлаççĕ ятсем те ĕçсем.

Телейсĕр хĕр


Сăнран хĕре вунсакăр-вунтăхăрта теме пулать пулĕ. Вăл хăйĕн чипер пит-куçĕпĕ, яштака кĕлеткипе такама та тӳрех тыткăна илмелле. Анчах куçĕсем! Куçĕсем питĕ тунсăх вара, вĕсенче пурнăç илемĕ пачах курăнмасть.

Эпĕ хам ĕçсемпе инçетри хулана командировкăна кайма тухнăччĕ. Вакунра пирĕн вырăнсем юнашар лекрĕç. Çул вăрăм, пĕр-пĕринпе калаçмасăр пулмасть. Ман та хĕре хăйĕн тунсăх шухăшĕсенчен хăтарас килчĕ.

Чи малтан эпĕ ăна хампа пĕрле апатланма чĕнтĕм. Хăй мана выçă пек туйăнчĕ пулин те, вăл апата пĕр пĕрчĕ те тĕкĕнмерĕ. Анчах иккĕмĕш кунхине, вăл çăвара пĕр тĕпренчĕк те яманнине курсан, эпĕ ăна вăйпа тенĕ пекех татăк çăкăрпа какай тыттартăм.

Тепĕртакран хуллен калаçса кайрăмăр. Вăл Света ятлă иккен. Вунтăххăрта, икĕ çул каялла вăтам шкул пĕтернĕ. Ялах юлнă, библиотекарьте ĕçленĕ. Виçĕ кун каялла çеç-ха хăйне телейлĕ шутланă.

— Анчах халĕ манран телейсĕр çын та çук, — ăнсăртран хĕр йĕрсех ячĕ. — Пĕтерчĕç, пĕтерчĕç пурнăçа намăссăрсем.

Света, хăюлăх çитерсе, мана тăван ашшĕ вырăнне хунă пек каласа пама пуçларĕ.

— Пĕлтĕр хамăн савнине, Тольăна, салтака ăсатрăм. Кĕтсе илĕп тесех сăмах патăм. Ара, юратнă эпĕ ăна, унран хаклă çын та пулман. Шкулта та вунă çул хушши пĕр класрах вĕреннĕ-çке. Хăй те килĕштеретчĕ. Тăтăшах çырусем ярса тăратчĕ. Пĕри тепринчен кăмăллăрахчĕ.

Малалла

Çăпата...


Курасси килет курманăн...

Пытармастăп, тупата,

Иртнĕ асап пек çеç манăн

Асра юлнă çăпата.

 

Кулăшла та, пурнăç майĕн

Халь вăл хаклă сувенир.

Пилĕк тенкĕ! Хаклама-и?

Намăсланăрччĕ эсир.

 

Пилĕк тенкĕ... Ман асапăн

Хакĕ ӳснĕ-çке апла.

Маншăн пултăр - пĕр пуса пар —

Тытас çук ăна алла.

 

Иртнинчен çеç кулас марччĕ.

Нуши пулнă-çке ун чух.

Çăпата çеç пĕр пасарччĕ,

Ним сутма-илме те çук.

 

Именмен ун чух, хаклашнă.

Чăттăр тенĕ нумайрах.

Унпала хĕлле кĕрт ашнă,

Тырă вырнă шăрăхра.

 

Вăрман ен чăвашĕ ăшă

Кăмака çинче ларман.

Тепĕр пасарччен вун мăшăр

Хуçса хунă сахалтан.

 

Ал тупанĕ хăпаратчĕ

Шĕшлĕпе хире-хире.

Пуç йăтми тăрмашмаллаччĕ —

Вăйă тивĕçмен пире.

 

Сивĕ-шăрăха пăхмасăр

Утмаллаччĕ пасара.

Ят тиветчĕ сутаймасăр

Каялла килсен вара.

 

Çăпата тесессĕн манăн

Чунăм çӳçенсе илет.

Малалла

Çуркунне тăри юрриллĕ...


Çуркунне тăри юрриллĕ,

Çуркунне çĕмĕрт çеçкиллĕ,

Вăратать чун-чĕрене.

Çуркунне юрату килĕ,

Савăк туйăмсем вăл пиллĕ, —

Чĕнĕ уйăх ытамне.

 

Юрату — вĕçсĕр ачашлăх,

Юрату — иксĕлми яшлăх, —

Вăл килес куна чĕнет.

Тутасен хĕру пылакĕ

Ĕмĕрте те пирĕн чакмĕ —

Вăй-хал парĕ çуркунне.

 

Шăнкăр-шăнкăр шыв сасси те,

Ăшă-ăшă çил касси те

Кĕвĕ евĕр илтĕнет.

Сар хĕре чечек паратăн,

Ыталатăн, чуптăватăн

Юратуллă çуркунне.

Сан çине пăхатăп эп!..


Сан çине пăхатăп эп!

Сăнупа эс хĕвел пек.

Çавăнпах та таврара

Эс пĕртен-пĕр хĕр вара.

 

Куллу — шăнкăр-шăнкăрав,

Тӳпери хĕвел шевли.

Эс пулсассăн умăмра

Кăмалăм ялан тулли.

 

Пĕр сăмах кала кăна

Йăлт уçса яран чуна:

Чĕвĕл-чĕвĕл чĕкеçсем

Кĕвĕленĕн туйăнать.

 

Йăлтăр хĕмлĕ куçусем —

Асампа таса илем.

Ыратсассăн та чĕре,

Эсĕ пур та — вăй кĕрет.

Тархаслатăп, Юратуçăм...


Тархаслатăп, Юратуçăм,

Ан кай пăрахса.

Эс пулсассăн, чунăм уçă,

Шухăшсем таса.

 

Эс упра мана ир-каçăн,

Усалтан упра.

Ăмсанса туссем пăхаççĕ

Шавлă вăйăра.

 

Юратуçăм, Юратуçăм,

Пурăн чĕрере.

Пĕрре савнă савăк тусăм

Пултăр ĕмĕре!

Атăл калавĕ


I

Пăрахут хăйпе хăй кăлтăртатса, чĕтĕресе, хуллен таçталла шăвать, — каçа сулăннă, пайракаллă шурă пĕлĕтсемпе тăмаланнă хĕвелрен тарас пек хăтланать. Куçа хупсан, вăл, сăпка пек, унта-кунта силленкеленĕн, пĕр вырăнта тăрса аялтан çӳлелле хăпарма хăтланнăн туйăнать. Ултавлă сĕмленӳ-çке. Чӳрече витĕр кăна пăхса ил — ултав куç умĕнче: тĕксĕм çырма-çармасем, чул купаланчăкĕсем, ешĕл лапсăркка чăрăшсем чупаççĕ. Шыв çинче ташлакан тухья евĕрлĕ бакенсем ялан умлă-хыçлă каялла тараççĕ, Шурă Атăл хĕррисем эшеркеленсе аялалла иртеççĕ. Пăрахут, анлă шыва çурса, вирелле — анатран тăвалла кăпарать.

— Эй, — тăвăр та-çке каюта тенинче! Аннĕ каларĕш, çын пурăнмалли пӳлĕм мар ĕнтĕ. Кăмака çăварĕ, тĕнĕ шăтăкĕ тесен те юрать. Асатте, сывă пулас пулсан, тупăкри пек, тейĕччĕ... Манăн асаттен тупăк пурччĕ, вăл ăна хăй тунăччĕ, — терĕ те шакла пуçлă йĕкĕт çӳçенӳллĕн туртăнкаларĕ, аяк çине çаврăнса выртрĕ, урисене айĕнче лӳчĕркенсе выртакан сăрă шинель аркипе витрĕ, юнашар вырăн çинче кĕнеке вуласа ларакан этем çине пăхрĕ.

Кĕнеке вуласа ларакан этем йĕкĕт сăмахĕсене илтмен пекех пулчĕ, куçлăхне тӳрлеткелерĕ те тата тимлĕ вулама пикенчĕ. Йĕкĕт вулаканăн салхулăхне асăрхайман пек пулчĕ пулас — чĕлхине ĕлĕкхин пекех сӳпĕлтетме чармарĕ.

Малалла

Çĕн кунăн телейне шанатăп


...эй, çĕнĕ кунăм,

Каялла ан кай, ан чак!

Çеçпĕл Мишши

 

Çĕн кунăн телейне шанатăп,

Тăратăп уншăн ĕç умне.

Куллен ырмасăр шăрçалатăп

Çĕн укапа ун çĕн тумне.

 

Çĕн кун телейĕшĕн кашлатăр

Эйпет тыр-пул уй-хирсенче,

Хĕвел саркаланса ташлатăр

Çап-çутă, хăтлă пӳртсенче.

 

Çĕн кун телейĕшĕн вутлантăр

Йăм хĕрлĕ мăкăнь пахчара.

Вăрман çинче шевле вылятăр,

Хунатăр пулă вăлчаран.

 

Çĕн кун телейĕшĕн юрлаччăр

Тĕнче илемĕ — кайăксем.

Тӳпе анийĕнче пуçлаччăр

Хаваслă вăйă çăлтăрсем.

 

Çĕн кун телейĕшĕн юраттăр

Савни хăй чунĕ савнине.

Çĕн кин сăпка юрри юрлатăр

Сиктернĕ май хăй пепкине.

Чĕппĕм теттĕн...


«Чĕппĕм, — теттĕн эс, анне, мана, —

Пӳ те кирлĕ çын çине тухма.

Хывнă пулинех эс куккуна,

Сан кукку хевтесĕр çын пулман».

 

«Чунăм, — теттĕн эс мана, анне, —

Сăн та кирлĕ хĕрсене савма.

Хывнă пулинех эс пиччӳне,

Вăл сăпатсăр, нĕрсĕр этем мар».

 

«Ывлăм, — тетĕн эс, анне, мана, —

Сывлăх кирлĕ чăн салтак пулма.

Хывнă пулинех эс аçуна,

Вăл нихçан та мăшкăлра юлман.

 

Эп туяттăм санăн чĕрӳне...

Çулăм кирлĕ халăхшăн çунма.

Хывнă пулинех эс аннӳне,

Вăл суеçĕ туйăмлă пулман».

 

Пӳллĕ пултăм. Саврăм савнине.

Шинеле хакларăм чыс пекех.

Халăхшăн хĕртетĕп чĕрене...

Урăх чăнлăх шырас çук текех.

 

Миçе çын паян манра пурнать!

Эп тытап кашниншĕнех явап...

Хамăн та ача ураланать,

Эп ăна анне пекех калап.

Уйăх та çăлтăр, сенкер шурăмпуçĕ...


Уйăх та çăлтăр, сенкер шурăмпуçĕ,

Йăл-йăлтăр çиçĕм, хаяр аслати,

Ман кăмăлăм ырă, ман кăмăлăм уçă,

Ялан та эс маншăн хĕвелĕн çути.

 

Сана савмасассăн мĕнле пурăнайăп?

Мĕнпур усалтан хӳтĕлетĕн мана.

Сан умăнта пур пулсассăн та айăп,

Каçарсамччĕ, савни, ил, савни, ытамна.

 

Çурхи чечексем пек ачашшăн пăхатăн,

Кăвак чечек пек ăшăтатăн чуна.

Таса сăнупа чĕрене тасататăн,

Тасалăх сӳнмест, çăлтăр майлă çунать.

 

Пире ан аташтартăр тĕлсĕр çылăх,

Ултав, хаярлăх тăтăр аякра.

Пире чăн юрату çеç пултар çывăх,

Пархатарне куллен вăл патăрах!

■ Страницăсем: 1... 513 514 515 516 517 518 519 520 521 ... 796