Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вӗре ҫӗленСулпикепе Валĕм хунКуçа-куçăнПăва çулĕ çинчеҪавраҫилСунарçă халлапĕсемКушкă ачи

Чăвашсене


Хĕвел патне çул хыврăн

Эс, чăваш!

Çавах паян та темшĕн

Пит йăваш.

Сана шанса-çке Çеçпĕл

Сăввине

Шăратнă хĕрхенмесĕр

Сассине.

 

Епле çаплах эс, тусăм,

Çывăран,

Аннӳ чĕлхи пит сумсăр,

Эс вăран.

Чĕлхӳ пĕтсессĕн — пĕтĕ

Сан хунав.

Ун чух тинех кам кĕтĕр

Сан хутна.

 

Чăваш ачи параймĕ

Сассине,

Тăпру çинче вулаймĕ

Сăввине.

Тĕнче тавра саланнă

Чăвашсем!

Чăваш Енре пĕрлешĕр,

Пĕлĕшсем!

 

Пурте пĕрле сурсассăн

Кӳл пулать,

Мĕнпур чăваш тăрсассăн

Вăй пулать.

Вара тинех пуç çапмăн

Пуçлăха

Чăваш сасси вăратĕ

Уçлăха!

Шиклĕ шикленет


Шиклĕ шикленет, кĕрĕкне пĕркенет, тенĕ ват çынсем. Çавнашкал эп те шикленерех çӳреп кутемĕн. Кулак та пулса куртăм та. Ку вăхăтра кулак пуласси çуллă пăтă çини мар; пыллă сăра ĕçсе, чăкăтпа шăрттана çатма çинче сар çупа ăшаласа çини мар та-ха ĕнтĕ вăл кулак пуласси. Кутăруçăн унта-кунта, таçта-таçта та çитсе куртăм, — мĕн-мĕн курнисене пурне каласа пама та хăймалла мар та, хама хам шухăшлап вара: «Пуянсем çука юлса выçăхĕç, тӳрре шыракансем пĕр ырлăхран та юлмĕç тени хальхи самана çинчен калани пулман-ши вăл?» — тесе шухăшлап вара хам тĕллĕн калла-малла шухăшласа пуç анранă вăхăтра.

Халь ĕнтĕ хама хам татах тепĕр ĕç, ăш хыппи тупрăм-çке эпĕ татах. Тем курас пуль тата ĕнтĕ ку ĕçпе. Шухăшсем ĕнтĕ йывăртарах та ман, пăртак хуйхă-суйхă пусăрăнмĕ-ши тесе, ăш-чик пăртак лăпланмĕ-ши тесе, хамăр яла таврăнни вуникĕ кун çитсен, пĕр ирхине ирех, тухса утрăм эпĕ Вăрнар станцине — пĕр-ик курупкă шăрпăк тупса пулмĕ-ши чĕлĕм чĕрткелеме тесе те шухăшланăччĕ те эпĕ. Çынпа пĕрле тапак турткаласан, петняк шутнех лармасан та, сретняк патнелле çывхарнă пек туйăнать те вăл мана (çав майпа та чĕлĕм туртма пăрахман та-ха эпĕ). Ман тĕлех пулчĕ куь япала, ăш хыппи япали. Ялтан иртерех тухман пулсан çакланмастăмччĕ пуль çак ĕçе. Çамрăкранпах ир тăма вĕренни, çула-йĕре, ĕçе-мĕне ир тухма вĕренни хупларĕ-çке мана. Пĕр япала лекрĕ ман алла. Ма капла ман тĕлех пулчĕ-ши ку?

Малалла

Тăван чĕлхе


Тăван чĕлхе! Эс — манăн чун çуначĕ.

Эс пур чухне — эп катăк мар çынран.

Ахальтен мар чĕре вутпа çунатчĕ

Ютра çӳренĕ майăн ăнсăртран.

 

Чăваш чĕлхи! Сана эп курнă, шаннă,

Куç пек упранă халăх авалтан.

Кун-çул вучахĕнче эс кăварланнă, —

Чĕлхе вĕçне килетĕн чи малтан.

 

Эс — халăх асамĕпе илемĕ,

Ун савнăçĕ, хевти, хуйхи-суйхи.

Эс пур чухне чăваш юта кĕленмĕ,

Санпа пĕрле чух — кăмăлĕ çурхи.

 

Тăван чĕлхе! Эп сансăр — мĕскĕн, тăлăх,

Эс пур чух — манăн кăкăрта кăвар.

Эс пур чухне çеç вилĕмсĕр ман халăх,

Ун чух ун çут пуласлăхĕ çук мар.

Татах эс килтĕн манăн тĕлĕке...


Татах эс килтĕн манăн тĕлĕке...

(Юпахлăхăм юлмасть-çке ĕлĕке.)

 

Умра каллех асран кайми туссем,

Ем-ешĕл те пăртак шупка тĕссем...

 

Çав тĕссенче шыратăп эп сана,

Тупса каласшăн пĕр пуплев кăна:

 

«Сана çеç эп кĕтетĕп, юрататăп...»

Юлашкинчен тинех сана тупатăп.

 

Ларатăн парта хушшинче пĕччен,

Çитетĕп сан пата çын куриччен.

 

Эс шурă тутăр çыхнă, шур саппун,

Çут улача кĕпе... Вĕрет яш юн.

 

Пырса тăратăп эпĕ юнашар:

Журнал сан аллунта, учебник мар.

 

Кĕçех ятне те уйăратăп ав:

Чăваш журналĕ тытнă эс — «Ялав».

 

Ун чух унта, паллах, ман сăвă çук,

Питех те кирлĕччĕ вăл çавăн чух.

 

Тен, эс вуланă пулăттăн ăна,

Ăнланăттăн вутпа çунан чуна

 

Сăмахсăрах... Анчах та «Ялавра»

Мана кам вырăн парĕ, ятсăра?..

 

Çавăнпала пăртакçă эп салху...

Çакна туятăн-и, тен, эсĕ ху.

 

Шăпах çак пит яваплă самантра

Малалла

Лĕпĕш


Темскершĕн шухăша путса

Лараттăм пӳлĕмре.

Такам хăюсăр йыхăрса

Шаккать чӳречерен.

Çерçи-мĕн — пĕчĕк лĕпĕше

Тытасшăн кантăк леш енчен.

Анчах уссисĕр тĕрмĕшет, —

Çерçи сăмсийĕ вĕçĕнчех

Пĕр шиксĕр лĕпĕшĕ вĕçет.

Çапла-çке, терĕм, пурнăçра

Пулать хăш-пĕр чухне:

Сăмсу патнех телей пырать —

Туян сан маррине.

Хĕр


Ун пеккисем чылай куратăп:

Кĕрнек те хӳхĕм хĕрача.

Ун çийĕнче çĕн улача,

Çĕн саппунпа тĕрленĕ тутăр,

Хĕвел саратнă сар çӳçне.

Йĕркеллĕ йĕкĕр çивĕт тунă,

Шур лента çыхнă та вĕçне —

Кăтрийĕсем курнаççĕ унăн.

 

Хăй куçĕпе таçта тĕлленĕ,

Сăн-пичĕ çĕр çырлийĕ пек,

Ĕçре хĕвел çуттийĕпе

Кăшт хуралса çеç тĕксĕмленнĕ.

Ун хурарах куçхаршисем

Çунатланса вĕçесшĕн пек.

Чун тĕпренчĕкĕсем — пылакĕсем


Хăçан сана çак çут тĕнчере шыранин усси çуккине ăнкарса илейĕп-ши эпĕ? Хăçан? Шухăшласа кăлартăм та сана — хама хам эсĕ çак çут тĕнчере пур тесе ĕнентертĕм. Мĕн тума кирлĕ пулчĕ-ха ку мана? Мĕн асапшăн хам валли хам сана шухăшласа тупрăм-ши? Пĕлетĕп-çке, ытла та лайăх пĕлетĕп мĕн тусан мĕн пулассине...

Эсĕ — пурнăçланма пултарайман ĕмĕтĕм.

Эсĕ — манпа нихăçан та пĕр алтăр куркаран юрату сим пылне ĕçме пултарайман ĕмĕтĕм.

Эсĕ — нихăçан та ман куçа тинкерсе унта тĕнче илемне шыраса тупма пултарайман ĕмĕтĕм.

Эсĕ — нихăçан та манпа пĕрле ту тăрринчен капланса шуса анакая шур юра киленсе сăнама пултарайман ĕмĕтĕм.

Эсĕ — нихăçан та тӳпенелле кармашакан хыр айĕнче ăмăр пĕлĕтсенчен пытанса, манпа юнашар тăрса, шăпăртатса çăвакан çумăра пӳрнесем витĕр сăрхăнтарса кăларма пултарайман ĕмĕтĕм.

Эсĕ — малалла шавласа та кĕрлесе ыткăнакан шыв сикки çумĕнче хĕмленсе çунакан кăвайтăн тӳпенелле ыткăнакан хĕлхемĕсене манпа пĕрле аллăмран ачашшăн тытса курма пултарайман ĕмĕтĕм.

…Эсĕ — ман тăрлавлă та шухă, техĕмлĕ те тĕлĕнмелле илемлĕ пурнăçăн пылакран та пылак, тутлăран та тутлă ĕмĕчĕ анчах...

Ырă ир


Чечек пек илемлĕ ирхи хĕвелтухăç,

Хаваслăн та уççăн сывлать сĕм вăрман.

Хирте тăрисем ав çӳлтен çӳле ухрĕç,

Каçхи шăпчăксем те çаплах çывăрман.

 

Вăранчĕ хĕвел — йăвашшăн çутатрĕ,

Лаштра йывăçсен хушшипе çĕкленсе.

Ахахăн-мерченĕн çунса ялтăртатрĕç

Çĕрле сывлăмланнă тыр-пул уйĕсем.

 

Ял халăхĕ тăчĕ, кĕтӳ хăвалаççĕ,

Яшка пĕçереççĕ чипер инкесем.

Апат çиме тăрăр, — тесе вăратаççĕ,

Анчах тăрасах та килмест çамрăксен.

 

Ачашшăн пăхса йăл кулать сар хĕвелĕ,

Хĕрӳллĕ ĕçе тытăнаççĕ çынсем.

Таçта янăрарĕ çĕн юрă телейлĕн

Хĕвел хыр тăрне хăпарса çитнĕçем.

Çухату


Сăлтав пуртан тăван-пĕтен

Пуçтарăнсассăн савăнма —

Анне юрриллĕччĕ тĕпел,

Атте тăшшиллĕччĕ такмак.

 

Ут пуçласан тăпăртатма

Кукалесе утас çулне

Юлташ сассиллĕччĕ выртма,

Савни куллиллĕччĕ ĕшне.

 

Кĕтсен те çук халь ĕçкĕре

Ни юрлакан, ни ташлакан.

Е выртмара, е ĕшнере

Чĕнсен те çук сас паракан.

 

Атте текех тухмасть ташша,

Анне юррисĕр-çке тĕпел.

Йĕрсе ăсатнă юлташа,

Савни пĕрлешнĕ юттипе.

Йĕс шăнкăрав пек хĕр кулли


Пуйăс иленнĕ перронта —

Пĕр хĕвĕшусĕр тĕлпулу.

Ним улшăнман, йăлт вырăнта,

Калăн, пулман та уйрăлу.

 

Йăлтăртатсан та çăлтăрла

Неонĕпе витринăсем

Сăрă паян ирхи хула,

Кăмăлсăр тĕлпулакансем.

 

Ăмăр та сăрă пĕлĕтсем

Сĕртĕнчĕç çӳллĕ çуртсене.

Татăкланса çĕтĕлнĕçем

Йĕпхӳллĕн ӳкрĕç ман çине.

 

Тăрук янăрарĕ çывăхра

Йĕс шăнкăрав пек хĕр кулли,

Ак ĕнтĕ çиçрĕ чунăмра

Вăй илнĕçем хĕвел шевли.

 

Янăрасассăн хĕр кулли

Сирĕлчĕç ăмăр пĕлĕтсем.

Халь сар хулам ик куç тулли,

Кăмăллă сăнлă ентешсем.

■ Страницăсем: 1... 509 510 511 512 513 514 515 516 517 ... 796