Анатолий Федорович Ермилов (Юман) 1932 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинче (Чĕмпĕр облаçĕ) учитель кил-йышĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан кӳршĕри Кивĕ Улхашри çичĕ çул вĕренмелли шкулта пĕлĕвне ӳстернĕ. 1952 çулта Вăта Тимĕрçенти вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Çав çулах ăна районта тухса тăнă «Пĕрлешӳллĕ ĕç» хаçат редакцине ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Çавăнтанпа 38 çул хушши Чăнлă район хаçатĕнче вăй хунă. 1963 çултанпа хаçат редакторĕн çумĕ пулнă. 1989 çулта облаçра тăван чĕлхепе тухса тăма пуçланă «Канаш» хаçат редакцине куçать, редактор çумĕн ĕçĕсене туса пырать. 1994 çулта тивĕçлĕ канăва тухиччен унта вăй хурать.
А.Ф.Юман — 30 ытла кĕнеке авторĕ. Паллăраххисем: «Телей сăпки» (1972), «Чĕмпĕр чулĕ калаçать» (1975), «Çунатсем» (1988), «Чĕре çĕввисем» (1992), «Кăвак йĕр» (1992), «Суйласа илнисем» (1994), «Сонетсем» (2003).
Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, Чĕмпĕр облаçĕнчи журналистсен организацийĕн М.Ульянова ячĕллĕ, Чăваш Республикин профессионал писательсен союзĕн Петĕр Хусанкай ячĕллĕ, Н.Абрамов ячĕллĕ (Чĕмпĕр) литература премийĕсен лауреачĕ, РФ кулыурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чĕмпĕр облаçĕнче чăвашлăх юхăмне пуçарса яраканĕсенчен пĕри, Чăнлă районĕн хисеплĕ гражданинĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...