Хĕвел сăнĕ
Ялти учительница Ольга Васильевна
Шубинăна (Нагорновăна)
Синкерлĕ те хĕн-хурлă килчĕ
Çав авăн уйăхĕ пирте.
Пуç çийĕн вĕçрĕ вăрçа вирчĕ,
Çил кумрĕ тăлăххăн хирте.
Çапах ача-пăча васкарĕ
Сумка çакса тăван шкула.
Пĕрремĕш кун. Ку уяв мар-и?
Вăл ĕмĕрлĕх асра юлать.
Уявĕ икĕ хут хаваслă:
Учитель çĕнĕ-çке ара!
Çап-çамрăк питлĕ-куçлă, ăслă,
Сасси, çăлкуç пек, янăрать.
Класа хĕвелĕн çутă сăнĕ
Кĕрсе çутатнăн туйрăмăр.
Калас сăмахĕ те ун çĕнĕ,
Чунпа кунран кун пуйрăмăр.
Мĕн чул йăлттам, çунатлă юрă
Вĕрентĕмĕр эпир çав çул!
Паян асаилмешкĕн ырă,
Куç умĕнчех çав хăтлă шкул.
Çулсем кашларĕç, хум пек, йышлă,
Асри ачалăх — аякра.
Пур астăвăм çӳпçи. Вăл — ăшлă,
Хамăрпала ялан çумра.
Çав çӳпçере вĕрентекенĕн
Хĕвеллĕ сăнĕ те пуртан
Çӳретĕп Çĕр çинче телейлĕн,
Пĕр шиксĕр çул çинчи муртан.
Шухăшсем
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Ever thought how chuvash...
Save on marketing with our AI-optimized ...
Ideia pratica para organizar melhor o ...
Nápady pro rychlejší výsledky — https:...
Smart losning til hurtigere resultater...
Economise?te timp cu acest sfat practi...
I started writing down one thing at the ...
Why overspend on paid advertising? Our A...