Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йăмраллă ялХĕллехи каçсенчеӐшӑ ҫумӑрЙытă тĕлĕкĕТаркăнПулать-çке пурнăçраСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнеке

Ан парăн


Ан парăн, ан хуçăл, ан ван.

Уссассăн пуçна, эс — айван.

Хаяр тăвăлран ан хăра,

Çӳçе лăскасан та кăра.

 

Хăш чух çут тĕнче пит хура,

Усал та хурасшăн ура.

Сана тĕп тăвасшăн хурах,

Анчах савакан та пурах.

 

Эс çав юлташа çеç шыра,

Çĕнтерĕн вутра та шывра.

Савса пĕрлешсен икĕ ал,

Сана çĕнтереймĕ усал.

 

Ан парăн, ан хуçăл, ан ван.

Пуçа усакан çын — айван.

...Савса пĕр-пĕрне тăванла

Утать икĕ çын тăвалла.

[Кашкăрсем]


Çилхеллĕ тет, хаяр тет. Пăртак лутрарах тет.

Пĕр каçра вун сакăр лаша тытнă тет.

Атăл урлă каçнă пулать вĕсем — ишсе, пĕр каçмасра аллă штук ишсе каçнă тет кăçал çармăс енчен, вăрмантан, ку енне. Сĕнтĕрвăрринчен çӳлерех ку енне тухнă тет вĕсем, кашкăрсем, Атăл урлă каçнă чух.

Вăрмантан, хăвалăхран, тухрĕç тет те тӳрех шыва кĕрсе кайрĕç тет, сăмсана каçăртса Атăл урлă ишсе пыраççĕ тет.

Пĕр мăшăр кашкăр ыттисемпе пĕрле анчĕç тет Атăл хĕрне, шыв хĕрне çитрĕç тет. Пĕр мăшăрĕ шыва кĕмен пулать вара. Пăртак ларнă пулать хăйăр çинче, пăхса, уласа.

Пĕр мăшăрĕ татăлса юлнă пулать кĕтӳрен. Хăвалăха, вăрмана, калла кĕрсе кайнă пулать икĕ кашкăр.

Те ишме вĕренмен, те ватă, йӳтенĕ, хăравăç, те чирлĕ кашкăрсем пулнă вара, те çул кăтартса яракансем кăна пулнă вĕсем. Кашкăр пуçлăхĕпе унăн помощникĕ пулман-ши вĕсем, çав леш енне юлнисем тесен çапла вырнаçуллă сăмах пулас çук пуль те вăл.

«Атăлтан ку енче те, Атăлăн вăл енче те пурнăç пурĕпĕрех, каçса-туса, чăрманса çӳрес мар апла. Кирек ăçта кайсан та, кашкăр юн сăхса пурăнать, кашкăр йăли авалтан çапла, пурнăпăр-ха эпир çармăс енче те», — тесе шухăшласа юлман-ши вĕсем? Кашкăр шухăшне кам чухлать. Этем чĕлхеллĕ мар та вăл кайăк.

Малалла

Сывлăш пĕр тусансăр...


Сывлăш пĕр тусансăр. Тăрă:

Хурăн-шăпăр тасатать ăна.

Эп утап Кĕтне çыранĕ тăрăх,

Тĕкĕр-шыв кăтартрĕ ман сăна.

 

Аякра кăвакалсен сассийĕ,

Ват йăмра — тӳлекпĕхе хурал.

Шурă пĕлĕтсем сивлек юр сийĕн

Курăнаççĕ янкăр тухăçра.

 

Кĕрхи каç илемĕ маншăнах-тăр.

Вĕçертсе яратăп шур плаща.

Асăмра-çке «акăр çулĕ такăр»,

Чунăмра — «юрт, юрт, лашам».

 

Асаттем юратнă çак тавралăх

Тăнăç пурнăç илемне мухтать.

Ĕçпе чапшăн тĕнче курнă халăх,

Манăн халăхăм, çакна упрать.

Ватти вĕрентсе калани


Пул ĕçчен, сăпай, хастар, хĕр-ывăл,

Ĕç тытсан вĕçне çитер, ан ывăн.

Çивĕч пул пĕлĕвӳпе, ăсупала.

Сывлăх — ак чи хаклă япала,

Ху вăйна куллен туптамалла.

Ан ăмсан, усап ан ту çынна,

Ырăпа туслаш, çапла тасат чунна.

Хитре çынна курсассăн, уншăн савăн,

Ун хуйхи-суйхи те пултăр санăн.

Уйрăмах пусса калас килет çакна:

Çăткăн пуласран сыхла хăвна.

Çынпала ан пул тӳрккес е чурăс,

Тăван халăх ырлăхĕшĕн тăрăш.

Эс, чăваш ачи, ан çĕрт чăваш ятне,

Туртăн чунупа тăван тымар патне.

Кур малашлăха, ун патне тек ăвăн,

Пĕл: ун чух чăн-чăн этем эс пулăн,

Ху ĕçне яланлăх, тĕплĕ тăвăн.

Вилĕме çĕнтерĕн унпалан,

Çын мухтантăр сан ятупалан.

Çĕнĕ ăрăва


Çĕн ăру, çĕн ăру!

Эпĕ — санăн чуру.

Çитмесен — çитерсем,

Ытлашши — каçарсам.

Ан пĕтер хӳтерсе

Йăнăшсем тĕл пулсан.

 

Çĕн ăру, çĕн ăру!

Манран çуккă чару:

Ĕмĕтлен, чечеклен,

Çунат сар та çĕклен,

Пул хастар, пул малта,

Пултарсамччĕ йăлтах!

Пул маттур эс пиртен,

Ку йĕрке — ĕлĕкрен.

 

Çĕн ăру, яш ăру!

Кĕр-кĕрлетĕр юрру!

Эс чăваш пулса юл, —

Çакă пулĕ ман мул.

Эп кĕтетĕп сана,

Улăштар эс мана.

Эсĕ кил, эсĕ кил!

Ил манран ăшă пил!

Хĕвел!..


Хĕвел!.. Çав ятлă çăлтăра пула

Пур çак тĕнчере ялпа хула.

 

Пур эсĕ, эпĕ... Пур кĕтрет тĕнче

Çӳл тӳпери çав çăлтăр айĕнче.

 

Вăл пулмасан хăватлă çутçанталăк

Çиçеймĕччĕ этемлĕх савăнмалăх.

 

Ун сиплĕ ăшшине пула кăна

Эпир çак Çĕр çинче чăн-чăн хăна.

 

Шутлатпăр хамăра хуçа тесех, —

Çалла та, тен? Шутлатпăр тĕрĕсех?

 

Çак пысăк чыспала ыр тивĕçе

Çухатас марччĕ, манас марччĕ çеç.

 

Эппин, эс савăн тĕнчене килнишĕн,

Хуçа ятне ан яр, кĕреш çĕннишĕн.

 

Кĕтрет япалана аркатасран сыхлан,

Ху хыççăн ан хăвар усал ятпа ылхан.

 

Этем кун-çулĕ — чи таса тупра,

Мĕн пуррине йышлат, куç пек упра.

 

Калас сăмахăм çакă юлчĕ ман:

Хĕвел-аçупала Çĕр-аннӳне ан ман!

Мун-ча-ла


Хура çын эпĕ. Ман сăн-пуç илемлĕ мар.

Хура çын эпĕ, лутра çын.

— Хура лутра, тунката, кăмпа пуснă тунката, — тесе мăшкăллаççĕ мана çынсем.

— Хура чикан эсĕ, анра сурăх эсĕ, ухмах эсĕ, — тесе мана карчăкăм та вăрçать, ятлать, хăртать, хăтăрать вара.

Мĕн тăвас тен, ухмах пуль çав эпĕ, ман карчăках ăслă пуль çав, çынсемех тăнлă-пуçлă пуль çав.

Пăрланнă çил йĕплет пите...


Пăрланнă çил йĕплет пите.

Хĕве тулать исленнĕ юр.

Çул хыврăн. Ывăнтăн. Çитет.

Канса ил. Акă хӳтлĕх пур.

 

Тăман лăплантăр та ыран

Эс çитĕн ху çитес çĕре.

Паян эс татăлнă вăйран.

Ура тупанĕ пĕçертет.

 

Çук, çук... Ан чак, сулмак уттар!

Ачашланма епле хăян?

Мала çеç чĕнекен çутта

Тĕлле, пур ту та çук вăя.

 

Пурнăçăмра та çил-тăман

Лăсканă пĕрре мар мана.

Пĕлетĕп, чарăнтăн пулсан,

Эс кĕрт айне пулатăнах.

 

Пĕлетĕп, ăнтăлан çынна

Çул хăй вăй-хал хушса пырать.

Халь утмалла — ут паянах.

Ыран утассине — ыран.

Çывăрмастăп...


Çывăрмастăп. Лăпланса итлетĕп —

Шăлтăр-шăлтăр кантăк кисренет.

Çынсемпе пĕрле кансам, çил, — тетĕп, —

Ыр канаш-сĕнӳшĕн кӳренет.

 

Тулхăрса илет те хăлăхскерĕ,

Ывçăн-ывçăн юр сапма пуçлать...

Çил лăпланĕ. Ун кăра еткерĕ

Ир енне йăлтах ак уçăлать.

 

Çавăнпа каламăп, çил, сана эп

Вĕчĕх чун та кĕвĕç куç çинчен.

Эс пĕлсен-и? Ун пеккин талайĕ

Кăрарах хаяр çилсеннинчен.

 

Сан пек мар вăл, кăмăл уçăлмалăх

Шӳтлесе çӳçе арпаштармасть.

Чунĕнче ялан кĕрхи çанталăк —

Илĕхмест ачашлăх, ашкăрмасть.

 

Çапла мар-и-ха? Çапла пулмасăр?

Кам пĕлмест ачашлăхăн вăйне?

Çӳç шуратĕ ку этем туймасăр

Пурнăç илемне, çын ăшшине.

 

Лăпланса итлетĕп. Çил ачашшăн

Кантăка йĕпе юрпа сĕрет...

Сăпкара выртан ачаш ачашăн

Ачаш чунлă пулăп ĕмĕрех.

Тăрлав курки


Афганистанра пуç хунă

В.Михайлова асăнса

 

Элчел лаши кĕтет мана,

Паян хăрушă самана.

Умра выртать ман çул инçе,

Куççуль юхать питĕм çинче.

 

Ай, ĕçрĕмĕр, тăванăмсем,

Юрларăмăр, юлташăмсем.

Ларар-ха пурте шăпланса,

Инсе çул умĕн кăшт канса.

 

Янрарĕ ак тулта шанкрав,

Чĕнет мана ут тулхăрса.

Мехелĕм çук тек калаçма,

Ах, йывăр-çке сывпуллашма...

 

Уçсам, атте, хыр хапхуна,

Сĕнсем, анне, йĕс куркуна.

Тăрлав курки ӳкет çĕре,

Каçса кайсах хӳхлет чĕре.

■ Страницăсем: 1... 508 509 510 511 512 513 514 515 516 ... 796