[Кашкăрсем]
Çилхеллĕ тет, хаяр тет. Пăртак лутрарах тет.
Пĕр каçра вун сакăр лаша тытнă тет.
Атăл урлă каçнă пулать вĕсем — ишсе, пĕр каçмасра аллă штук ишсе каçнă тет кăçал çармăс енчен, вăрмантан, ку енне. Сĕнтĕрвăрринчен çӳлерех ку енне тухнă тет вĕсем, кашкăрсем, Атăл урлă каçнă чух.
Вăрмантан, хăвалăхран, тухрĕç тет те тӳрех шыва кĕрсе кайрĕç тет, сăмсана каçăртса Атăл урлă ишсе пыраççĕ тет.
Пĕр мăшăр кашкăр ыттисемпе пĕрле анчĕç тет Атăл хĕрне, шыв хĕрне çитрĕç тет. Пĕр мăшăрĕ шыва кĕмен пулать вара. Пăртак ларнă пулать хăйăр çинче, пăхса, уласа.
Пĕр мăшăрĕ татăлса юлнă пулать кĕтӳрен. Хăвалăха, вăрмана, калла кĕрсе кайнă пулать икĕ кашкăр.
Те ишме вĕренмен, те ватă, йӳтенĕ, хăравăç, те чирлĕ кашкăрсем пулнă вара, те çул кăтартса яракансем кăна пулнă вĕсем. Кашкăр пуçлăхĕпе унăн помощникĕ пулман-ши вĕсем, çав леш енне юлнисем тесен çапла вырнаçуллă сăмах пулас çук пуль те вăл.
«Атăлтан ку енче те, Атăлăн вăл енче те пурнăç пурĕпĕрех, каçса-туса, чăрманса çӳрес мар апла. Кирек ăçта кайсан та, кашкăр юн сăхса пурăнать, кашкăр йăли авалтан çапла, пурнăпăр-ха эпир çармăс енче те», — тесе шухăшласа юлман-ши вĕсем? Кашкăр шухăшне кам чухлать. Этем чĕлхеллĕ мар та вăл кайăк.
Темле, тискер, хаяр кайăк, тигр йышшискер, Çĕпĕртен хуса килет пулать вĕсене кунталла.
Çармăсра та халь нумай теççĕ кашкăрсем. Выльăх чылай тытаççĕ, тет, вĕсем унта та.
* * *
Çынпа-мĕнпе тĕл пулсан, çул урлă каçмалла пулсан, кашкăр таврашĕ яланах çын çулне хăй татать; çын умне тухса каçать çул урлă. Кашкăрăн йăли çапла.
Ишек, Шупашкар, Иккасси таврашĕнчи чăвашсем ĕлĕкренех вăрмана Атăл урлă кайнă. Хурлăх пулнă вут-шанкă кайса тиесси, пĕр çуна вутăшăн 20-30 çухрăм каймалла пуулнă хĕл хута. Çирĕм çул ытла пулать, тет, ĕнтĕ вăл. Атăл ларсан, çул ӳксен, пĕр ирхине кăвак çутăпа Йăлăмра, хыр вăрманне кĕрес чух, çул тăршшĕпех çуна тăрса тухнă, тет; çитеççĕ те чарăнаççĕ, тет, лавсем; çитеççĕ те тăраççĕ, тет. Вĕçе-вĕçĕн çул тăрăх çĕр лав ытла тăратнă. тет. Çынсем хăшĕ çуна çинче чĕлĕм туртса лараççĕ, тет; хăшĕ, хул айне пуртă хĕстерсе, мала пухăнса тăнă, тет. Пурте шăпах тăраççĕ, тет.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...