Çил


«Паян çил ачисен уявĕ...»


Паян çил ачисен уявĕ.

Нарс уйăхĕ вĕçленнĕçем

хăй ирĕкне туять те явăл

вăйне урамсенче виçет.

 

Çатан чĕриклетет — аманнă

çерçи чĕппи пек — ӳкнĕскер.

Тен, урам мар ку — алсăр çанă?

Тен, уйăх кĕçĕртен — пӳске?

 

Тен, урăхла пачах — канмашкăн

выртса сĕнк пулнă та тĕнче

туять: çуркуннехи ачашлăх

ăна лăпкать тĕлĕкĕнче!..

Уйри çил пек...


Уйри çил пек эс халĕ пушă,

Никам сана курмасть, чармасть.

Чăрмантармасть никам пĕр хушă,

Курсам, санран никам тармасть.

 

Уйри çил пек эс халĕ пушă,

Никам сана нимĕн сĕнмест.

Чунра та темшĕн питĕ пушă,

Юлташ, тăван ниçта чĕнмест.

 

Уйри çил пек текех ан пул,

Çынпа пĕрле выля та кул.

Тус-тантăшпа эс ырă юл,

Чуна ан пустăр йывăр чул!

 

2010.11.10

Пăрланнă çил йĕплет пите...


Пăрланнă çил йĕплет пите.

Хĕве тулать исленнĕ юр.

Çул хыврăн. Ывăнтăн. Çитет.

Канса ил. Акă хӳтлĕх пур.

 

Тăман лăплантăр та ыран

Эс çитĕн ху çитес çĕре.

Паян эс татăлнă вăйран.

Ура тупанĕ пĕçертет.

 

Çук, çук... Ан чак, сулмак уттар!

Ачашланма епле хăян?

Мала çеç чĕнекен çутта

Тĕлле, пур ту та çук вăя.

 

Пурнăçăмра та çил-тăман

Лăсканă пĕрре мар мана.

Пĕлетĕп, чарăнтăн пулсан,

Эс кĕрт айне пулатăнах.

 

Пĕлетĕп, ăнтăлан çынна

Çул хăй вăй-хал хушса пырать.

Халь утмалла — ут паянах.

Ыран утассине — ыран.

Çил ташши


Уй-хирте — çилсен ташши...

Сăрт çинче — çилсен ташши...

Хулан çут урамĕнче те —

Çил ташши...

Шыв çинче те, тӳпере те,

Сан хăлхун алки çинче те,

Тĕм-хура çӳçӳ çинче те —

Çил ташши, çил ташши, çил ташши

çавраçиллĕ çил ташши!..

Кам калать-ши кĕввине —

чăрсăр ташă кĕввине?

Вăйăçи ытла маттур —

камăн-ши гитара пур?

Сĕртĕнет хĕлĕхсене

питĕ ерипен

е пусать чĕлĕхсене

ерипен.

Сĕртĕнет хĕлĕхсене

питĕ васкаса

е пусать чĕлĕхсене

вăрăнса.

Кĕввине те çил калать,

çилсене вăл йыхăрать.

Тĕрлĕ тĕслĕ кĕвĕ майăн

вирхĕнсе

тухрĕç питĕ те нумаййăн

ташлама каçхи çилсем.

Ăшăнасшăн хăшĕсем —

аллисем лекеççĕ пăр пек.

Чуптăваççĕ хăшĕсем —

ыталаççĕ çепĕç хĕр пек.

Тăвăллăн янрать оркестр,

тĕлĕнтермĕшле оркестр,

халиччен курман оркестр —

чим, ăçтан-ши ку оркестр?

Пурте паллă — пурте çыннăн.

Çилсенчен çил хыврĕ юрă.

Курăнаççĕ пианинăн

шăлĕсем хура та шурă:

Малалла

Эй, çил улать...


Эй, çил улать,

Çил улать,

Çавăрттарать те çил-тăман —

Кăшт амалать те

Лăпланатъ

Татах улать...

Чăтса пулмасть,

Чăтса пулмасть —

Тухас пулать,

Алкум вĕçне тухса

Тăрас пулать.

Эй, çил-тăман, эс,

Çил-тăман,

Мĕне пĕлсе ласкан

Эс çав сăмахсене?

Пĕрин

чунĕнчен тухса кайнă,

Теприн

чĕрине кĕреймен

Ик тĕнче хушшинчи

Ик чĕре хушшинчи

Шеллес сăмахсене?!

 

. . . . . . . . . . . . .

Калаканни, паллах, ĕненнĕ,

Йышăннă тенĕ сăмахне.

Сăлăп хурса хапха питĕрнĕ,

Кĕтсе тăман мĕскĕнсене.

 

Кӳтсе кайса пăхса тăратăп...

Таçта, тен, манăн сăмахсем

Шăнса хытса çӳреç пуль тетĕп,

Айăплă марччĕ те вĕсем...

Хурăнпа çил


Сарă пурçăн тутăрне çыхать

шурă хурăн — сĕм вăрман пики.

Тĕкĕр пек кӳлле пăхса ларать,

чӳхенет хуллен шур кĕлетки.

 

«Шурă хурăн — сĕм вăрман пики, —

юрлаеа çил таврăнчĕ уйран, —

çук-çке юратни ман сан пекки,

сансăр кăмăл сӳрĕкленчĕ ман».

 

Юрласа çил таврăнчĕ уйран,

сĕртĕнчĕ ачашшăн хурăна:

«Асăнмалăх пĕр парне санран

эп илесшĕн — парăн-ши ăна?»

 

Вăтанать шур хурăн, чĕнеймест,

çил ыйтать çине-çине парне.

Чăрсăрланнă çил текех кĕтмест —

сӳсе илчĕ пурçăн тутăрне.

 

Юлчĕ шурă хурăн хурланса

хура çӳçлĕ çамрăк пикелле.

Ал тăсать шур хурăн йăлăнса,

тутăрне пама чĕнет çиле.

Çиле хирĕç


Вăрăм çул сăртĕнчен

Иртрĕм çеç талпăнса,

Самантрах çут тĕнче

Кайрĕ ăмăрланса.

 

Çитрĕ кĕç çил-тăман

Ахăрса, шăхăрса...

Май та çук куç уçма! —

Юр хурать хупласа.

 

Çул та çук, йĕр те çук,

Кĕрт кăна умăмра.

Юр ашма çеç кун-çул

Пӳрнĕ-им-ха вара?

 

Халăм пĕтрĕ тăнчах,

Çил туллать урнăлла.

Утăмлатăп çапах

Вăй пухса малалла.

 

Шутламастăп вуçех

Çаврăнма каялла:

Ăмăрт кайăк вĕçет

Çиле хирĕç ялан!

Вĕçейсем, уçă çил


Шурăмпуç çутипе улăха пуль тухас,

Тунсăха пусарса сывлăм тăрăх утас.

Çăлтăрсем сӳннине, çутă кун килнине

Сăнаса юррăма шăратас!

 

Кĕмĕл пек сывлăма ывăçа пуçтарас,

Ун таса шывĕпе питĕме пуль çăвас!

Аякри чун савни асăма килнипе

Юрласа шăпчăка вăратас!

 

Шăпчăк-кайăк юрри, илемлет ман юрра.

Савнă тусăм валли вăл çуралнă чунра!

Куçĕнчен пăхайса юрлама майĕ çук...

— Аякра чун савни, аякра!

 

Ан тăксам, уçă çил, улмуççи çеçкине.

Йышăнсам эс манран чун-чĕре юррине.

Çичĕ хир леш енне вĕçсе кай, уçă çил!

Çак юрра парнеле савнине!

 

Савнă тусăм патне ман юрра çитерсем,

Каялла ман пата салампа килейсем!

Вăл ăнлантăр ялан эп ăна кĕтнине.

Вĕçейсем, уçă çил, вĕçейсем!

Витĕр çил çинчи çутра


Витĕр çил çинчи çурта пулса

Тăрса юлтăм çакă пурнăçра.

Çичĕ ют ылханĕпе тулса

Кăлкан çӳçĕм сайралать пуçра.

 

Мĕн туса эп кĕтĕм çылăха,

Витĕр çил çинчи пурнăçăмра?

Шеллесем, шăпаçăм, тăлăха,

Шеллесем, кĕл тăвап ăшăмра.

 

Эсĕ çеç пилетĕн тĕрĕсне,

Эсĕ ман пĕртен-пĕр кӳнтелен

Тухаясчĕ ĕмĕрĕн вĕçне,

Тухаймасан, пур пĕр, ан çиллен...

 

Витĕр çил çинчи çурта пулса

Çунса пĕтĕп, юлмăп ырана...

Чарăнми йĕретĕп хуçăлса,

Çунтарать куççуль ман сурана.

«Март çитсен ман тулăксăр чĕре...»


Март çитсен ман тулăксăр чĕре

çил пек кутăн,

тăвăл пек туртасăр,

шав таçта тунсăхласа çӳрет

ман чĕре.

Çухалчĕ халь те сассăр.

 

Çепĕçлĕхшĕн ăнтăлнă тăман

канăçсăр — туйăмсемпе тăванлă.

Кĕçĕр çил урать уйрăммăнах.

Кур: тӳпе ятарласах, тем, аннă.

Кур, тӳпе те такама шырать:

тиреке туратăн тĕрĕслерĕ,

кур, вăлах, çитсе тем хушăра,

тĕмсене турать пĕрер-пĕререн.

 

Ку, паллах, пĕрре те вăйă мар.

Юрлă тăвăл, вĕçленми асап пек,

малаллах çул тытрĕ те, йăмра

çилсене пуçне тайса ăсатрĕ.

 

Тăвăл мар эп. Вилĕмсĕр те мар.

Пурпĕр март мана хаш! сывламалăх

е ик-виç йĕрке çырмалăх — март,

маншăн март — мая тухмашкăн алăк.

 

Пурпĕр тупĕ ман чĕре сана,

хальлĕхе, ан тив, манран эс тартăн:

урамран тӳпе пĕччен сăнать

эп пĕчченнине.

Унтан сасяртăк:

— Ман шутпа, юратăву сан, çын,

йăлт ăрша пек: вăйсăр-тăк — суя та! —

тенĕн туртăнса илет те çил,

ху сăмахсăр юлнине туятăн.