Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Нумай-и, пысăк-и? — пĕрех
Ман пурнăçри йăнăшсене
Сутма пулсассан, йӳнĕпех
Парасчĕ кирлĕ текене.
Пулман теместĕп. Вĕсенчен
Пĕри юлайнă ĕлĕке.
Тепри-ха халь те каçсенче
Пăсать ман ырă тĕлĕке.
Тытсассăн ĕç — алăсене
Чăлхантараççĕ серепен.
Канам тесен — чун хĕлĕхне
Карăнтараççĕ ерипен.
Чун тулашсан, пулас килет
Чăрсăртарах, чунсăртарах.
Çынран имен! — тĕксе илеç.
Йăвашланатăп самантрах.
Вĕсем ман пурнăçри уртмах,
Ĕшентереççĕ хулсене.
Çапах вăй тупăнать утма
Çитмелĕх хам тĕллев патне.
Манам тесен те, канăçа
Тупаççĕ пăтратма майне.
Алран тытса, вăрçа-вăрçа
Илсе пыраççĕ ĕç умне.
Вара шутлатăп:
Тĕнчере
Пӳрес тĕк йăнăшсăр утма,
Мĕскер хистейĕ-ши пире
Таса та çутăрах пулма?
Таланов Владимир диплом ĕçне компьютерпа пичетлесе пĕтернĕ хыççăн йăнăшсем çук-ши тесе тепĕр хут пăхса тухрĕ те аллисене çӳлелле çĕклесе карăнса илчĕ. Çакна çырас тесе ăçта кăна çитмен пуль, кампа кăна калаçса пăхман пуль. Çулне вара çамрăк тĕпчевçе Чечеков доцент кăтартса пычĕ. Темине те çавă сĕннипех суйласа илнĕччĕ ĕнтĕ: «Ф. С. Морсков — чăвашсен паллă купци». Тӳрех каламалла, çак проблемăпа çырнă пĕрремĕш ĕç. Унччен кун пек тема пирки сăмах та уçма юраман. Партбюро та сыхласах тăнă. Енчен те хыпар обкома çитсен, чăт вара. Юрать-ха, самани кăштах улшăнчĕ. Кирлĕ тема суйласа ил те ĕçле.
Ирĕклĕх тапхăрĕ тетпĕр те-ха, анчах пур çĕрте те пĕр пек мар çав. Библиотекăсенчи кĕнекесем пирки нимле чăрмав та сисĕнмерĕ. Пăхса тухас тенисене пурне те тупса пачĕç. Архивра вара аплах мар.
Чăнах та, 1917 çулчченхи хутсенче Филимон Семенович Морсков ячĕ чылай çĕрте тĕл пулать. Йĕркеллĕ те тирпейлĕ çынах иккен Морсков купца, веçех çырса пынă — ăçтан мĕнле тавар илнине те, çурт лартнă чух мĕнле тăкак тӳснине те, çулталăк хушшинче мĕнле тупăш илнине те, хула хыснине мĕн чухлĕ налук тӳленине те... Кунтах акă хулари паллă çынсен ячĕсене çырнă хут. Ф. С. Морсков та пур. Мĕнле ĕçпе паллă купцасен ретне кĕме пултарнă-ха çакă чăннипех те пултаруллă çын? Чăвашсем туса илекен таварпах тесен те юрать. Вăл халăхран хăмла, урпа тата çăмарта пухса ытти хуласене ăсатнă, Петербург таранах. Шупашкарта икĕ çурт тытнă: пĕри урпапа хăмла упрамалли, тепринче хăйсем пурăннă, аялти хутра апат-çимĕç лавкки тытнă. Сăра сутакан уйрăм та пулнă. Ĕçсем йĕркеллех пынă. Пăтăрмахĕ вара 1917 çултан пуçланса кайнă. Çакна лайăхрах пĕлес тесе Таланов кунти ВЧК фондне пăхас терĕ. Анчах унти ĕçсене памарĕç. Парти обкомĕн архивĕнче те çаплах, ниме тăман хутсене кăна илсе тухса пачĕç. Чи кирлисене ыйтсан «юрамасть» терĕç. Мĕнле-ха капла? Мĕншĕн пытарса усрамалла-ха вĕсене? Мĕншĕн-ха тĕпчевçĕсене чăн сăмах калама чăрмантармалла? Ыйту хыççăн ыйту сике-сике тухать. Юрать-ха çамрăк тĕпчевçĕ çумĕнче наука ертӳçи пур.
Малалла
Эй, Турăçăм, Турă, упра йĕкĕте,
Ăна савна хĕрĕ куç евĕр кĕтет.
Вăл турĕ тупа, эп те турăм тупа
Çăкăр çыртса, ĕненсе чунăмпа.
Чикĕре ман савни... Вăл кама хӳтĕлет?
Вăл кама хӳтĕлет? Ман савни çеç пĕлет.
Тус-тăван тенĕ ĕлĕк. Тăванлăх ăçта?
Чикĕ тăрăххăн халь сĕмсĕр вилĕм утать.
Юрату, салтака эс упра та сыхла,
Чĕррĕн-сыввăн вăл çиттĕр çуралнă яла.
Тупа тунă эпир, тунă çирĕп тупа...
Пĕр йăва çавăрса ĕмĕрлесчĕ унпа.
Эй, Турăçăм, Турă, ман ăша ан çунтар!
Йĕкĕте вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх эс пар!
Малтанхи сар чечексем
Тухрĕç çыран хĕррине.
«Çут хĕвел тумламĕсем»,
Тетĕп эпĕ вĕсене.
Ырă хĕвел питĕнче
Качкă кăларать йăмра.
Вăранать хуллен тĕнче, —
Йăвара ларать курак.
Йăпăр-йăпăр сар хĕрсем —
Тĕрĕллĕ кĕпесемпе.
Куç хываççĕ каччăсем
Вĕсене ыр ĕмĕтпе.
Çутçанталăкăн йĕрки
Пырать хăйĕн майĕпе.
Хухнă май эрне тĕрки —
Хир савнать ешĕлĕпе.
Чăн, çулталăк тăрантма
Çурхи кун хатĕрленет.
Тухнă хресченсем акма, —
Пулĕ тырăллă кĕлет.
Вăрманта — куккук сасси,
Тăр-тăри — çӳл тӳпере.
Вăштăр ăшă çил касси
Салам салатса çӳрет.
Çуркуннепе тĕксĕм кĕр кунĕ
Тĕнпе ĕненĕве çуратнă.
Çур кунĕнче тăван çĕр чунĕ
Чĕрĕлехе хĕрӳн юратнă.
Мăнкун, унтан çинçе уявĕ...
Сĕлĕ çитер лашасене.
Ан татăлтăр сӳсмен пăявĕ,
Типтерлĕ тыт акапуçне.
Çурхи ака чипер пĕтсессĕн,
Чӳк вăкăрне ял-йышăм пуснă.
Тен, çавăнпах тăван кĕтесĕм
Пурăнма тăрăшнă-çке туслăн.
Питрав такин шӳрпийĕн техĕмĕ
Тухма вăй панă ĕççине:
Çавăнпала та ĕххĕм-эххĕмĕн
Курман ĕçчен танкăшнине.
Илем те Спас... улма çырлаллă
Сад пахчисем те вăрмансем.
Тулăх иккен умри каçалăк, —
Йĕтем çинче мăн капансем...
Эпир пĕлмен уяв мĕн чухлĕ?!
Анчах та несĕл пуçĕсем
Ялан та пулнă ăсла-пуçлă, —
Пĕлсе кĕлтунă-çке вĕсем.
Эй, çутçанталăк, — этем тусĕ!
Эсĕ — чунра, ĕçре, тĕнре...
Ламран лама тăванлăн куçăн,
Уяв та пĕтмĕ тĕнчере.
Чăнах, кĕр мăнтăрĕ хăй майлă,
Уй-хир, вăрман ылттăнланать.
Ĕçченĕн уявсем нумай-мĕн:
Малалла
Çакнă ешĕл улăх
Сарă саппунне.
Çил туртать хăюллăн
Унăн аркине.
Кӳлĕре хавассăн
Хум чупса çӳрет.
Пĕр хурланчăк сасă
Хăлхана кĕрет.
Эй, мĕн-ма, текерлĕк,
Ыткăнан çӳле,
Вирхĕнен пуç хĕрлĕ
Çĕкленен каллех?
Чун тăвăннăран-и
Чу! чăмса илен?
Мĕншĕн тем шыранăн
Тăлăххăн вĕçен?
Эп сана сăнатăп
Куç ывăниччен.
Те кичем сана та
Çӳреме пĕччен?
 «Иптеш1 Тăхти!
Тăхти юлташ! Эсĕ тутар пуль? Сан аçу-аннӳ те тутар-и, тен? Эпĕ сана çавăнпа «иптеш» терĕм тутарла.
Эсĕ чăнах тутар пулсассăн «иптешлер, Тăхтилер» тесе калас пуль сана.
Иптешлер, Тăхтилер! Сана питĕ хытă ятлас пулать».
Çапла çырнă çыру илтĕм ĕнтĕ эпĕ. Малалла тата нумай çырнă.
Кăвак хупăллă çыру.
Адресне те ман ятпах çырнă.
Çыру çыракан ӳркенмен, мана хытă ятланă вара.
Мĕн-мĕн тесе ятланине — пурне те труках калама хăратăп. Майĕпе, сăмах çаврăннă майĕн кăна, мĕншĕн мана ятланине каласа пама шутлатăп-ха эпĕ.
* * *
Хам карчăк курасран малтан вăл çырăва эпĕ пахчана тухса, арпалăха кайса, арпалăх юпи çумне таянса, вăрттăн вуласа тухрăм.
Авалхи йăлапа хам карчăка пур япалана та каламастăп эпĕ. Хĕрĕх те пĕр çул пурăнса та пĕр сивĕ сăмах каламан эпĕ хам карчăка.
Хĕрарăм ăсне шанма çук тесе хăш-хăш сăмаха хам карчăка калама çапах шикленетĕп çав.
Карчăка питех шанмасăр пурăнни совет саккунне хирĕçлерех пыни пулать пуль те вăл, мĕн тăвас тен ĕнтĕ, хам çавнашкал этем те. «Ку, ватăскер, хăй карчăкне хĕрарăм прави енчен хĕсĕрлет», — тесе ан шутлăр эсир. Ман карчăк калаçма тапратсан эпĕ ăна пĕр сăмах та пӳлместĕп, шăла çыртса та пулин чăтса тăратăп çапах.
Малалла
Вăрçă — вутлă-юнлă тĕпсĕр кӳлĕ,
Çынсене çăтать вăл пинĕпе.
Тен, мана та пĕр-пĕр суккăр пуля
Çулса кайĕ вилĕм çавипе.
Ун чухне чĕлхем çинчен çĕкленĕ
Юлашки сăмахăм — сан яту.
Шантаратăп: паттăррăн вĕçленĕ
Вăрçăра туптаннă юрату.
Ман пулсан та, ан хурлан, чĕкеçĕм,
Макăрса каччушăн ан кулян, —
Чĕрӳне вăйпа хытар та эсĕ
Çапăçу хирне кайма тумлан.
Ĕнер çеç шавланă вăрмана
Шăплăх пусрĕ... Тем çитмест чуна.
Çил çаратнă çамрăк çăкана,
Тăлăх ӳснĕ хĕр пек, çинçешке
Хĕвеле курмашкăн авăннă шĕшке...
Юряех эп килтĕм кăмпана,
Эс килĕн пулĕ, терĕм, хăнана,
Маннă-мĕн эс ĕлĕкхи тусна,
Çамрăв чух, хăват çӳлте чухне,
Уйăх айĕнче пĕрле ташланине...
Сахал юлаççĕ, тăвансем,
Пĕрле çӳрес кунăмăрсем —
Хут купăс картĕнчен сахалтарах...
Нумаă юлаççĕ, тăвансем,
Сире калас сăмахăмсем,
Хут купăс кĕввинчен нумай сăмах...
Юлташ, хут купăсна туртсам,
Янратăр уйăхлă урам —
Ăсаттăр кĕмĕл уйăх янраса.
Кунтан кайсассăн, уйрăлсан,
Сире ыр юррăм юлĕ ман
Пĕрле çӳренисем манăçмасса.
■ Страницăсем: 1... 516 517 518 519 520 521 522 523 524 ... 796
1 Иптеш — тутарларан «юлташ» (Автор асăрхаттарни)
|
Шухăшсем
Looking for traffic that actually fits y...
Tired of traffic that doesn't convert? S...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем