Пĕр кĕтӳ кашкăр
Виç-тăват çул ытла пуль ĕнтĕ вăл — пĕр çулне кĕр пит вăрăм пулчĕ.
Хуркайăксем карталанса тахçанах кайса пĕтрĕç.
Пирĕн çав çул виçĕ кăвакал çу каçнăччĕ.
Эл шывĕ хĕрринчех вăл кăвакалсем çĕр каçа ларатчĕç вара, каçпа киле таврăнма хăнăхманччĕ вĕсем.
— Кăвакалсем сывă çӳреççĕ-и-ха? — тесе эпир вĕсене ирпе-каçпа çеç каяйса пăхаттăмăрччĕ.
Эл хĕрринченех пирĕн кăвакалсем таçта çухалчĕç çав кĕркунне.
— Хамăр çумри Ваçли арăмех пусса çирĕ пуль ĕнтĕ пирĕн кăвакалсене, — тесе тахçанчченех сăмахларĕ анне.
— Йытă-качка, тилĕ е кашкăр тытса кайнă пуль, шырас та мар ĕнтĕ пуль вĕсене, — тесе пуплетчĕ атте.
Хамăр йăмра тăррине тивес пекех, кайăк кăвакалсем пит аялтан, карти-картипе ларт! ларт! лартлатса вĕçе-вĕçе кайрĕç.
— Атте, пирĕн кăвакалсем кайăк кăвакалсемпе пĕрле вĕçсе кайман-ши вара? — тесе ман шăллăм аттерен ыйтатчĕ.
— Кам пĕлет вĕсене, çунатлă япала. Вĕçсе те кайнă-и тен! — тетчĕ вара атте.
— Анне! Тырă вырса, кантăр татса пĕтерсенех пусмалла пулнă çав пирĕн кăвакалсене. Яшка тутлă пулатчĕ, авăн çапма пире те вăй кĕретчĕ, — теттĕм эпĕ аннене.
— Ара, çухалассине пĕлнĕ пулсан тахçанах пусмаллаччĕ вĕсене, — тетчĕ вара анне.
Кашкăрсем тытса çинĕ-и, тен, пирĕн кăвакалсене.
Çав кĕркунне кашкăр пит нумай пулнă пирĕн вăрманта.
* * *
Вăл кĕркунне пĕр кĕтӳ кашкăр курнă пирĕн атте.
Пирĕн ял аслă вăрман варринче пекех ларать.
Йĕри-таврах аслă вăрман, сĕм вăрман.
Çав кĕркунне эпир лашасене вăрмана яраттăмăр.
Вăрласа каясран хăраса, çур çĕр çитсен тин эпир лашасене вăрмана питĕ шала кая-кая тăллатăмăр.
* * *
Туя кӳлсе кайса, тапăртаттарса, ташлатса, пуçа ывăтса, хӳрине тӳлесе, çилхине хĕрлĕ, симĕс, сарă лентăсемпе çивĕтлесе, туй халăхне тĕлĕнтермелле лашасем пулман та пирĕн.
Хушка пуçлă, кĕске çилхеллĕ çӳрен кĕсре усраттăмăр эпир.
Те хамăра мăшкăласа, те кĕсри ытла йăвашран ут кĕтĕвне ярсан çынсем пирĕн кĕсре хĕлĕхне çăлса пĕтеретчĕç. Кĕсре хӳри çулăк вĕçĕ пек анчах тăрса юлатчĕ вара.
Çӳрен кĕсрен пĕр ::пукрас::: тата амăшай тиха пурччĕ.
— Пирĕн кĕсре, кашни çул хăмласа, хăйне хăй асапланать, начарланать, ĕç патĕнче ывăнать ку, — тесе калатчĕ пирĕн атте.
Ака-суха тунă чухне ывăнатчĕ вара вăл кĕсре. Сывлатса, тăратса, кантара-кантара, ал вĕççĕн утă, курăк, çăкăр татăкĕ çитеркелесе, аран-аран, майĕпе çапах ака-суха туса пĕтеркелеттĕмĕр çав кĕсрепех.
— Анне, пирĕн лаша виççĕ. Кĕсрипе — атте çитес çул суха тутăр, пукраспа пичче сӳре сӳретĕр, тихине утланса туя каяс ман, — тетчĕ ман шăллăм.
— Тем çав, туй лаши усрасси пиртен пулмĕ çав, — тетчĕ вара анне.
— Пирĕн лаши виççĕ, хăлхи улттă, хӳри виççĕ. Виç лаша пулин те пĕр лайăх лашана тăмаççĕ вĕсем, — тесе пуплетчĕ вара атте. Çав пирĕн лашасем начар пулин те, вĕсене вăрласа каясран çапах эпир хăраттăмăр çав.
Çав кĕркунне кĕр вăрăм килчĕ те лашасене ялан вăрмана яраттăмăр.
Çапла пĕрре, сĕм-тĕттĕм пулсан, вăрмана лашасем яма тухса кайрĕ атте. Чылай кĕтрĕмĕр — лаша ярса атте час таврăнмарĕ. Выртас пуль тесе шăллăмпа иксĕмĕр вырăн та сарнăччĕ, ура салтнăччĕ.
* * *
Хапха сасси илтĕнчĕ. Алкум алăкĕ уçăлса хупăнчĕ. Атте пӳрте кĕчĕ. Аллинче йĕвен, — йĕвене алкумне, çекĕле çакса хăварман вăл.
Сăхманне хывмасăрах атте путмар çине ларчĕ те:
— Темле ĕнтĕ кĕçĕр, лашасене вăрмана чылай шала кайса ярса хăвартăм та, те халех кайса тытмалла ĕнтĕ? Аслă мише урлă каçнă чух юпи çумĕнче çын таянса ларнă пек туйăнчĕ. Çĕр тĕттĕм, сĕм-тĕттĕм, паллă мар, курăнмасть, те вăрă таврашĕ вĕсем? Кĕвĕçсе пирĕн кĕсрене, тихасене вăрлас тесе сыхламаççĕ-ши вĕсем? Тата хамăр кантăр анисем патне çитнĕ çĕре ман умран тĕпĕртетсе, çул урлă чупса каçса кайрĕç. Тĕпĕр-тĕпĕр тĕпĕртетсе пыраççĕ. Мĕн ку тесе лăпчăнса пăхрăм, хамран инçе те — курăнмасть, пит тĕттĕм те. Вара çул çине выртса пăхрăм. Выртса пăхсан çул урлă йăкăл та якăлт! хӳрисене усса кашкăрсем каçа-каçа кайнине куртăм. Аллă та ытла пуль пĕр кĕтӳ кашкăр куртăм çав. Вăрăсем вăрламасан та çав кашкăрсем кĕçĕр, шăршăпа тупса, пирĕн лашасене вăрманта тупса çиеççĕ пуль. Ытла тĕттĕм те, çапах кайса тытмалла пуль лашасене, — терĕ атте.
* * *
— Тем тăватăр ĕнтĕ, кайма та хăрамалла, лашасене те шалккă, — тет анне.
— Пĕччен сурать — типсех пырать, халăх сурать — кӳлĕ тăвать. Ытла хăрас мар. Виççĕн каяс, шырас. Тупас та тытса килĕпĕр вара лашасене, — терĕм эпĕ.
— Атте, алла пĕрер пуртă илĕпĕр. Эпĕ хамăр пĕчĕк пуртта илетĕп, — тет шăллăм.
— Атьăр, эппин, каяр, шыраса тупар, тытса килес лашасене, — терĕ атте.
Шăллăмпа иксĕмĕр часрах ура сыртăмăр, сăхман тăхăнтăмăр. Аттене, мана, шăллăма анне алăк умĕнчен пĕрер пуртă кӳртсе пачĕ.
— Чипер, хăвăра хăвăр астуса çӳрĕр вара, — терĕ анне.
Пӳртрен тухрăмăр. Сĕм-тĕттĕм.
— Ачасем, ак çапла. Кашкăрсем тапăнсан пирĕн виçсĕмĕр те пĕрле çурăмсене, ĕнсене пĕр-пĕрин еннелле туса тăмалла. Кашкăрсем пире хыçалтан, ĕнсерен илсе тулламалла ан пултăр. Апла хамăра, пĕр-пĕрне, пуртă лекесрен те аван вара. Сас-хура ан пултăр, ним те шарлас мар. Кашкăр, вăрă, леçник пулсан та систерес мар. Вăрманта лаша çинĕ сасса тăнласа çӳрĕпĕр. Леçник тĕл пулсан пуртăсене тытса илĕ, штраф тăвĕ. Тата пĕр-пĕринчен уйрăлса каяс мар, — терĕ атте хапхаран тухас чух.
Хамăр хапхаран тухрăмăр. Уй хапхинчен те тухрăмăр. Йĕвене атте сăхман çинчен пилĕке çыхрĕ. Пуртăсене алрах тытса пыратпăр.
Ытла тĕттĕм.
Атте малтан пырать. Пуртăсем пирĕн сылтăм алăра. Сулахай алăпа эпĕ аттене сăхман аркинчен тытса пыратăп. Шăллăм та мана çапла тытнă.
Ытла тĕттĕм пулин те, çапах сылтăма, сулахая, кашкăрсем çук-и тесе, майĕпе пăхкаласа пыртпăр.
Вăрмана çитрĕмĕр. Çулпа вăрмана кĕтĕмĕр. Вăрманта тата питĕ тĕттĕм. Ним те курăнмасть.
Кайсан-кайсан, çул çинчен, лашасене янă еннелле, атте сукмакпа пăрăнчĕ. Эпи рун хыççăн пыратпăр.
Лашасем çинĕ сасă илтĕнмест-и тесе тăра-тăра тăнлатпăр.
Шăп, вăрманта ним сас-хура та çук.
— Çакăнтарах кĕрсе тăлланăччĕ пулас вĕсене, — тет атте.
Вара сукмак çинчен хăрах хĕрнелле кĕрсе кайрăмăр.
Питрен туратсем çапаççĕ.
Тăнла-тăнла шыратпăр лашасене. Ним сас-хура та çук.
— Вăрласа та кайрĕç-ши вара? Е кашкăрсем таçталла хӳтерсе кайрĕç-ши ĕнтĕ лашасене? — тет атте майĕпе, пăшăлтатнă пек сăмахласа.
Утатпăр. Шыратпăр. Тăра-тăра тăнлатпăр. Лашасем çук пирĕн. Ним сас-хура та çук.
Хăранипе хăвăртрах утатпăр.
Унталла та кунталла çӳретпĕр хура вăрманта.
Сукмак та çук, çул та çук. Утатпăр, шыратпăр, алра пуртăсем. Туратсем çăт-çат çапаççĕ. Ăçта çӳренине атте чухлайми пулчĕ.
Лашасем çук, таçта.
— Вăрласа кайрĕç-и, тен? Начартарах, вăтам пурăнатпăр, пуян мар пулин те, хамăр ялтах пиртен кĕвĕçекен çынсем нумай. Халăх çинче те виç лаша усрать тесе кĕвĕçсе юмахлаççĕ. Вăрларĕç пуль çав пирĕн лашасене, — тесе, майĕпе, хурланса пуплет атте юман çумне тăра-тăра тăнланă чух.
* * *
Тем чухлĕ шырарăмăр, шалт аптрарăмăр. Лашасем çук. Хамăр та аташса кайнă. Çук та çук. Аслă вăрманта сĕм-тĕттĕм. Ниçталла кайма та пĕлместпĕр.
— Кăнтăрла пулсан аташас та çук эпĕ кунта. Халь çĕрле те, тĕттĕм те, чухламалла мар çав ăçта каяссине, — тет атте.
Киле епле таврăнмаллине те пĕлместпĕр хайхи.
Лашасем те çук, хамăр та çĕрле, тĕттĕм çĕрте, сĕм вăрманта аташнă, çӳретпĕр ниçта туха пĕлмесĕр.
* * *
Çапла çӳресен-çӳресен, пĕр çул çине тухрăмăр.
— Лашасем çук пуль ĕнтĕ, вĕсене тупасси пулмарĕ. Хамăр аташса каяс мар. Ку çул хамăр яла тухать пулас. Çак çулпа киле каяр пуль, — терĕ атте.
— Юрĕ, — терĕмĕр шăллăмпа иксĕмĕр.
Майĕпе утатпăр çак çулпа. Утрăмăр-утрăмăр. Пăртак уçă куртăмăр. Хăй çути курăнать.
— Мĕнле ку? Хамăр уй пек туйăнмасть мана, — тет атте.
— Ав, хăй çути. Хамăр ялах пуль, — тет шăллăм.
Уйпа, çулпа пыратпăр. Тĕттĕм, курăнмасть. Ял патне çитрĕмĕр. Йĕтем хыçĕ, картасем.
— Мĕн пулчĕ капла? Хамăр ял мар-çке ку, ачасем? Ăçта çитсе кĕтĕмĕр эпир? — тет атте.
Уй хапхинчен кĕтĕмĕр. Пӳртсем.
— Хамăр ял мар пулни те, çав хăй çути патне атьăр-ха, — тет атте.
* * *
Хăй çутнă кантăк умне пытăмăр та атте, кармашса, майĕпе пӳрнипе кантăкран шак-шак! шаккарĕ.
Пӳртри краççын çутине пĕр арçын пысăклатрĕ. Кантăк патне пычĕ те пăхать.
— Эпир — вăрманӳялсем. Лаша шыраса вăрманта аташса çӳрерĕмĕр. Ăçта килсе кĕтĕмĕр-ши эпир, хăш ял-ши ку? — тет атте.
Çав çын кантăкне уçрĕ те:
— Ялĕ Нăрваш та-ха ку. Ма капла çĕр хута лаша шыраса çӳретĕр-ха эсир? — тет.
— Ара, лашасем ярса таврăннă чухне çул урлă кашкăрсем каçса кайрĕç те çавсем тытасран çĕр хута лаша шырама тухрăмăр çав, — тет атте.
— Апла пулсан çĕр хута вăрманта лаша тупасси. Ыран шырăр. Халь кĕрсе выртăр пирĕн пата. Кĕрĕр, — тет çав çын. Чӳречине хупрĕ, хăй хапха уçма тухрĕ.
— Ак тамаша! Нăрваша килсе тухнă-çке эпир. Мĕн тăвас? Кĕрсе выртар пуль, — тет атте.
— Юрĕ, — терĕмĕр шăллăмпа иксĕмĕр.
Хай çын хапхине уçрĕ.
— Майĕпе кĕрĕр. Çывăраççĕ пирĕн, вăратас мар çемьене, атьăр, — тет вăл.
Пӳрте кĕтĕмĕр.
— Çакăнта иртĕр. Урайне вырттарас пуль сире. Апат нимех те юлман та. Купăста пурччĕ. Тăварланă купăстапа çитерем-ха сире, — тет.
Пĕр чĕресрен купăста антарчĕ чашăкпа. Çăкăр касса хучĕ. Кашăксем хучĕ.
— Ларса çийĕр-ха пăртак, — тет.
— Чăрмантарса çӳретпĕр çав, — тет атте.
Лартăмăр сĕтел хушшине кĕрсе, çиетпĕр. Купăсти тутлă, тин тăварланă купăста.
— Сыпăр-ха пăртак, сыпăр, мĕн чăрмантарасси, пулать вăл çӳресси, — тет вăл.
Пăртак çикелерĕмĕр, сĕтел хушшинчен тухрăмăр.
— Пӳрт сивĕ мар. Çакăнта, урайне аçамсем сарса парам; çӳресе ĕшентĕр пуль, выртса çывăрăр, — тет нăрвашсем. Урайне вырăн сарчĕ.
— Пĕр начартарах кĕсре, икĕ тихаччĕ пирĕн. Вăрмана яркаланă та вĕсене. Тепле ĕнтĕ. Вăрласа каймасан, кашкăрсем тытмасан юратчĕ, тепле ĕнтĕ, — тет атте.
— Çӳреççĕ пуль-ха, кăнтăрла тупăр-ха. Тул çути килнĕ çĕре ман Канаша кооператив лавкки таварне тиеме каймалла. Вăрманӳял тĕлне çитиччен лартса кайăп сире, — тет нăрвашсем.
Ура салтмасăрах, сăхмансене хывса выртрăмăр урайне. Атте варне выртрĕ, эпир шăллăмпа ик айккине выртрăмăр. Часах çывăрса кайнă.
…Пĕр вăрă пирĕн кĕсрене тытса утланнă. Хулăпа кĕсрене çапа-çапа, сиккипе чуптарать Шăхасан çулĕпе.
Пĕр шурă кашкăр, ун хыççăн ултă сарă кашкăр, хыçалтан тата пĕр кĕтӳ кашкăр пирĕн тихасене мише тăрăх хăваласа пыраççĕ. Тихасем пирĕн тараççĕ. Кашкăрсем пирĕн тихасене çитесси пĕр-ик ана сарлакăш анчах.
Ним тума пĕлмесĕр, пуртăсене сулласа, атте, эпĕ, кăшкăрса чупатпăр çав хыçалтан.
— Лаша кӳлтĕм. Тул çутăлать. Çула майăн лартсах каям сире. Тăрăр, эппин, — тесе пире нăрвашсем тăратать.
Тарласа кайнă хам. Эпĕ тĕлĕк курнă иккен!
Тăтăмăр, сăхмансем тăхăнтăмăр.
— Ĕнтĕ ан ятлăр, чăрмантартăмăр сире, — тет атте.
Пӳртрен тухрăмăр. Нăрвашсем лашине кӳлсе тăратнă.
Пире урапа çине хыçаларах лартрĕ. Хăй мала тилхепе тытса ларчĕ. Арăмĕ хапха уçрĕ. Тухрăмăр.
Нăрвашсен лаши лайăх, вăйлă, хытă чупать. Çул çинче, тăвала пынă чух аттепе нăрвашсем пуплесе пыраççĕ. Тул та çутăлать.
— Сирĕн вăрман çĕрĕнчи ялсене ытла тиркемелле мар та, сирĕн тăрăхра та лайăх çынсем пур пуль те çав. Анчах çапах сире хытă ятламалла. Выльăхсене эсир вăрмана яратăр. Сирĕн выльăхсем вăрманти хунава ватса пĕтереççĕ. Вăрманти çĕре таптаса хытараççĕ. Апла вăрман ӳсми пулать, йывăç хăрать. Хунав юмансем пĕтеççĕ, — тет пире нăрвашсем. — Пирĕн пысăк ял, Нăрваш — аслă ял. Эпир выльăх-чĕрлĕхе вăрмана ямастпăр, килтех апатлатпăр. Тата сирĕн тăрăхри ялсем тӳрĕ пушăт йывăççисене касса пĕтереççĕ. Апла çăка ӳсеймест: пӳртлĕх, кĕлетлĕх пĕренесем пулмаççĕ. Сирĕн пек вăрмана пĕтерсен ӳлĕм халăх пӳрт-çурт епле лартĕ? Сирĕн ялсем вăрмантан тӳрĕ вĕренесене, хурамасене, туйрасене касса урапа çисем тăваççĕ. Кавала, Энтри пасарне, Шăхасан пасарне кая-кая сутаççĕ. Сирĕн ялсене — усă; пире — чул муклашки. Ма эсир çав тери хăвăр кăна вăрман ырлăхне çăвара карса çăта-çăта пурăнатăр? Эсир тутă, сирĕн укçа пухас, эсир юман касса Кармăша кайса сутатăр. Сирĕн тутă пулмалла. Апла уялли халăха выçă вилме хушатăр-и вара эсир? — тет нăрвашсем.
— Сирĕн лашăрсене вăрласа кайнă пулсан, сирĕн лашасене кашкăрсем тытнă пулсан, сире сиен пулать. Çав Чăваш Республикин вăрманне эсир çапла çаратса пурăнни — пĕтĕм халăха сиен, хур туни пулать. Вăрмантан вăрласа, юман касса, эсир пăчкă таварĕ, хăма таварĕ туса сутатăр. Пĕтĕм Чăваш Республикин вăрман пуянлăхне эсир çаратса пурăнатăр. Сирĕн пурăнас, пирĕн выçă вилмелли-и вара? — тет нăрвашсем.
— Эсир халĕ сивĕ чух ăшă пӳртре ăшăнса, сарăлса ларас, эпир — уялли çынсем, шăнса вилес-и вара? — тет çавах.
— Сирĕн ялтан яла вăрман вăрри, вун-вуник куштан-кулак — выç кашкăр — çăтмак куç. Сăмахĕ пурне те тивет. Сирĕн ял советсем, ячейкăсем мĕн пăхса тăраççĕ? Советсене сирĕн пурне те трахом ернĕ-и-мĕн? Çавăнпа, трахомлă куçпа, вăрман вăррисене, куштан-кулаксене, çăткăн кашкăрсене курмаççă-ши вара? — тет нарвăшсем.
— Сан сăмах чăнах çав, — тет атте нăрвашсене.
Çапла сăмахласа Канаш вăрманне çитнĕ çĕре тул çутăлчĕ.
Аслă мише урлă каçнă чух эпир вăрманта сылтăма анса юлтăмăр. Нăрвашсем пралук çулĕпе Канашалла чуптарчĕ.
Хамăр ялалла тухнă чухне шăллăм аслă мишепе пычĕ, эпĕ пĕр енчен, атте тепĕр енчен вăрманпа лашасене шыраса пытăмăр. Пирĕн лашасем çук.
Уя тухрăмăр.
Хамăр ялăн ыраш калчи — вăрман хĕрринче.
Вăрман кĕтессинчен пăрăннă çĕрте, калча çинче, пирĕн лашасем. Амăшĕ çисе тăраннă, тăрать, тихи выртать, пукрас калча çиет…
Пулать çав япала пурнан пурнăçра…
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...