Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ҫул юлташӗКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемТантăшсемТутимĕрАслă халалВĕлле хурчĕ — ылтăн хурт

Макар Хурине


Тата тепĕр тантăш туй пухĕ, авланĕ,

Сар çулçă пек çаврăнĕç сар кĕпесем.

Тен, пирĕн ятпа лартĕç авăн автанĕ,

Вăлтса йĕтес туртĕç ырхан аннесем.

 

Пире аса илĕç, хурланĕç, йăпанĕç,

Çапах хăйсем шутлĕç вăлтма пĕр-пĕрне.

Çапах пире сунĕç хаваслă пулма çеç:

Телейлĕ шутлаççĕ ун пек çынсене...

 

Пăхсассăн куçсем тăртанса ыратмалăх

Шур юр тĕнчене сарлака сариччен —

Тăрать кĕркунне халь. Управлăх, сăпайлăх,

Йĕркелĕх тени сисĕнет пур енчен.

 

Пурне те ик алă, çемçе те тирпейлĕ

Алсем ачашлас пек — кашни япалах

Курнать илĕртӳллĕ, тӳлек те илемлĕ:

Тӳрри — йăрăсрах пек, таси — тăрăрах.

 

Пур вак-тĕвеке те, турпас татăкне те

Тытса ăшăтас килет алă çинче.

Темле, килти пек туйăнаççĕ чулсем те —

Тӳлек хĕртĕнеççĕ шоссе хĕрринче.

 

Кĕрен сукмакпа пынă чух эс каç кӳлĕм

Тăпах чарăнан та — умри шур теттех

Инçе пулнă пек — курăнать илĕртӳллĕн,

Таçти инçетри шур кермен евĕрлех...

 

Малалла

«Эпир те — яш...»


В. Волгина асăнса

 

Эпир те — яш... Пиртен яшши те

яланлăха çĕре кĕрсен

мĕн калăн, сăввăм? Йывăр питĕ,

янраççĕ шăппăн йĕркесем.

 

Ик куç çути халь те асрах-ха,

ĕнер çеç сӳннĕ куç çути...

Асрах упранĕ ун сăмахĕ —

вуншар кун-çул вĕçне çити.

 

Каллех эп шухăшлăп, поэзи,

пĕр сан пирки халь ирсерен:

сан кунусем — пиртен килеççĕ,

çук, эсĕ уйрăм мар пиртен.

 

Чуна часрах çитĕнтересчĕ

çĕршыв ĕçне умра курса.

Сан хăватна та ӳстересчĕ

сехетсерен вăя парса.

 

Поэзи сывлăшĕн сипечĕ

ялан упрантăр çĕр çинче, —

куллен çак шухăшпа ĕçлесчĕ

тăван çĕрте, тăван енче.

 

Кăшни хаваслăрах сывлатăр,

тасан упранччăр кăмăлсем.

...Çын ĕмĕрне вăрăмлатма та

пулăшайсанччĕ сăввăмсем.

«Тин ăшă ыйхăран вăратнă ача пек...»


Тин ăшă ыйхăран вăратнă

ача пек, лăпкă çутă пек,

ун чух эс ман пата тухсаттăн,

иртсеттĕн алăк умĕпе.

 

Аса илетĕп: йĕркешерĕн

ялтăракан хунарсене,

веранда кантăкĕ сенкеррĕн

ӳкернĕ уйăхăн çулне.

 

Тен, яшлăхна аса илсессĕн

çакна астумăн та питех?

Çап-çамрăкскер, упрантăн эсĕ

ман асăмра, тен, туллирех?

«Çурхи каçа эп тус пулмашкăн чĕнтĕм...»


Çурхи каçа эп тус пулмашкăн чĕнтĕм.

Караймĕ ыйхă маншăн çĕрĕпе.

Ир çывхарать.

Эп куç хупман пĕр чĕптĕм.

Эп сăвăпа айкашрăм çĕрĕпе.

 

Таса хирте суха касси пуçларăм,

Кун ăнасса юрларăм эп юри.

Ман юррăм пулчĕ пурĕ те пĕр çаврăм.

Çапах та вăл, — пĕлетĕп, чун юрри.

 

Эп яшлăха ирттертĕм урăм-сурăм.

Ĕмĕтĕме вăй пур чух çитерем.

Ĕçе кăна савать текех хул-çурăм.

Кĕрешĕве кăна савать чĕрем.

 

Поэт пуçне витесшĕн манăç юрĕ.

Ун тыррине çил шелсĕр сăвăрать.

Саманапа пĕр саслă пултăр юрă.

Кĕрлетĕр вăхăт чапĕ сăвăра!

 

Ир çывхарать.

Тинех лăпланчĕ ăшăм.

Эп шанчăкпа пăхатăп мал енне.

Пучах пекех хĕрелчĕ тухăç ăшшăн.

Алла илетĕп шуçăм кĕлтине.

Ик тăлăх ача


I

Хĕнкасси ялĕн пус хапхинчен тухса чăнкă мар сăрт çине улăхса çитсен вĕсем иккĕшĕ те ял çине çавранса пăхрĕç. Малалла анаталла утмалла, вара ял курăнми те пулать, курăнми пулать тăван ял...

— Анюк, эс ма çапах йĕме чарăнмастăн, — терĕ Энтруш хăйĕн пĕчĕк ултă çулхи йăмăкне.

Анчах çапла каларĕ те хăй те ĕсĕклеме тытăнчĕ. Йăмăкне каланă çăмах хăйĕн кăмăлне уçса ячĕ. Çамрăк кăмăлăн куççулĕ нумай. Ăшра вăй çителĕклĕ мар вăл куççульсене тытса тăма.

— Айта, Анюк, çитет, йĕрсе нимĕн те тума пулмасть, — хыттăнтарах калама тăрăшса калать Энтруш. — Мĕн пит йĕмелли пур уншăн...

Мĕн вăл «уншăн»? Ăна Анюк мар, вун виççĕри Энтруш та лайăххăнах тавçăрса илеймест: те ялшăн, те урăх хурлăхлă япалашăн...

— Ăçта каятпăр вара эпĕр?!

Тĕлĕнмелле ку Анюкпа! Ăçта каяссине мĕнле тĕллесе калатăр Энтруш? Çурăм çине хутаç çакнă ачасем ăçта каяссине ăçтан пĕлччĕр? Ăçта каяссин тĕлĕ пур-ши вара ун пек ачасен?!

— Айта-ха, айта, ут эс, — çĕтĕк чавсаран тытсах туртать Энтруш, — утăпăр ак çак çулпа та, пĕр-пĕр яла кĕрĕпĕр, ăçта çитсе перĕнессине ман ăçтан пĕлес?

Малалла

Çеçпĕл


Хĕç вылятса-и ыткăнаççĕ

Вĕç-хĕрсĕр курăнми çарсем? —

Сив хурçă пек çиçсе выляççĕ

Сив уйăх айĕн хăяхсем.

 

«Эппин, каллех кунта хăварчĕç,

Туссем пур — вăрçă хирĕнче...»

Тирек çумне хуллен таянчĕ,

Тăрать Десна çыранĕнче.

 

Чарусăр çил çаплах шинелĕн

Аркисене туртать, силлет.

Тĕрри йĕр кайнă, çĕткеленнĕ

Кĕпи çине шевле ӳкет.

 

Йĕр-йĕр тымарлă хĕрлĕ йывăç

Çине касса тĕрленĕ пек

Ун çӳçĕсем сулмаклă, йывăр

Выртаççĕ çирĕп йĕркепе.

 

Кĕрлет те çаврăнать синкерлĕ

Çилсемпеле тулса тĕнче.

Çапла пĕччен тăрать вăл тĕрлĕ

Вак кĕнекеçĕ умĕнче...

 

...Ак эп каллех аса илетĕп

Тăван чĕлхемĕре пĕрмай.

Çапла, пĕлетĕп эп: çемçе те

Сăпай сăмах унта нумай.

 

Йывăррисем те пур. Тăнланă.

Чул пек пусаççĕ. Çеçпĕл, тен,

Шăп çавсене манми упранă,

Тен, çавсене аса илсен

 

Ун куçĕ умĕнче хăватлăн,

Кĕренĕн-хĕрлĕн хĕвĕнсе,

Пуçа ыраттарса, сулмаклăн

Чӳхеннĕ йывăр мăкăньсем?..

«Сывлăм çийĕн чупнă пĕр пăхмасăр...»


Сывлăм çийĕн чупнă пĕр пăхмасăр —

кив пушмакĕ нӳрлĕ курăнать...

Перронта йышпа пăтрашăнмасăр

хĕр чечек çыххи тытса тăрать.

 

Илĕртӳллĕ вырăсла сăпайлăх,

куçĕсем те вырăсла сенкер...

Кам-ши вăл, çапла пăлхантармалăх

ун асне кĕрсе вырнаçнăскер?

 

Юратать-ши — сывлăш пӳлĕнмелĕх,

инçетре палланă тутăра

курсанах — сасартăк именмелĕх?

Пĕр çапла, çапла çеç пултăрах...

«Ăш вĕçрĕ, пултараймăп çывăрмашкăн...»


Ăш вĕçрĕ, пултараймăп çывăрмашкăн,

Ĕмĕтленер, çутăласса кĕтсе...

Ыранхи ир, ыранхи кун вал маншăн, —

Çырмашкăн пулнă сăввăмсем.

 

Эп те йышра пĕр тан чыспа çӳретĕп,

Çынсем мана та шаннине сиссе

Çак тивĕçе сиртен кивçен илетĕп, —

Çырмашкăн пулнă сăввăмсем.

Юпа уйăхĕ


Çерçи çемйи каллех иленчĕ

Пушаннă шăнкăрч йăвине.

Куратăн çыранра

именчĕк

Çаралнă хурăн тăнине.

Ун кĕпине çил хывнă илнĕ,

Хăй çарамас та, вăтанать...

Кĕр тĕрĕслет пурне те тимлĕ, —

Çулçа,

юлашкине,

татать.

 

Кив календарь листи пек çулçă

Вĕлтĕртетсе ӳкет çĕре.

Çӳхе пăр кантăкĕ йăл кулчĕ

Çул хĕрринчи кӳлленчĕкре.

Унта тӳпе тăрать пуçхĕрлĕ,

Хăрать сасартăк ӳкесрен...

Уяв плакачĕ пек хĕп-хĕрлĕ

Çунать мал енĕ ирсерен.

Пур ĕçсене пуçтарнă майăн

Кĕр мулĕ йăтăнса килет.

Пĕлетĕп эп:

Шыра — тупаймăн

Халь ялĕпе пĕр пуш кĕлет.

Ĕçлекен арçыншăн нимĕн те шел мар


Çуркунне тапса çитрĕ. Пахчара ĕç пуçланчĕ. Эпĕ те пуç çĕклемесĕр тенĕ пек йăрансем туса тĕрмешетĕп. Пĕчченех. Кампа ĕçлес-ха манăн? Упăшка? Вăл-и? Вăл пахчара ĕçлеме юратмасть. Тутлă çиме кăмăллать, йӳçĕ ĕçме юратать. Çынсен арçыннисем кунĕпе анкартинче ĕçлеççĕ. Арăмĕсем хатĕр йăрансем çине хăяр, кишĕр, çарăк акаççĕ. Эх, мĕнешкел ырă кураççĕ çынсен арăмĕсем.

Мĕн тăвас-ха халь тин? Телее сутăн илме çук-çке. Камăн мĕнле шăпа. Хăшĕ ырă курать, хăшĕ нуша тӳсет. Чун ыратать. Тарăхнипе ĕç те малалла каймасть. Мĕн тумалла? Капла мĕнле пурăнмалла? Мĕншĕн манăн пĕччен асапланмалла? Ĕçлес мар тетĕн — чун чăтмасть. Çынран намăс. Ял кулли пулас килмест вĕт. Пахчана хуратса хăвармаллах.

Пуçларăм пуç тавра çавăрттарма. Упăшкана çур литр шурă эрехе çĕклесе кăтартрăм та — чăшт! тухса сирпĕнтĕм. Ман хыççăн чупать:

— Тавай! Ярса пар! Тавай, халех пар! — тет. — Вилеп мухмăрла!

Эп те ухмах мар:

— Ав, сарайĕнчен кĕреçе кайса ил! — терĕм. Çав вăхăтра кĕленчене пахча вĕçне, çĕр айне, пытарса хутăм.

Кĕреçе кайса илчĕ, мана куçран тимлесех пăхать.

— Ну, кайса илтĕм. Халь пар ĕнтĕ, — тет.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 143 144 145 146 147 148 149 150 151 ... 796