Макар Хурине
Тата тепĕр тантăш туй пухĕ, авланĕ,
Сар çулçă пек çаврăнĕç сар кĕпесем.
Тен, пирĕн ятпа лартĕç авăн автанĕ,
Вăлтса йĕтес туртĕç ырхан аннесем.
Пире аса илĕç, хурланĕç, йăпанĕç,
Çапах хăйсем шутлĕç вăлтма пĕр-пĕрне.
Çапах пире сунĕç хаваслă пулма çеç:
Телейлĕ шутлаççĕ ун пек çынсене...
Пăхсассăн куçсем тăртанса ыратмалăх
Шур юр тĕнчене сарлака сариччен —
Тăрать кĕркунне халь. Управлăх, сăпайлăх,
Йĕркелĕх тени сисĕнет пур енчен.
Пурне те ик алă, çемçе те тирпейлĕ
Алсем ачашлас пек — кашни япалах
Курнать илĕртӳллĕ, тӳлек те илемлĕ:
Тӳрри — йăрăсрах пек, таси — тăрăрах.
Пур вак-тĕвеке те, турпас татăкне те
Тытса ăшăтас килет алă çинче.
Темле, килти пек туйăнаççĕ чулсем те —
Тӳлек хĕртĕнеççĕ шоссе хĕрринче.
Кĕрен сукмакпа пынă чух эс каç кӳлĕм
Тăпах чарăнан та — умри шур теттех
Инçе пулнă пек — курăнать илĕртӳллĕн,
Таçти инçетри шур кермен евĕрлех...
Мана хăй килне, хăй çĕрне маннă тейĕç
(Митта калашле — янташсенĕн çĕрне).
Анчах та эп те çĕр çинчех-çке, Гордеич, —
Туртать туртăм вăйĕ мана кил енне.
Кил тĕтĕмĕ тĕслĕ хура чӳхенеççĕ
Кунта та йĕпе вĕлтĕрен тĕмĕсем.
Хура кĕр еннĕ йăмрасем хĕрелеççĕ —
Кунта та çапла курăнаççĕ вĕсем.
Тĕм хĕрлĕ тĕс, сарă тĕс — е хумханать-и,
Е куç умĕнче йĕрленет-хĕвĕнет...
Утатăп станца, шпалсем урлă каçатăп —
Тăпах чарăнса тем итлессĕм килет.
Чĕнет-и такам е хăй тĕллĕн сасартăк
Тем аса килет-и — ялан, утнăçем —
Тĕм хĕрлĕ тĕс, хĕрлĕ тĕс, çутă тĕс, сар тĕс —
Пĕрремĕш тĕссем — ача чух курнисем...
Сăпкийĕ — сиктернĕ, саккийĕ — çывратнă,
Пурте пулнă сарă, ялан, ачаран,
Йăлт — алă якатнă, йăлт — алă саратнă
Чăваш япали пулнă манăн тавра.
Гордеич, халь манăн килте вăранасчĕ.
Выртан тĕпелте эсĕ... Тул çутăлать...
Халь-халь камертон евĕр сасă парас пек
Туйнать çутă ӳкнĕ кашии япалах...
Чугун рельссене симĕс çутă йĕрлерĕ.
Пĕччен эп çӳретĕп салху станцăра.
Вакун тăррисем çинче пĕлĕт сенкерĕ,
Е кĕмĕл гравюра пек тăм пасарать.
Гордеич, атя хирелле çул тытар-и,
Шăн çĕр ялтăратăр хура курăнса.
Хуллен çеç утар-и, хуллен çеç юрлар-и:
«Арман çунатти хуçăлман пулайсан...»
1954—1955,
Мускав, Переделкино
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...