Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕн-хур айĕнчеВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртВатă чĕре — çамрăк чунСунарçă халлапĕсемПирвайхи юратуАтăл шывĕ юха тăратьКĕмĕл кĕпер

Галина


1

Никам тути, никам чĕлхи те

ман пек калаймĕ сан ятна, —

çемçе те тикĕс, витĕр-витĕр

таса сассем тупса кăна —

тутан кашни хусканăвне те

пĕр тикĕс шутарса пырса,

чĕлхе-çăварăн ăшшине те

пĕр сивĕтсе, пĕр ăшăтса —

эп калăятăп çак ята...

 

Çапла, тен, суккăр çын тата:

чăр-чар чĕвĕлтетӳ илтсе

юрланă кайăка курасшăн,

ун пӳ-сине, тĕсне пĕлсе,

сас хăватне ăнланаясшăн

тутисене хускаткалать...

 

Эп тĕлĕк витĕр туртăнатăп,

ăнран кайса пăшăлтататăп —

хам та сисмесĕрех — çапла.

Мĕн пур ӳт-пĕвĕм ыратни те,

пур хускану та ман — йăлтах —

вăл — сан ятна чĕр сывлăш витĕр

тупса пăшăлтатма анчах!..

 

2

Сана юратнăшăн мăна

каçар эс. Калама ан чар.

Ман мар юратмалла сана,

сан ятупа ман чыспа мар

хама хам чыс та тĕс пама

ĕçлемелле. Сан çутупа

сан илемне тивĕç пулма

халтан яран çак тунсăхпа —

ман тунсăхпа мар сан енне

туртăнмалла-çĕкленмелле.

Малалла

Реквием мĕлки — инçетрен


Çапла, пĕлетĕп: ун чухне

ман тĕксĕм тупăк умĕнче

вĕсем те тăрĕç. Сан çине

хăйсем сисмесĕр — тайăлса

тинкерĕç — кĕрĕн вĕçĕнче

хуйăрланса та хуралса

тĕксĕмленен уçланкăри

çутта çухатнă пек — вĕсем

сасартăк туйĕç: çав вĕри

илем — шевле — çав çутă,

çав таса илем, манра сӳнсе

санра ялтра пуçланине.

Ун чух çеç вилĕп. Канăçа

ун чух хăварăп вĕсене.

 

Вара тинкер эс — эп сӳнсен —

ман питĕме. Вара ăнлан:

кĕрлевлĕ пурнăç вырăнне

мана вĕсем — унтан-кунтан

касса, сыпса, сутса, — аран

асаплă ĕмĕр панине.

Юлашки хут лачкам шӳсе,

йăлт çемçелсе, вĕриленсе

пĕр-ик сăмах — юлашки хут! —

каланă чух та — эп вĕсен

алли çине тĕршĕннине

ăнланăн эсĕ — ман çине,

шур маска пек хытса пырса

улшăнакан питĕм çине

çав кун юлашки хут пăхса.

Эп вилĕме аса илсен

вĕсем шанмаççĕ. Эс пĕлен:

пĕр уйăх пурăнăçăм ман

вĕсен пĕр ĕмĕрне тăрать.

Ку калаçу — вĕсемшĕн мар,

вĕсенни чухлĕ пурнăçа —

Малалла

«Чарăнатăп уйра, ват юман умĕнче...»


Чарăнатăп уйра, ват юман умĕнче,

Çулçăсем сассине тăнлама пĕр кана.

Ыйтрĕ йывăç манран анлă

уй варринче:

— Мĕн çинчен шухăшлан,

Каласамччĕ мана?

Шăпланать çил ачи, шăпланать

ват юман,

Ыйту çеç хăлхара, пĕр ыйту кăсăклать,

Мĕн çинчен шухăшлан,

Мĕн çинчен шухăшлан?

Мĕн-ши чăн та паян ман чуна кастарать?

Мĕн çинчен шухăшлан? —

сар ыраш та ыйтать,

Çул тинкерчĕ куçран,

Шухăша ăнланса,

Эп илтмен сасăпа

Темле кайăк юрлать,

Халь тăнлатăп ăна,

Ачаллах — каçăхса...

Мĕн çинчен шухăшлан?

Пĕлтерсемччĕ мана?

Çак ыйту юрăлла юлĕ чун-чĕререх...

Çак çула, кайăка,

Çак лаштра юмана

Манмăп эп нихăçан,

Манмăп ĕмĕрĕпех...

«Урăхла пурăнма эп пĕлместĕп...»


Урăхла пурăнма эп пĕлместĕп —

Усалли те, ырри те хамрах!

Хушăран пулкалатăп çиллес те,

Çепĕç кăмăл çавах ытларах.

 

Ан çилленĕр мана усаллишĕн,

Хама хам çилленни те çитет,

Кулянмастăп кун-çул ăнманнишĕн,

Кашнинех-çке хăйне май тивлет.

 

Пурнăçа ачаран юрататăп,

Пур ырри, усалли çĕр çинче,

Ыррине ытларах эп куратăп,

Çавăнпа та паха ÇУТ ТĔНЧЕ!

Хăнара


Пуçана çĕнĕ хваттер «çума» чĕнчĕ. Кайрăм. Эпĕ çитнĕ çĕре ытти хăнасем сĕтел тавра ларса тухма та ĕлкĕрнĕ. Шавлаççĕ кăна. Алăк урати урлă ярса пусма ĕлкĕртĕм çеç, ман алла хут купăс тыттарса та ячĕç. Хĕрме ĕлкĕрнĕ халăха хут купăс сасси кана кирлĕ ĕнтĕ. Турткалашса тăмарăм, ура тапсах купăса тăсса ятăм. Эй, кайрĕ вара ташă тапранса. Кам мĕнле авкаланма-сикме пĕлет, çапла тăрăслаттарать. Ташă картине кĕмен çын юлмарĕ те пулмалла. Çамкана тар пĕрчисем тапса тухсан тин чарăнтăм выляма. Çурăм та лачкамах иккен. Кăштах сывлăш çавăрса илем-ха терĕм. Исленнĕ çан-çурăмпа тула тухма шиклентĕм. Пĕрре питĕ хытă шăнса пăсăлнăччĕ те... Çапла вара хваттертен тухма шутламарăм. Пӳлĕмсем тăрăх пăхкаласа çӳреме тытăнтăм. Çĕнĕ хваттере пăхмалла-çке. Залра — халăх. Кухньăна, çывăрмалли пӳлĕме çитрĕм, пур çĕрте те — çынсем. Кĕçех виç-тăват арçын пирус мăкăрлантарма тухрĕç.

«Тепĕр пӳлĕмĕ пушах-ши пуçанан?.. Тен, çавăнта сывлăш уçăрах?» Çак шухăшпа алăка тĕртрĕм те шала кĕнĕ-кĕмен сылтăм кĕтесре пысăк пӳ-силлĕ арçынпа пĕчĕкрех хĕрарăм ыталанса тăнине курах кайрăм. Самаях хĕрнĕскерсен сăн-пичĕсем пиçсе çитнĕ палан пек хĕм сапаççĕ. Чăпăрт! чăпăрт! чуп тăваççĕ. Хĕрӳленсе кайнăскерсем çын кĕнине те туймаççĕ, мăшлатаççĕ те эхлетеççĕ çеç. Çав териех выçса çитнĕ тейĕн — пĕр-пĕрне çăтса яма хатĕр.

Малалла

Уçăмлăха


Шăпа, шăпа тесе калаççĕ.

Мĕскер ку — çакă ырату,

çак туртăну? Эп ирĕн-каçăн

хампа хам ирĕклĕ, тату

пурнайманни? Пĕччен юлмашкăн

асăрханма та пуçлани?

Тен, çакă пуль шăпа? — Эп хамшăн

шухăшлама йăлтах манни?

Çук ырату та, çук — шăпа та,

тасалăхшăн çунни кăна.

Анчах тасалăха савма та

тĕнче чĕр вăй паман мана.

Вăл çук манра, вăл çук — тасалăх,

ман ялтравра, ман çиçевре.

Ман ăс çĕкленĕвĕ, вăй-халлăх

таппи те — нихăçан пĕрре

ялтăрайман — куçсем шармалăх,

çынсем иккĕленми курса

шухăшламасăр юратмалăх!..

Янăрайман нихçан ман сас

çынсем куçа хупса, ăна çеç —

ман сас вăйне, тасалăхпа

илем вăйне кăна туйса çеç —

ăна çеç ырă кăмăлпа

тасан та ыррăн тăнламалăх!

Йывăррине ӳкерекен,

çăмăллине йывăр пулмалăх

çĕклентерсе ӳстерекен

тĕнчен чĕр вăйĕ — эс манра та

ман юн вăйне çеç пăхăнан —

куллен мана вайсăрлататăн,

ман çуттăма эс чакаран.

Ӳсӳ те, вăй та, çĕкленӳ те —

пĕччен пусăрăнса, пĕччен

Малалла

Чикĕ


Эп пушăлăхра çеç кăшкăратăп.

Пушăлăхăн вĕçĕ пур пулсан

пултăрччĕ вăл пысăк-пысăк кантăк

е стена, тен... Пултăрччĕ вăл сан

пӳрт-çурту... Çав пушăлăхăн вĕçĕ,

хӳтĕлĕх пуçламăшĕ... Ман сас —

эп хама вырнаçаймасăр, кĕçĕр

йывăррăн, хам чунăма татса

кăшкăрни — ниçта та сăрхăнмасăр,

сывлăшăн пин-пин хĕмĕсемпе

пĕрлешмесĕр, ман вĕрилĕхпе

ман ыратăва сапаламасăр —

сас хумĕсенче-хĕмĕсенче

ман асапăма илсе çитертĕр

сан улах пӳртне. Вăл чӳречен

куçĕ тăрăх шăвăнса чĕтретĕр,

эсĕ çак сасса ху сассупа

хупличчен — йĕри-тавра кĕрлетĕр

ман юнра çĕкленнĕ хăватпа!..

Пурнăç — пĕтрĕ. Юлчĕ — кăшкăру çеç.

Этем ăсĕн вĕçĕ пур пулсан —

ухмаха ерме пуçтарăнуçăн

çын пĕрех çын евĕр курăнсан —

пулмаллах çак пушăлăхăн вĕçĕ,

кăшкăрун та вĕçĕ пулмалла!

Тен, эп халь каланине итлеççĕ

тăванла чунсем — пуласлăхран!..

Пулăп — пушăлăх пĕтсе хаваллă

пурăнăç пуçланнă чикĕре,

манăн кăшкăру пĕтсен вăй-халĕ

юлтăр сăвăри вĕрилĕхре!..

Чĕрĕ тĕвĕ


1

Упа пек мĕкĕрсе ямалăх

чĕре тени кӳтсе çитсен

сĕтел урисене чăрмалăн

пушмакăн пуçĕпе ирччен.

Вăй пĕтĕ те — йăваш та сапăр,

Йĕркеллĕ пулăн ирхине.

Кашни сăмах хура шăна пек

ӳтри кашни тар шăтăкне

çӳçентермешкĕн пуçласассăн —

нимех те мар. Нимех те мар.

Мĕн пур ӳт-пӳ сурать пулсассăн —

ыратнине кăшт чакарма

ӳт-пӳ калăпăшне чакар эс.

Пуçна аллусемпе хĕстер.

Шăлна çырт. Чăмăртан та — лар эс.

 

Саватăн канлĕхе? Чипер!

Вăл тирĕкри шӳрпе пек — канлĕх,

тăкмасăр утас тен пулсан,

утту — кăштăртатса пымалăх

асăрхануллă пултăр сан.

Е ӳт-пĕвӳ тачка та лĕнчĕр,

çемçе те сĕлпĕр пулмалла, —

çĕре ватса чулсем чĕтреччĕр

ун айĕнче — ку ӳт, паллах,

чĕвен тăмасть вăл. Карăнмаççĕ

шăнăрĕсем. Вĕри хĕмсем

ӳтре чĕлтĕртетçе хыпмаççĕ.

Симметри саккунне сиссе

хăех тепĕр енне куçать вăл —

шĕвек ӳт-пӳ. Куçать — юлхав.

Хăй те сисмесĕрех упрать вăл

турилккери лăпкăлăха.

 

Малалла

Вăрçăра пуç хунисене


Çапла.

Вĕсем вилсен те парăнман.

Парăнманран каллех тăраççĕ чĕррĕн.

Чĕррисемпе пĕр харăсах, пĕр тан

Тĕнче ĕçне тăваççĕ кунĕн-çĕрĕн.

 

Сире хирте куратăп çĕнĕрен.

Кашлать тырпул, тапать тăпра сĕткенĕ.

Тăван çĕре юнпа хĕретнĕрен

Кăвар пучах пулса эсир çĕкленнĕ.

 

Балтикăран шур Шупашкар таран

Çĕн мăрьесем ӳсеççĕ кутăруçăн.

Хăй сывлăшне, тен, паттăр панăран

Сывлать заводăн кăкăрĕ яр-уççăн.

 

Çӳлтен çӳле, хĕвел патне çити,

Йăлтăртатса выртать ракета çулĕ.

Çав çутăра — вут чĕресен çути,

Пуç хунисен хĕлхемĕ те пур пулĕ.

 

ГЭС пĕвине çапатпăр-и сăвай,

Асту, тĕнче, малтан кам никĕс хучĕ?

Хум сиккине пӳлекенни пирвай —

Ман тусăмсен çунса хуралнă ӳчĕ.

 

Пур металран хĕрӳллĕ вăл, уран.

Тар кăларать, илтсессĕн, атом ячĕ.

Салтак чĕри пин хут вĕри унран —

Хăй кăварне вăл çĕнтерӳшĕн пачĕ.

 

Çĕр тĕнĕлне сыввисемпе пĕр тан

Паян эсир, ман тусăмсем, тытатăр.

Малалла

Снайпер патне янă çыру


Хаçатсем пĕлтернĕ хыпар тăрăх

 

Гварди чаçĕнчи хăюллă салтаксем патне пĕрре чечекленĕ çыру пынă парнесемпеле пĕрле.

Ыр саламлă ăш çыру килнĕ питĕ инçетрен, Чăвашри пĕр паллă, пысăк колхозри чипер хĕртен.

«Саламлатăп пурсăра та сире, паттăр йекĕтсем!», — тесе çырнă çырура вăл, суннă ырлăх-сывлăхсем.

Кĕскен çеç унтан пĕлтернĕ, ыйтнă пĕтĕм чĕререн: «Ман парнеçĕм пултăр, — тенĕ, — чи хăюллă снайпере».

Шута кайнă боецсем те çак çырăва вуласан... Вĕсен чаплă снайпер пур-мĕн. Вăл — Фроленко лейтенант.

Салтаксем вара хавассăн килĕшсе пĕр-пĕринпе çак Фроленкона параççĕ чăваш хĕрĕн парнине.

Пысăк мар-мĕн хĕр парнийĕ: пур печенипе табак, бритвă, супăнь, куç кĕскийĕ тата сахăр пур пăртак.

Пуринчен хаклийĕ пулнă çырупа хитре портрет. Хĕрĕн сăнĕ йăлтăр кулнă. Тĕлĕнтернĕ чăннипех.

«Чăн та, эпĕ палламастăп, хаклă снайперĕм, сана. Анчах эсĕ хĕрхенмесĕр çĕмĕретĕн тăшмана.

Пире пусмăра чикесшĕн уракан фашистсене пур тискер ĕçсемшĕн эсĕ тавăратăн хĕмленсе.

Сана — паттăр çынна — эпĕ юратса пур кăмăлтан тав тăватăп, саламлатăп, чăмăртатăп аллуна...»

Малалла

■ Страницăсем: 1... 141 142 143 144 145 146 147 148 149 ... 796