Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вĕлле хурчĕ — ылтăн хуртХусанСана ҫырма сӑмах ҫитетЙĕрсемЫлтăн вăчăраАсаттесемКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнеке

«Ача чухне атте вăрçсассăн...»


Ача чухне атте вăрçсассăн

Хуллен лăпкарĕ те анне, —

Эп тартăм нимĕн ăнланмасăр,

Киле эп кĕтĕм ирхине.

 

Йăмра çинчи курак кил-йышĕ

Силленчĕ сивĕ çил çинче.

Вăрçнишĕн мар, ачашланишĕн

Эп йĕтĕм пӳрт кĕтессинче...

 

Çапла, калавăм ман хавассăр...

Анчах — илтетни эс ăна?

Эп сан куçусене курмасăр

Туятăп — эс сăнан мана.

 

Итле эппин: эп улталанă,

Анчах — хама çеç, сана мар!

Мана юратнă май пуçланă

Эс çынсене те юратма.

 

Эп пур — кама мĕскер калайăп,

Кама, мĕнле тивĕçпеле

Канаш парайăп, айăплайăп

Ытти çынсемпеле пĕрле?..

 

Çил витĕр вĕçнĕ пек кĕрлеççĕ

Ват йăмрасем пуç тăрринче...

Хуралнă çулçăсем чĕтреççĕ

Сан мамăк тутăру çинче.

 

Каллех карлать курак кил-йышĕ.

Хăçанччĕ вăл — эп çил çинче

Вăрçнишĕн мар, ачашланишĕн

Йĕрсеттĕм пӳрт кĕтессинче?..

«Салхуллă бутафор хайланă...»


Салхуллă бутафор хайланă

веерпала сулкаласа

каллех режиссера ятлан эс

манпа кулисăра ларса.

 

Ман сăввăмсем пирки пуплетĕн,

пĕлен ик-виçĕ йĕркине...

Джульетта, эп аса илетĕп

юлашки хут тĕл пулнине.

 

Кашни сăмах тасаччĕ манăн —

ача чĕлхи каланă пек.

Эс вĕсене сулса çеç ятăн

çак бутафор çĕтĕкĕпе.

Чăрăш йĕкелĕсем


Речĕпе, йĕркеллĕ,

Çӳллĕ туратран

Чăрăшăн йĕкелĕ

Усăнса тăрать —

 

Юмахри вут-кайăк

Вĕçнĕ аташса,

Ир çывхарнă майăн

Ларнă пытанса...

 

Ман сире татасчĕ,

Шăкăр йĕкелсем:

Сирĕнпе выляччăр

Кӳршĕ ачисем.

 

Пӳрт çаврăннăçемĕн

Манăттăм йăлтах:

Вĕçленмен поэма

Вырттăр сунтăхрах.

 

...Эсĕ пуррине те

Халь манасчĕ ман, —

Тĕлĕке кĕретĕн,

Пурнăçра — курман.

 

Пурнăçра — çӳренĕ

Иккĕн ик йĕрпе.

Çил анчах кĕрленĕ

Çул аяккипе.

 

Çил çӳрет çил витĕр —

Çĕкленет тусан:

Тăр пĕччен тени те

Пĕччен мар нихçан.

 

Ĕмĕртен — юлташлăх:

Уйăха — хĕвел,

Ачана — ачашлăх,

Чăрăша — йĕкел.

 

Анăçĕшĕн — Тухăç,

Кĕпере — сăвай,

Маншăн — сан яту çеç,

Рита... Рита-тай!..

Çеçпĕл


Çурхи Украина çĕрне

Ыталаса выртать поэт...

Çывăраймасть вăл çĕрĕпе.

Ун Атăла курас килет.

Курас килет Шупашкара.

Сана, тăван Касаккасси.

Çурса тухса яш кăкăра,

Итле, кĕрлет чĕре сасси!

 

Аслати пек çав сасăран

Хăранипе сĕм-тĕттĕм каç

Упаленсе тăват уран

Тарма тăрать, çук тараймасть!

Кăварлă шуçăм мал енче

Кĕç акă тытăнать çунма.

Вĕлкĕштерет ирхи тĕнче

Ялав пек хĕрлĕ çулăма.

 

Курать поэт: чăваш енче

Çĕн кун аки хĕрсе пырать.

Патвар çын ĕмĕр калчине

Çын ĕмĕчĕ сĕткен ярать.

Телей тырри тулса пиçет.

Кунçул халь тулăх çимĕçрен.

Хĕвел алли пусать пичет;

«Çĕр хуçисем — маттур, ĕçчен».

 

Поэт курать: çук, вăл вилмен.

Чир хăртнăран выртать кăна.

Сиксе тăмалăх çĕнĕрен

Вăй кӳчĕ аслă самана.

Кĕрешӳре вутла çунса

Хĕрӳллĕ сăвăç пулнăран,

Октябрь ялавне йăтса

Чĕррисемпе утать пĕр тан!

Эх, çак Укçине...


— Эх, çак Укçине ман кинĕм пулас пулсан-и? Тупата, акă хĕвел те пур, — уйăх та: эпĕ ăна шак та алăра çĕклесе çӳрĕттĕм. Чечче чашăк çинчи чечек пек кантăк умне лартса усрăттăм. Хĕр те хĕр, ăна çитесси никам та çук. Куçпа пăхма вăтанатăп-çке, ара!

Сайкассинчи Симак Улаттин амăшĕ çапла каланине кӳршĕ арăмĕсем темиçе те илтнĕ ĕнтĕ. Нар пек питлĕ Укçинене курсанах калать вăл ăна.

— Эй, тур, пулать кам, чĕлхе, — шӳтлеççĕ кӳршĕ арăмĕсем. — Пĕр йĕр çинче кăна чупакан патефон пластинки юрласа тăрать тейĕн.

— Çапла, ий-я, çапла, çăварĕнчен çав сăмах çĕç тухать темелле.

— Санăн пĕр ывăлна пăхать-ши-ха Укçине? Тен, вăл хăй урăххине куç хывнă пулсан?..

Анчах Улатти амăшĕ сăмахне ним чухламасăрах каламан-мĕн.

Укçине çирĕм иккĕри хĕр. Çирĕм иккĕре çав! Пурăнса курнă кашни çынах лайăх пĕлет ку вăхăт мĕнлерех хĕрӳллĕ иккенне. Укçинешĕн те çавах ĕнтĕ вăл. Çуркунне зоотехникумран вĕренсе тухрĕ те, хăй çуралса ӳснĕ Сайкассине таврăнса, ĕне фермин заведующинче ĕçлеме тытăнчĕ.

Маттур хĕр пулчĕ Укçине. Ялти çамрăк-кĕрĕмпе часах паллашса туслашрĕ ĕнтĕ вăл. Анчах каччăсенчен ăна никамран ытла колхозри Владимир Симаков шофер килĕшрĕ.

Малалла

Санăн пулас хĕрне


Сар сăмсаллă кайăк,

Манăн кайăк эс!

Маншăн питĕ лайăх

Тĕпелти кĕтес.

 

Икĕ тяппине те

Кӳр-ха, пар мана,

Слон пек ӳсĕретĕп,

Ан хăра кăна.

 

Эпĕ — хреснаçу сан,

Шеф пек япала...

Иккĕн, пĕчĕк тусăм,

Халь пĕр май пулар.

 

Кушака тытар та

Сĕтĕрер пĕрле,

Кукаму ятлатăр,

Эпĕ — хӳтĕлем.

 

Ӳс-ха, пĕчĕк çыннăм,

Тапкалаш, выля...

Валя, Валентина,

Чăвашла — Валя.

 

* * *

Пĕчĕк хĕрлĕ тупă,

Пиçĕ тупă пек,

Эс часах ак чупăн

Кантăк умĕпе.

 

Ун чухне эп пулăп

Пысăк бюрократ.

Эсĕ — кĕр хăюллăн,

Ман шкапа пăтрат.

 

Пирĕн Кĕçтенттинĕн

Юмахне вула.

Валя, Валентина,

Чăвашла — Валя.

 

* * *

Хреснаçу сухалĕ

Икĕ шит пулсан,

Ун патне эс, Валя,

Кĕрĕн хушăран.

 

Пӳлĕмре — тусанлă,

Пахчара — вĕлтрен...

Малалла

«Еля сукмакĕ»


Йăмăкăма

 

Шур юр çинче сенкер кăвакăн

Выртаççĕ чĕлтĕрти йĕрсем.

Çав йĕрсене «Еля сукмакĕ»

Тесе калаççĕ кӳршĕсем.

 

Эс тăхăр çул шкула чупатăн

Çул кĕскетсе пахча урлах.

Çулсеренех çемçе кăçатă

Йĕр хăварать тарăнтарах.

 

Анчах та эсĕ асăрхан-ши:

Сан йĕрӳпе каçсеренех

Такамăн йĕрĕ çыхăнасшăн, —

Çывăхарать, пырать патнех...

 

Кунсем пулаççĕ çил-тăманлă,

Çухалĕ пахчари сукмак:

Вăл тăвăр — иккĕн алла-аллăн

Çил витĕр юнашар утма.

Малти пӳлĕм


Ĕçрен таврăнатăн каçкӳлĕм.

Ăçта канăç тупăн ара?

Кĕтет-çке сана малти пӳлĕм.

Эс ху патăнта хăнара.

 

Шăмшак лаштăрах кайĕ ыррăн.

Врач хушнă пек тапĕ чĕре.

Çак пӳлĕм, çак канлĕхлĕ вырăн —

Чи çутă кĕтес тĕнчере.

 

Ялан хурлăхпа эс ан пӳлĕн.

Хăвар алкумне тăратса.

Уяртнă кун пек малти пӳлĕм.

Маччи ун тӳпе пек таса.

 

Асамлă самант илĕртуллĕн

Юлать-çке яланлăх асра.

Шутлатăп: туссем, малти пӳлĕм

Кирлех кашнине пурнăçра.

 

Тата акă мĕн эп каласшăн:

Ан пĕлтĕр тăшман ун тĕлне.

Ан хăйтăр, усал, вараласшăн

Ман чунăн малти пӳлĕмне.

Шăрттан


Патша апачĕ,

сар шăрттан!

Сан мухтаву ăçта вырнаçĕ?

Чăваш енче мĕн авалтан

çу варринче така пусаççĕ.

Кам курнă выльăх усраса,

мана каламĕ вăл: суеçĕ.

Сăра туса,

пуçтарăнса

ушкăнĕпе шӳрпе çиеççĕ.

Вара шăрттан тума пуçлаççĕ.

Çемçе те тутлă какайне

вĕтетнĕ хыççăн тултараççĕ

шуратнă хырăмлăх ăшне.

Кинемисем майне пĕлеççĕ, —

ан кĕтĕр сывлăш та тултан.

Сĕвем çиппе туртса çĕлеççĕ

сана, мăн хырăмлă шăрттан!

Çатма çинче ташша вĕреннĕ.

Пулса эс курнă тамăкра.

Виç хут лартса,

виç хут пĕçернĕ

сана вĕри кăмакара.

 

Чăваш апачĕ,

сар шăрттан,

хăна сĕтелĕн çут хĕвелĕ!

Сана пĕр татăк тутансан,

хама туятăп ик чĕреллĕн.

Мухтав сана,

апат патши!

Санра пурах хăватлă техĕм.

Çисе пăхсан сана ват çын,

нихçан кăлармĕ тек пĕр эххĕм.

Шăрттан тесен кам пуç çĕклемĕ?

Шăрттан курсассăн çук анас.

Савса çиет уй-хир ĕçченĕ.

Сана министр та хавас.

Малалла

Том Сойер темтепĕр курса çӳрени


1-мĕш сыпăк. Том вылять, çапăçать, тарать

— Том!

Хирĕç чĕнекен пулмарĕ.

— Том!

Каллех хирĕç чĕнекен пулмарĕ.

— Тĕлĕнмелле. Ăçта кайса кĕме пултарчĕ-ха çав ача?.. Том!

Çаплах хирĕç чĕнекен пулмарĕ.

Полли мăнаккăшĕ куçлăхне сăмси çинелле антарса лартрĕ, куçлăх çийĕпе пӳлĕмелле йĕри-тавра пăхса илчĕ; унтан куçлăхне çамки çинелле хăпартса куçлăх айĕпе пăхрĕ... Ача пек пĕчĕк япала шыраса тупмалла чух вăл нихăçан та куçлăх витĕр пăхмасть, мĕншĕн тесен çак куçлăхĕ унăн параднăй куçлăх — чĕри мухтанмалли япала. Ăна вăл кирлĕшĕн мар, илемшĕн çеç тăхăннă; ун витĕр пăхни икĕ хут питлĕх витĕр пăхнипе пĕрех. Малтан вăл нимĕн тума аптăрарĕ, унтан пӳлĕмри сĕтел-пукан илтмеллех хыттăн çапла каларĕ:

— Лек-ха ман алла, эпĕ сана...

Вăл сăмахне каласа пĕтермесĕрех пĕкĕрĕлчĕ те кравать айне щеткăпа пăлхатма тапратрĕ. Анчах, кушаксăр пуçне, нимĕн те, тупса кăлараймарĕ.

— Мĕнле ача пулчĕ ку! Ĕмĕрне те ун пеккине курман!

Вăл яр-уçă алăк патне утса пычĕ, алăк сули çине тăрса, хăй пахчинчи ухмах курăк пусса илнĕ помидор йăранĕсем çинелле пăхрĕ. Том унта та курăнмарĕ. Вара май çитнĕ таран инçерех илтĕнтĕр тесе, сассине хулăнлатрĕ:

Малалла

■ Страницăсем: 1... 145 146 147 148 149 150 151 152 153 ... 796