Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеЧапшăн пурăнмастпăрЮманлăхра çапла пулнăШевле çутиАвăн уйăхĕВӗре ҫӗленТĕлĕнтермĕш юмахсем

Хăмăш


Ши! касать çиле — курман-и?

Хăмăш вăрăм çĕççипе.

Хăй вăл кĕвĕ хываканĕ.

Хăй юрлать хăй чĕлхипе.

Вăтăрса пăх çара аллăн.

Юн кăларĕ, курăн шар.

Малашне тахçан та паллăн:

Вăл парне чечекĕ мар.

Çук унра çеçке илемĕ.

Пурпĕрех иртсе ан кай.

Татăлсах камах итлемĕ

Юррипе киленнĕ май?

Чĕрӳпе хĕрсе эс килĕш

Кайăк пек çунат сарма!

Хăмăшран вĕреннĕ имĕш

Çын авал чух юрлама.

Шурлăха вĕçмен кун çук-тăр

Кайăк хур, тăрна карти...

Хăмăш хăй вăл композитор.

Вăл хăех ăста артист.

Çĕнĕ пӳрт


Саваланă пуран сарă тĕсĕ

Урама çутатса сăн кĕртсен,

Анăç ылтăн чечек çурчĕ тес-и?

Тухрĕç тес-и вăййа сар хĕрсем?

 

Чӳрече йăл кулса уçăлсассăн,

Çĕн пӳрте пухăнсан тус-тăван,

Туйăнать мăй тăсса авăтассăн

Пӳрт умне çакнă тимĕр автан.

 

Çамрăк мăшăр тинех кăмăл тулнăн

Килкарти пуçтарать, тĕрĕслет:

Сар шевле пек çункав ункăн-ункăн...

Ĕмĕтри ача çуçĕ тĕслех.

«Ун тараватлă чĕрине...»


И. Ж.

 

Ун тараватлă чĕрине

Мĕн-ма çаплах хурлантаратăр?

Сирте тĕрек шыранине,

Тен, вăйсăрлăх тесе шутлатăр?

 

Ах, амантма эсир — хастар!

Анчах туса тус пек курсассăн,

Сăпайлăхĕ ун — шиклĕх мар,

Чун вăйĕ тейĕттĕр, туйсассăн.

«Паллах, халь Шупашкар çаплах шавлать...»


Паллах, халь Шупашкар çаплах шавлать,

Çаплах ялтраççĕ Атăл хумĕсем.

Урамсенче çĕршер хунар çунать,

Çуртсем çине ӳкеççĕ шевлисем.

 

Аçта эсир, телей сунан кунсем,

Мĕскершĕн вăрататăр чĕрене?

Ăçта эсир?.. Халь манăн шухăшсем

Пурте вĕçеççĕ Шупашкар енне...

Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке


Вăхăт çуркунне енне сулăнсан, чăваш хĕрарăмĕн пурнăçĕ татах йывăрланать. Вăл ĕнтĕ кил хушшинчи ĕçе тунипе çеç çырлахмасть, хĕл хута арланă çиппинчен пир-авăр тăвасшăн çур çĕрте автансем авăтичченех стан хушшинче пилĕк-çурăмне авать. Кăштах канма май килсен те, пуçне çытар çине хума кăна ĕлкĕрет — шурăмпуç килнине сиссе вырăн çинчен сиксе тăрать, каллех ĕмĕр тăршшĕпе алăран кайми ĕçе тытăнать. Çĕнĕ çыннăн вара кĕске ыйхине те туйми çывăрма юрамасть. Вăл хуняшшĕпе хунямăшĕ хăйĕнчен малтан вăранасран хăрать. Ваттисенчен кая юлса вырăн çинчен тăракана никам та хисеплемессе пĕлет.

Акă Хĕветле, качча тухни виçĕ уйăх çине кайнă пулин те, пӳртре шăшисем чупнине, хуняшшĕ çаврăнкаланă чухне путмар (чĕриклетнине те туйсах çывăрать. Тем вăхăт çитсен, хапхана хуллен шаккарĕç те, çĕнĕ çын çывăрман пекех тăрса ларчĕ. Сывлама чарăнсах итлерĕ. Пӳртре ытла та шăппипе кăштах лăпланчĕ. Хуняшшĕпе хунямăшĕ вăранайман-ха, путмар çинче ним сас-чӳ те çук. Упăшки те канлĕ çывăрать. «Мĕн хăямат ку... Ыйхă тĕлĕшпе туйăнчĕ çеç мар-и?» — иккĕленчĕ Хĕветле. Çав вăхăтра хапхана татах шаккарĕç. Хĕветле хумханма пуçларĕ: «Туйăнчĕ çеç мар иккен... Чăнах та шаккаççĕ, Кам-ши?» Ыттисем вăраниччен хапхана тухса уçас шухăш пырса кĕчĕ. Кунпала вăл хăй правур та ĕçченнине, ку мухтавлă киле тивĕç кĕçĕн çынне тата ытларах кăтартĕччĕ. Анчах хăнасене пуринчен ытла çĕрлехи вăхăтра кĕтсе илесси кĕçĕн çыннăн ĕçĕ маррине аса илчĕ те тухмарĕ.

Малалла

Çил армань


Ял пуçĕнче, çӳл ту çинче —

Ăна мĕнле çил çавăрман? —

Шухăшласа иртни çинчен

Ларать çунатсăр çил армань.

 

Ĕшеннĕ пек, ик аллине

Пĕрле вăл тытнă хăй хыçне.

Те халь çине, те ĕлĕкех

Çухалнă шĕвĕр çĕлĕкĕ.

 

Асилӳпех епле пурнан-ха?

Ун пĕтĕм пурнăçĕ — авал.

Мăян е типĕтнĕ паранкă...

Шур тулă авăртнă сахал.

 

Вăл çăнăх тунă ирĕн-каçăн.

Ăна мĕнле çил çавăрман?

Çавах ваш-ваш çунат хăлаçĕ

Пĕр тăвăла та парăнман.

 

Халь ĕнтĕ витнĕ кăмăска.

Çапах кĕресшĕн хăй чĕрре:

«Çунат пулсассăн, космоса

Вĕçсе эп кайăттăм пĕрре...».

Ватă юман


Çĕр тытаймĕ текех — тымар çĕрĕк.

Ват юман ĕнтĕ хатĕр ӳкме.

Пурпĕрех пурăнас ĕмĕт чĕрĕ.

Тен, вăл памĕ ӳкмешкĕн ӳпне.

 

Аса килчĕ хунав янă ĕмĕр.

Туллашан тăвăлпа кĕрешни.

Çавра кӳлĕ парни — çутă тĕкĕр.

Вĕллесен вăрманти сар ĕшни.

 

Пăхрĕ ватă — кайран йăпанмалăх —

Чечек çурнă ĕшне еннелле:

Хунавра ашкăрать çĕн юманлăх,

Ача пек кармашать çӳлелле.

«Калас сăмах — çынна...»


Калас сăмах — çынна,

Илтес сăмах — хама,

Кашни уяр куна

Кĕртесчĕ сăввăма.

 

Мĕн пулмалли пулать.

Иртни кăна килмест,

Ах, ма-ши чун вăркать?

Унра халь тунсăх çеç.

 

Сиресчĕ те — май çук,

Вăй-хал пĕтет иккен,

Кайсах пырать кун-çул,

Кайсах пырать куллен.

 

Аса илӳ кăна

Чун-чĕререн тухмасть,

Çĕклейĕ-ши чуна

Кĕрхи сип-сивĕ каç?

 

Шанатăп та çакна,

Шанманлăх та хамрах,

Калас сăмах — çынна,

Хама — илтес сăмах...

«Чулпа печĕç — чулланмарăм...»


Чулпа печĕç — чулланмарăм,

Вута хучĕç — эп çунмарăм.

Шыва ячĕç — эп путмарăм,

Пурăнатăп. Сып-сывах.

 

Чул катса çурт купалатăп,

Шыв-шура пӳлсе хуратăп,

Çулăмпа эп туслашатăп,

Ӳстеретĕп ывăла.

 

Чул чĕреллĕ вăл пулмарĕ,

Ывăлра çăлкуç сăнарĕ,

Чĕринче — хĕвел кăварĕ,

Эп телейлĕ çавăнпа.

 

Ывăлпа сурт купалатпăр,

Пахчара çĕн çăл чаватпăр,

Каннă чух кăвайт хуратпăр,

Ăмсанса ман пурнăçа.

 

Чулпа печĕç — чулланмарăм,

Çунтарасшăнччĕ — çунмарăм,

Путарасшăнччĕ — путмарăм,

Пурăнасчĕ-ха татах!

Ашшĕпе ывăлĕ


1

Тимĕр тин кăна тĕлĕрсе кайнăччĕ. Унăн хăлхине темĕнле хуллен çеç тăкăртаттарнă сасă сăрхăнса кĕре пуçларĕ. Вăрманта улатакка юман хуппине кишĕклет тейĕн. Çав сасăпа Тимĕр кĕçех тĕлĕк курма та тытăнатчĕ пуль ĕнтĕ, — ун пек чухне тĕлĕкрипе чăнни сисĕнмесĕрех пĕрлешсе каять, — анчах ăна арăмĕ, Çинук, аяккинчен кăлт тĕртрĕ те:

Ашшĕ, вăран-ха, кантăка шаккаççĕ, — терĕ.

Упăшки вăрт-вартах вырăн çине тăрса ларчĕ. Ыйхă тĕлĕшĕпе хăй нимĕн те тавçăрса илеймерĕ-ха.

— Мĕн пулнă? —тесе çеç ыйтрĕ вăл урмăшрах сассипе.

Çав вăхăтра каллех шакканă сасă илтĕнчĕ. Тахăшĕ пӳрне вĕçĕпе кантăка асăрханса та çине тăрса тăкăртаттарать.

— Калинккене питĕрмен-çке, кам амакĕ çӳрет унта? — мăкăртатса илчĕ Тимĕр.

Çу варринче çанталăк шăрăха кайнипе вĕсен пĕчĕк килйышĕ каç-каç çенĕкре выртса тăрать. Пӳртне иртнĕ кĕркунне çеç лартнă та, унта çаплах-ха çĕнĕ пĕренесемпе хăмасенчен техĕмлĕ сухăр шăрши кĕрет. Сывлăш уçă, çĕрле кăна мар, кăнтăрла та сулхăн, шăна та аптратмасть. Мĕн каласси, çĕнĕ пӳрт-çуртăн ырă хĕрт-сурт ун.

Çутă пуçлă сарлака кравать çинче вĕсем виççĕн çывăраççĕ; шалта, стена çумĕнче — ашшĕ, хĕрринче — амăшĕ, вĕсен хушшинче — виçĕ çулхи ывăлĕ Леонид, килти пек каларăш, Линит. Эпир те малашне ăна çав ятпах чĕнĕпĕр. Чи пĕчĕкки вара, çичĕ уйăхри Елинкки, кравать çумĕнчи сăпкара ăшă йăва тупнă.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 149 150 151 152 153 154 155 156 157 ... 796