Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пирĕн çулталăкАслă халалКăвак çĕмренĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томСалампиХĕллехи каçсенчеХум пӑшӑлтатӑвӗ

Тавай кĕрер колхоза


— Ăçта карăн, ăстарик, тетĕп,

Ăçта карăн, ăстарик?

— Собранине карăмăр, карчăк,

Собранине карăмăр.

 

— Собранинче мĕн турĕç, старик,

Собранинче мĕн турĕç?

— Колхоз тăвас теяççĕ, карчăк,

Колхоз тăвас теяççĕ.

 

— Колхоз тени мĕн тени, старик,

Колхоз тени мĕн тени?

— Ошкăн(па) пĕрле (ĕ)çлемелли, карчăк,

Трактăрпала (ĕ)çлемелли.

 

— Трактăрпала ĕçлесен, старик,

Тыр-пол тохăç полĕ-ши?

— Тыр-пол тохас полать теç, карчăк,

Тата луччăрах полать теç(çĕ).

 

— Эппин, апла полсассăн, старик,

Тавай кĕрер колхозне.

— Кĕрсессĕн те йорать поль, карчăк,

Хам та çаплах шокăшлап.

Толлит-туллит мĕн коллянас?


Толлит-туллит мĕн коллянас?

Ĕлĕк те нăмай колляннă та,

Посмăрлăхран тохассишĕн.

Халь посмăртан тохрăмăр,

Тăта мĕншĕн коллянас?

 

Толлит-туллит мĕн коллянас?

Ĕлĕк те нăмай колляннă та,

Çĕнĕ порнăç тăвассшĕн.

Çĕнĕ порнăç турăмăр та,

Тăта та мĕншĕн коллянас?

 

Толлит-туллит мĕн коллянас?

Ĕлĕк те нăмай колляннă та,

Начар лашапа çӳресе.

Халь машинăпа чоптаратпăр,

Тăта та мĕншĕн коллянас?

 

Толлит-туллит мĕн коллянас?

Ĕлĕк те нăмай тарăхнă та,

Çорран çӳресе, ывăнса.

Халь кайăк пек вĕçеççĕ,

Тăта та мĕншĕн коллянас?

 

Толлит-туллит мĕн коллянас?

Ĕлĕк те нăмай колляннă та,

Аслă çола тохассшĕн.

Аслă çола тохрăмăр та,

Тăта та мĕншĕн коллянас?

 

Канаш çолĕ, аслă çолĕ,

Ик айккипе йăвăçлăх та.

Коçпа та пăхсан — коç савăнать.

Коçпа пăхсан коç савăнать,

Шохăшласан чон савăнать.

Колхоз тохать тыр вырма


Пахчи-пахчи(н) олмаççи,

Пахчи-пахчи олмаççи,

Олми полсан осси пор,

Сад хоçине осси пор.

 

Йĕрки-йĕрки колхозĕ,

Ялсеренех колхозĕ.

Поçлăх полтарсан осси пор,

Çоллен малалла отăмлать.

 

Çавал шывĕ хомханать,

Çыртан тохас теять поль.

Ойра колхоз хомханать,

Вăхăтра ĕçлес теять поль.

 

Хора вăрман хомханать,

Йăвăç тăрри кош-кошлать,

Çанталăк пăс(ă)ласса палăртать,

Çанталăк пăс(ă)ласса палăртать,

Çанталăк пăс(ă)лать теять поль.

 

Колхоз тохать тыр вырма.

Машини поçлать кĕрлеме,

Авăнне çапас теять поль,

Ояр чох çапас теять поль.

Пурнăçа мĕн çĕмĕрет?


Укçапа эрех, хĕрарăм

Салатрĕç ман çемьене.

Çук халь манăн çемье, арăм.

Сулăнтăм çитмĕл енне...

 

Ăçта кăна эп пулмарăм!

Ăна Турă çех пĕлет.

Мĕнле чăттăр путлĕ арăм?

Кайран ăна мĕн кĕтет?..

 

Темшĕн çапла эп çамрăкла

Ытла нумай йăнăшрăм.

Пĕлмен пурăнма урăхла —

Кая юлса ăнкартăм...

 

Никама усă тумарăм,

Хам та курман эп ăна.

Çĕр каçма çех тупнă арăм

Ырлăх кӳмест арçынна.

 

Вилсен палăк та ан лартăр,

Ăна эпĕ тивĕç мар.

Хĕрĕх кун иртсенех манăр,

Никама эп кирлĕ мар.

 

Çамрăксем! Ман пек ан пулăр,

Ан кайăр йăнăш çулпа.

Пурнăçа пит пĕлсе тăвăр,

Вăл юратмасть выляма.

Çуралнăччĕ пирвайхи юрату


Пĕр вăрăм урамлă чăваш ялĕ çумĕпе Чăнлă шывĕ юхса выртать, тăп-туллиех шывĕ çырана çапса тăрать. Шыв хĕрринче çил арманĕ те, шыв арманĕ те пур. Çил арманĕ çиллĕ кунсенче авăртать, шыв арманĕ вара кулленех çу пуçлансан мĕн шыв типичченех тырă авăртать. Пĕри ял халăхĕ валли ĕçлет, тепри вара колхоз выльăхĕсем валли. Арман авăртма çӳрекенсем валли кĕрсе ларма пĕчĕк пӳрт пур.

Çак пӳрт çумĕнче çуралнăччĕ ĕнтĕ пирвайхи юрату Вальăпа Женьăн. Валя армантан инçе пурăнмасть те — шыв хĕррине япаласем чӳхеме аннăччĕ. Вăл вунултă çулхи хĕрача, кӳршĕ ялти шкула çӳрет. Çуллахи каникулта колхоз пахчинче, хирĕнче çамрăксемпе пĕрле вăй хурать. Паян вара, хирти ĕçсене вĕçлесен, пахчана шыв шăварма аниччен, япаласем çăвас терĕ. Çуса пĕтерчĕ те Чăнлă шыв хĕрне чӳхеме анчĕ. Курчĕ-ха вăл çыран леш енче вăлтапа пулă тытса ларакана. «Тен, кӳршĕ ял çынни пуль-ха», — тесе пит сăнаса пăхмарĕ. Çыннине паллама май та çук — пысăк шлепкепе хура куçлăх тăхăннăскер, Пулăçă кунта ларчĕ-ларчĕ те тăрса кайрĕ, çухалчĕ. Валя вара çара урисемпе шыва кĕрсе тăрсах кĕпе-тумтирсене чӳхерĕ. Чӳхесе пĕтерсен кĕпе-тумтирĕсене пуçтарса хучĕ те саланса шыва кĕрсе кайрĕ, пулă пек ишсе çӳрерĕ.

Малалла

Ман хӳтлĕх


Хыçа юлать Çӳçел аялĕ,

Ярăнтарать Мăн-ту чуччу.

Салам сана, Мăн Явăш ялĕ,

Эпĕ таврăнатăп. Сан ачу.

Шăпам

(Усал-и вăл е ырă —

Ăна, тăванăм, хурлас мар.)

Таçта çитерчĕ те,

Çак вырăн,

Мана çуратнă çак путмар,

Пур ыйтăва та хăй пĕртен-пĕр

Татса пама пĕлет меслет.

Асран кайми аннеçĕм евĕр

Чĕнсе илет те тĕрĕслет.

Килсе çитсен,

(Курма кăна-ши?)

Çулра ĕшеннĕ, çуранах.

Сиплет вара ял-йыш канашĕ

Шалти, тулти пур сурана.

Кирлех пулсан — ятлать, чăтса тăр —

Çан-çурăмран тухать сив тар.

Сиппе килет çав, эс пĕр тапхăр

Каллех çын шутлă та патвар.

Инкек-асап, мана ан явăç.

Ял-йышăм, тарават ку чух.

Салам сана, асри Мăн Явăш,

Эп таврăнатăп, сан ачу!

Хĕле кĕрес умĕн


Сиввĕн-сиввен çил вĕрет,

Çырма шыва сивĕтнĕ;

Лапка-лапка юр çăвать,

Лап-лап çĕре шуратнă;

Сиввĕн-сиввĕн çил вĕрни,

Лапка-лапка юр çăвни

Çынсен чунне таптарать,

Хĕлле çине пăхтарать.

Унта —

лупас тăрринче —

Икĕ арçын тăраççĕ,

Виççĕн лупас айĕнче

Улăм йăтса параççĕ:

Çынсем,

хĕле астуса,

Хытă-хытă васкаса,

Лупас çине витеççĕ,

Хĕл сиввине кĕтеççĕ.

Унта лаща кӳлнĕ те,

Лава тирĕс хунă та

Пӳрчĕ умне тăкаççĕ:

Хĕле ăшă тăваççĕ.

Тумхах картиш варрине

Прахнă ыраш улăмне;

Мĕскĕн

выльăх-чĕрлĕхсем,

Ĕнесемпе сурăхсем

Чашлаттарса çиеççĕ:

Кусем хĕле сисмеççĕ.

Пӳртне çĕвĕç килнĕ те,

Сурăх тирне илнĕ те

Кĕрĕк тума тытăннă,

Хăй юрлама пуçланă.

Хуçи арăм тухрĕ те,

Витре илсе килчĕ те,

Ăна пусса ячĕ те,

Чăмпăрт!

Малалла

Чĕрем ыратни


Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăттăм —

Ăшăмра мĕн пуррине калăттăм,

Ăшра мĕн пуррине каласассăн

Пĕр хурланса чунăм пĕр чарăнмĕ...

 

Ай-хай кăна чунăм, пĕр чунăмçăм!

Санăн сăвву вăрăмах пулминччĕ,

Санăн сăвву вăрăмах пулмасан та

Ăшăмра мĕн пуррине калинччĕ;

 

Ăшра мĕн пуррине каласассăн

Эсĕ, чунăм, пророк пек пулăттăн;

Вара эсĕ пророк пек пулсассăн

Санăн чĕлхӳ вут пекех çунĕччĕ.

 

Çапла эсĕ тĕрĕс сăмахупа

Этем ирсĕрлĕхне кăтартăттăн;

Этем ирсĕрлĕхне кăтартсассăн

Сан çине этем хурт пек сырăнĕ...

 

Ай-хай кăна, чунăм, пĕр чунăмçăм!

Куллен-кунах хĕнпе хуйхăратăн;

Епле-епле сăвă эс юрлăн-ши?

Епле сăвăпа хăвна пусарăн?!.

 

Пĕр çавăрса илсе юрлăттăм,

Ăшăмра мĕн пуррине калăттăм;

Ăшăмра мĕн пуррине каласассăн

Пĕр хурланĕ чунăм, пĕр ĕсĕклĕ...

Атте пахчи


Атте пахчи хорлханлăх та,

Хорлханлăх.

Хорлхан виттĕр отма çол,

Пахчи орлă отма çол.

 

Отма çолпа пынă чох та,

Эп пынă чох

Хорлхан сапаки çапăнчĕ,

Çампа хорлăхлă полн(ă) эпĕр.

 

Аннен те пахчи полтранлăх;

Полтран та виттĕр отма çол.

Отма çолпа отнă чох

Полтран çулçи çапăнчĕ,

Çампа лотра полн(ă) эпĕр.

 

Пиччен те пахчи çĕмĕртлĕх;

Çĕмĕртлĕх виттĕр отма çол.

Отма çолпа отнă чох

Çĕмĕрт те çулçи çапăнчĕ,

Çампа хора полн(ă) эпĕр.

 

Инке те пахчи кĕпçелĕх,

Кĕпçе виттĕр отма çол.

Отма çолпа отнă чох

Кĕпçе çулçи çапăнчĕ,

Çампа шатра полн(ă) эпĕр.

Хĕр шухăшĕ


Санюк умĕнче икĕ сăнӳкерчĕкĕ. Пĕрне тытать те вăл чылайччен шухăша кайса ларать. «Ман шăпамçăм, тен, сан аллунта?» — чунтан тĕмсĕлсе ыйтать Санюк ӳкерчĕкри каччăран. Каччи чĕнмест, йăл та кулмасть, çаврака пысăк куçĕсемпе сивĕреххĕн кăна пăхать. Çук, çăмăлттай йĕкĕт мар вăл, Мурсук Петĕрĕ. Шоферта ĕçлет, грузовикпа кĕрлеттерсе çӳрет. Машини унăн яланах юсавлă, таса. Петĕрĕн сăнĕ те пĕр вĕçĕм колхоз правленийĕ умĕнчи Хисеп хăми çинче. Çапла, Петĕр — пур ĕçе те тĕплĕ тума юратакан çын. Анчах мĕнле юлташ пулĕ-ши вăл пурнăçра? Эх, этем чунне кĕрсе курсанччĕ!..

Хĕр шухăша каять. Унăн ахаль те тĕксĕмрех сăнĕ тата ытларах тĕксĕмленет. Хăмăр куçĕсем те тарăнланаççĕ. Санюк тепĕр сăнӳкерчĕкне тытать. Ку вăл — Эриван Микулайĕ. Гимнастеркăпа, салтак пакунĕпе, çара пуçăн. Кăмăллă кулкаласа ларать хăй. Тăрăхларах куçĕсем кăшт хĕсĕннĕ, питçăмартийĕсем икĕ енчен путса кĕнĕ. Хĕрĕнни пек. Çак сăнӳкерчĕкне Микулай салтакранах ярса панăччĕ. Халь ĕнтĕ хăй те таврăнчĕ. Механикра ĕçлет, колхозри мĕнпур машинăсемпе электромоторсене пăхса тăрать. Шӳтлеме юратать пулсан та, ĕçре хăйне йĕркеллĕ тытать. Санюка урамра-мĕнре тĕл пулсан, яланах такмакласа саламлать:

Малалла

■ Страницăсем: 1... 153 154 155 156 157 158 159 160 161 ... 796