Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
Татьяна çур çăкăр касса илсе пештĕре чикрĕ.
— Телей пултăрччĕ, ― ассăн сывларĕ вăл.
Çтаппан пынă çĕре Макçăм лаша таврашĕсене урапа çине хучĕ те:
— Халех, лаша кӳлетĕп те каятпăр, унччен пӳрте кĕрсе лар эсĕ! ― тесе, вите еннелле утрĕ.
Çтаппан пӳрте кĕмере, кĕлет умне пырса ларчĕ. Лаши чăн та çухалма пултарасса ĕненме пуçланă кăмăлĕ йывăр шухăша ячĕ ăна: «Кил хушшинче тупайман лашана пасарта шырани уй-хирти çиле хăваланă пекех пулмĕ-ши?» Кармăш пасарĕнче вăрланă лашасене куç умĕнчех сутаççĕ тенĕ хыпар халăх хушшинче сарăлнă пулсан та, лашине тĕл пуласса ĕненмерĕ вăл. «Лашасăр юлсан, мĕн тумалла-ха, мĕн тумалла?» Çапла шухăшласа ларнă вăхăтра Макçăм лаша кӳлсе тăратнине туйса та юлаймарĕ Çтаппан. Кӳлнĕ лашана çенĕк умне пырса тăратсан тин, ыйхăран вăраннă пек, ура çине тăчĕ.
— Кӳлнĕ те-çке эсĕ?
Макçăм кумĕ çине тинкерсе пăхрĕ те, вăл пысăк хуйхăпа асапланнине кура, ним калама аптраса тăчĕ.
— Каятпăр-и? ― татах сăмах хушрĕ Çтаппан.
— Каймалла. Эпĕ хатĕр, ― хуллентереххĕн каларĕ Макçăм. ― Ăçти çулпа кайăпăр?
— Ăçти çулпа?.. ― Ку ыйту вырăнсăр пек туйăнчĕ Çтаппана, çавăнпа вăл калас-калас мар çĕртен: ― Тӳрĕ çулпа кайăпăр, ― терĕ.
— Пакăш ращи патĕнчен çĕрле иртсе çӳреме хăрушă мар-ши? Тавра кайсан, ним шухăш та пулас çук.
— Вăрă-хурахсем çыпçăнма укçа, мул тавраш çук пирĕн. Лашана шеллес пулать. Кунĕпе ĕçленĕ лашана тавра çӳреме йывăр килет.
Макçăм килĕшрĕ. Вĕсем урапа çине ларса картишĕнчен тухрĕç. Тăкăрлăкра шыв кӳрсе килекен хĕрарăма курсан:
— Тулли витре хирĕç пулчĕ-ха, кум, ― терĕ Макçăм.
— Пӳлĕхçĕм телей патăрччĕ, ― кăштах çăмăллăн сывласа илчĕ Çтаппан.
Пус хапхинчен тухсан, иккĕшĕ те, çĕлĕкĕсене хывса, хĕвеланăç еннелле çаврăнса сăхсăхрĕç.
Хĕвел, кăвак тӳпене хăмач карса хăварса, Энĕшкасси вăрманĕн леш енне анса, куçран çухалчĕ. Çтаппанпа Макçăм лашана хуллен юрттарса аслă çула тухрĕç. Кăнтăр енчен лăпкăн вăшăлтатса вĕрекен тӳлек çил çĕр çине лĕп ăшă сарчĕ. Çĕр пиçсе çитнĕ хыççăн çулăн икĕ айккипе ешĕрсе тухнă «турамăш» курăкĕнчен сарăлнă пылак шăрша çăтса тăранмалла мар.
— Çур аван килчĕ кăçал, ― каçхи ырă çанталăкпа хавхаланса сăмах чĕнчĕ Макçăм. ― Ыраш калчисем те аван, тырпул тухăçлах пулĕ тесе шутлатăп.
— Çурĕ аван килчĕ, ― килĕшрĕ Çтаппан та, ― анчах тырпул тухăçлă пуласси çуртан çеç мар, çу мĕнле пулнинчен те килет. Калча ӳснĕ вăхăтра, тырă шăркана ларас умĕн, ăшă çумăр çусан, вара аптрамĕччĕ.
— Юр шывлă пулчĕ-ха кăçал, кум. Атăл шывĕ те тулăх килчĕ. Ун пек чухне çанталăк аван пулаканччĕ, ― хăйĕн малтанхи шухăшнех çирĕплетрĕ Макçăм.
— Тем каламалла... Куккук ир авăтмарĕ те кăçăл, ― çурри çурмалла килĕшрĕ Çтаппан.
Инçетре хура вăрман мĕлки палăра пуçларĕ.
— Хайхи Пакăш ращине çитетпĕр...
— «Пакăш ращи?..» ― Макçăм еннелле çаврăнса пăхрĕ Çтаппан.
Лаша çав майлах хуллен юртса пынăçемĕн, ращан пĕр кĕтесĕ аслă çул хĕррине çĕлен сăнни пек тăсăлса выртрĕ.
— Йĕксĕк пуçĕ... Пĕрех хутчен çĕрĕ тĕттĕм. Çак йĕксĕк ращи тĕлĕнчен иртсе кайсан, чиперех çитеттĕмĕр... ― терĕ те Макçăм, çĕлен сăхасран хăранă пек, Çтаппан çумнерех тĕршĕнсе ларчĕ.
— Пӳлĕхçĕм упрасан, чиперех иртсе кайăпăр-ха, ― кумăшне йăпатса каларĕ Çтаппан.
— Этеме турă çĕр çинче тем усал ĕç тума та ирĕк панă, ― кумăшĕпе килĕшмерĕ Макçăм.
— Вара мĕн тăвас тен, ирĕксерех хирĕç тăма тивет...
— Хирĕç тăрса, мĕн тăвайрăпăр эпир вĕсене. Вĕсем çĕçĕпе те кусекпе çӳреççĕ. Эпир çара аллăн. Пĕрех хутчен тимĕр сенĕк илмеллеччĕ...
Макçăм канăçсăрланни ăнсăртран пулмарĕ. Ку ращара вăрă-хурахсен йăви пуррине таврари ялсенчи пĕтĕм халăх пĕлсе тăрать. Çак раща тĕлĕнче кама та пулин вĕлермесĕр пĕр çул та иртмест. «Иртнĕ хĕлле çеç-ха, ― аса илчĕ Макçăм, ― кӳршĕ ялти усламçа, Хусан хулинчен та-вар тиесе таврăннă чухне тапăнса, тăварне çаратса юлнă, хăйне вĕлерсе çуна çине вырттарса янă. Тӳре-шарасем, темĕн чухлĕ шыраса та, кам вĕлернине тупаймарĕç».
Макçăм, раща хӳтлĕхĕнчен хăвăртрах тухса ӳкес тесе, лашине тилхепе вĕçĕпе çапрĕ. Хăранипе хăлхисене тăраткаласа пыракан лаша çивĕччĕн юртса кайрĕ. Раща кĕтессинчи çул кукрине кĕрсен, Макçăм лашине татах çапрĕ. Пĕр тикĕс юртас лаша сасартăк айккинелле тапса сикрĕ те чарăнса тăчĕ.
— Мĕнле япала ку? ― эхлетсе ячĕ Макçăм. Лаши мĕншĕн чарăннине пăхма малалла ӳпĕнейнĕчче — ун пуçĕ çине йывăр кӳсек персе анчĕ. Макçăм, «а-ах!» тесе кăшкăрса ярса, çĕре тăрăнчĕ. Урапа айккинчи палламан çын кӳсекпе тепре хăмсарчĕ. Çтаппан, вăр-вар икĕ аллине çӳлелле çĕклесе, хăй çине вăркăнса анакан кӳсеке тытса чарчĕ. Урапа çинчен сиксе анса, кӳсеке хăй еннелле кăшт туртса илчĕ. Палламан çын, кӳсек хыççăн уртăнса, урапа çумне тăсăлса ӳкрĕ. Çтаппан ăна пĕрре туртса çапрĕ те лаша пуçнелле ыткăнчĕ.
Лаша пуçне тытса тăракан тепĕр вăрă-хурахĕнчен ура сассисем тӳп-тӳп-тӳп! туни çеç илтĕнсе юлчĕ...
— Кум?
Макçăм чĕнмест. Вăл ним пĕлмесĕр выртнипе Çтаппан хăраса ӳкрĕ. «Е вилсе кайрĕ пулсан?» Вăл кумăшĕ патне пĕшкĕнчĕ.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, кум, чуну пур-и сан? Е вĕлерчĕç-и сана? ― ĕшеннĕ сассипе пăшăлтатрĕ вăл. Макçăм тăна кĕрсе йынăшса ярсан, тепĕр хут ыйтрĕ: ― Сывах-и эсĕ?
Макçăм куçне уçса пăхрĕ те Çтаппана палларĕ.
— Кум, эсĕ-и ку?
— Эпĕ, эпĕ, кум! Ăçтан тивертрĕ вăл сана? Пуçна çĕмĕрмен-и? ― хыпăнса ӳкрĕ Çтаппан.
— Çĕмĕресси çĕмĕрмен пулĕ те... Анчах тимĕр хĕртсе тытнă пекех хĕмленет. Ура çине тăма пулăш-ха мана...
Çтаппан кумăшне ура çине тăратрĕ. Ӳкесрен хăраса, аллинчен вĕçертмесĕр:
— Тăрайратăн-н... ӳкместĕн-и? ― терĕ.
— Ӳкместĕп пулĕ... Ура çĕр çинчине çирĕп туятăп, ― пуçне хыпашласа каларĕ Макçăм. ― Акă, чăмăр пысăкăш мăкăль кунта!
Макçăм пуçне çапса хăпартнă вырăна Çтаппан та хыпашласа пăхрĕ.
— Чим-ха, кум, — терĕ вăл, — суран çине çĕр хурар, çĕр сурана туртать текенччĕ. ― Çтаппан ана çинчен нӳрĕ тăпра ывăçласа илчĕ. ― Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, тем курса ларăн...
— Юрать-ха, сана тивеймен. Иксĕмĕрĕн пĕтнĕ пуçĕ çакăнта пулатчĕ.
Çав вăхăтра вĕсем хăйсен çывăхĕнчех палламан çын выртнине астуса илчĕç те шăп пулчĕç.
Çтаппан кӳсекпе майлах тивертеймен пирки вăрă-хурах часах тăна кĕчĕ. Вăл хуллен ращаналла шăвăнасшăнччĕ, тăма хăтланчĕ те ăшчикĕ вут çине пăрахнă пек çунма тапраннăран, каялла йăванса анчĕ. Вара, чăвашсем вилĕрен хăранине астуса, вилнĕ çын пек пулса выртрĕ.
— Кам ку? ― самантлăха суранĕ ыратнине те манса сасă пачĕ Макçăм.
— Сана çапнă вăрă-хурах.
Макçăм çилли вут çулăмĕ пек хыпса илчĕ.
— Этем мурĕ! Йĕксĕк пуçĕ! — хаяррăн кăшкăрса, вăрă-хураха урипе тапа пуçларĕ. Лешĕ çав-çавах сас памасăр та пĕр хускалмасăр выртни Макçăма хăратса пăрахрĕ.
— Мĕн йĕксĕкĕ ку? Пакарти тухман-ши унăн?
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, кум!..
Çтаппанпа Макçăм сассинче хăравçăлăх пуррине илтсен, вăрă-хурахăн çăлăнас шанчăкĕ çирĕпленчĕ: «Кĕçех сăхсăхĕç те мана пăрахса хăварĕç.
Урăх чухне пулсан, Çтаппанпа Макçăм, чăн та, çапла тунă пулĕччĕç. Халь вĕсен хуйăхĕсем ытла та пысăк, кăмăлĕсем ытла та тилĕрнĕ.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, кум, ― малтан Çтаппан тăна кĕрсе чĕнчĕ. ― Ытла та васкаса çапрăм, вилмеллех тивертейрĕм-ши вара? Юри хăтланса выртмасть-ши вăл? — Çтаппан чĕркуçленчĕ те питçăмартине вăрă-хурах çăварĕ патне тытрĕ.
Вăрă-хурах Çтаппан мĕн шутлине тавçăрса илсенех сывлама чарăнчĕ. Анчах нумай тӳсеймерĕ, Çтаппан питçăмарти çине сывлăшне пĕрхĕнтерчĕ.
— Сывах! Сывах каяннăй! ― чĕрĕленсĕ эхлетрĕ Çтаппан.
— Йĕксĕк темерĕн! Мĕн шутланă вăл, э?! ― Макçăм каллех вăрă-хураха унтан та кунтан тапма тытăнчĕ.
— Тăхта-ха, кум, ― чарчĕ ăна Çтаппан, ― малтан вăл камне пĕлер.
Иккĕшĕ те палламан çын патне пĕшкĕнчĕç. Вĕсен умĕнче пичĕ-куçĕ сухалпа çӳç ăшне пытаннăран чĕрĕп пит-куçĕ пек курăнакан çын выртать-мĕн.
— Палламастăн-и? ― ыйтрĕ Çтаппан.
— Сук, палламастăп! ― терĕ Макçăм.
— Эпĕ те курман ку этеме.
— Ăçтан паллăн вăрă-хураха, Такам вăл.
— Эй, кĕлетке, каласа пар пире: кам эсĕ, ăçтисем пулатăн?
Ухмаха персе ĕç тухманнине сисрĕ хурах.
— Эсир манран эпĕ камне ыйтатăр, ― терĕ тăрăхласа. ― Кулăшла этемсем эсир! Манран хам пĕлмен япала çинчен ыйтса пĕлесшĕн... Эпĕ вăрманта ӳснĕ. Манăн кил-çурт — тарăн çырма. Çутçанталăкра мана паллакан этем çук. Хăшпĕр ялсенчи хаяр йытăсем çеç паллама пултарĕç.
— Акă мĕн, кум, ― тарăхса кайрĕ Çтаппан, ― вăл сӳпĕлтетнине итлесе вăхăта ирттермелли те çук. Укçине вырттарар та яла илсе каяр. Халăх пухар. Унта хăй ирĕккĕнех каласа памасан, ирĕксĕртен те калаттарĕç.
— Эсĕ мĕн, лашуна шырама каяс мар тетĕн-им? Çук, кум, унашкал юрамасть, Çитме пулнă çĕре çитесехчĕ.
— Ку каяннăя ăçта хурăпăр вара?
— Ăçта?.. ― Кăшт шухăша кайса тăнă хыççăн тавçăра пуçларĕ Макçăм. ― Ман шутпа, кум, вăрă-хурахсем вĕсем пурте пĕр шăтăкран, çавăнпа хăйсен хушшинче кам мĕн тунине те лайăх пĕлмелле. Тен, ку йĕксĕк те сан лаша ăçтине пĕлет?
— Чăнах, кум! ― чун-чĕрĕленсе килĕшрĕ Çтаппан.
— Килĕшетĕн пулсан, вăхăта ирттермелли те çук. Урапа çине вырттар та ăна, каятпăр. Çул çинче хăех каласа парĕ.
Çтаппан вăрă-хураха урапа çине йăтса вырттарчĕ те хăй ун çине утланса ларчĕ. Кăштах канма ĕлкĕрнĕ лаша çăмăллăн чупса кайсан, тĕпчеме тытăнчĕ:
— Акă мĕн, этем... Ху камне каласа парасшăн пулмарăн эсĕ, уншăн ирĕксĕрлемĕпĕр сана... Иртнĕ каç ман лаша çухалчĕ. Çавна каласа пар-ха: кам çавăтса кайрĕ ăна? Халь ăçта пулма пултарать вăл? Ыррăн каласа пар-сан — тивмĕпĕр, чĕрех хăварăпăр. Каламасан, хăвна ху ӳпкеле!
Урапа кисрентернипе Çтаппан хăй çинче ларса пыни суранне калама çук ыраттарчĕ, асап кӳчĕ пулсан та, вăрă-хурах шарламасăр ирттересшĕнччĕ. Хресченсем мĕнле чунлă этемне аса илсе, тепĕр май шухăшларĕ. Çĕрле, никам курман çĕрте е ушкăнпа чухне, вĕсем хăюллăн, паттăррăн тапăнаççĕ. Тăр-кăнтăрла, пĕччен-иккĕн çеç чухне, кам мĕн тунине тӳрех кăтартса пама май пур вăхăтра, пĕрин хыçне тепри пытанаççĕ. Хăюсăр, халсăр тапăнаççĕ. Кусем те акă, халь тем тума та хатĕрскерсем, шурăмпуç килсен, çул çинче çынсем çӳреме пуçласан, хăйсем тума шутланă ĕçе тумасăрах пăрахса кайĕç. Вăхăта мĕнле те пулин тăсса шурăмпуç çути киличчен пурăнмалла. Вара вăрă-хурах çăлăнĕ.
— Мана эсир вĕлерме те, тем тума та пултаратăр. Кунта сирĕн ирĕк. Анчах вилле пытарма хĕн. Ăна пытарма пĕлмелле. Вĕлерекенсене йĕрлесе тупма пултараççĕ. Ун чухне эсир вăрă-хураха вĕлернĕ тенине кам ĕненĕ? Кам пĕлĕ эпĕ вăрă-хурахне? Ĕненĕр, мана никам та палламасть. Хăшпĕр хаяр йытăсем çеç паллаççĕ терĕм-иç. Хăвăра йывăр килĕ... Маншăн пулсан... ― хурланарах калаçма тăрăшрĕ вăрă-хурах, ― ку пурнăç хама та йăлăхтарса çитерчĕ. Чăнлăха куçса, хам çĕр çинче тунă пĕтĕм çылăхшăн çӳлти патша умĕнче явап тытма та вăхăт.
— Пӳлĕхçе ан асăн! Эсĕ ун ятне асăнма тивĕç мар! ― хăтăрса пăрахрĕ Çтаппан.
— Пӳлĕхçĕн ырлăхĕ вĕçĕ-хĕррисĕр. Ун чĕринче ман валли те пĕр хĕлхем тупăнĕ. Ним те мар, эсир мана уретник патне илсе кайăр. Унта эпĕ мĕн каланине пĕтĕмпех хут çине çырса илĕç.
Вăрă-хурах йăнăшмарĕ. Вăл каланисем Çтаппана шухăша ячĕç. Çула май Кармăша çитиччен турттарса кайма та темех мар, уретник умĕнче тĕпчесе хут çине çырса хуни, тем тесен те, аванрах тесе шутларĕ вăл.
— Кум, саншăн мĕнлерех пек? Маншăн тесен, уретник патне илсе кайни, чăн та, шанăçлăрах пек, ― вăрă-хурах шăплансанах хăйĕн шухăшне каласа пачĕ Çтаппан.
Вăрă-хурах Çтаппан иккĕленме пуçланине сисрĕ.
— Хут çине çырса хуни шанăçлине пурте пĕлеççĕ. Куна эпĕ хамшăн каламастăп. Мана халь пурпĕрех ĕнтĕ. Хăвăршăн калатăп. Шухăшлăр, мана вĕлернине нимĕн усă та пулас çук сире. Кайран хăвăра йывăр килни çеç. Хăвăрах Çĕпĕре ярĕç.
Вăрă-хурах сăмахĕсем Макçăм кăмăлне те тиврĕç. Анчах пуçĕ ытла та ыратни кумăшĕпе килĕшме памарĕ.
— Камăн халапне ĕненетĕн эсĕ? Вăрă-хурахăнне мар-и? Пирĕн алăран вĕçерĕнесшĕн сӳпĕлтетнине туймастăн-им? Мĕн тума кирлĕ пире уретник! Хамăрăн тĕпчес пулать ăна. Ан тив, малтан пире каласа патăр вăл. Кайран ăна мĕн тумалли çинчен шутласа пăхăпăр!
Кумăшĕ çине тăни Çтаппан кăмăлне çирĕплетрĕ.
— Кирлĕ мара сӳпĕлтетсе пыриччен, ман лаша ăçтине каласа пар эсĕ! ― пат татса хучĕ Çтаппан.
— Эпĕ халь çеç каларăм сире: уретник патне илсе кайăр мана. Унта пĕтĕмпех каласа парăп!
— Чарăн, хура çăвар! ― кăшкăрса пăрахрĕ Çтаппан. ― Е халех пĕтĕмĕшпе каласа парăн, е çакăнтах вĕçĕ пулĕ. Суйласа ил хăвăртрах!
Çăлăнма май çуккине вăрă-хурах лайăх ăнланчĕ ĕнтĕ.
— Юнанипе нимĕн те вăлтса пĕлеймĕр манран! ― сăмах чĕнчĕ вăл хыттăн, ним хăрамасăр. ― Эпĕ чипер ыйтнипе килĕшместĕр пулсан, нимĕн те каламастăп!
— Курăпăр! ― терĕ Çтаппан. Вăл хурахăн сылтăм аллине пăркăчласа тытса пăра пуçларĕ.
— Мĕншĕн асаплантаран! Мана асаплантарма никам та ирĕк паман сана. Çынна саккун çеç асаплантарма пултарать. Эпĕ айăпа кĕнĕ пулсан, уретник патне илсе кайăр! — ыратнине тӳсеймесĕр кăшкăрса ячĕ вăрă-хурах.
— Мĕн терĕ, мĕн терĕ вăл, йĕксĕк пуçĕ? ― ыйтрĕ Макçăм.
— Хăйне хăй этем тесшĕн пулас вăл. Эпир ăна асаплантарма пултараймастпăр иккен.
Макçăм вăрă-хурах енне çаврăнчĕ:
— Кашкăр темерĕн! Эсĕ ытти этемсене саккун хушнипе инкек-синкек кӳрсе пурăнатăн-и? Мана та саккун хушнипе çапрăн-и? Ху ĕмĕрӳнте миçе çынна макăртрăн? Миçе çын куççульне юхтартăн! Кум, хивререх пăр аллине.
— Саккунĕ, тӳре-шари — пĕтĕмпе хамăр эпир кунта. Мĕн тăвас тетпĕр ― çавна тăватпăр. Чĕрĕ юлма май панипе усă курма тăрăш, каласа пар, ― терĕ те Çтаппан вăрă-хурах аллине хивререх пăрма тытăнчĕ.
— Пăрăр, пĕтĕрĕр ман аллăма! Кирлĕ пулсан, хама та чĕрĕллех чыхса ярăр! Пурпĕрех нимĕн те каласа парассăм çук сире! ― ыратнипе ним тума аптраса кăшкăрса ячĕ те вăрă-хурах шăлне çыртса шăпланчĕ.
Çтаппан ун аллине тата хытăрах пăрчĕ, çавăнтах тепĕр аллине ярса тытса пăра пуçларĕ. Хăйне хăй паттăрланас шутпа кăшкăрса пăрахрĕ:
— Каяннăй пуçĕ, кала! Ăçта ман лаша?! Каламасан халь татăкăн-кĕсĕкĕн ваклăп!
Вăрă-хурах виле пек ним шарламасăр выртрĕ, епле те пулин тӳсмех шутларĕ.
«Çук, этем мар ку, пулсан пулать сехмет», — ирĕксĕрех шухăшларĕ вăл, çамки çине сивĕ тар тапса тухрĕ.
Вăрă-хурах, Çтаппан шухăшне пĕлнĕ пекех, сарлака çăварне уçса пăрахрĕ те арăш-пирĕш ахăрса кулса ячĕ.
— Мĕнле, ыйтса пĕлейтĕр-и?
— Йĕксĕк пуçĕ темерĕн! ― хумханса сăмах хушрĕ Макçăм.
Вăрă-хурах çав-çавах ахăрма чарăнмарĕ:
— Тата мĕн тумалли юлчĕ, тăвăр! Хуть те тăварласа хурăр! Суратăп çеç эпĕ сирĕн пеккисем çине, ме! ― терĕ те Çтаппан çине çăра сурчăкне лăчлаттарчĕ.
Çтаппан урса кайрĕ пулин те, ним тума аптраса тăчĕ. Макçăм, сасартăк лăшине тăратса, урапа çинчен сиксе анчĕ.
— Тăхта-ха, кум, пуçне каялла пăрар. Вара курăпăр, мĕн хăтланĕ! ― терĕ те тилхепе салтса илме лаша пуçне кайрĕ.
Вăрă-хурах кулма чарăнса шăлне çыртрĕ. Хресченсем пуçа мĕнле пăрнине лайăх пĕлет вăл. Анчах, вăрă-хурахсен ниçта та çырăнман саккунĕ — тем пулсан та юлташĕсене сутма юраманни, ăна этем курса чухламан асапа та тӳссе ирттерме вăй-хăват пачĕ. Вăл вилĕмне те тивĕçлĕн кĕтсе илес пек хатĕрленсе: «Пĕр сасă та кăларас марччĕ... Вилсен те пĕр сасă кăларас марччĕ...» ― тесе асăнса выртрĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...