Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке


Çурхи сар хĕвел ăшă хĕлхемне çĕр çине кăмăллăн сапалать. Хĕл ыйхинчен вăранса тепĕр хут ураланнă ӳсентăрансем, амăш кăкăрĕ патнелле кармашнă пĕчĕк ача пек, хĕвел ăшшинелле туртăнаççĕ.

Тĕнче илемĕ — пурнăç.

Вилтăпри айĕнче выртакан этемсене çеç нимĕн те кирлĕ мар. Вĕсем хĕвелĕн ăшă хĕлхемне туймаççĕ. Капăр тумланнă ӳсентăрансене курса савăнаймаççĕ... Вĕсен ячĕсем, ĕçĕсем чĕрĕ тăванĕсен, çывăх тус-йышĕсен чĕрисенче вырнаçса юлаççĕ пулсан та, пурте пĕр тан мар. Пурлăхпа çуклăх, тăпра айне кĕрсе выртсан та, этемĕн уйрăмлăхне палăртса тăрать. Тăванĕсем валли мул хăварнă хисеппе, хăшпĕрисен вилтăприйĕсем çине пысăкрах та çирĕнрех хĕрес лартнă, хăйĕнчен ним хăварайман мĕскĕнсене хĕрессĕр те лайăх пытарнă. Çемçе чĕреллисем мĕскĕнсен вилтăприйĕ çине çăка хĕрес лартнă та, вăл, часах çĕрсе, йăванса ӳкнĕ. Вĕсем çине тăванĕсем пырса куççуль тăкмаççĕ.

Тупмалли

Хушма каçăсем

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ирина (2020-03-08 06:46:41):

Хотела скачать всю книгу. Искала... Но не нашла... Видимо оцифровка стоит не малых трудов, и никому из правительства не приходит в голову поддержать родную литературу... Çапла вара чăваш сăмахĕ пĕчĕккĕн сӳнсе пырать... Шкулта вĕрегтмеççĕ халь чăваш историне те, чăваш чельхине те, чпваш литератури не... "Ĕмĕр сакки сарлака" чăваш литеринче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ роман. Шкулта вĕреннĕ çулсенче питĕ юратса вуланă эп ăна. Пирĕн ялти библиотекăра тӳлевсĕрех киле илсе вулама май пурччĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Геннадий (2020-03-24 13:55:10):

Ирина можно и скачать и читать Все тонкости здесь никак не передать . На месте не копируя читать , например , можно открывая СТО КНИГ ДЛЯ ПРОЧТЕНИЯ . Научитесь путём проб ...

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: