Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
— Кăраву-ул! Вĕлереççĕ-ĕ! ― тесе кăшкăра пуçларĕ. Çтаппан хăйне хирĕç Михха тарçисене ертсе тухасса кĕтнĕччĕ. Пуринчен ытла Хĕлиппе тĕл пуласса ĕмĕтленчĕ вăл. Çавăнпа, кирек хăшне те çапса пăрахма хатĕрленсе, йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ. Никам та куç тĕлне пулманнипе пĕр хушă ним тума аптраса тăчĕ. Вара вăрланă лашине, вĕлернĕ ĕнипе пăрăвне аса илчĕ те çĕнĕрен урса кайрĕ.
— Эй, вăрă-хурахсем, тухăр кунта! Эсир мана вăрттăн пĕтерме тапăнтăр. Ма вăрттăн айкашатăр? Акă, куçкĕретех пĕтерме пултаратăр. Хамах килтĕм. Сенĕкпе чикĕр! Пăшалпа перĕр! ― пĕтĕм вăйпа кăшкăрса, çурт-йĕре чĕтретрĕ Çтаппан. Хирĕç никам та чĕнменнипе, кил-çуртрисем пурте хăраса кайнă пек ăнланса, вĕсене ытларах çиллентерсе хирĕç кăларма шут тытрĕ.
— Тухмастăр эппин?! Вĕлерместĕр?! Апла пулсан, хам салатма тытăнатăп! ― каллех хаяррăн кăшкăрчĕ те сайхахĕпе çенĕке çапрĕ. Çенĕк хăмисем хуçăла-хуçăла сирпĕнчĕç. Çтаппан татах çапрĕ...
Лукарье чӳречерен чĕннипе пӳрт умне çынсем пуçтарăнса тăчĕç.
— Кӳршĕсем! Ялйышсем! Тархасшăн, кĕрсе чарăр-ха. Пурне те вĕлерсе пĕтерет! ― хурлăхлă сассипе йăлăнчĕ Михха арăмĕ.
Лукарье этемле мар кăшкăрса пулăшма чĕнни курса тăракансен чĕрисенче çынна пулăшас кăмăлĕсене мар, Лукарьерен кулас хаваслăхне çĕклерĕ. Çак пӳртре пулăшу ыйтса кăравул кăшкăрнине е сасăпа макăрнине ку таранччен курманччĕ, илтменччĕ-ха. Унăн ăшчикĕнче пулса иртнĕ ĕçсем ял çыннисемшĕн вилтăпри айĕнчи пекех йăрăслăччĕ. Ку çурт-йĕр ял çинче яланах, хура пĕлĕт пек курăнса, çынсен сехрисене хăпартса тăратчĕ.
— Ак арçури кăшкăрать!
— Хĕртсурт тытнă пулĕ ăна?!
— Хытăрах кăшкăр! Кăшкăрсан мăй тăсăлать, теççĕ. Çтаппан сайхахне йăтса урама тухрĕ. Лукарье кăшкăрнине илтсе, ун еннелле çаврăнчĕ:
— Кăшкăратăн-и, тухатмăш?! Çынсен куççульне тăкма нимех те марччĕ-и? ― тесе юнарĕ те, сайхахĕпе çавăра-çавăра çапса, пӳрт умĕнчи шăтăрнака çĕмĕрме тытăнчĕ. Унтан пӳрт стенине кĕрĕслеттерчĕ. Чӳрече кантăкĕсем чăнкăр! туса ванса тăкăнчĕç. Çтаппан сайхахне ывăтса ячĕ те халăх еннелле çаврăнчĕ.
— Мĕн пăхса тăратăр?! Ма хуçа каланине итлеместер?! Мĕншĕн мана çыхса пăрахмастăр?!
Тарăхнă Çтаппана хирĕç никам та чĕнмерĕ. Вĕсем, халь ĕнтĕ кунта курмалли нимех те çуккине тавçăрса, пĕрин хыççăн тепри килĕсене салана пуçларĕç. Çула май иккĕн-виççĕн пĕрле пулса, Çтаппана шеллесе калаçрĕç.
— Мыскара кăтартмаллах кăтартрĕ ку Миххана.
— Лешĕ ытла та асса кайнăччĕ-ха. Çынна çын вырăнне шутламастчĕ.
— Тем пулсан та Михха çумне çыпçăнмалла марччĕ. Унпа тавлашакан ырă пурнăç кураймĕ.
— Чăнах, тем кăтартĕ вăл...
Миххасен тĕлне Макçăм хашкаса чупса çитрĕ. Пӳрт чӳречисем, пӳрт умĕнчи шăтăрнакпа вырăсла хапха çĕмрĕккине курсанах, кунта мĕн пулса иртнине туйрĕ вăл.
— Эй, ку-ум, мĕне кирлĕччĕ сана кунашкал айкашма! Çапăçса пуяна çĕнтересси пур-и эпир... Ху валли шырани çеç пулать. — Çтаппан ĕçĕсене ăшĕнче ырласа, анчах, хăранипе ӳпкеленĕ пек каларĕ Макçăм.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, кум, енчен тата сиен кăтартма шутлаççĕ пулсан, тĕпрен салататăп! — халь те лăпланайман пирки хумханса хуравларĕ Çтаппан. — Эй, илтрĕр-и? Татах ман çине тăрăнсан, тĕпрен салататăп!
— Атя, кум, хăвăртрах. Сур вĕсем çине!
— Шел, Хĕлипне е Миххине тĕл пулаймарăм. Пурĕ-пĕрчче... ― Макçăм хыççăн утнă май калаçса пычĕ Çтаппан. Картиш алăкĕ умĕнче кӳлнĕ лаша тăнине курсан, тăна кĕчĕ. ― Лашуна мĕншĕн ахалех тăрататăн, кум? Ма ху ĕçне тумастăн?
— Ĕçне тума вăхăт пулĕ-ха, кум, лаша сана кирлĕ пулĕ терĕм.
— Мĕн тума?
— Ара... ― тӳррĕн калама аван мар тесе, пĕр самант шухăшласа тăчĕ Макçăм. ― Ĕнесене паянах турттарса каятпăр-и?
— Кирлĕ мар, кум.
— Ма кирлĕ мар? Килте вырттарма çук-çке вĕсене?
— Çапли çапла та... Уншăнах çынна чăрмантарасси.
Мĕнле те пулин... хамах туртса кайăп...
— Ан аташ, кум, лаша пур çĕртен çуран туртса çӳреймĕн!
— Сан пурри ман пурри мар вăл, кум.
— Ăна-кăна шутласа пурăнас марччĕ-çке хамăр хушăра.
Вĕсем кил хушшине кĕчĕç.
— Айтурах, Çтаппан! Мĕне курса кайрăн эсĕ çавăнта? Тата тем кăтартĕç! ― ӳпкелешрĕ Татьяна.
— Кунтан ытла курмалли тупăка выртмалли çеç, ― терĕ Çтаппан. Арăмĕ ӳпкелешни тĕрĕссине ăнлана пуçласа, анчах ун çинчен урăх калаçас килменнине аллине сулчĕ: ― Кирлĕ-кирлĕ марри çинчен калаçса вăхăта ирттерес мар, ĕнесене кайса пытарас.
Макçăм сухапуçне тăварса урапа кӳлсе килме кайрĕ. Вăл та кумăшĕнчен кая мар хыпса çунать. Анчах урăхла нимпех те пулăшма пултараймасть.
Тепĕр чухне этем кăмăлĕ те çанталăкпа пĕр евĕр килет. Çил-тăвăл мĕне тĕл пулать, çавна тĕпрен тăпăлтарма, хуçма, çĕмĕрме хатĕр. Анчах асни тулса тăкăна пуçласан, йăвашланать, лăпланать. Аснă вăхăтра ӳсентăрансене, чĕрчунсене сиен кăтартнăшăн каçару ыйтнăн, тӳлекленме тăрăшать.
Çтаппан та çавах, юнĕ тилĕрнĕ вăхăтра теме те çапса çĕмĕрес пекчĕ. Халĕ хăйне хăй ывăннă пек туйса, Макçăм урапа кӳлсе килессе кĕтнĕ май, вут каски çине ларчĕ. Шухăшĕ йĕркене кĕрсен, хăйĕн мĕнпур ăнăçсăр пурнăçне, çĕклейми хуйхине тĕпрен ăнланса илчĕ. «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ― чĕререн тарăхса калаçрĕ вăл, ― инкекĕн ури саккăр тесе ахаль каламан-мĕн. Пурнăç тени ытла та пĕр тикĕс пымасть-çке. Пурлăхлă пурнăçран çука юласси нимĕн те мар. Виçĕмкун çеç лаша пурччĕ. Халĕ лашасăр тăрса юлтăм. Ĕнер çеç ĕне пурччĕ — паян ак ĕне те, пăру та çук. Икĕ талăк хушшинче — кĕлмĕçе юлтăм. Мĕн ĕмĕтленни пĕтĕмпех сая кайрĕ». Çтаппан йывăр шухăшĕнчен хăтăласшăн пуçне çĕклесе пăхрĕ те, Татьяна сĕт чӳлмеккине аллинчех тытса тăнине астуса, ăна чунтан шеллерĕ. Анчах йăпатмалли сăмах тупайман пирки:
— Сĕт чӳлмекне ма тытса тăратăн, кайса ларт вырăнне, ― терĕ.
— Хамăр çылăхшăнах куратпăр ĕнтĕ çак нушана... Ялсем пек сăваплă пурăнаймастпăр. Праçникĕ праçник пулмарĕ пирĕншĕн. Чиркӳ тĕлне пĕлмерĕмĕр. ― Урине аран-аран улăштарса, Татьяна çенĕке кĕрсе кайрĕ.
Арăмĕ ӳпкелесе калаçни тĕрĕс мар пек туйăнчĕ. Çтаппан тепĕр хут авăклана пуçланипе ура çине сиксе тăчĕ. «Михха сăваплă пурăнать-и? Кама çаратман вăл, камăн куççульне юхтарман. Ăна çаплах пĕр инкек те тивмест. Ăраскал-телей пуласси сăваплă та тӳрĕ пурăннинчен килмест иккен» — тесе шухăшларĕ. Анчах ăраскал мĕншĕн кашниннех пĕр тан килменнине ăнланаймарĕ вăл. Арăмĕ ӳпкелени Çтаппан пуçĕнче тепĕр тĕрлĕ шухăша çирĕплетрĕ: «Инкеке парăнсан, пушшех йывăр пулĕ. Курайман тăшман та савăнĕ. Мĕн пулсан та пурнăç тума тăрăшас. Лашапа ĕнесĕр юлнипе пĕтĕмпех пĕтмен-ха. Пуç сывă пек чухне мĕнле те пулин йӳнеçтерĕпĕр». Çавăнтах, Михха патне кайса çĕмĕрнине аса илчĕ те, куншăн та хăйне тӳрре кăларчĕ: «Тивĕçлипе. Ют çынна хӳтĕлесе ан усратăр».
Макçăм урапа кӳлсе килчĕ.
— Кум! — картиш алăкĕ урлах чĕнчĕ вăл, — лашана кил хушшине кĕртес пуль?
— Кĕртес, кĕртес! ― хирĕç сас пачĕ Çтаппан. ― Картиш алăкне уçам-ха.
Лашана кил хушшине кĕртсен, Татьяна та çенĕкрен тухрĕ. Вĕсем, асаплана-асаплана ĕнипе пăрăвне урапа çине тиесен, Çтаппан сарай кĕтессинче тăракан тимĕр кĕреçене илчĕ те:
— Кайрăмăр, кум! ― терĕ.
Ĕнепе пăру виллине кил хушшинчен турттарса тухса кайсан, Татьяна çенĕк пусми çине ӳкрĕ, хурлăхлăн макăрса ячĕ.
XIV
Платун Çтаппансене тăкăрлăкра, выльăх çăви çинчен таврăннă чухне, тĕл пулчĕ те чарăнма хушрĕ.
— Мĕн пулнă? — тесе ыйтрĕç пĕр харăсах Макçăмпа Çтаппан.
Платун, вĕсене питех пысăк сăмах калас пек, Çтаппансем çине йăскăнăн пăхса:
— Уретниксем килчĕç, ― терĕ.
Ку хыпар Çтаппан чĕрине кăртах сиктерчĕ. Вăл трактирте мĕн пулса иртнине аса илчĕ.
Платун вăхăтсăр тĕл пулса вăрттăн калаçни Макçăма та килĕшмерĕ.
— Уретник килнĕ пулсан, мĕнех тет вара? ― кăмăлсăрланса сăмах хушрĕ вăл.
— Мĕнне ăçтан пĕлес ман... Эпĕ уретник ăшне кĕрсе курман. Тата хам та пĕчĕк çын — староста çеç. Çакна пĕлме тивĕç пултăм. Уретник сире иксĕре те хăй патне пыма хушрĕ. Эсир пырасса кĕтсе, халь те ман патăмрах ларса юлчĕ-ха.
— Мĕн ĕçпе чĕнет вăл пире? Мĕн тума кирлĕ эпир ăна? ― сехри хăпа пуçларĕ пулсан та, хăйне хăй ниме пĕлтермен хыпар илтнĕн тыткалама тăрăшса, тепĕр хут ыйтрĕ Макçăм.
— Каларăм-иç, мĕншĕн чĕннине ăçтан пĕлес тесе... Макçăм Платуна мĕнле те пулин хăйсем патĕнчен ăсатасшăн пулчĕ.
— Юрĕ, лашана тăварăпăр та хамăрах пырăпăр. Платун, Макçăм шухăшне тавçăрса илнĕ пекех, куçĕсене чеен вылятса, ун çине пăхрĕ.
— Пĕр лашана иккĕн тăвармастăр пулĕ.
— Пĕр лашана иккĕн тăварас çук та-ха. Ман хамăн та тимĕр кĕреçене киле кĕртсе хăварасчĕ. Çаплипех пырсан, аванах мар пулĕ тесе шутлатăп.
Платун кĕтмен çĕртен килĕшрĕ:
— Юрĕ, эсĕ те киле кĕрсе тух эппин, ― хушрĕ вăл. Çав вăхăтрах: ― Анчах васкăр. Уретник сире паçăртанпах кĕтсе ларать. Вăхăтра пымасан, хăвăрах йывăр килĕ! ― тесе астутарчĕ те уйрăлса кайрĕ.
— Мĕн ĕçпе чĕнтерет ку пире? ― ыйтрĕ Макçăм.
— Ман шутпа, трактирта пулса иртнĕ ĕçсемшĕн чĕнтерет вăл. Миххан çурт-йĕрне çĕмĕрнĕшĕн те пулма пултарать.
Кумăшĕн сăмахĕ Макçăма çырлахтараймарĕ.
— Уншăн тесен, мана чĕнтермелле мар. Эпĕ трактирте те пулман, Михха çурт-йĕрне çĕмĕрнĕ çĕре те хутшăнман. Çук, кум. Ман шутпа, Хура кĕпер патĕнчи шăршăпа йĕрлесе килнĕ вăл.
Çтаппан кумăшĕн шухăшĕсене сирме мар, хăй те çав май çаврăнса ӳкрĕ: «Чăнах трактирти ĕçсем пирки е Михха çурт-йĕрне çĕмĕрнĕшĕн пулсан, мана çеç чĕнтермеллеччĕ пек». Хăй пирки кумăшне те сиен кӳме пултарĕç тесе, ăна чунтан шеллерĕ вăл. Тем пулсан та ăна хӳтĕлесе хăварас кăмăл-шухăшĕ çирĕпленчĕ.
— Акă мĕн, кум, — ăшпиллĕн чĕнчĕ Çтаппан, — пуриншĕн те эпĕ айăплă. Мĕнпур инкек ман ăраскал-телей çук пирки сиксе тухрĕ. Уретник чăннипех пире иксĕмĕре те айăплама хăтлансан, эсĕ нимĕн те курман, нимĕн те пĕлмен. «Пакăш ращи» патĕнче мĕн пулса иртнине пурне те эпĕ тунă...
— Ни, ни, кум! ― хăвăрттăн хирĕç тавăрса хучĕ Макçăм. Çтаппан мĕн шухăшланине туйрĕ вăл. ― Вăрă-хурах çинчен сăмах тапрансан, иксĕмĕр çул çинчех шут туса килнĕ пек калас пулать. Пĕр чĕреллĕ çынсене нимĕн те тăваймĕç. Эпир çĕрле мĕн тунине никам та курман. Миххан çурт-йĕрне çĕмĕрнĕшĕн ытлашши нимех те тумĕç-ха.
Макçăм вĕçне çитичченех пĕрле пуласшăн пек калаçни Çтаппан кăмăлне ыррăн хускатрĕ. Анчах вăл, кумăшĕ сĕннине йышăнас вырăнне, çине тăрсах ăна тепĕр майлă çавăрма тăрăшрĕ.
— Пĕр чĕлхеллĕ пулма нимех те мар, кум... Асаплантарса тĕпчеме тытăнсан, тӳсме хĕн. Иксĕмĕр асапланиччен, хам çеç тӳссе ирттерĕп. Эсĕ нимĕн те пĕлмен, нимĕн те курман пул.
— Ун çинчен ан та калаç, кум... Тем пулсан та пĕр сăмах çине тăрар. Урăхла май çук. Хурăн хулли пирĕн çинче тăмĕ. Вăт Çĕпĕре ярсан, пĕтнĕ пуçĕ çавă пулĕ! ― хăй майлах çине тăрса каларĕ Макçăм.
Çтаппан килĕ тĕлне çитрĕ те урапа çинчен анса юлчĕ.
Татьяна пӳртре кравать çинче хускалмасăр выртнине курсан, Çтаппан çĕнĕ вăйпа хуйхăрма тытăнчĕ. «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, йăлтах йăшăхнă... Мана уретник патне чĕннине пĕлсен, мĕн курĕ вăл? Çук, каласа парас мар».
— Татьяна... ― хуллен чĕнчĕ вăл — Эсĕ мĕн, çывăратăн-и?
Упăшки сассине илтсен, Татьяна кравать çинчен вайĕ çитнĕ таран васкаса тăрса ларчĕ.
— Айтурах, таврăннă-çке эсĕ!
Çтаппан арăмĕ çине тинкеререх пăхрĕ те хăраса ӳкрĕ. Татьяна кĕл тĕслĕ пулса кайнă. Вĕри куççульпе çăвăннă куçĕсем хĕмленсе тăраççĕ.
— Мĕн пулнă сана? Чирлемерĕн-и эсĕ?
— Ман йышшине чир-чĕр çакланать-и вара? Чĕре çеç талса анас пек ыратать, ― хурлăхлăн хуравларĕ Татьяна. Çав самантрах, упăшки паян апат çименнине аса илсе: ― Айтурах, Çтаппан, выçах çӳретĕн-çке эсĕ паян? ― терĕ.
Арăмĕ кашни кун тапратса калаçакан сăмах çине куçнипе Çтаппан кăштах лăпланчĕ.
— Вара, кайса килсен, апатланăп, ― терĕ вăл. Татьяна упăшки çине тĕпчевлĕн пăхрĕ.
— Ăçталла каясшăн эсĕ?
Çтаппан паçăр çеç ăшĕнче шут тунине манса:
— Темшĕн Платун хăй патне пыма хушрĕ-ха... ― терĕ. Татьяна чĕри кăртах турĕ.
— Мĕн ĕçпе чĕнтерет-ши вăл сана?
Хăй йăнăш сăмах персе янине Çтаппан тинех тавçăрса илчĕ. Ним шарламасăр ирттерсе яма çук. Мĕн каламалла? Суйса çынна лăплантарма пулать, анчах Çтаппан нихçан та суйса курман. «Пĕр май çеç, ― терĕ вăл юлашкинчен: ― Пĕлместĕп тесе калап. Ку сăмах тĕп-тĕресех пулмасан та, суя та мар. Мĕншĕн пыма хушнине, чăн та, пĕлместĕп вĕт эпĕ». Çтаппан арăмĕ çине тӳррĕн пăхрĕ:
— Мĕншĕн пыма хушнине пĕлеймерĕм çав. Хăй те каламарĕ те... Хамăн та ыйтас килмерĕ. Уншăн чĕрене хускатма та кирлĕ мар...
Çтаппан кĕтнĕ пек, Татьяна лăпланмарĕ. Староста хăй патне ырă ĕçпе пыма хушманнине вăл лайăх чухлать.
— Михха патĕнче çапăçнăшăн ĕнтĕ ку... Тем чул та каларăм: ан çыпçăн çав сехмет çумне тесе... Итлемерĕн мана... ― Татьяна куçĕсем шывланчĕç.
«Юрать, уретник чĕнтерни çинчен каласа яраймарăм», ― чунтан тарăхса шухăшларĕ Çтаппан.
— Ма ним пулмасăрах хуйхăратăн вара? Михха патĕнче нимех те туман эпĕ. Уншăн кăштах ятлĕç те иртсе кайĕ. — Ку сăмахсем витĕмлĕ маррине хăй те лайăх пĕлсе, урăх ним калама аптранă енне: — Сăра ăсса пар-ха, ― терĕ.
Сăра куркине алла тытсан, Çтаппан хăйне хăй нихçан каялла таврăнма май çук инçетри çула тухса каяс умĕнхи пекех туйрĕ. Тен, уретник мĕншĕн чĕнтерме пултарнине тĕрĕссипе каласа парса, арăмĕпе сывпуллашсах тухас? Анчах хăйса калаймарĕ. Хăй хумханнине палăртас мар тесе, сăра çине вĕрсе илчĕ те тĕппипе ĕçсе ячĕ.
— Ĕнтĕ пулчĕ... кайма та юрать...
— Нумай ан çӳре, ― тархасласа астутарчĕ Татьяна.
— Нумай çӳреме сăлтав çук ман. Мĕн ĕçпе чĕннине пĕлетĕп те каялла таврăнатăп, ― арăмĕ çине пăхма именчĕ Çтаппан.
Тулти уçă сывлăш Çтаппан кăмăлне кăштах çĕклерĕ. Вăл Макçăмăн урам енчи чӳречи патне пырса чĕнчĕ:
— Кум, пыратăн-и эсĕ?
— Пыратăп! ― илтĕнчĕ шалтан Макçăм сасси.
Вăл часах тухрĕ. Калаçу пуçарса яма сăмах тупаймасăр, вĕсем шăппăн утрĕç. Макçăм хăйне хăй ӳпкелесе пычĕ: «Мĕн çыхлантарчĕ мана ку ĕçе? Ма пасара кайма сĕнтĕм-ши? Пасара кайман пулсан, нимле инкек те çакланас çукчĕ».
Çтаппан кăмăлĕ староста тĕлнелле çывхарнăçемĕн лăпланса, çирĕпленсе пычĕ. Халь ăна темшĕн кирек мĕн пулсан та пурпĕрех пек туйăна пуçларĕ. Ан тив, пулас-курассине хăвăртрах ирттерсе ярасчĕ.
Староста тĕлне çитсен вĕсем, малтан шут туса хунă пекех, иккĕшĕ те пĕр харăс чарăнса тăчĕç те пĕр-пĕрне куçран пăхса илчĕç. Ним сăмах хушмарĕç пулсан та, вĕçне çитичченех пĕр чĕлхеллĕ пулассине тепĕр хут шантарчĕç. Унтан староста патне хăюллăн кĕчĕç.
Платун тĕпелте тăракан Огуречников еннелле пуçне сĕлтрĕ те йăпăлти сассипе:
— Григорий Петрович, хайхисем, эсĕ килме хушнисем, çитрĕç, ― терĕ.
Çтаппанпа Макçăм çĕлĕкĕсене хывса пуçĕсене тайрĕç.
Огуречников трактирта тĕл пулнă çынна палласа илчĕ. «Сарлака сухаллă патвар çын. Чăмăрĕсем чукмар пек! Иккĕленмелли çук — çавă! Çак эсрел çапса çĕмĕрчĕ пире трактирте. Çакăн пирки икĕ усламçă халĕ те вилес пек выртаççĕ». Çтаппан халь ярса илессĕн туйăннипе Огуречников ирĕксĕрех каялла чакрĕ. Сылтăм аллине кобура çине хучĕ. Алăк патнерех тăракан Мошков çине пулăшу ыйтнăн пăхса, лешĕ мĕн хушнине пĕтĕмпех тума хатĕр тăнине асăрхарĕ. «Ак, хăçан лекрĕн эсĕ ман алла!» Анчах хăйне хăй пултаруллă полицейски шутласа, тутине хăрах еннелле чалăштарса куланçи пулчĕ те аллипе Çтаппан çине тĕллерĕ:
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...