Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
— Эпир иксĕмĕр пĕр-пĕрне паллатпăр пулмалла? Çтаппан кунашкал сăмах пуласса кĕтрĕ пулин те, çав самантрах хуравлама аптраса тăчĕ. «Каласан аван-ши е каламасан аван-ши?» ― шухăшларĕ вăл.
— Аса илейместĕн-н? Трактирте мĕн хăтланнине манса кайрăн-и? ― татах астутарчĕ Огуречников.
Çтаппан чăннине калама шут турĕ.
— Ваше благороди, эсĕ калани тĕрĕсех. Эпир, чăнах та, пĕр-пĕрне курнă...
— Аха, курнă-и? Эсĕ мĕн, ку мана маннă-ха тесе пурăнтăн-и? Эпĕ манман. Манран нимĕн те пытараймăн. Эпĕ çĕр тĕпĕнчине те витĕр куратăп!
Çтаппан паçăрхи пекех тӳлеккĕн калаçма тăрăшрĕ.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ваше благороди, эсĕ курмастăн-пĕлместĕн тесе мĕнле шухăшлам эпĕ. Çакна çеç каласшăн пултăм: эпĕ сан пата хамăн пысăк хуйхăм çинчен каласа пама, пулăшу ыйтма пынăччĕ. Эсĕ ман сăмаха юплемерĕн. Сăлтавсăр ятлаçса кайрăн, мана кăкăртан ярса тытрăн. Аса ил-ха, ваше благороди, çапла мар-и?
Огуречников çав самантрах аса илчĕ: «Чăн та, тапăннă пулас. Сухалĕнчен ярса тытма та хăтланнă. Анчах мĕнле хăять вăл, мĕскĕн чăваш, эпĕ мĕн туни çинчен сăмах тапратма! Çĕр хурчĕ умĕнче ответ тытатăп-и эпĕ? Нихçан та!»
— Çитет! ― кăшкăрса пăрахрĕ вăл Çтаппана. ― Эсĕ сӳпĕлтетнине итлеме килмен эпĕ. Мĕн ятлă эсĕ? Максим Данилов-и?
Ку таранччен ним шарламасăр тăнă Макçăм пĕр утăм малалла ярса пусрĕ.
— Максим Данилов текенĕ эпĕ пулатăп — Аллипе Çтаппан еннелле сулчĕ. ― Ку ман кум.
— Иксĕр кумли витĕр курăнать!
Огуречников мĕнле шухăшпа каланине ăнланмарĕ Макçăм. Вăл хăйĕннех малалла тăсрĕ:
— Ку ман ачан хреснашшĕ. Çавăнтан эпир кумлă пурăнатпăр. Килсем те пирĕн...
Макçăм сăмах çукран сăмах туса тăни Огуречникова тарăхтарса ячĕ.
— Çитет! ― хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ вăл. Çтаппан Огуречниковăн кăмăлне çавăрма васкарĕ:
— Ваше благороди, ― каллех тӳлеккĕн те парăннă сасăпа чĕнчĕ вăл, ― эпĕ Степан Иванов пулатăп, ку ― Максим Данилов текенĕ.
Çтаппан ăнлантарни Огуречникова чăнах та çырлахтарчĕ.
— Çавăн çинчен ыйтнă та эпĕ сирĕнтен! ― терĕ вăл мирлешнĕрех сассипе.
— Эпĕ те çавна каласшăнччĕ, ― чĕлхи çине килнĕ сăмахне персе ячĕ Макçăм.
Огуречников каллех тăвăлланчĕ:
— Молчать! Санран ыйтмаççĕ! ― кăшкăрса пăрахрĕ вăл Макçăма. Лешĕ татах сăмах калама хатерленнин! курса, Платуна хушрĕ: ― Тула илсе тух ăна!
— Илсе тухатăп, илсе тухатăп, Григорий Петрович! ― Огуречникова юрама тăрăшса, хăвăрттăн килĕшрĕ Платун. Макçăм еннелле çаврăнса, сассине улăштарчĕ: ― Атя, тух!
Пӳртре уретникпе те стражникпе куçа-куçăн юлсан, Çтаппан ирĕксĕрех шăпланчĕ. Хальччен тӳре-шарасем умĕнче тăрса курманиипе ăна темле кичем пек туйăнса кайрĕ.
Огуречников васкамасăр сĕтел çине хут кĕнекине сарса хучĕ те куçĕсене Çтаппан çине тĕпчевлĕн тĕллерĕ.
— Акă мĕн, ― хăратмалăхне сассине хулăнлатса калаçма тытăнчĕ вăл: ― Кунта трактирти мар, тапăнас-тăвас пулсан, çакăнтах персе пăрахатпăр! Халь эсĕ тимĕр решетке ăшне хупнă упапа пĕрех.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ваше благороди...
— Çитет! ― пӳлчĕ Огуречников ― Мошков! Эсĕ сăнасах тăр. Йĕркерен тухма хăтланнине сиссен, шеллесе ан тăр, пер!
— Итлетĕп, ваше благороди! ― Мошков, сăмахне ĕçпе çирĕплетме пултарасса шантарса, револьверне кобуртан кăларчĕ.
— Кил-ха кунтарах! ― хушрĕ Огуречников Çтаппана.
— Кунтан та илтетĕп эпĕ...
— Каланă сана! ― сассине хăпартрĕ Огуречников. Çтаппан сĕтел патнелле утăмласан, çурма çултах чарăнма кирлине астутарса, аллине сулчĕ. ― Тăхта, çавăнта тăр! Эппин, эсĕ Степан Иванов пулатăн?
— Çавă, ваше благороди, ― хăюллăн хуравларĕ Çтапанан.
— Миçе çулта-ха эсĕ?
— Çимĕкре хĕрĕх улттă тултаратăп.
— Хе-хе... Манпа пĕр çулаллах курăнан!
— Пулма та пултарать, ваше благороди...
— Шел... чипер пурăнас вырăнне çапăçма юрататăн. Хăрушла ĕçсем тума тытăннă...
— Мĕнле ĕç çинчен калатăн-ши эсĕ, ваше благороди, ăнланаймарăм-çке?.. Хам шутпа, эпĕ çак тарана çитсе этемпе пӳлĕхçе хирĕçле ĕç туман тесе пурăнаттăм, ― ытларах Огуречников шухăшне пĕлесшĕн каларĕ Çтаппан.
— Эппин,.. этемпе пӳлĕхçе хирĕç ĕç туман эсĕ?.. Ха, таса этем тупăннă...
— Ваше благороди...
— Молчать! ― каллех шартланса кайрĕ Огуречников. ― Трактирте юрăхлă ĕç турăн-и? Михаил Петрович çурт-йĕрне çĕмĕрме тапăнни этеме юрăхлă ĕç-и?
Çтаппан кăштах чĕнмесĕр тăчĕ. Огуречников Михаил патĕнче тата трактирте мĕн пулнине çеç тапратнипе вăл: «Хура кĕпер патĕнче мĕн пулнине пĕлмест-ха ку. Михха çурт-йĕрне мĕншĕн çĕмĕрнине тӳррипе каласа парсан, шала кĕрсе кайĕ, луччĕ ухмаха перес», ― тесе шухăшларĕ.
— Санран ыйтатăп: Михаил Петровичăн çурт-йĕрне мĕн сăлтавпа çĕмĕртĕн? ― тепĕр хут ыйтрĕ Огуречников.
— Лайăхах астумастăп çав, ваше благороди. Тĕлĕк куртăм... Михха пирĕн пата пĕр лав утă турттарса пырса йăвантарчĕ пек. Ирхине, ĕнепе пăру вилсе выртнине курсан, чун тăвăлса килчĕ. Малалла нимĕн те астумастăп.
— Тен, Михаил Петровича вăрă-хурах тесе кăшкăрашнине астăватăн?
— Чăнах, нимĕн те астумастăп, ваше благороди. Унта мĕнле пырса лекнине те пĕлместĕп.
— Ха тата...
— Астумастăп, ваше благороди, ― хăйĕннех печĕ Çтаппан: ― Каларăм-иç, эпĕ ун чухне тĕлĕкри пекчĕ. Мĕн те пулин ытлашши каланă-тунă пулсан, айăплă вара. Пӳлĕхçĕм каçартăр...
— Аван... пĕр айăпне хăвах йышăнатăн. Ыттисене те йышăнăн. ― Огуречников хут кĕнеки çине темĕн çырса хучĕ: — Каласа пар-ха, Кармăш пасарне кайнă чухне мĕн тунă эсир?
Огуречников мĕн çинчен вăлтса ыйтнине Çтаппан çав самантрах сисрĕ. Паçăр Макçăмпа иккĕшĕ Хура кĕпер пирки калаçни сăмах çеçчĕ те хăратмастчĕ, халĕ ак, ку хăрушлăх пуç çине капланса ансан, Çтаппан хăраса кайрĕ. Анчах ăна палăртмарĕ вăл. Огуречников ку ĕç çинчен мĕн пĕлнине тĕрĕслес тесе, каллех ăнланман пек курăнма тăрăшрĕ:
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ваше благороди, пасара кайнăшăн мĕн усал ĕç пултăр?
— Çитĕ! ― аллине сулчĕ Огуречников. ― Эсĕ мĕнле çын иккенне халĕ тăрă шыв çинчи пекех куратăп. Эпе хăвна шеллесе, айăпна çăмăллатма май килмĕ-ши тесе ыйтрăм. Эсĕ унашкал уççăн калаçакан этем мар иккен. Нумайранпа турăпа патшана хирĕçле ĕçсем туса пурăннă-мĕн.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ваше благороди...
— Ку сăмахсене темиçе хут та илтнĕ паян. Эсĕ мĕн, мана улталас тетĕн-и? Çук, мана улталаймăн?
— Ваше благороди...
— Ан чĕн тенĕ сана! ― хар кăшкăрса пăрахрĕ Огуречников. ― Сан йышши вăрă-хурăхсене нумай курнă эпĕ. Нумайăшне Çĕпере ăсатнă. Çтаппан вĕриленсе кайрĕ:
— Мĕнле вăрă-хурах эпĕ?
— Пĕлместĕн-и?.. Хура кĕпер патĕнче кама вĕлертĕр?
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ваше благороди...
— Молчать! ― сĕтеле чышса кăшкăрчĕ Огуречников, ― Малалла эпĕ мĕн ыйтнине çеç каласа пар. Мĕнле вĕлертĕр çынна?
— Ваше благороди, — хумханнине палăртасшăн мар тулеккĕнрех чĕнчĕ Çтаппан: ― Эпĕ çынна мар, чăх-чĕппе те вĕлерсе курман.
Огуречннков кĕтмен çĕртен ахăлтатса кулса ячĕ.
— Пăх-ха, Мошков! Ман умра ангел тăрать! Ним айăпсăр вăл... тап-таса... Ун çине пăхса кĕлтăвар мар-и, э?
— Ваше благороди....
— Пĕлетĕп, пĕлетĕп... Çук, эпĕ курман, эпĕ илтмен тесшĕн эсĕ. Ку вăл вăрă-хурахсен яланхи сăмахĕсем... ― Огуречников, кулма чарăнса, Çтаппан çине чăр пăхрĕ: ― Манăн тупсăмĕ алăра пулсан? Ешĕл эсир çынна вĕлернине курнисем пурăнаççĕ пулсан? Вара мĕн калăн?
— Ваше благороди, эпир унашкал çылăхлă ĕç тума мар, пасарне те Хура кĕпер патĕнчен кайман.
— Ăçтан кайрăр? — хăвăрттăн ыйтрĕ Огуречников.
— Тавра çулпа кайрăмăр.
— Аха, тавра çулпа кайрăр эппин?.. Мĕн хăваласа ячĕ сире вăл çулпа?
— Хăрарăмăр, ваше благороди... «Пакăш ращи» тĕлĕнчен çĕрле иртсе кайма хăрарăмăр.
— Мĕнрен хăрарăр?
Сăмах Макçăмпа иккĕшĕ калаçса татăлнă май пынине туйса, Çтаппан кăштах лăпланчĕ. Вăл хăюллăрах калаçа пуçларĕ:
— Ху пĕлетĕн, ваше благороди, «Пакăн ращи» тĕлĕнчен çĕрле иртсе çӳреме икĕ пуçлă пулмалла.
— Хе-хе... тĕлĕнтеретĕн... ― каллех шӳтлĕрех сасă çине куçрĕ Огуречников. ― Вăрă-хурах çĕрле çӳреме хăратăп тенине илтменччĕ. Вĕсем çĕрле çеç пуç касса çӳрекенччĕ. Апла мар иккен... Çĕрле çӳреме хăракан вăрăсем те пур-мĕн. Хе-хе...
— Ваше благороди...
Огуречников аллине сулса пӳлчĕ Çтаппана. Сассине те улăштарчĕ.
— Çĕрле çӳреме хăранă иккен?.. Тунса хăтăлма шутларăн-и?
— Тавра çулпа кайнă япалана, тӳрĕ кайнă тесе мĕнле калас ман, ваше благороди?
— Калама пултараймастăн эппин?.. Юрĕ... Ĕненме те пулĕ... Тĕне кĕнĕ-и эсĕ?
Ку ыйтăва мĕн шухăшпа панине тавçăраймасăр:
— Тĕне кĕнĕ, ― терĕ Çтаппан.
— Тĕне кĕни аван... Тĕне кĕнĕ çынпа калаçма та кăмăллăрах... Ав! ― пӳрнине турăш еннелле тĕллесе кăтартрĕ Огуречников, — икон çине пăх та сăхсăх: эпĕ пасара Хура кĕпер патĕнчен кайман, çынна вĕлермен тесе тупа ту!
Çак самантра хĕвел сӳннĕ пулсан, Çтаппан кунашкалах темĕнле пулса каймĕччĕ. Ана вăл, ялйышпа пĕрле-ха тесе, тӳссе ирттерме тăрăшĕччĕ. Тупа тума хушнине илтсен, вăл ни вилĕ, ни чĕрĕ пулса кайрĕ. Сăмах çук, Çтаппан чиркĕве çӳреме юратмасть, чиркӳ йăлисене те пăхăнсах пурăнмасть. Анчах турра вăл чĕререн ĕненет. Турă умĕнче суя тупа тăвасси уншăн вилĕмрен те хăрушă.
Çтаппан йĕнчесе, ним тума аптраса тăнине Огуречников çав самантрах асăрхарĕ. Çынна турă умĕнче тупа тутарассипе хăратса тĕпчес меслете вăл чи шанăçли тесе шутлать. Миçе çынна тытман пулĕ вăл ку меслетпе!
— Ну, кĕтетĕп... Хăвна ху тӳрĕ çын тесе калаçатăн... Ĕнентер... тупа ту...
Çтаппанăн суя тупа тума та, тĕрĕссипе калама та вăй-хал çитеймерĕ. Вăл, аптранă кăвакал кутăн чăмнă тенĕ пек:
— Ваше благороди, турă ятне кирлĕ-кирлĕ маршăн асăнас марччĕ! ― тесе хучĕ.
— Апла тесен ― тĕрĕс-и? Çынна вĕлертер-и? ― Çтаппан айăплине çирĕплетме васкаса ыйтрĕ Огуречников.
Айăпне ним тусан та йышăнасшăн пулмарĕ Çтаппан.
— Çук, ун пек каламарăм эпĕ. Турă ятне пустуй асăнни ырă мар терĕм.
— Эппин тупа та тумастăн, каласа та памастăн?.. ― терĕ Огуречников. ― Эй!.. Староста!..
Пӳрте васкавлăн Платун кĕчĕ.
— Мĕн тăвас? ― пуçне тайрĕ вăл.
— Куна, ― аллипе Çтаппан çине тĕллесе^кăтартрĕ Огуречников, ― хурал пӳртне кайса хуп!
— Ваше благороди, хурал пӳртĕнче мĕн тăвас манан? _ Мĕн тумаллине кайран курăн! ― терĕ Огуречников. ― Теприне илсе кĕр!
— Халех, Григорий Петрович! ― йăпăлти сасăпа каларĕ Платун. Çтаппан еннелле çаврăнчĕ те вал тăруках сассине улăштарчĕ: ― Мĕн пăхса тăратăн, ут!
Çтаппан Платун хыççăн пӳртрен тухрĕ. Çенĕкре вăл Макçăмпа тĕл пулчĕ.
— Мĕн ĕçпе чĕннĕ? — васкавлăн ыйтрĕ Макçăм.
— Асту, Çтаппан! ― пӳрнипе юнаса илчĕ Платун. ― Сире пĕр-пĕринпе калаçма юрамасть!
Çтаппан Платун чарнине пăхмарĕ.
— Эпир пасара кайни çинчен тĕпчет, ― терĕ вăл.
— Ха, эсир пĕр-пĕринпе сăмах тататăр-и? Халь кĕрсе калатăп! ― шăртланма хăтланчĕ Платун.
— Ытла та этем мар-çке эсĕ, Платун. Мĕн сăмах татни пулчĕ-ха пирĕн хушăра? ― старостăна ӳпкелесе клларĕ Макçăм.
— Эпĕ этем мар-и? ― пушшех шăртланчĕ Платун. Макçăм та парăнмарĕ. Платун çине тӳррĕн пăхрĕ:
— Каласа паратăп тени мĕн сăмах вăл? Чĕр пуççăнах сутасшăн-çке эсĕ пире!
— Ха, сире эпĕ сутатăп пулать!
— Тем тесен те, ялйышпа пĕрле пурăнас текен çын мар ĕнтĕ.
— Сирĕн йышши вăрă-хурахсемпе пĕрле пурăнма мар, пĕр çулпа утма та кăмăл тумастăп! ― алăк витĕр итлесе пĕлнĕ сăмахсене персе ячĕ Платун.
Çтаппан Платун çине сиввĕн çаврăнса пăхрĕ те ун еннелле утăмларĕ.
— Эккей, этем мар эсĕ, Платун. Вăрă-хурахсем камсем вĕсем?
Платун пĕрре Çтаппан çине, тепре Макçăм çине пăхса илчĕ те каялла чакса тăчĕ.
— Ку сăмаха эпĕ хам пуçран шутласа кăларман, ăна уретник каларĕ. Маншăн пулсан... Эпĕ аслисем хушнине çеç тăватăп. Акă, сана хурал пӳртне кайса хупма хушрĕ ― манăн илсе кайса хупас пулать. Макçăма пӳрте кĕртме хушрĕ ― ман кĕртес пулать.
— Ман пӳрте кĕмелле-и?
— Кĕме хушрĕ çав. Халех кĕтĕр терĕ. Кĕр, кĕр! ― васкаса ӳкрĕ Платун.
Макçăм кумăшĕ çине шантарса пăхрĕ... «Ан хăра, иксĕмĕр пĕрле» терĕç унăн куçĕсем. Вăл çĕлĕкне пусарах лартрĕ те пӳрте кĕрсе кайрĕ.
Хурал пӳртĕнчен каялла таврăннă чух Платун çул çинче тĕл пулакан Энĕшкасси çыннисене чара-чара тăратрĕ:
— Тем курса ларăн çав. Çтаппанпа Макçăм Хура кĕпер патĕнче çын вĕлернĕ... Йĕрлеме уретник хăй килнĕ те, Çтаппана халĕ хурал пӳртне кайса хупрăм-ха, ― терĕ, Ку усал хыпара сарса, Платун Çтаппанпа Макçăмăн ячĕсене Энĕшкасси çыннисем умĕнче çĕртесшĕн пулчĕ. Вăл ытла та кураймасть вĕсене. Макçăм, кашни пухура тенĕ пекех, Платунăн сиенлĕ ĕçĕсене тăрă шыв çине кăларса, халăх укçипе хăйне кирлĕ пек усă курма чăрмантарать. Çтаппан, Энĕшкасси ялĕн çĕр уполномоченнăйĕ пулнипе, Платуна халăх çĕрне сутма е тара парса усă курма ирĕк памасть. Платун тем пекех пуйма тăрăшнă. Çтаппанпа Макçăм ăна чăрмантарса пынă.
Анчах Платун йăнăшрĕ. Вăл усал тăвас шутпа сарнă сăмахсем Çтаппанпа Макçăмăн ячĕсене пушшех çӳле çĕклерĕç, вĕсене Энĕшкасси çыннисем умĕнче паттăрсем туса хучĕç. Ахальтен каламан çав ваттисем: «Уй куçлă, вăрман хăлхаллă», ― тесе. Кунта та çакнашкалах пулчĕ: Хура кĕпер айĕнче виле выртать тенĕ хыпар Энĕшкасси ялĕнче çеç мар, таврари ялсене те çав тери хăвăрт сарăлчĕ. Куракансем хушшинче вăрă-хурахăн виллине палласа илнисем те пулнă. Ку хыпар ял çыннисене калама çук савăнтарчĕ. Пĕр хурахĕн хăрушлăхĕнчен те пулин хăтарма пултарнă этемсене чунтан тав турĕç. Платун хурал пӳртĕнчен таврăннă чухне пĕлтернĕ сăмах Энĕшкасси çыннисене вăрă-хураха кам вĕлернине тавçăрса илме май пачĕ. Уретник Çтаппанпа Макçăма тĕпчеме килни вара çынсене тăвăллантарса ячĕ. Паттăрсене мĕнле те пулин çăлса хăварас кăмăл-шухăшсене хăватлантарчĕ.
Çав вăхăтра Огуречников Платун пӳртĕнче Макçăма тĕпчесе пĕлме тăрăшрĕ. Анчах темĕнле майпа тĕпчесен те Макçăм пĕр майлах каланипе тарăхса:
— Аха, тĕрĕссине каласа парас кăмăл çук сан? ― терĕ.
— Тĕрĕссине каларăм-иç. Хура кĕпер патĕнчен кайманнине кайнă тесе мĕнле калас ман? Ырă кунтах хамăр çинчен элеклес-и? ― ним пулман пек хуравларĕ Макçăм.
Огуречников пĕр самант Макçăм çине пăхса ларчĕ те ахăрса кулса ячĕ.
— Илтрĕн-и, Мошков! Шыв урлă урине йĕпетмесĕр каçасшăн.
Огуречникова юрасшăн пулса, Мошков та кулса ячĕ. Вĕсем нӳремсĕрле кулнинчен Макçăм йĕрĕнсе тăчĕ. Тепĕр чухне пулсан, вăл ку эсрелсенчен хăй те каçса кайсах кулĕччĕ. Халĕ ăраскалĕ вĕсен аллинчине ăнланнипе çеç чарăнчĕ. Майлаштарма тăрăшни авантарах тесе, хăрах аллине кăкăрĕ çумне тытрĕ:
— Чăнах калатăп, ман çăвартан суя сăмах тухнă пулсан, çакăнтах çĕр çăттăр!
Огуречников тăруках кулма чарăнчĕ. Унан пуçне урах меслетпе тĕпчес шухăш пырса кĕчĕ. Ку меслет çĕнĕ мар пулсан та, нумай çынсене аташтарнă, калас мар тенĕ этемсенех калаттарма пулăшнă. Вăл Макçăм çине куç хӳрипе пăхрĕ:
— Степан Иванов кăштах урăхла каласа пачĕ.
— Урăхла мĕн калама пултарнă-ши вăл? ― ыйтрĕ Макçăм.
— Урăхла мĕн-и?.. Вăл çынна мĕнле вĕлернине пĕтĕм-пек каласа пачĕ ― Огуречников, Макçăма хĕстерсе çитернĕ пек, кăмăллăн сывласа ячĕ: ― Ĕнтĕ мĕн калăн?
Тӳре-шарасем сăмаха кирек ăçталла ярса та вăлтма пултарасса Макçăм малтанах кĕтрĕ. Анчах ытла та тĕллипе палăртса пани вăхăтлăха арпаштарчĕ ăна. Вăл ним хуравлаймасăр тăчĕ. «Нивушлĕ мана çăлса хăварасшăн сăмах тунине пăсрĕ?» ― кумăшĕ сĕннине аса илчĕ Макçăм. Çавăнтах тепĕр майлă шухăшларĕ: «Мана суйса тытасшăн ку çăткăн. Кум хăйĕн сăмахне улăштарма пултарайман. Тата хам малтан каланисенчен те чакма юрамасть».
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...