Альбина Мышкина


Мышкина Альбина Фёдоровна Канаш районĕнчи Уçырма ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкулта, Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕреннĕ. 1995 çултанпа Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче ĕçлет. 2002 çулта филологи ăслăлăхĕсен кандидат диссертацине хӳтĕленĕ. Литературăри ӳсĕмсемшĕн вăл Чăваш Республикин çамрăксен патшалăх премине илме тивĕçнĕ (1999).

Литература ĕçне студент çулĕсенче тытăннă. «Ялав» журналта «Çурçĕр хыççăнхи шăнкăрав», «Суннĕ ĕмĕтсен утравĕ», «Малтанхи пил» тата ытти кайлавсем пичетленнĕ. 2004 çулта унăн произведенийĕсем «Шурă туй кĕпи» кĕнекере кун çути курнă.


Кĕнекесем

41

Хайлавĕсем