Ăссăрлăх ташши


Шăв-шав — тĕркĕшӳ. Пăлхану — тарăху. Уйрăлу-тĕлпулу... Халăх тĕрлĕ еннелле хĕвĕшекен вокзалта кăна курма пулать çакна. Паллах, билет илсессĕн. Тата тапранса кайиччен вăхăчĕ чылай пулсан. Пушă вырăн тупса вырнаçма май килсессĕн вара темĕнле пăтăрмаха та, камитне те сăнама пултаратăн.

Вокзалти халăх конвейер çинчи пекех улшăнать. Пĕрисем тухса каяççĕ, вĕсем вырăнне çав самантрах теприсем йышăнаççĕ. Кунĕпех çапла. Пĕри каять — тепри килет.

Паян та вокзалта халăх нумай. Пĕрисем билет илекенсен вăрăм черетне тăнă, теприсем тухан-кĕрен халăх мĕнле хĕвĕшнине сăнаса лараççĕ. Черетрисем пĕр вĕçĕмсĕр пĕрре хăйсен сехечĕ, тепре умри çынсем çине пăхкалаççĕ. Ларакансем вара тунсăхлăн анасла-анасла илеççĕ е çумра лараканпа пуплеççĕ. Кĕтекенсем валли ятарласа лартнă вăрăм тенкелĕн чи кĕтессине вырнаçнă çамрăк хĕр те ыттисем пекех тунсăхлать. Анчах вăл хăйĕн канăçсăрлăхне пачах та палăртмасть. Лăпкăн, ытлашши, çук, пĕр хусканусăр, темĕнле чулран тунă кĕлетке евĕр ларать вăл. Пуçне уссах тутлăн тĕлĕрет-ши? Е тарăн шухăша кайнă? Хĕр çине пăхсан çакна калама йывăр. Унăн сенкер кăвак, ахаль те пысăк куçĕ татах та пысăкланса чакăрланнă. Илемлĕ çӳхе тути вăхăт-вăхăтпа темĕн пăшăлтатнă пек хускалса илет. Сăн-пичĕ нимĕнле туйăма та палăртмасть.

Пулать-çке хăш чухне çут çанталăкра çакăн пек тĕлĕнтермĕш. Хĕвеллĕ те лăпкă çанталăкра та çавра çил тухма пултарать. Хăрушă çавра çил. Вăл ăçтан тухса кайнине ăнлантарма çăмăлах мар. Таçтан килсе тухать те çавăн пекех таçта кайса çухалать. Тăруках хĕвел тĕксĕмленет, вăйлă çил çĕр çинчи май пур пĕтĕм япалана пĕлĕте çĕклет. Тусанĕ, çӳп-çапĕ — пурте-пурте. Çĕр çинче çирĕп тăракан этеме те, çурт-хуралтăна та ним мар хăйпе пĕрле илсе каять.

Çакăн евĕр çавра çил лăпкăн çеç ларакан чипер хĕрĕн чунĕнче çĕкленессине никам та пĕлме пултарайман. Анчах çĕкленчĕ. Тахăш самантра хĕр вокзал варрине сиксе тухрĕ. Пĕр-пĕрин хыçĕнче тăракан çынсен вăрăм черетне пăтраштарса ячĕ. Те аманнă акăш пек, те çил çинчи арман евĕр хăлаçланчĕ. Мĕн ку? Калама йывăр. Анчах хĕрĕн илемĕ те, лăпкăлăхĕ те куç умĕнчех çухалчĕ. Вăл çынсене хăратса такама пĕрре йăлăнчĕ, тепре ылханчĕ. Пĕрре макăрчĕ, тепре ахăрчĕ. Хăй тавра тăракансене пачах та курмарĕ. Вокзалти халăх та çак улшăнăва курса хытса кайрĕ. Никам та нимĕн те калаймарĕ. Чĕлхисене çăтреç тейĕн.

Шари! çухăрса ячĕ такам аллинчи ача. Халăх тинех тăрук чĕрĕлсе, пăлханса кайрĕ. Пурте пĕр харăс сăмах хушма васкарĕç.

— Кам та пулсан шăнкăравлăр больницăна.

— Чарăр!.. Лăплантарăр.

— Мĕн ачасене хăратса тăраттаратăр?

— Кам та пулсан паллать-и ăна?

— Кам вара вăл? Ăçта кайма тухнă?

Сăмах çине сăмах, ыйту çине ыйту. Вокзалти халăха çапла тĕлĕнтерсе те хăратса чĕлхесĕр тунă хĕре çавăтса тухса кайсан та шăв-шав, калаçу лăпланмарĕ. Ăна паллакансем те тупăнмарĕç. Халăх халĕ ытларах хĕре пĕлекенсем мĕн каланине итлерĕ.

— Пирĕн ялсем вăл. Мĕскĕн.

— Тем, пуçран кăшт катăкрах пулас...

— Ун пек-кун пеккине асăрхаман. Ăслă-тăнлахчĕ-ха.

— Тăнлахчĕ çав, тăнлахчĕ... Эсĕ илтмен-им вара алатри Саша вилсен вăл ял халăхне мĕнле тĕлĕнтернине?

— Çук. Ик уйăх яла анман та. Анатри Саша вилсе-им?

— Хĕрĕх кунне асăнчĕç ĕнтĕ. Машинăпа çапăнса вилчĕ.

— Вăл аманнă тенине илтсеччĕ. Апла çамрăк арăма тăлăха хăварчĕ.

— Авлансах пĕтеймерĕ çав. Туй умĕнхи каç вилчĕ. Шăпах çак Надьăна килĕшсе хунăччĕ. Турри çырман пулас.

— А-а-а...

— Вăт çапла. Саши вилнĕренпе вăхăт-вăхăтпа тем амакĕ пулать ăна. Ялта та кун пекки пĕрре мар кăтартнă ĕнтĕ вăл. Пĕччен çӳретместчĕç те-ха ăна — паян темле кăларса янă.

— Пысăк хуйхăран ăссăрланнă апла.

— Пысăк хуйхă. Пурне те сĕртĕнет-çке вăл. Пурне те тивет.

Вокзалти халăх пĕр вăхăт шăп пулчĕ. Кашннех халь çеç илтни пирки шухăшларĕ курăнать.

— Чунĕ хавшак пулнă ĕнтĕ апăршан. Чунĕ хавшак, — шăплăха татса сăмах хушрĕ паçăртанпа шăппăн ларакан мучи. Вăл хăйĕн çирĕп ал туйи çине тайăнса алăк еннелле утрĕ. Кашни утăм тумассерен кăкăрĕ çинчи медаль-орденĕ шăнкăртатрĕ.

— Мĕскĕннĕн пурăнатпăр. Тĕллевсĕр, — те хăйне хăй, те вокзалти халăха каларĕ ĕнтĕ алăк патне çитнĕ мучи.

Хирĕç хуравлакан пулмарĕ.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: