«Хăв хĕр пулса ӳсмен-им?..»
Пур-ши янкăр тӳпери çĕршер çутă çăлтăрпа тулли уйăхран илемлĕреххи? Асамлăраххи? Таси? Паллах, пур. Анчах вĕсен пачах урăх асамлăх, урăх илĕртӳлĕх. Çак каçилемĕпе пурпĕр танлашаймĕç...
Сĕтел хушшинче ларакан Соня ниепле те куçне чӳрече çинчен илеймерĕ. Чӳрече куçĕнчен курăнакан вĕçĕ-хĕррисĕр тӳпен пĕр пĕчĕк пайне пăхса савăнчĕ. Художник пулсан сăрăпа, юрăç пулсан кĕвĕпе сăнлăччĕ вăл çак тӳпене. Шел, Соня художник та, юрăç та мар — сăрăпа та, сăмахпа та хăй куракан, туякан илеме ӳкерсе параймĕ.
Хаш! сывларĕ çапла ăнсăртран пылак ĕмĕт юхăмне кĕрсе ӳкнĕ хĕр ача. Унăн шухăшĕсем ерипен хăй умĕнче выртакан кĕнеке-тетрадь çине куçрĕç. Анчах куçĕ тепĕр самантлăха сĕтел кĕтессинче ларакан тĕкĕр çинче тытăнса тăчĕ. Çаврака та тулли питлĕ, пысăк кăвак куçлă, ху-лăнрах туталлă, тӳрĕ сăмсаллă та чечек шатриллĕ сăна курчĕ вăл. Куçĕ çине шуса аннă сап-сарă, кăштах кăтраланса тăракан çӳçне васкамасăр хыçалалла илсе хучĕ. Вара çĕр çинчи пĕтĕм япала çинчен манса теоремăсемпе фигурăсен, вĕçĕ-хĕррисĕр тӳрĕ йĕрсемпе татăксен, вуншар числосемпе цифрăсен тĕнчине путрĕ. Кĕнекери задачăсене пĕрин хыççăн теприне шĕкĕлчерĕ. Ку вăл унăн тĕнчи, унăн юхăмĕ пулчĕ.
— Аппа, сана урамра чĕнеççĕ, — сăмах чĕнчĕ тахăш самантра Соня çумне пырса тăнă Катя йăмăкĕ.
Соня аллинчи ручкине пăрахмасăрах пуçне çĕклерĕ. Шухăшĕпе вăл теоремăсемпе числосен хушшинчех пулчĕ-ха.
— Мĕн хытса ларатăн? Чĕнеççĕ тетĕп.
— Кам?
— Атту пĕлместĕн? — Соньăна йĕкĕлтесе хихиклетрĕ йăмăкĕ. Хăй çавăнтах тепĕр пӳлĕме кĕрсе тарчĕ.
Соня сĕтел хушшинчен тухрĕ. Алăк патне кайса çăм тутăр, килте çĕленĕ кĕрĕк, кăçат тăхăнчĕ. Урама тухма алăк хăлăпне тытрĕ...
— Мĕн, çĕр каçмаллах тухатăн-им? — темшĕн ятлаçса ыйтре тепĕр пӳлĕмрен тухнă амăшĕ.
— Эпĕ хăвăрт тухса кĕретĕп.
Хĕр ача урама тухрĕ. Хапха умĕнче пĕр класра вĕренекен Женя тăрать иккен. Арçын ача чирленĕ пирки эрне хушши шкула çӳременччĕ. Халĕ ак Соньăран мĕн вĕреннине пĕлме килнĕ. Анчах темшĕн хăйпе кӳршĕллĕ пурăнакан Таньăран мар, Соньăран ыйтма шутланă. Ялăн тепĕр вĕçĕнче пурăннине пăхмасăр кунта килме ӳркенмен.
Соня арçын ачана пĕтĕмпех тĕплĕн каласа ăнлантарчĕ. Ытларах тĕрĕслев ĕçĕсем пулнă пирки киле ĕç нимех те паман. Сăмах вĕçленчĕ. Соньăн киле кĕмелле. Анчах Женя ăна кĕртсе яма васкамарĕ. Хĕр ача хăй те пăчă пӳрте ытлах кĕресшĕн пулмарĕ. Халĕ вăл паçăр кантăкран курнă илеме тата туллинрех курма пултарчĕ. Çакăн çинчен Женьăна каласа парас тесе çăвар уçнăччĕ кăна — крыльца çинче Соня амăшĕн уçă сасси янăраса кайрĕ:
— Соня! Ăçта çӳретĕн эс унта? Киле кĕр.
Хĕр ача Женьăпа хăвăрт сывпуллашрĕ. Васкамасăр киле кĕчĕ. Алăк умĕнче ăна амăшĕ кĕтсе илчĕ.
— Каччă тесен вăхăт çинчен манатăр. Мĕн кирлĕ ăна?
— Нумай тăмарăм-çке. Киле ĕç мĕн панине пĕлме килнĕ.
— Класра эс кăна-им?
— Анне, усал ĕç тумарăм-çке. Мĕншĕн ятлаçатăн?
— Пăх-ха, калани килĕшмест. Ĕçне тусан кая юлатăн. Час арăк айĕнче ача килсе парăн...
Соня амăшен пĕр сăмахне те урăх итлесе тăмарĕ. Кашнинчех çапла. Урамра кăшт ытларах тытăнса тăрсанах тем те пĕр каласа ятлаçать. Кашнинчех... Çакна Соньăн тахçанах хăнăхма вăхăт пулнă. Анчах кашнинчех куçĕ вĕри куççульпе, ним айăпсăр чун тарăхупа тулать. Паян та çаплах пулчĕ.
Соня хывăннă-хывăнман вырăнĕ ăшне кĕрсе выртрĕ. Пĕр сассăр макăрчĕ. Мĕншĕн? Мĕнле айăпшăн? Анне, мĕншĕн хĕрна ăнланмастăн? Шанмастăн... Соня хăйĕн чысĕпе тасалăхне сыхлама, ашшĕ-амăш ятне упрама пултарассине шанмастăн? Мĕншĕн кураймастăн? Хĕрĕн мă-наçлăхне пĕчĕклетме, ăна вăйлăрах ыраттарма тăрăшатăн?
Хĕр ача тата чылай вăхăт хушши сас кăлармасăр ĕсĕклерĕ. Ĕнтĕ амăшĕ те шăпланчĕ. Соня вара çаплах лăпланаймарĕ. Пӳртре шăп. Радио сасси çеç илтĕнет. Такамăн уçă та хаваслă сасси такмак хыççăн такмак шăрантарать:
Анне, мана ма вăрçан,
Хăв хĕр пулса ӳсмен-им?
Атте каччă пулман-им?
Иксĕр улах туман-им?..
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...