Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТутимĕрИлле ТăхтиХĕрес хывнă хĕвелУтартаҪул юлташӗХусанВĕлле хурчĕ — ылтăн хурт

Килчĕ, çитрĕ кĕр кунĕ


Килчĕ, çитрĕ кĕр кунĕ:

Сулхăн, йĕпе-сапа…

Пур-шим çанталăкăн чунĕ,

Халь вăл мĕнле сăхпа?

 

Çулçă ӳкет, сар çулçă,

Çулçă вĕçет ĕлккен!

Темшĕн салхуллă куçăм

Кĕр кăмăлпе иккен.

 

Пылчăклă, çумăрлă кунăн

Пур хăй илемĕ те.

Тен, йăпану çеç тупăн

Çын юратман кĕрте.

Интереслĕ тĕлĕк


Пĕррехинче Саша тĕлĕнмелле тĕлĕк тĕленнĕ. Ирпе вăрансан вăл ашшĕпе–амăшне хăй мĕн курни çинчен тĕппипех каласа кăтартрĕ:

«Ирпе 10-çулхи Саша шыв хĕрне кăвакал чĕпписене пăхма тухнă.

Çанталăкĕ шăрăх тăнă. Ача чăтайман, шыва кĕме шутланă. Çак вăхăтра шыври хумсем вăйлăн хумханма пуçланă. Сисмесĕрех ачана шыв аялалла çавăрттарса илсе аннă. Саша тӳрех хăраса ӳкнĕ. Куçне уçса пăхать те вăл тĕлĕнсех каять…

Ун умĕнче питĕ хитре пысăк керменсем лараççĕ. Вăл тӳрех çав пĕр керменне кĕме шутлать. Алăкĕ патнелле пырать те вăл, ăна хирĕç алăкĕ хăех усăлса каять. Саша унталла — кунталла пăхкаласа пĕчĕккĕн шала кĕрет. Кĕрсенех вăл пĕр мĕлке курать. Сашăн пуçĕнче пĕр шухăш — ăçта лекрĕм-ши? Вăл тата темиçе утас тăвать. Ун умне пĕр çын тухса тăрать:

— Эсĕ кам? Аçта кайма тухнă? Саша пĕрре тĕлĕннипе, тепре хăранипе пĕр сăмах та чĕнеймест. Палламан çын Сашăна ларма сĕнет. Саша хуллен утса кĕрсе ларать, пĕчĕккĕн тăна кĕме пуçлать. Тинех ун çăварĕнчен пĕрремĕш сăмахсем тухрĕç:

— Э-э-э-п-ĕ-ĕ-ĕ С-с-с-а-а-ш-ш-а я-я-т-л-ă-ă — Эсĕ ăçта пурăнатăн?

— Эпĕ «Турикасра » пурăнатăп. Ман килте аттепе-анне те пур. Вĕсем мана ирпе-ирех кăвакал чĕппи пăхма кăларса ячĕç. Питĕ шăрăх пулнипе эпĕ шыва кĕме шутларăм. Çав вăхăтра мана тем аялалла туртса антарчĕ. Куçа уçса пăхрăм та тĕлĕнмелле керменсене курах кайрăм. Чăтаймарăм — шала кĕтĕм, хысçăн вара сире куртăм.

Малалла

Экспромт


В.П.

Шет хитре хĕр,

Шет ырă хĕр —

 

Куç-пуç çуталать,

Çӳхе тути йăл кулать,

Яштак пилĕк авăнать,

Чăмăр кăкри хумханать...

 

Шет хитре хĕр,

Шет ырă хĕр —

 

Маншăн куçĕ çуталмасть,

Çӳхе тути йăл кулмасть,

Яштак пилĕк авăнмасть,

Чăмăр кăкри хумханмасть...

 

Шет хитре хĕр,

Шет ырă хĕр —

 

Ман еннелле çавăрăнмасть,

Ылтăн пуçне каçăртать,

Мăн кăмăлне палăртать —

Ман чĕрене çунтарать...

Шыва путнă хĕр


— Катя, — чĕнет амăшĕ хĕрне, — ытла та шăрăх пулса кайрĕ, Пилешкасси енчен пĕлĕтсем те килнĕ пек туйăнать, каç енне çумăр та çăвĕ, утта тухса пуçтарар пулĕ, аçуна кĕтер мар.

Иккĕшĕ пахчана тухрĕç, яланхи пекех шăкăл-шăкăл ĕçлерĕç, утта хăвăртах пуçтарса пĕтерчĕç. Кӳршĕре пурăнакан Полинăсем те утă пуçтараççĕ иккен. Полина асламăшĕпе çеç ĕçленине курсан Катя вĕсене кайса пулăшма шухăшларĕ, Полинăпа иккĕшĕ юлташсем вĕт. Катьăн амăшĕ те пĕрле пычĕ. Йышпа ĕç часах пĕтрĕ. Ĕçлесе ывăннă тата тарланă хĕрсем йывăç айне пырса ларчĕç.

— Эсĕ ма, Кĕтерук, хăвăн тутăрна мăйăнтан салтмастăн, шăрăх вĕт, — терĕ те кӳршĕ хĕрĕ тутăрне туртса илесшĕн пулчĕ. Катя Поля тутăра салтса илесрен хăраса ялтах сиксе тăчĕ. Чăнах та, Катя юлашки икĕ уйăх хушшинче тутăрне пĕрре те салтмарĕ, темле шăрăх пулсан та. Мăй çине икĕ енчен те темле хĕрлĕ мăкăльсем тухса ларчĕç. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсем пысăкланнă пек туйăнчĕç ăна, анчах ыратнине сисмерĕ. Амăшне калама та тăхтарĕ Катя, ыратмасть пулсан иртсе кайĕ-ха тесе шутларĕ.

Кӳршĕ хĕрĕ ним пулман пек малалла чĕвĕлтетрĕ:

— Айтăр шыва кайса кĕрер, — терĕ вăл Катьăна, — кӳршĕри хĕрсене чĕнетпĕр те.

Малалла

Манпа ак мĕн пулса иртет...


Б. Ахмадулинăна

Манпа ак мĕн пулса иртет:

Тек ман пата кив тус кĕмест,

Çӳреççĕ кунĕн-çĕрĕнех

Темле йышши такам та тем.

Ман тус та тĕлсĕррĕн çӳрет,

Хăй йăнăш тунине пĕлет.

Ним уссăр хирĕçӳ пулни –

Ик чĕрене вучах хуни.

Манпа ак мĕн пулса иртет:

Тек ман пата ют хĕр çӳрет –

Вăл уртăнать хулпуççирен,

Пит хăптарасшăн савнирен.

Савнин, пĕлесчĕ хăш яша,

Хулпуççирен уртăнмалла?

Вăл, мансăр юлнăскер тăрса,

Çын савнине илейĕ-çке туртса.

Тӳрех куç хывмĕ ют качча,

Вăл асапланĕ пĕр кана,

Анчах та вăхăт иртнĕçем

Пулсах пулаç юратусем.

Мĕн чухлĕ

хирĕçӳ,

асап,

Мĕн чухлĕ

чарсăрлăх курап!

Анчах ăçта пытанăп-ши тарса?

Кам та пулин,

килсем,

аркат

Чунпа ютсен пĕрлешĕвне,

Ик тачă чун уйрăлăвне!

 

2008 çул, чӳк уйăхĕ

Тăван Çĕр планетăшăн


Ку ĕç 8 январьте пулчĕ. Раççей правительстви Ģĕр планетăна сыхлама чи вăйлă, ăслă, хастар çамрăксене пуçтарать. Ку командăна эпĕ, Антон Варанов, Виктор Калушев, Лида Михайлова тата Дмитрий Кашин лекрĕмĕр.

Шăп çулталăкран пирĕн станцине Нептун çинчи роботсем Çĕр планетăна пĕтерме хатĕрленни çинчен сигнал килчĕ. Унти роботсемпе Тимĕр-Тăмăр лорд хуçаланать. Инкеке сирсе ярас тесен Нептун тĕшшинчен 2 çухрăмра вырнаçнă управлени станцине сирпĕтме тивет. Паллах, ку ĕçе пире шанса пачĕç. Планетăри чи чаплă оборудованине, тумтире, хĕç-пăшала, космолета пире пачĕç. Çула тухрăмăр. Иллюминатортан метеорит çумăрĕ куртăмăр, çулăмлă шарсене сăнарăмăр.

— Аванах çитрĕмĕр. Кунта лăпкă, — терĕ хаваслăн Дмитрий. — Савăнма иртерех-ха, ман шутпа, пире асăрхарĕç, — хирĕçлерĕ те Антон кĕтмен хăнасене пеме пуçларĕ. Роботсем тĕпсĕр шăтăка ӳкрĕç. Эпир Тритон ятлă Нептун спутникĕ çинче чарăннă, иккен. Вулкансем шĕвĕ азот сирпĕтеççĕ.

— Мĕн пăхса тăратăр, кантрасене çыхăр та управлени пульчĕ патне анар! — çирĕппĕн каларĕ Виктор.

Йĕри-тавра кăвак çутă, вăйлă çил вĕрет, сывлама йывăр. Сасартăк куçа çиекен çутă çуталса кайрĕ, тем шартлатса илчĕ.

Малалла

Аннеçĕм — эсĕ телейĕм


Кун-çул пилленĕ эс мана

Хитре тĕнче сăнне курма.

Çын пулнă эс тăрăшнипе,

Куçна хупман-тăр çĕрĕпе.

 

Сан çумунта, аннеçĕм, ăшăрах;

Чипер куллу — хĕвел шевлийĕ.

Тавах сана, аннеçĕм, чунтанах,

Эс пуррипе çеç эп телейлĕ.

 

Эп каçару ыйтасшăн-çке санран…

Эс маншăн тăрăшнă та, тӳснĕ.

Тен, çавăнпа та чунăмра ялан

Шăрçаланаççĕ сăвă йĕркисем.

Юпитерăн Ио спутникĕ çинче


Тăван тавралăх урокĕнче паян нихăçанхинчен те шăп. Ачасем Анна Михайловнăна тимлĕ итлеççĕ. Вăл Хĕвел системинчи планетăсемпе çăлтăрсем çинчен питĕ кăсăк каласа парать.

— Эх, Звездолет тăвасчĕ те ман пĕр-пĕр планета çине вĕçесчĕ, — шухăшларĕ те Миша Рожков ĕмĕт тĕнчине путрĕ, хăйне Чи Аслă Звездолет çинчи Чи Асла Космонавт пек туйрĕ.

Акă унăн чи ăста команди Тĕнче уçлăхне тухрĕ. Йĕри-тавра сĕм-тĕттĕм, кăшт çеç Хĕвелĕн, аякри планетăсен, çăлтăрсен çути ӳкет, вĕсем пĕчĕк пăнчă пек курăнаççĕ.

Ш-а-а-ап! Карап корпусĕ çумне хăрушă вăйпа тем пырса çапăнчĕ. Иллюминатортан нимĕн те курăнмасть. Скафандр тăхăнса космос уçлăхне тухма тивет. Ку ответлă ĕçе Миша хăй çине илчĕ. Стена çинчи сарă кнопкăна пусрĕ те скафандрошкаф уçăлчĕ. Миша хăвăрт тăхăнса звездолетăн аялти ярусне анчĕ, уйрăм отсека тухрĕ, хăйĕн хыççăн кĕмелли люка хупрĕ те хăра-хăра уçлăха тухрĕ. Вăл пĕчĕккĕн карапран аяккарах та аяккарах кайма пуçларĕ

— Ой, капла эпĕ темĕнле паллăмарлăха лекме пултаратăп, — вĕлтлетсе илчĕ пуçра шухăш.

Чăн та, Миша пĕр паллă мар планета çинче чарăнчĕ. Тăма пуçларĕ çеç, тарăнах мар шăтăка кĕрсе ӳкрĕ. Хăй ăçта лекнине ăнланма тăрăшрĕ. Паллах, Миша ку Юпитер планетăн Ио ятлă спутникĕ пулни пирки пĕлмен. Планета тулашĕ апельсин тĕслĕ, вырăн-вырăнпа çутă пăнчăсем курăнаççĕ. Сера сирпĕтекен вулкансем ачана шиклентерчĕç. Сасартăк планета çийĕ чĕтренсе илчĕ те çурăлма пуçларĕ. Пысăк çурăкран хура çаврашка вĕçсе тухрĕ. Вăл хăвăрт арçын ача патне çывхарчĕ.

Малалла

Хура халăх


Çуркунне. Çутă кăвак

Пĕлĕтрен хĕвел хĕртет:

Çуттипе шурă юра

Чуп туса ирĕлтерет.

Пур енчен те çырмасем

Шавласа-шăнкăртатса,

Выляса-йăлтăртатса,

Хĕвеле хирĕç кулса,

Чупаççĕ сиккипеле

Аната, амăш патне;

Амăшне — хулăн пăра

Çĕмĕрсе-таткаласа

Хĕллехи тыткăнлăхран

Хăтăлмашкăн пулăшма,

Амăшпе инçе çула

Шавласа та кĕрлесе

Харăс тапранса кайнă,

Васканă пек туйăнать.

Пур тĕрлĕ вĕçен кайăк

Çуркуннешĕн савăнать.

Çерçисем хĕвел питне

Пухăннă та пĕр-пĕрне,

Пĕрмаях чĕвĕлтетсе,

Хăйсенĕн савăнăçне

Каласа кăтартаççĕ.

Тăри те, хирте, çӳлтен

Тĕнчери çуркуннехи

Мĕн пур илеме курса,

Ытараймасăр, ăна

Мухтаса юрă юрлать.

 

Эс анчах, хура халăх,

Тĕнчери пур чĕрĕ чун

Савăннă çак вăхăтра

Тамăкра пек пурăнан!

Пăрахăç тăлăх ача,

Ачасем вылянă чух

Пăрăнса аяккалла

Хурланса йĕрсе тăрать:

Эс те çав ача пекех.

Икĕ куç сана тĕнчен

Илемне курма паман.

Малалла

Çил вĕрет


Çил вĕрет кассăн-кассăн, вĕçтерет, салатать ман çӳçе. Çак çил манăн пĕтĕм шухăша, калас сăмахăма сан пата илсе çитерессĕн туйăнать. Хам сывлатăп ассăн-ассăн, ик алпа хуплатăп куçăма: çиле пурпĕрех курмастăп-çке-ха.

Эсĕ таçта-таçта кайрăн та çухалтăн, ик-виç сăмах та çырса хăвармарăн. Эх, чĕрӳ юласчĕ! Чухламастăн, ăша мĕн тери хĕрӳ вут хурса хăвартăн — шухăшăмпах çухататăп пуçăма.

Эс кайсассăн чун пушанчĕ, куççуль юхрĕ-юхрĕ куçран: пĕтĕм ырă шухăшăм юхса кайрĕ пуль... Вăштăр-вăштăр çилĕ чун тĕпĕнче кăшт юлнă шухăшăма ас-тарчĕ-астарчех — куç хупаймарăм шуçăмччен.

Çил вĕрет...

■ Страницăсем: 1... 684 685 686 687 688 689 690 691 692 ... 796