Юпитерăн Ио спутникĕ çинче


Тăван тавралăх урокĕнче паян нихăçанхинчен те шăп. Ачасем Анна Михайловнăна тимлĕ итлеççĕ. Вăл Хĕвел системинчи планетăсемпе çăлтăрсем çинчен питĕ кăсăк каласа парать.

— Эх, Звездолет тăвасчĕ те ман пĕр-пĕр планета çине вĕçесчĕ, — шухăшларĕ те Миша Рожков ĕмĕт тĕнчине путрĕ, хăйне Чи Аслă Звездолет çинчи Чи Асла Космонавт пек туйрĕ.

Акă унăн чи ăста команди Тĕнче уçлăхне тухрĕ. Йĕри-тавра сĕм-тĕттĕм, кăшт çеç Хĕвелĕн, аякри планетăсен, çăлтăрсен çути ӳкет, вĕсем пĕчĕк пăнчă пек курăнаççĕ.

Ш-а-а-ап! Карап корпусĕ çумне хăрушă вăйпа тем пырса çапăнчĕ. Иллюминатортан нимĕн те курăнмасть. Скафандр тăхăнса космос уçлăхне тухма тивет. Ку ответлă ĕçе Миша хăй çине илчĕ. Стена çинчи сарă кнопкăна пусрĕ те скафандрошкаф уçăлчĕ. Миша хăвăрт тăхăнса звездолетăн аялти ярусне анчĕ, уйрăм отсека тухрĕ, хăйĕн хыççăн кĕмелли люка хупрĕ те хăра-хăра уçлăха тухрĕ. Вăл пĕчĕккĕн карапран аяккарах та аяккарах кайма пуçларĕ

— Ой, капла эпĕ темĕнле паллăмарлăха лекме пултаратăп, — вĕлтлетсе илчĕ пуçра шухăш.

Чăн та, Миша пĕр паллă мар планета çинче чарăнчĕ. Тăма пуçларĕ çеç, тарăнах мар шăтăка кĕрсе ӳкрĕ. Хăй ăçта лекнине ăнланма тăрăшрĕ. Паллах, Миша ку Юпитер планетăн Ио ятлă спутникĕ пулни пирки пĕлмен. Планета тулашĕ апельсин тĕслĕ, вырăн-вырăнпа çутă пăнчăсем курăнаççĕ. Сера сирпĕтекен вулкансем ачана шиклентерчĕç. Сасартăк планета çийĕ чĕтренсе илчĕ те çурăлма пуçларĕ. Пысăк çурăкран хура çаврашка вĕçсе тухрĕ. Вăл хăвăрт арçын ача патне çывхарчĕ.

— Ку çеç çитменччĕ! — мăкăртатрĕ Миша.

— Интереслĕ, малалла мĕн пулать–ши? Тен, вăл мана…

Миша шухăшне вĕçлеймерĕ. Çаврашка пĕчĕкленсе-пĕчĕкленсе пычĕ те темĕнле монстр пулса тăчĕ. Унăн хăтланăвĕсене курсан, арçын ача нимĕн те лайăххи кĕтменнине ăнланчĕ.

— Вăл мана çисех ярасшăн пулмалла. Эх, пулеметчĕ кунта, е хĕç, — шухăшларĕ Миша. Шăп çав вăхăтра взрыв пулчĕ, анчах унăн сасси илтĕнмерĕ. Тавралăх çунма тытăнчĕ.

— Ку вулкан сирпĕнчĕ, — ăнланса илчĕ ача. Хăрушă чĕрчун пăсланса кайрĕ. Анчах та савăнма иртерех пулчĕ-ха, мĕншĕн тесен Миша хăйĕн урисем тăрăх çутă-çутă япала юхса аннине асăрхарĕ. Вăл çаврăнса Звездолет патне чупасшăнччĕ, анчах та темрен такăнчĕ те пысăк шăтăка кĕрсе ӳкрĕ.

— А-а-нн-е-е! — пĕтĕм вăйран кăшкăрса ячĕ те Миша вăранса кайрĕ.

Шарт сикрĕç класри ачасемпе Анна Михайловна.

— Рожков, доска патне тух-ха. Ио ятлă Юпитер спутникĕ çинчен каласа пар, — терĕ вĕрентекен.

Миша хаваслăн доска патне утрĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-11-22 13:47:40):

ответлă ĕç — кăна вырăсларан илнĕ пулĕ. Чăвашла çырас пулсан «яваплă ĕç» пулмалла пулнă пулĕ.

«Стена çинчи сарă кнопкăна пусрĕ те скафандрошкаф уçăлчĕ.» — ку предложенине çапларах йĕркелесен илемлĕрех пулĕччĕ: «Стена çинчи сарă кнопкăна пусса скафандрошкафа уçрĕ». Паллах, тата та илемлĕрех çырма пулĕччĕ.

«Эх, пулеметчĕ кунта, е хĕç» — шухăша япăх йĕркеленĕ. «Эх, ал айĕнче ни пулемёт, ни хĕç çук... Пулнă пулсан пĕрре кăтартăттăм-х!» — капла лайăхрах пулĕччĕ.

Хайлав шухăшĕ ытла ансат. Ача урокра çывăрса каять, тĕлĕк курать те вăранса каять. «Ш-а-а-ап!» — ку вырăна вуланă чух вĕрентекен ачана пуçĕнчен шаккаса илессе (урокра çывăрнăшăн) кĕтрĕм. Тĕлĕкпе реальноçа çыхăнтарса çырмалла пулнă. Шаплатса пырса çапăнчĕ пулсан — урокра та мĕн те пулин пулса иртмелле пулнă :).

Ку хайлав кая юлса çитнĕшĕн конкурса хутшăнмасть. Çитнĕ пулсан та пĕрремеш вырăнсене йышăнмĕччĕ. Çапах та хулари 4-мĕш класа çурекен шкул ачишĕн лайăх. Çитĕнсен, тен, хальхи йăнăшсене шута илмен — çыравçă та пулĕ.

//комментарилемелли пая тĕрĕслемешкĕн çырса. Ытла вăйлă тиркенĕшĕн ан кӳренĕр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: вăтам

 

Энтри (2008-11-22 21:15:16):

Ио ятлă Юпитер спутникĕ - кунашкал каламаççĕ.

Юпитерăн Ио ятлă спутникĕ тесен тĕрĕсрех.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: