Интереслĕ тĕлĕк


Пĕррехинче Саша тĕлĕнмелле тĕлĕк тĕленнĕ. Ирпе вăрансан вăл ашшĕпе–амăшне хăй мĕн курни çинчен тĕппипех каласа кăтартрĕ:

«Ирпе 10-çулхи Саша шыв хĕрне кăвакал чĕпписене пăхма тухнă.

Çанталăкĕ шăрăх тăнă. Ача чăтайман, шыва кĕме шутланă. Çак вăхăтра шыври хумсем вăйлăн хумханма пуçланă. Сисмесĕрех ачана шыв аялалла çавăрттарса илсе аннă. Саша тӳрех хăраса ӳкнĕ. Куçне уçса пăхать те вăл тĕлĕнсех каять…

Ун умĕнче питĕ хитре пысăк керменсем лараççĕ. Вăл тӳрех çав пĕр керменне кĕме шутлать. Алăкĕ патнелле пырать те вăл, ăна хирĕç алăкĕ хăех усăлса каять. Саша унталла — кунталла пăхкаласа пĕчĕккĕн шала кĕрет. Кĕрсенех вăл пĕр мĕлке курать. Сашăн пуçĕнче пĕр шухăш — ăçта лекрĕм-ши? Вăл тата темиçе утас тăвать. Ун умне пĕр çын тухса тăрать:

— Эсĕ кам? Аçта кайма тухнă? Саша пĕрре тĕлĕннипе, тепре хăранипе пĕр сăмах та чĕнеймест. Палламан çын Сашăна ларма сĕнет. Саша хуллен утса кĕрсе ларать, пĕчĕккĕн тăна кĕме пуçлать. Тинех ун çăварĕнчен пĕрремĕш сăмахсем тухрĕç:

— Э-э-э-п-ĕ-ĕ-ĕ С-с-с-а-а-ш-ш-а я-я-т-л-ă-ă — Эсĕ ăçта пурăнатăн?

— Эпĕ «Турикасра » пурăнатăп. Ман килте аттепе-анне те пур. Вĕсем мана ирпе-ирех кăвакал чĕппи пăхма кăларса ячĕç. Питĕ шăрăх пулнипе эпĕ шыва кĕме шутларăм. Çав вăхăтра мана тем аялалла туртса антарчĕ. Куçа уçса пăхрăм та тĕлĕнмелле керменсене курах кайрăм. Чăтаймарăм — шала кĕтĕм, хысçăн вара сире куртăм.

— Эсĕ халь пирĕн патра — шыв айĕнчи пĕчĕк хулара. Пирĕн хула

«Пурнăç» ятлă, мĕншĕн тесен кунта та çынсем нумайăн пурăнаççĕ.

Кашни çулах пирĕн хула ӳссе, хитреленсе пырать. Эпĕ халĕ сана хамăрăн хулана кăтартма илсе каясшăн, кăмăл пур-и?

— Хаваспах.

Иккĕшĕ çунашка пек япала çине лараççĕ те пĕчĕккĕн малалла шăваççĕ.

Шуса пынă май Саша хитререн те хитререх керменсене куркаларĕ, вĕсен урамĕсем тăрăх тĕрлĕ çынсем уткалани те курăнкаларĕ. Кĕçех вĕсем пĕр пысăк-пысăк кермен умне чарăнчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те шалалла кĕчĕç. Шала кĕрсенех Саша ахлатса ячĕ. Мĕн тери илемлĕ кунта! Стенасем тĕрлĕ тĕссемпе сутатса тăраççĕ, шалта тем тĕрлĕ вăйăсем вылямалли техникăсем пур, ачисем вара туллиех — пĕри пĕр çĕртре, тепри тепĕр çĕртре йăшăлтатаççĕ.

— Ку ачасем вара пурте лайăх вĕренеççĕ, вĕсен паян — канмалли кун, çавăнпа вĕсем паянхи кун савăнса канаççĕ. Эрнере вĕсем икĕ кун канаççĕ, ытти кунсене тепĕр пулĕмĕнче вĕренеççĕ.

Сашăпа палламан çын тепĕр пӳлĕме кĕрсе кайрĕç. Ку пӳлĕме кĕрсен Саша тата хытăрах тĕлĕнсе кайрĕ. Кунти партисем питĕ вăрăм, пĕр парта хушшине вуннăн ларма пулать. Парти çинче вара темĕн те пур:

Тетрадьсем, ручкăсем, кĕнекесем. Тетрадьсем хума пĕр шăтăк, ручкăсем хума пĕр шăтăк, кĕнекесем хума пĕр шăтăк,сăрламалли хатĕрсем пур, ӳкермеллисем пур. Палламан çынпа Саша кĕçех каялла керменрен тухрĕç. Саша вăранчĕ. Савăнсах каласа пачĕ вăл хăй мĕн курнине. Ашшĕпе-амăшĕ Сашăна тĕлĕнсе итлесе ларчĕç. Вĕсем кайран ирхи апат çиме ларчĕç. Тĕлĕнмелле шыв айĕнче те пурнăç пулсан», — шутларĕ Саша.

Çакăн пек тĕлĕнмелле тĕлĕк тĕлленнĕ Саша.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


dfymrrf (2008-11-27 09:07:24):

Лайăх çырнă, аслисем пулăшмасăр пулайман пулĕ.Тен хăех çапла ăслă.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: