Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑПулать-çке пурнăçраКулăш кустăрмиÇăлтăрчăксемКăвак çĕмренПурнӑҫ утравӗсем

Вĕренӳ çулĕ вĕçленчĕ


Хĕлĕпех чĕр чунсем пĕрле вĕренчĕç. Учительница вĕсене вулама-çырма хăнăхтарчĕ. Юлашки шăнкăравра кашнин хĕлĕпе мĕн вĕреннине кăтартса памалла.

Малтанах кашкăр тухрĕ. Вăл юрларĕ, ташларĕ, упаленчĕ-çаврăнкаларĕ. Унтан тилĕ тухрĕ. Тилĕ чултан шăрçа ăсталаса кăтартрĕ. Пакша учительницăран мăйăр ыйтса илчĕ те кăшлама пуçларĕ, кăшларĕ, кăшларĕ, ылтăн пакша пулса тăчĕ. Кашниех мĕн те пулин интересли туса кăтартрĕ, уншăн «5» паллă илчĕ, анчах та çырма-вулама хушсан — пĕри те вулама та, çырма та, шутлама та пĕлмест иккен. Çулталăкĕпе вĕренни пустуях пулчĕ. Вĕреннĕшĕн кашниех «2» паллă илчĕ. Чĕр чунсем çилленчĕç, урăх шкула килместпĕр терĕç. Çавăнтанпа чĕр чунсем урăх шкул алăкне уçса пăхмарĕç.

Кистенĕм çук


Сăртсем, уйсем, вăрмансем хыçĕнче

Ялсем лараççĕ ешерсе.

Эп Шупашкарти çӳллĕ сăрт çинче

Пăхса тăратăп тинкерсе...

 

Асилеп яла. Ир пуçласа каçчен

Чупса çуреттĕм пикенсе.

Эп хулиган... тытаттăмччĕ кистен

Вут пек хĕрсе тӳпелешме.

 

Анчах кистен.. çĕрсе пĕтрĕ паян,

Кистенĕм çук ман алăра. —

Кала, мĕн-ма хĕрсе çапан? —

Текен сас пулмĕ таврара...

 

Кистен вырăнне çут шыв хĕрне анса

Эп тупрăм янракан кĕсле.

Çемçен, ӳсен яш хĕр пек вăтанса

Юрра пуçларăм чĕкеçле...

 

Чăшăл хăях манран аякра мар,

Савса çемçетрĕ сассăма.

Чăшăл хăях юратнă тус вăл ман —

Хыт ыталам çĕршывăма...

 

Йăлтăртатса ларан чиркӳшĕн мар,

Халь юрататăп Кавала.

Унта пур ман чăшăлтатан вăрман,

Ана паратăп хам алла...

 

Кашни ирех хĕвел хĕртсе тухсан

Канма аван çаран çинче.

Пулас этем — каланă пек пулсан

Мĕн-ма юрлас мар çĕр çинче?!

Пĕр килте ĕлĕк-авал ватă çын пурăннă...


Пĕр килте ĕлĕк-авал ватă çын пурăннă. Çав çыннăн Гринч ятлă ача пулнă. Унăн тусне Кулăшхан тенĕ. Кулăшханăн икĕ йытă пурччĕ. Эпир йытăсене кӳлтĕмĕр те вăрмана кайрăмăр. Вăрманта пĕр хура пӳрт куртăмăр. Эпĕ пӳрте кĕтĕм те таçта сикрĕм. Шăтăкра хăратмăша куртăм. Вăл мана курсанах тарса çухалчĕ. Утсан-утсан эпĕ шăтăкран тухма пултартăм, пĕлĕт çине вĕçсе кайрăм. Пĕлĕт çинче Кулăшхана куртăм. Вăл вĕçсе çӳрет, эпĕ вара — утса. Пăхатăп та — пĕр ракета вĕçсе хăпарать. Ракета ăшĕнче Гагарин вĕçсе çӳрет. Вăл мана хăйĕн патне чĕнчĕ те, эпĕ ракета ăшне кĕрсе лартăм. Кулăшхан лармарĕ. Гагарин мана Марс çине антарса хăварчĕ. Марс çийĕн çӳресен-çӳресен эпĕ пĕр арча ылтăн тупрăм. Мана пулăшма Кулăшхан та, Гринч та вĕçсе пычĕç. Эпир арчана киле илсе çитертĕмĕр. Çак арчари ылтăна асамçăна парсан Гринч та, Кулăшхан та ретлĕ çынсем пулса тăчĕç.

Анатри юрă


Ман пурлăхăм чух, пин ылтăнăм çук,

Нумай кирлĕ мар тăван пĕрле чух.

Нумай та пĕтет, сахал та çитет,

Тату пурнăçа элле мĕн çитет?

 

Пурри вăл — пĕрле, çукки — çурмалла.

Тата, тăвансем, мĕнле пулмалла?

Çӳлтен ĕрехет сайра пĕрĕхет,

Çапах иксĕлмест пирти перекет.

 

Ырсенĕн ырсемĕ - Управ та Тирпей,

Эсир пирĕн хунтă, шанчăк, телей.

Ăс патăр ватти, вăй патăр яшши.

Этем, этеме ан пул ытлашши.

 

Тивлет те сăвап, мухтав та пехил

Сана, ыр ĕçре хунан таса кил!

Мухтав та пехил ĕмĕр-ĕмĕрне

Тарпа тăварланă ыраш çăкарне!

Уй-хир ман анне


Тăртаннă, тăрă, тарăн Атăл шывĕ

Çинче хĕвел çĕрри халь йăлкăшмасть.

Шуртанă халь илемлĕ кăвак ывăс,

Тĕп сакайнех вырнаçнă шур кăшман...

 

Анчах, çаплах эп халĕ хурланмастăп,

Анчах, çаплах эп халĕ сӳлкĕш мар.

Çăмăр çинчех çыран хĕрне ак антăм,

Çăмăр çинчех вĕрентĕм савăнма.

 

Çуратнă уй хуралнă, эп пĕлетĕп,

Ешернĕ çыр курас çук эс унта.

Анчах, ун вырăнне килти кĕлетĕн

Сар хĕрĕсем чăнах çăлтăрпа тан...

 

Çук, çук, уй-хир, эс маншăн пит илемлĕ,

Кĕркунне те эс маншăн — шӳлкеме.

Эп хам паян — ывăлу, ак вут чĕреллĕ,

Саншăн хатĕр халех çĕре кĕме...

 

Никам та мар, эс çеç мана ӳстернĕ,

Эс çеç мана йăпатнă юратса.

Эс çеç çемçе сăпка çинче сиктернĕ,

Эс çеç савса вĕрентрĕн юрлама.

 

Тăртаннă, тăрă, тарăн Атăл шывĕ

Çинче хĕвел çĕрри халь йăлкашмасть.

Анчах çаплах уй-хирĕн хура ывăлĕ

Хăй амăшне манма пултараймасть.

Телейсĕрлĕх юрри


Хура вăрман урлă та эп каçнă чух,

Хура вăрман та урлă каçнă чух,

Вуник кашкăр иртнине тĕл пултăм;

Вуник кашкăр иртсе те каиччен

Юман çумне тăрса та юлайрăм.

 

Çакă утмăл çула та, ай, çитиччен,

Çакă утмăл çула та çитиччен,

Вуник ывăл çĕре те чикейрĕм.

Вуник ывăл вилсе те пĕтиччен

Чĕрене чул хурса та çӳрерĕм.

Пурăннă тет карчăкпа старик....


Пурăннă тет карчăкпа старик. Вĕсен Рекс ятлă йытă çури пулнă. Пĕррехинче йытă çури çухалать. Çухалман иккен вăл, вăрманта çӳренĕ. Тилле тĕл пулать.

— Хырăм выçса кайрĕ-и? — ыйтать тилĕ.

— Аха.

— Айта кашкăр патне аш вăрлама.

— Айта.

Çитрĕç тет кашкăр йăви патне.

— Пӳрте кам кĕрет?

— Эпĕ! — тет тилĕ. Унăн та хырăмĕ хытах выçса кайнă иккен.

— Айта иккĕн кĕретпĕр, — тет Рекс.

— Çук, эпĕ пĕчченех кĕретĕп.

Тилĕ чӳречерен пӳртелле сикрĕ тет, кашкăр çăварне лекрĕ тет. Кашкăр ăна тытса çисе ячĕ тет.

Йытă часрах килелле, карчăкпа старик патне чупса кайрĕ. Карчăкпа старик çав тери хĕпĕртерĕç тет.

Атăл юрри


Силпи хĕрĕме

1

Ачаш ача пек Атăл ирхине:

Ăш çил лăпкать, вăл тутлан анаслать...

Вăран, савни! Уç чатăр аркине,

Мал ен сана хаваслăн саламлать!

2

Ĕçри ĕçчен пек Атăл кăнтăрла:

Вылять ун çийĕн тĕтĕм те ăрша...

Кунта мухтавлă тинĕс пулмалла,

Эппин ĕçлер-и, тусăм, тăрăшса!

3

Пуса каччи пек Атăл каçхине?

Юрлать, ташлать, кăшт хĕрĕнкĕ курнать...

Мĕн пулчĕ, тусăм, санăн киммуне,

Çут уйăх çулĕнчен ма пăрăнать?

4

Çулри юлташ пек Атăл сĕм çĕрле:

Инçе-инçе чĕнеççĕ çутисем...

Çитер, савни, пĕр тухнă çĕрелле,

Эпир — пулас мăн тинĕс хуçисем!

Шавла


Шавла, шавла эс, аслă Атăл,

Шавла юрла хыт çĕкленсе.

Ку тĕнчере паха çын — паттăр.

Ăна ан ман эс, юх сиксе.

 

Уйри йăмра, эс те ан тайăл,

Эс те ан тайăл юр çусан.

Есенин пекех çĕрсе кайăн

Хĕллехи кун пуçа уссан.

 

Тăван çĕр-шывăм ман — шур пирлĕ,

Тăван çĕр-шывăн çитсă çук.

Хальхи кунсем пур хытă тирлĕ.

Хальхи кунсен ăшшийĕ çук.

 

Хальхи çанталăк хытă урнă.

Хальхи çанталăк алхасать.

Ăна Элкер поэт та курнă,

Вăл та хĕн-хуршăн ахлатать...

 

Эп те хăш чух пуçа усатăп.

Эп те тайлатăп уй çине.

«Асту, сана эп хам пусатăп», —

Текен сас илтрĕм ирхине.

 

Ку сас кĕр çилĕпе чашлатрĕ.

Çак сас вăратрă ыйхăран.

Ак халь ĕнтĕ лашамăм атрĕ,

Вĕренĕ талчĕ çурмаран...

 

Ан тив. Йĕмест. Лаши те аттăр,

Вĕрен те талтăр çурмаран.

Ку тĕнчере паха çын — паттăр,

Вăл тăманра та çухалман.

 

Уйри йăмра, эс те ан тайăл.

Эс те ан тайăл юр çусан.

Есенин пекех çĕрсе кайăн

Хĕллехи кун пуçа уссан.

Тĕлĕнтермĕш кун


Асаттен пĕчĕк тиха пурччĕ. Пĕррехинче çав тиха çине утланса ларма шутларăм. Тихи сурăхран пĕчĕккĕ, слонран пысăккă. Тунката çине хăпарса тăтăм та тункати тихаран пысăккă-мĕн. Йывăç çине хăпартăм та йывăçĕ тихаран пĕчĕккĕ. Шутларăм-шутларăм та малтан урасене, унтан кĕлеткене хăпартса хутăм, — вăрманалла чуптартăм. Кăшт кайсан пăхрăм та, ак тамаша! Эпĕ пуçа манса хăварнă. Каялла кайрăм, сукмак курăнмасть, тĕттĕмленет. Кулянсах ятăм, лайăхрах тытса пăхрăм та, пуç вырăнтах-мĕн. Тĕттĕмленсех çитсен эпĕ вутă чĕртме шутларăм. Аяккалла пăхрăм та — виçĕ выçă кашкăр çывхарать. Хăранипе шăши йăвине кĕрсе пытанас терĕм. Пуç кĕрет, кача пӳрни кĕмест. Лайăхрах чакалантăм та кĕрсе пытантăм. Кашкăрĕсем мана асăрхамарĕç, иртсе кайрĕç. Тиха та тарнă. Ир пулчĕ. Шăтăкран тухас тетĕп — тухаймастăп. Аптраса çитрĕм те шăшие хӳринчен ярса тытрăм, вăл хăранипе мана киле илсе çитерчĕ. Тиха сарайĕнче улăм çисе тăрать. Савăнсах кайрăм. Тиха çухалнă тесе хытах хăранăччĕ.

■ Страницăсем: 1... 671 672 673 674 675 676 677 678 679 ... 796