Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Акăшсем таврăнаççĕӖмӗр вӗренТутимĕрХуркайăк çулĕКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...Юрату ҫӑлкуҫӗПурăнас килет

Чăвашпа тутар


Каринкке Кавĕрлипе пĕрле çырнă

 

Пĕр чăвашпа пĕр тутар

Юланутпа, юнашар,

Улăх тăрăх пыраç тет,

Кашни хăйне ырлаç тет.

Хĕвел анать, каç пулать,

Чăваш лаши чут утать.

Кăсем чисти сӳсленеç:

— Атя ĕнтĕ канар, — теç.

Лашисене хайхисем

Çаран çине яраç те

Канма выртаç-мĕн хăйсем.

Чăваш выртать, сикмеç те.

Тутар хушать-мĕн кăна:

— Пăхсам, тусăм, лашуна! —

Чăваш тусĕ тутара:

— Ман мĕн пăхас?

Ман хура! Манне вăрă тытас çук —

Мĕншĕн тесен курас çук.

Сан лашу, ав, палăрать,

Таçтан шурă курăнать.

Вăрă пекки-мĕн килсен,

Тытсан санне тытĕç, тен.

Тутар пуçне хыçрĕ тет:

— Чее, шельмă, — терĕ тет.

Тутар çапах чăвашах

Лаша пăхма ярасшăн.

Çавăнпа та наччасрах

Ак мĕн тесе калать-мĕн:

— Атя, эппин, улштарар!

Ху лашуна мана пар —

Шур лашана хăвна ил!

— Юрать, юрать, Исмахил! —

Тесе выртать ман чăваш.

(Ун пек çĕрте вăл йăваш.)

А хăй каллех хускалмасть,

Малалла

Асамлă çăл


Пĕр карчăкпа старикĕн виçĕ хĕр пулнă тет.

Хĕллехи пĕр сивĕ каç карчăк аслă хĕрне шыв ăсса кĕме хушнă.

— Манăн черчен алă шăнать-çке. Кун пек сивĕре эпĕ ниçта та тухмастăп, — юлхавланнă лешĕ.

Амăшĕ иккĕмĕш хĕрне шыв патне ярасшăн пулнă.

— Манăн шуçса ӳксе аманас килмест-ха. Аленушка кайтăр, эпĕ тухмастăп,- кахалланнă иккĕмĕшĕ те.

— Аленушка, шыв ăсса кĕр-ха, — тенĕ амăшĕ кĕçĕн хĕрне. Лешĕ йăпăр-япăр тумланнă та пушă витресем йăтса çырмана аннă.

Çăл патне çитсен хĕр ури шуса кайнипе сивĕ шыва кĕрсе ӳкнĕ, ун тĕпне анса сĕм вăрмана тухнă. Аленушка пысăк йывăçсен хушшипе утсан пĕр чаплă кермен патне çитнĕ. Кунта Хĕл Мучи пурăннă-мĕн. Аленушка алăкран шаккасанах кил хуçи ăна пӳрте кĕртнĕ. Хăна шур сухаллă Хĕл Мучие мĕн пулса иртнине тĕплĕн каласа панă.

Лешĕ ĕçчен хĕре хĕрхеннĕ, тарăн çăлтан кăларса янă, Çĕнĕ çул уявĕ çывхарнă май кучченеç парнеленĕ. Аленушка ырă кăмăллă Хĕл Мучие чунран тав туса пӳрте кĕнĕ. Тулли витресем вара хăйсемех киле çитнĕ-мĕн.

Аленушка часрах сăмавар тулли чей вĕретнĕ. Килтисене Хĕл Мучин кучченеçĕпе сăйланă. Асамлă çăл пирки илтсен аппăшĕсем те шыв патне кайма ӳркенмен. Анчах вĕсем пымассерен çăлри шыв шанк шăнса ларнă, хĕрсем киле пушă витрепех таврăннă.

Атăл хĕрринче


Атăл хĕрне эп тухрăм паян кун

Унта хумсем савнаççĕ ирĕкре.

Кăкăрăм çинче тапранчĕ чĕрĕ юн

Хум халĕпе пĕрле пулас тесе.

 

Аякра мар, манран виç утăмра

Пуçне усса ларать ват хурама.

Сăртран яш çил килсе вĕрсен аран

Пĕшкĕнленет «мĕскĕн» пуçтурама.

 

Çĕрсе пĕтет. Вилет вăл çавăнтах.

Тен, ыранах ак анĕ çурăлса.

Анчах ун умĕнчи çамрăк çăка

Куççуль тăкмасăр юлĕ савăнса.

 

Ăна вăл асапланса тĕшĕрĕлни

Амăш вилли çинчи пек макăртмасть.

Мĕншĕн тесен ват хурама хĕсни

Халь те чĕри çинчен çăвăнаймасть...

 

Хум халĕпе пĕрле пулас тесе,

Ак тухрăм паян кун Атăл хĕрне.

Çӳлте хĕвел хĕрсе... хĕпĕртесе

Шуса анать сăртсем, уйсем хыçне.

Таса Сион


Çӳлти Сион, таса патшалăх

Этем пĕлми çарпа тулли.

Çарсем турра савса юрлаççĕ:

Святой, Святой, Святой Турă,

Мухтав Сана, Святой пĕр Турă,

Мухтав Сана, тĕнче çути!

 

Турра курса савса юрлаççĕ

Çӳлти çарсем таса райра;

Вĕсем пурте Турра мухтаççĕ.

Çынсем, эпир калар Турра:

Мухтав Сана, çӳлти патшамăр,

Мухтав Сана, Çӳлти Турра!

 

Эпир Сана парне кӳретпĕр,

Мухтав юрри — таса парне.

Чунтан-вартан савса юрлатпăр:

Çӳлтен, райран пилле пире;

Пире хĕрхен, пире юрат, çăл,

Çутта кăлар, хăвна пĕлтер.

 

Эпир Сана чунтан калатпăр:

Кун-çул курма пилле пире.

Сана анчах шанса тăратпăр:

Тăшмансенчен хăтар пире.

 

Сана мухтав юрри юрлатпăр:

Сион çинчен пилле пире!

Асамлă уçă


Пĕррехинче манăн анне чирлесе ӳкрĕ, эпĕ ăна мĕнле пулăшмалли çинчен шутларăм. Пĕр ир эпĕ тĕлĕк куртăм. Тĕлĕкре шур сухаллă старик манăн аннене мĕнле пулăшмалли çинчен каласа пачĕ. Аннене чĕрĕлĕх шывĕ кăна пулăшма пултарать-мĕн. Чĕрĕлĕх шывне вара асамлă уçăпа питĕрсе илнĕ, уççи вара тинĕс патшинче. Вăл ăна лайăх сыхлать иккен. Эпĕ çула тухрăм. Пĕрле Кампур ятлă йытта тата çул çине апат илтĕм. Акă эпир вăрмана çитрĕмĕр, часах каç та пулчĕ. Апат çирĕмĕр те çывăрма выртрăмăр. Каçхине темĕнле кайăк кăшкăрнине илтрĕм. Эпĕ кайăка пулăшма шутларăм. Кайăк патне çитрĕм, унăн чĕппи йăваран тухса ӳкнĕ пулнă. Эпĕ кайăк чĕппине йăвана илсе хутăм.

— Тавтапуç сана, кирлĕ чухне эпĕ сана пулăшăп. Эсĕ çак шăхличпе çеç шăхăрт, — терĕ мана кайăк.

Тепĕр кунне эпир Кампурпа малалла утрăмăр. Вăрманта çĕтсе те кайрăмăр. Эпĕ кайăк каланă сăмаха аса илтĕм. Кĕсьерен шăхлич кăларса шăхăртăм çеç - ман ума кайăк килсе тухрĕ. Вăл пире тинĕс хĕрринех илсе çитерчĕ. Эпĕ кайăка тав турăм та тинĕс патши патне кайрăм. Вăл мана курсан савăнчĕ, асамлă уçă пачĕ. Эпĕ уçă илтĕм те чĕрĕлĕх шывне шырама кайрăм. Часах шыраса та тупрăм. Асамлă уççа тинĕс патшине тавăртăм та килелле утрăм. Аннене чĕрĕлĕх шывне ĕçтертĕм. Вăл часах сывалчĕ, эпĕ киле таврăннăшăн питĕ савăнчĕ.

Ишсе çитем


Кăвак пĕлĕт çинче çӳрет путек,

Çӳрет, савнать, кулать вăл çуталса,

Эп хам паян, кĕркуннехи чечек

Пекех ларап хура пуçа тайса...

 

Мана пăхса, юри кулса, хресчен

Ларать чĕлĕмпеле тапак туртса.

Ешĕл йăмра çинче шăпчăк каçчен

Тĕрлет юрра вут пек шăрантарса...

 

Мĕншĕн, кала, мĕншĕн савнан хресчен?

Мĕншĕн итлетĕн шăпчăк юррине?

Мĕншĕн, кала, паян эп пĕр-пĕччен

Ларнă чух килтĕн, килтĕн ирхине?..

 

Е эс мана.. уй-хир çынни тесе, —

Йăваш хĕре качча парас тетне?..

Апла пулсан шыв пек хĕпĕртесе

Ишсе çитем тăван хĕрӳ патне...

 

Ĕнен, хĕре эп курнă пахчара.

Çырла тесе ят патăм ун чухне...

Куçне курсан... ача пек вăтанса

Пытантăм эп... часрах хӳме хыçне.

 

Унтан каçпа унпа эп калаçса

Тĕлĕнмен мар... ĕнен, тăван хресчен.

Сăнĕ... Сăнне курса эп савăнса...

Анчах питех кирли — чĕри мерчен!

 

Шупашкарти хĕрсем питне тăмпа

Сĕрсе юртса çӳреççĕ пулсан та:

Уйарпала çĕрсе пĕтнĕ кăмпа

Малалла

Ан хапсăнăр тĕнчен мулĕсене


Вуникĕ хир урлă эпĕ каçрăм,

Вуникĕ хир урлă эп каçрăм,

Ялан тулăран та тулă йăранĕ,

Ялан тулăран та тулă йăранĕ.

 

Аташтармасть туллăн йăранĕсем,

Аташтарать тĕнчен мулĕсем.

Ан хапсăнăр тĕнчен мулĕсене.

Çылăх пулĕ çамрăк пуçсене.

Палан мĕншĕн йӳçĕ?


Пĕррехинче ачасем вăрмана кăмпана кайрĕç тет. Çул çинче интереслĕ тĕм курчĕç. Ун çинче сап-сарă çырласем. Ачасене асламăшсем пули-пулми çырла çиме хушман, вĕсем наркăмăшлă пулма пултараççĕ тенĕ. Пĕр арçын ача чăтса тăраймарĕ, темиçе çырла илсе татса çисе пăхрĕ,

— Ачасем, еплерех тутлă çырла! Çисе пăхăр-ха, — сĕнчĕ вăл тус-юлташĕсене.

Пурте çырлана çисе пăхрĕç, пурте килĕштерчĕç, анчах та Ваня яланах тусĕсенчен уйрăлса тăнă, яланах чăкăлташма юратнă,

— Пăхăр-ха, тутли тутлă-ха, анчах та вăрри мĕн пысăкăш, пырăра лартатăр-ха, — тесе юлташĕсене асăрхаттарчĕ.

Юлташĕсем çисе тăрансан, урăх çиейми пулсан, «Чăнах та вăрри еплерех пысăк, тутлă та мар», — тесе айккинелле пăрăнчĕç тет. Палан ачасем çине хытах кӳренчĕ тет. Çилленчĕ те çилленнипе хĕрелсех кайрĕ, хĕрелсе кайрĕ те çырлисем те йӳçрĕç тет. Шăпах çавăнтанпа палан йӳçĕ.

Ĕмĕт


Вырма пĕлмен çурла пĕлĕт çинче

Хуйха кайса вăтанчĕ такамран.

Сарай çине шуса пырать мĕлке.

Ăна эп хам куратăп кантăкран.

 

Унтах авкаланса çăлтăр сӳнет,

Ӳкет итем çине çĕленленсе.

Ват пахчари хушра савни йĕрет,

Ахальтенех пăсать çĕмĕрт куçне.

 

Кăшт çил пуртан, лере чашлать вăрман,

Пит тĕттĕмрен мана вăл курăнмасть.

Вун ик сехет... савнийĕм çывăрман,

Ытла вĕри чĕри лăпланаймасть...

 

Ан йĕр, савни, йĕме вăхăт çитмен.

Сана — çут ир, манман эп, ан хăра.

Çунса тăран чĕремĕм сӳнмесен

Кашни каçах юр юрлăп сан умра.

 

Ман юрăсем пулас тĕнче сăнне

Кăтартаççĕ юхса ак сывлăшра,

Сана куççуль тăкан çут мĕскĕне

Йăпатаççĕ ишсе çĕн пахчара.

 

Ан йĕр, савни, йĕме вăхăт çитмен.

Тăвăл иртет. Унтан эс ан хăра.

Çунса тăран ĕмĕтĕм сӳнмесен,

Кашни каçах юр юрлăп сан умра.

Кĕрхи илем


Кĕрхи сăнарăн пур ĕлккемлĕх,

Чуна кайса тивен илем.

Çунаççĕ çулçăсем хĕлхемлĕн,

Вĕçсе иртеççĕ кайăксем.

 

Пăлан пек ĕнесем çӳреççĕ

Пас тытнă çеремсем çинче.

Хĕвелĕн пичĕ пĕчĕкçеççĕ

Ирхи тĕтрелĕх хыçĕнче.

 

Йĕтемсенче илеççĕ авăн,

Ĕç шавĕ хăлхаран каймасть.

Пахча тулли арбуз та кавăн, —

Кĕр мăнтăрне ут туртаймасть.

 

Лаçсем çинче чĕтренчĕк тĕтĕм, —

Сăра çакаççĕ инкесем.

Уяв тесен — ял-йыш пĕр пĕтĕм,

Ĕçре те — çавă, пикенсен!

 

Саламлă, савнăçлă, ĕлккемлĕ

Ик куç тулли кĕрхи илем...

Анчах та темшĕн, тем хĕрхеннĕн

Кăшт ассăн сывласа илен...

 

Мĕскершĕн тунсăх, кулянулăх

Амаланать пек чĕрере?..

(Салхулăх, кай кунтан, ан çулăх!

Эс ют хальхи поэзире.)

 

Шавланă-иртнĕ çамрăк шухлăх

Темме çаплах аса килет?..

Малта?.. Малта мĕн? — Шурă пушлăх,

Тесе ак рифма ответлет.

 

Мĕнпе кун-çулăм курĕ кунăç,

Мĕскер хăварăп асăнма?

Малалла

■ Страницăсем: 1... 670 671 672 673 674 675 676 677 678 ... 796