Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Иван мĕн çуралнăранпах ялта пурăнать. Вăхăтлăха та пулин урăх çĕре куçса кайса курман. Ачаллах ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлчĕ. Çавăнпах ĕнтĕ хуçалăхра вăл тытса тума пĕлмен ĕç çук. Тирпейлĕхе те ачаранах вĕреннĕ. Ĕç çумне çыпçăннă çын суйма-тума та пĕлмест. Çынпа тарават калаçать. Çавăнпах ĕнтĕ ял çыннисем хăйне тĕрĕс çын теме хăнăхнă.
Ĕç кунĕ ун иртен пуçласа каçченех тăсăлать. Вăхăтне кура хирте те, пахчара та, картишĕнче те ĕçлет. Ял çыннин йăли-пăлине пурне те хисеплет, анчах пĕрне кăна — ĕç хыççăн ураран ӳкичченех лĕрккемеллине юратсах каймасть. Уявсенче пĕр-ик черкке ӳпĕнтернипех çырлахать.
Пурнăçĕнче унăн пурте виçеллĕ те шайлашуллă пулса пырать. Анчах мăшăрĕ ăнмарĕ. Ăнмарĕ тени те тĕрĕсех мар-ха. Пĕр çăвартан пурăнмалли çынна Турă памарĕ пулас. Авланасса авланчĕ. Çамрăклах. Ытла та çамрăклах тесен те йăнăш мар. Хăй кăмăлланă хĕре илчĕ. Анчах вăл ача çуратса савăнтараймарĕ. Имшеркке, ырханккаччĕ çав. Ачаранах çулăхнă чирĕ пулнă пулĕ. Нумай та пурăнаймарĕ. Çĕре кĕчĕ. Иван питĕ те питĕ кулянчĕ. Ивана юлташ çуратса парайнă пулсанах аплах хыпса çунмалла марччĕ пулĕ те.
Тата ял çине усал хыпар тухрĕ. Ăна кам сарнине те Иван чухлать. Хăйне качча пырасшăн пулнă пĕр тăлăх хĕрарăм ӳркенмерĕ çав сăмаха сарма. Иван килĕнче, имĕш, пĕр хĕрарăм та пурăнаймасть. Вĕсем пурпĕрех вилеççĕ. Çапла тухатнă çав киле. Элек сăмаха ĕненсе итлекенсем каллех хĕрарăмсемех. Упăшкинчен уйрăлнисем, ăнăçсăр качча тухнисем. Хăйсем ĕненнипе кăна çырлахасшăн мар вĕсем, çынсене те ĕнентересшĕн. Сараççĕ те сараççĕ сăмах.
Малалла
Ĕнтĕ ма кĕске çĕр вăрăмланчĕ,
Ĕнтĕ ма канăç çук, ыйхă çук?
Кĕске çĕр пуçăм çиччĕ вăранчĕ —
Телее хурлăхсем сирнĕ чух.
Пиншака пĕркенсе чупса тухрăм,
Çутăлман... Çывăраççĕ çуртсем.
Тем шыратăп... Сăрта утса ухрăм...
Çав-çавах çеç юрлаç шăпчăксем.
Çĕр çинче ахах-сывлăм чĕтренчĕк —
Типĕтейĕ ăна хĕвел çех.
Чĕремре йывăр хуйхă ӳсет-çке —
Уçăлтарĕ чăн тӳр сăмах çех.
Эй, çук, çук!.. Кӳренмеççĕ савманшăн,
Юратнишĕн те çук кӳренмех.
Пурпĕр халĕ эп çук ĕнтĕ саншăн,
Эс те çук ĕнтĕ маншăн текех.
Пире хирĕç юпасем
Ăмăртсах чупаççĕ.
Уй-хир тумшĕн куçăмсем
Ман каçсах каяççĕ.
Эх, илемлĕ-çке уй-хир
Çимĕçпе ларсассăн.
Ясмăк,
Клевер,
Сĕлĕ,
Вир,
Ав, иртеççĕ кассăн...
Вут-пăс туртнă хурçă лав
Малаллах васкасшăн,
Хресченсем те, курăр, ав,
Çĕнĕ хир тăваççĕ.
Сакăр пусăллă уй-хир...
Паллă, ял çĕнелнĕ.
Çĕнĕ пурнăç тилхепи
Кунта, чăн, чĕнленнĕ.
Хурçă лав пек вут-вăйсем
Халь уй-хир те кӳрнĕ.
Ав лерех колхозниксем
Хурçă трактор кулнĕ...
Кантăк тĕлпе юпасем
Вĕлт! те вĕлт! иртеççĕ.
Пуçăмра ман шухăшсем —
Ял,
Хула тивлечĕ.
Хапрăк-савăт труписем
Халь таçта та хĕмлĕ.
Вăй-халтан ĕçлекенсем
Çĕнĕ ĕçшĕн тимлĕ.
Эп вĕт хам та ĕçлекен,
Ĕçпелех вĕретĕп.
Пичет ĕçшĕн кунсерен
Хута тĕрĕлетĕп...
Хурçă савăт,
Çеçен хир,
Сирте çук асаплăх.
Малалла
Тăр-тăр чĕтретчĕ чӳрече,
Тăр-тăр чĕтретчĕ.
Кантăк çинчи мĕлке куçран
Чăр! тинкеретчĕ.
Хыçа юр кĕрчĕ çĕкленсе
Вĕçсе юлатчĕ.
Юлатчĕ шанăç хыçала,
Ĕмĕт юлатчĕ.
Пăшăлтатса манăн юлташ
Япшар калатчĕ,
Хĕре калатчĕ ман юлташ,
Эп савнине калатчĕ.
Ах, Савтепи кинемей мĕн ĕмĕтленнине эсир пĕлес пулсан! Хăвăрăн мĕн пур ĕмĕтĕрсем пĕр туххăмрах çав тери мĕскĕннĕн те тĕксĕммĕн курăнма тытăннă пулĕччĕç. Çынсем пурте мĕн çинчен те пулин ĕмĕтленсе шухăшлаççĕ-çке. Анчах пĕрисем хăйсене чăн-чăн ĕмĕтçĕсем теççĕ. Вĕсем хăйсен ĕмĕчĕсене кантур чĕлхипе план текелеççĕ. Теприсем тата, чăнах та ĕмĕтпе çунатланнăскерсем, пулма пултарайманни патнеллех туртăнаççĕ. Пĕлĕтре вĕçеççĕ тетпĕр ун йышшисене.
Савтепи кинемей вара пачах урăхла ĕмĕтленет. Унăн ĕмĕчĕ пĕр хăйĕн ĕмĕчех те мар-ха. Çынна лайăх пултăр, çыншăн ырлăх килтĕр тесе ĕмĕтленет. Çĕр виçĕ çула çитрĕ ĕнтĕ вăл. Унăн ачалăхĕнче ял хĕрринче Акăш кӳлли пурччĕ. Ăна ахальтен Акăш кӳлли темен. Унта шурă акăшсем вĕçе-вĕçе килетчĕç. Халăхра çапла сăмах çӳретчĕ: акăшсем вĕсем канăçма кайнă асаттесемпе асаннесен, кукаçисемпе кукамайсен чунĕсем тетчĕç, вĕсем ял çыннисене пăхса усраççĕ тетчĕç. Чăнах, ун чухне те, кайран та ялта лăпкă пурнăç пулнă. Çынсем пĕр-пĕринпе хирĕçмен, пĕр-пĕрне çаратман, вĕлермен...
Анчах вăрçă тухас умĕн акăшсем кӳлĕ çине анса ларми пулчĕç. Пĕрре вĕçсе кайрĕç те таврăнмарĕç.
Малалла
Тĕнчене çил пек касса çӳрерĕм,
Ыр кĕтес шырарăм ют çĕрте.
Уйсенче ӳсет пиçен, шур эрĕм,
Садсенче çĕлен-калта ĕрчет.
Шыраса Карпат енче хитрелĕх
Чăтăмлăн çӳрерĕм темĕн чул.
Сăрт çинче — унта — çăра тĕтрелĕх.
Тĕтрене хитрелĕх теме çук.
Эс кана чипер, тăван кĕтесĕм.
Анчах юлтăн питĕ инçетре.
Инçетре пулсассăн та чĕреçĕм
Саншăн çех çĕр хĕлĕхпе чĕтрет.
Эс кăна чипер, тăван кĕтесĕм.
Шупашкар та шурă пăрахут,
Ют çĕрте вĕçсе çӳрен чĕкеçĕн
Сире çеç курасчĕ пĕрех хут.
Сире çеç курасчĕ, ыталасчĕ.
Тухаясчĕ ешĕл хирсене.
Чĕрере мĕн пуррине каласчĕ,
Юрласа тăп-тăрă ирсерен.
Яш кун-çул иртет —
Чарас çук чаршав.
Хуйхăрма пĕлмест —
Айванах пуç ав.
Шухăшлатăп та:
Кайрăм вун ултта.
Ĕнтĕ, ĕмĕтĕм, ĕнтĕ, шухăшăм!..
Сарă хĕр мана
Юратмарĕ çав.
Те эп хам ăна
Йăлăммарăм çав.
Пĕр шутлатăп та:
Вăл савать хытах.
Ĕнтĕ, ĕмĕтĕм, ĕнтĕ» шухăшăм!..
Кулянсассăн та —
Хуйхăрмастăп тек.
Макăрсассăн та —
Эп кулатăп теп.
Юлтăм эп чăнах
Санпала кăна.
Ĕнтĕ, шухăшăм, ĕнтĕ, ĕмĕтĕм.
 Мансăрах, Тăван çĕршывăм
Сăвăçран эсĕ пуян.
Çав-çавах çырмасăр сăвă
Тӳсейместĕп эп паян.
Мансăрах, мухтавлă халăх,
Пит нумай сан юрăçсем.
Кашни çын тупать ăсталах
Ăнăçса пырсан ĕçсем.
Кашни çын пулать хайлавлă,
Çырман çын çырма ларать.
Çырнисем пулсан тăрлавлă,
Хаçатра та çаптарать.
Сăвăпа хĕре юрасшăн
Кам çырмасть-ши ачаран?
Юратса чуна парасшăн,
Сăввăма çырап, куран.
Çĕршывра пур тĕрлĕ паттăр,
Хăшпĕрне тĕнче пĕлет.
Пĕлменни татах нумай-тăр,
Ман çавна калас килет.
Пĕрисем çинчен çыраççĕ
Çĕршыври пур сăвăçсем.
Теприсем сăвва кĕмеççĕ,
Çӳремеççĕ кĕвĕçсе.
Мансăрах эс, паттăр халăх,
Паттăра пĕлен курма.
Çав-çавах эс юратмалăх
Сăввăмри юлташ пур ман.
Ман герой пулман-ха паллă,
Орденпа медаль çакман.
Ĕçĕсем пулсан та чаплă,
Ун çинчен сăввăм çук ман.
Тепĕр чух эпир куратпăр
Малалла
 «Ялти 198 çынран 15 çулхи арçын ача çеç çăлăннă...»
(Акт)
...Ял парăнмарĕ. Нимĕç фашисчĕсем кĕнĕрен вара çулталăк та ытла иртрĕ, вĕсем кашни кашни сехетре тенĕ пекех хăрушă та тискер ĕçсем турĕç, темĕн тĕрлĕ приказсем кăларса, халăха тăтăшах хăратса тăчĕç, анчах та ял пурĕпĕрех парăнмарĕ. Совет çыннисем ютран килнĕ кăвак симĕс шинеллĕ хурахсенчем хăраса ӳкмерĕç, вĕсен умĕнче пуçĕсене таймарĕç, темĕнле хĕн-хур тӳсмелле пулсан та, ирĕклĕх сывлăшĕ вĕсен кăкрисенчен тухса сирĕлмерĕ, тăшмана нихçан та парăнас çук кăмăлĕ пĕтсе лармарĕ.
Ĕнтĕ темиçе хутчен те яла карательсен отрячĕсем пыра-пыра çаратса тухрĕç. Кашни пымассеренех кама та пулин е вĕлерсе, е ним пĕлми пуличчен хĕнесе хăварчĕç, е тытса кайрĕç. Тытса кайнисенчен пĕри те каялла таврăнмарĕ,— чылай вăхăт иртсен тин вара вĕсене хулари тĕрме хыçĕнче персе пăрахни е çыннисем асапне тӳсеймесĕр вилни çинчен хыпар килсе çитрĕ.
Ку та хăратаймарĕ. Малтанхи пекех, ял çыннисем çывăхри вăрмансенчи партизансемпе куллен çыхăну тытса тăчĕç, вĕсене мĕнпе май килнĕ — çавăнпа пулăшрĕç, партизансем хăйсем пырса тухсан, çăткăн тăшмансенчен пытарса усранă апат-çимĕçсене парса ячĕç.
Малалла
Шуйнă çилĕ силлентерчĕ
Улмуççи тураттине;
Ӳкересшĕн — чĕтрентерчĕ
Тĕс кĕмен улмасене.
Ан силле ăна, хуш çил, эс,
Ӳкереймĕн пурпĕрех.
Ак тутланĕ, пиçсе çитĕ,
Анĕ лăп лăпканипех.
■ Страницăсем: 1... 666 667 668 669 670 671 672 673 674 ... 796
|
Шухăшсем
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...