Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ЙĕрсемЙытă тĕлĕкĕАтте пилĕКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхХусанЮманлăхра çапла пулнă

Çамрăксен юрри


Çӳл ту çинче, ай, мĕн пур?

Йăрăс тополь, хурăн пур,

Ту илемне кӳреççĕ, —

Çӳллĕ ӳсĕр! тееççĕ.

 

Пирĕн ялта, ай, кам пур?

Каччă трактористсем пур,

Хир илемне кӳреççĕ, —

Çĕршыв пирĕн! тееççĕ.

 

Сад пахчинче, ай, мĕн пур?

Улми те пур, çырли пур,

Сад илемне кӳреççĕ, —

Татăр, çийĕр! тееççĕ.

 

Пирĕн ялта, ай, кам пур?

Стахановка хĕрсем пур.

Ĕç илемне кӳреççĕ, —

Суйлăр, савăр, тееççĕ.

 

Çаран çинче, ай, мĕн-пур?

Тимĕр кăвак утсем пур,

Пуçа ухса çӳреççĕ, —

Йĕнер кирлĕ! тееççĕ.

 

Пирĕн ялта, ай, кам пур?

Кавалеристсем те пур.

Орден çакса çӳреççĕ, —

Çĕршыв сыхă! тееççĕ.

Юрă пуçламăшĕ


Çап-çут сенкер кăвак ирпе

Эп Шетмĕ хĕррине тухам-и —

Хавас яш-кĕрĕм ячĕпе

Чи хӳхĕм юррăма пуçлам-и?

 

Хĕвелĕн ылтăн шевлине

Савни пек ытама илем-и?

Илемлĕ çĕрĕ-шыв сăнне

Татах илемлĕн эрешлем-и?

 

Ирхи сар кайăк кĕввине

Чĕрем валли илтсе юлам-и?

Хаваслă пурнăç юррине

Хам та сар кайăк пек юрлам-и?

 

Кĕмĕл пек янракан юрра

Татах та уççăн янратам-и —

Телейлĕ, тулăх çĕршывра

Асран кайми юрăç пулам-и!

Çĕлĕксĕр пассажир


Эх, ача-а, мана пĕррехинче автобусран кăларчĕç те печĕç. Эпĕ пĕр вăхăт ним пĕлми пулса выртнă иккен. Темле карчăк мăкăртатнипе тăна кĕтĕм.

— Эй, Турăçăм! — тет. — Халăх пăрçа пек тăкăнать! Ку арçын та эрех ĕçсе кăннă! Пĕтнĕ, мăнтарăн!

— Кам кăннă? Кам пĕтнĕ? — хăранипе кăшкăрса ятăм эпĕ куçа аран-аран уçса.

Кинемей карт! сикрĕ те самантрах умран таçта тарса çухалчĕ. Хура тумлăскер, вилĕм карчăккиех пулчĕ-тĕр ку.

Тăрса лартăм та йĕри-тавра пăхкаларăм: тарас килет, — анчах ăçта? Кӳтсе кайнă алăсене вĕрсе ăшăтрăм та пуçа хыпашласа пăхрăм. Ак тамаша! Çĕлĕк çук! Ялтан хулана асăрханмасăр утăм та тумалли çук-мĕн, аяккалла пăхса ил çеç — юлашки йĕмсĕр хăварĕç.

Çав хушăра тăрмаланнă пуçа шухăш килсе кĕчĕ. Автобусри халăх мана ветеринари станцине кайма хушнă пек. «Юрать!» — терем ăшра. Каланă — тунă.

Пуç айĕнчи минтер вырăнне пулнă кирпĕче алла илтĕм те ялт! сиксе тăтăм. Инçех мар хĕрлĕ кирпĕчрен тунă, кермен пек курăнакан ветеринари станцийĕ ларать иккен, чавтартăм çавăнталла.

Çара пуçăн, кирпĕч йăтнă арçын килсе кĕнине асăрхасан выльăх тухтăрĕ, хĕвел çаврăнăш шĕкĕлчесе лараканскер, те тĕлĕннипе, те хăранипе, тăрук чыхăнса кайрĕ, сĕтел айне кĕчĕ ӳкрĕ. Тем вăхăтран кăна пуçне çĕклесе пăхрĕ.

Малалла

Лирик тата кирĕк


Пĕр сăвăç кăкăрне çапатчĕ:

— Эпĕ — лирик!

Ман çепĕç чĕлхере нихçан та пулмĕ кирĕк.

 

Çакна илтсен хăр-хар! сас пачĕ те çывхарчĕ

пĕр критик ун патне. Мулкач пекех леш тарчĕ.

 

Çырулăх хирĕнче çӳрет халь çăткăн кашкăр,

çыравçăсен çемйи çухалчĕ чăштăр-чаштăр.

 

— Мĕн кирлĕ-ши ăна?

Хăшсем калаççĕ:

— Сурăх!

Ăна, какай пулсан, тата мĕн кирлĕ урăх?

 

— Тăван çырулăха хаклать вăл хырăмпа çеç, —

тесе халь авторсем унта-кунта чупаççĕ.

 

Чĕнет инçе-инçе пире тăван çырулăх,

пĕрех, çунатсăр ăс, ун тĕнчине ан çулăх.

 

Çырулăх ачисем çĕн сукмаксем хываççĕ,

чĕлхемĕр илемне хастар йышпа упраççĕ.

Çĕршыв хĕрĕ


Курсаттăм эп Карелире

Шап-шурă çурçĕр хурăнне —

Çурта пек тӳрĕ ӳснине.

Çав хурăнран илемлĕрех

Сан кĕлеткӳ, савниçĕм.

 

Курсаттăм эп Ливадире

Илемлĕ роза чечекне —

Кăвар пек çунаканнине.

Çав розăран чипертерех

Сан сăн-питӳ, савниçĕм.

 

Курсаттăм эпĕ Тухăçра

Казах пуш хирĕн кăлканне —

Сап-сарă пурçăн пеккине.

Çав кăлканран та сарăрах

Санăн çӳçӳ, савниçĕм.

 

Курсаттăм эпĕ тайгара

Çурçĕр çĕмĕрчĕн çырлине —

Агат пек çиçекеннине.

Çав çырларан та хурарах

Санăн куçу, савниçĕм.

 

Хура çунатсене авса,

Чĕкеç вĕçет ак улăхра;

Чĕкеç вĕçмест-мĕн улăхра —

Чĕкеç çуначĕ пек-мĕн сан

Куç харшисем, савниçĕм.

 

Пăхап та эпĕ сан çине —

Курап çĕршывăн илемне,

Курап çĕршывăн телейне,

Курап çĕршыв пуласлăхне,

Ман тантăшăм, савниçĕм!

Ывăл


Ватăлатпăр имĕш. Сухала

Тантăшсем кун сиктерсех хыраççĕ.

Манăн авă (чăмăртăр алла!)

Арăм çăмăлланчĕ — çын çуралчĕ.

 

Çын çуралчĕ, ман пĕрремĕш ывăл!

Шелепи çуралнă кун тата!

Кутамас ача, патвар та сывă,

Чĕрĕк пăт таять вĕт, тупата!

 

Микулай хурасшăнччĕ ятне

Амăшĕ, а эпĕ килĕшмерĕм.

Çывăх туйăнчĕ мана Сетнер

(Кĕçттентин Васильевич Сетнерĕ).

 

Ман Сетнер! Кулать-и вăл, йĕрет-и, —

Ан та çыр эс сăвă ун пек чух.

Пăхăнмасть вăл сăвăçа пĕрре те,

Нимĕнле саккун та уншăн çук.

 

Ак вăл (чăрмантарчĕ те мана!) —

Çывăрать ĕшеннĕ утаманăн.

Канлĕ ыйхă! Кун пек чух ăна

Чуп тăвас килет пĕр вĕçсĕр манăн.

 

Туйăм вăйлă савнăçăн темме...

Тĕлĕкре кулать-и вăл ачашшăн, —

Эпĕ хатĕр савăнса йĕме

Намăса пĕлмесĕр. Ача ашшĕ!

 

Çĕршыва çын патăм эпĕ те.

Кам пулассине халех пĕлеймĕр.

Çĕн этем вăл пулĕ тетĕп эп,

Ма тесен ун ĕмĕрĕ — çĕн ĕмĕр.

 

Малалла

Ан тунсăхла


Хăраха юлнишĕн тунсăхлан пуль,

Çурçĕрти чечекĕм — сар пикем.

Тухăçа та тинкерсе пăхан пуль

Ирсерен эс, савнă сар пикем.

 

Ман пуç урлă кĕшлетсе иртеççĕ

Анăçа хур кайăк картисем.

Кашнинех салам эп леçтересшĕн

Сан патна, юратнă сар пикем.

 

Чикĕре эп. Аслă çĕршыв пирĕн

Ирĕк, тулăх ешертĕр тесе

Эп постра тăратăп, каç-и, ир-и —

Пур сасса та тимлĕн итлесе.

 

Канăçсăр Амурĕ хумханать-и,

Çил таçтан леçет-и тар шăрши, —

Алла çирĕп пăшала тытап эп:

Канлĕ çитĕн тетĕп, ман çĕршыв!

 

Хăраха юлнишĕн тунсăхлан пуль,

Çурçĕрти чечекĕм — сар пикем.

Тухăçа та тинкерсе пăхан пуль

Ирсерен эс, савнă сар пикем.

 

Тунсăхна сирсем эс! Çĕршыв пирĕн

Сарлакан ем-ешертĕр тесе

Эп постра тăратăп, каç-и, ир-и —

Пур сасса та тимлĕн итлесе.

Сăвăçă


Чĕрӳ, сăвăç, сан — тăмра,

Йĕс хĕлĕх — юн çулĕ,

Тăмраçă — ăс-хакăл.

 

Анчах янкăс кĕвĕре

Хальхи харсăр тапхăрта

Пирĕн çук-ха гени.

 

Килмен чеп-чечен хирĕ,

Ӳсмен хурçă заводра

Çĕнĕлле «Евгений».

 

Пире ĕмĕр ĕмĕртет

Кун-çулне — виçеллĕ,

Пурнăçне — тăкаксăр,

Çавăнпа ку ĕмĕрте

Кам сенкейĕ меллĕн,

Ун ĕç юлĕ хаксăр.

 

Хурçă ĕмĕр хӳмĕнче,

Халь утар-ха тимлĕн,

Пурнăçпа пĕр харăс.

 

Вара пурнăç умĕнче

Пирĕн кĕвĕ имлĕн

Тин юхма пултарĕ.

Тăр ухмах


I

Алюна темĕнле тăруккăн, шарт сикнĕн вăранса кайрĕ. Самантлăха нимскер ăнланмасăр куçĕпе тĕксĕм маччана тĕллесе выртрĕ. Турăçăм, ăçта вăл? Мĕн пулнă? Пĕтĕмпех ют кунта: пӳлĕмĕ те, сывлăшĕ те. Чăнах, чăнах — сывлăшĕ те! Сивлеклĕн сĕртĕнсе, пусăрăнтарса вăл: «Эй, кам эс? Мĕн туса выртатăн кунта?» — тесе ыйтнăн туйăнатъ.

Хĕрарăм аллине асăрхануллăн айккинелле шутарчĕ те, пӳрнисем... такамăн нăкă кĕлеткине пырса тăрăнчĕç. Пĕтрĕ пуç! Электричество токĕ çаптарнăн Алюна хăвăрт каялла туртăнчĕ: Христун! Çавăнтах çиçĕм çиçрĕ тейĕн — йăлтăр çутатрĕ, мĕн пулса иртнине уçса кăтартрĕ.

Тĕршĕнсе, сасă кăларасран сыхлануллăн Алюна ерипен-ерипен кравать хĕрринелле куçрĕ: Христун ан вăрантăрах! Атту каллех хăйĕнне пуçлĕ те... Мĕнле тулхăрса кайрĕ вăл çĕр каç çывăрма выртсан — унашкалах чăртмахланма пултарать тесе шутламан ун пирки. Тепĕр тесен ма айăплас ăна? Ма кӳренес? Тĕрĕсрех калать Христун. Тĕрĕсех кăмăлсăрланать. Хамах айăплă, хамах. Чăнах та ухмах пуль эпĕ. Тăр ухмах.

Арçыннăн çав сăмахĕсем халĕ те хăлхара.

— Эс ухмах мар пуль те? Ху ăçта, мĕншĕн килнине ăнланмарăн-им? Е куласшăн манран? — тарăхуллăн персе ячĕ вăл юлашкинчен, хĕрарăм çав-çавах «парăнманнине» — шăм-шакне хытарса, чĕрĕп пек хутланса выртнине курса.

Малалла

Ан тив, мана та горсовет...


Ан тив, мана та горсовет,

Çитмен пирки, хваттер ан патăр,

Сăвă çырмашкăн пурпĕрех

Паянлăха кĕтес тупатăп.

 

Ан тив, хулан хăш пӳрчĕсем

Çурхи кунсемшĕн пулччăр ватă, —

Нумай вăхăта мар вĕсем,

Çĕнни лартмашкăн эпир хатĕр!

 

Тăван хула! Тата мĕн чуль

Кунсем иртĕç-тĕр, вăхăт çитĕ:

Кăнтăр енчен ак чугун çул

Килĕ пĕрремĕш аслати пек.

 

Тата çумрах çут Атăл та

Хăй çутине çутса ярсассăн,

Çитес ăру сана йăлтах

Тытса ыталĕ ак хавассăн.

 

Çампа паян, маншăн пулсан,

Хул-çурăмсем ĕçре çех пиçчĕр.

Сывлăшра пултăр аэроплан,

Хумсем тăрăх кĕрлетĕр глиссер!

 

Кашни ирех тăван хула

Ту-ту! сасса йыхрав пек ятăр.

Ĕçри хавас вăййа-кулла

Эп пуринчен ытла саватăп.

■ Страницăсем: 1... 665 666 667 668 669 670 671 672 673 ... 796