Шетмĕ


Юрă пуçламăшĕ


Çап-çут сенкер кăвак ирпе

Эп Шетмĕ хĕррине тухам-и —

Хавас яш-кĕрĕм ячĕпе

Чи хӳхĕм юррăма пуçлам-и?

 

Хĕвелĕн ылтăн шевлине

Савни пек ытама илем-и?

Илемлĕ çĕрĕ-шыв сăнне

Татах илемлĕн эрешлем-и?

 

Ирхи сар кайăк кĕввине

Чĕрем валли илтсе юлам-и?

Хаваслă пурнăç юррине

Хам та сар кайăк пек юрлам-и?

 

Кĕмĕл пек янракан юрра

Татах та уççăн янратам-и —

Телейлĕ, тулăх çĕршывра

Асран кайми юрăç пулам-и!

Шетмĕ шывĕ хĕрринче


Симĕс-симĕс улăхра

Пăс юхать — шăрçа тăкать.

Шурăм пуçĕ тухăçра

Вăй вылять, хĕвел тухать.

 

Ялкăшса хĕвел тухать,

Шетмĕ тăрăх хĕм тăкать,

Шетмĕ тăрăх çул хывать —

Ĕнчĕ-ылтăн çул хывать.

 

Шетмĕ шывĕ тĕк тăрать,

Кĕмĕл кăкăрĕ çине

Çил анать те — кустарать

Вĕтĕ-вĕтĕ хумсене.

 

Ĕнтĕ ял та вăранать

Канлĕ, тутлă ыйхăран.

Васкаса утса анать

Çăл патне пĕр хĕр туран.

 

Чиперук, чиперук!

Кун пек хĕр те пур, те çук, —

Утти — акăш утти пек.

Пĕвĕ — Шетмĕ хăви пек.

 

Колхозра çĕр çичĕ ут.

Çăмарта пек утсемпе

Çамрăк конюх та виç хут

Анчĕ ĕнтĕ çăл патне.

 

Çамрăк хĕр те — сисетре! —

Виçĕ хут шыва анать.

Шыв юхать, хăрах витре

Тулнă ĕнтĕ — тăкăнать.

 

Каччă меллĕн шăхăрать —

Шыв ĕçеççĕ учĕсем.

Ну-и чăрсăр та вара

Каччăн харсăр куçĕсем!

 

Тутипе хăй шăхăрать,

Куçĕпе хĕре сăнать.

Малалла