Каçхи юрă


Тăр-тăр чĕтретчĕ чӳрече,

Тăр-тăр чĕтретчĕ.

Кантăк çинчи мĕлке куçран

Чăр! тинкеретчĕ.

 

Хыçа юр кĕрчĕ çĕкленсе

Вĕçсе юлатчĕ.

Юлатчĕ шанăç хыçала,

Ĕмĕт юлатчĕ.

 

Пăшăлтатса манăн юлташ

Япшар калатчĕ,

Хĕре калатчĕ ман юлташ,

Эп савнине калатчĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Оля (2010-06-05 20:05:21):

Пастернака аса илтерет... стиль, сасă вылявĕ, ритмĕ те... Маншăн Сквоцов пек çыракан никам та çук.

 

Agabazar (2016-09-06 20:03:18):

Свеча горела на столе

Свеча горела ©

 

Agabazar (2016-09-06 20:04:16):

Çурта çунатчĕ сак çинче,

Çурта çунатчĕ © (Айхи куçарăвĕ)

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: