Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пахчапа мунча хуҫиПепке çуралсан...Тĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемХĕн-хур айĕнчеСӳнми хĕлхемИрĕк çилЧакăл-ту

Çуллахи ир


Вăш-вăш туса çил вĕрет,

Хĕвел тухăç хĕрелет,

Çутă уйăх пытанать,

Çăлтăр сӳнет, çухалать...

 

Улăх тăрăх шур тĕтре

Сарăлать те хăпарать;

Курăк çумне, çĕр çине

Сывлăм ӳкет, сырăнать.

 

Хура вăрман хыçĕнчен

Шуса тухрĕç пĕлĕтсем,

Хĕвел тухса çитиччен

Вут пек вĕсен хĕррисем.

 

Шыв хĕрринчи садсенче

Кайăк юрри янăрать,

Килте кĕлет умĕнче

Автан сиксе авăтать.

 

Аш ыйхинчен ĕç çынни

Вăл сассемпе вăранать,

Ура сырать, пит çăвать,

Часрах ĕçе тытăнать.

 

Ерипеле, хăй майпе

Хĕрлĕ хĕвел хăпарать,

Хăйĕн ырă çутипе

Пур çынна савăнтарать.

Паянтан


Юлашки юн тумламĕсем

 

Паянтан чулланса, мăклашкан,

Ăш сăмах пăрланса пыра ларчĕ,

Вăрмансем тăрринчен шевле тарчĕ,

Вилĕм витрĕ çĕре паянтан.

 

Асап тăвĕ çине çаруран

Çĕршыва çавăтса илсе карĕç.

Шупашкар хумисен юнлă тарĕ

Çĕмĕрĕлнĕ чĕремре паянтан.

 

Чĕп-чĕр юнлă — мĕн вăл аллăмри?

Çуркалап, мамăклап, какайлатăп,

Юн тымарĕсене татăклатăп,

Ман вăл — Çеçпĕл Мишшин — юн чĕри.

..............................................

Тирне сунĕ çара анчăкла

Ют çатан хушшинче çыртăк шырăп,

Пĕр йĕпе-сапара кăнса выртăп,

Шупашкаршăн выçса йынăшса.

 

Паянтан выçса типнĕ ăшран

Сив масар йынăшни кăна пулĕ,

Мăн арман чулĕпе Чунăм тулĕ

Паянтан, паянтан, паянтан...

Куçа уçса хупнăçем...


Куçа уçса хупнăçем

Çамрăк ĕмĕр кĕскелет.

Ăшри чĕре сикнĕçем

Пурнăç çиппи ситрелет.

 

Вĕри сывлăш тухать-и —

Ватлăх туйи тыттарать,

Çамрăк лăх-лăх кулать-и —

Масар патнех çывхарать.

 

Çиле тыткăн тытаймасть,

Хӳмепе те чараймăн.

Ĕмĕр вĕçсĕр пулаймасть,

Çĕр пуласран тараймăн.

 

Аслă тинĕс хумсене

Калла çырма тăваймăн,

Иртсе кайнă кунсене

Хальхи куна çавраймăн.

 

Ирхи хĕвел, каç пулсан,

Вăрман хыçне пытанать.

Кун-çул хисепĕ пулсан,

Вилĕм алли ыталать.

 

Вăйлă тимĕр алăран

Çăлăнмалли мелсем çук.

Çĕр хупланă тупăкран

Тухса тарма меслет çук.

 

Вилĕм çитĕ... Çут тĕнче

Манĕ пире ĕмĕре.

Мĕнле чаплă пулсан та,

Ят çухалĕ тĕнчере.

 

Манĕ тĕнче... Манĕ-ши?

Çук. Манас çук вăл мана.

Хам вилсен те, асăнĕ

Чăваш манăн ятăма.

Кăмпара


Пурăннă тет пĕр карчăк, унăн виçĕ ывăл пулнă. Карчăк аслă ывăлне кăмпа татма янă. Лешĕ тулли карçинккапа таврăннă, анчах çимелли кăмпа тупман иккен. Шăна кăмпине татма юраманнине пĕлмен.

Иккĕмĕш ывăлĕ те çимелли кăмпа татса килеймен, кĕçĕнни те наркăмăшлисемпе таврăннă. Кусене шанса пулмасть тесе карчăк хăех кăмпана кайнă. Вăл нумай кăмпа курнă, анчах çав вырăнта пĕр çĕлен выртнă. Карчăк кăмпа татма пуçланă çеç — ăна çĕлен сăхма пуçланă. Çакна чĕрĕп курнă та çĕлене çапла каланă,

— Эсĕ ăна ан тĕкĕн, ватă çынна кӳрентерме памастăп.

— Эпĕ сана сăхатăп, — тенĕ çĕлен.

— Эсĕ мана сăхсан эпĕ сана йĕпсемпе тиретĕп.

Çĕлен карчăк патне çывхарнине курсанах чĕрĕп çăмха пек çаврăннă та тăшмана йĕппе тирнĕ. Çĕлен хăраса тарнă. Карчăк савăнсах кăмпа пуçтарнă, килне тулли кăмăлпа таврăннă.

Сухаç юрри


Таса уйри çăмăл çил,

Ман юрра итлесе ил.

Эпĕ ĕнтĕ санран та

Ирĕклĕрех, çăмăлрах.

Çулăм пек ĕмĕт вăйĕ

Мана паллайми чĕртрĕ.

Ĕнтĕ телее тупрăм,

Санпа пĕр тăван пултăм.

Пĕр вĕçтер-ха кун çинчен

Камчаткăран Карпатчен!

Вăрман витĕр, хир тăрăх,

Хуласем-ялсем тăрăх

Юрласа вĕçсе çӳре:

«Сухаç ĕçлет ирĕкре;

Сивĕ тимĕр сăнчăрсем

Унăн пĕтрĕç. Тĕрмесем

Тума хал çук йывăр ĕç.

Тĕттĕм çĕр иртсе кайрĕ,

Хĕвел хĕрелсе тухрĕ,

Çĕре телейлĕ турĕ».

Салху çурçĕртен...


Салху çурçĕртен

Хура пĕлĕтсем

Тĕпе-хĕррисĕр

Мăкăрланаççĕ.

Пĕри-пĕринчен

Айĕ-çийĕнчен

Амăртмалла пек

Иртсе каяççĕ.

 

Çилленнипеле,

Хурланнипеле

Вĕсем çĕр çине

Куççуль тăкаççĕ.

Тен, куççулĕ мар, —

Васканипеле

Вĕсем сивĕ тар

Юхтараççĕ.

 

Сиввĕн, сив куçпа,

Чуна хăратса,

Кăмăл пăтратса

Пăхса илеççĕ.

Вĕсем пăхнипе

Ешĕл курăксем

Пĕтĕм тĕнчипе

Ӳксе вилеççĕ.

 

Паттăр хăвасем,

Çĕлен сăхнă пек,

Авкаланаççĕ,

Пуçне таяççĕ.

Вĕсен çулçисем,

Сив чир тытнă пек,

Сап-сар саралнă,

Вĕлтĕртетеççĕ.

 

Нӳрлĕ çĕр çине

Вĕçсе анаççĕ,

Сивĕ пылчăкра

Çĕрсе выртаççĕ.

Сĕмсĕр ача-пăча

Таптать вĕсене.

Пĕлмест хăй çапла

Хĕн курассине.

 

Сисмест, ĕмĕрте

Çитет кĕркунне,

Туймасть малашне

Пулас инкекне.

Хурлăх пуласса

Чĕри ун сисмест,

Хыпса çунасса

Çамрăк чун пĕлмест.

Чăрăш вырăнне парне


Çĕнĕ çул çывхарнă май Йăван пӳлĕмре чăрăш капăрлатса лартас шутпа вăрмана кайнă. Чăрăшлăх уçланкинче Хĕл Мучипе тĕл пулнă.

— Эсĕ кунта чăрăш касма килтĕн-им? — ыйтнă вăл.

— Аха, уяв çывхарать-çке, елкăсăр кичем пулĕ, — хуравланă Йăван.

— Ачам, эсĕ чăрăшсене ан тĕкĕн-ха. Ахаль те сахаллансах пыраççĕ. Эпĕ сана парнесемпе савăнтарăп, — çапла каласанах Хĕл Мучи çухалнă.

Йăван ватă çын сăмахĕнчен иртеймен, вăрмантан пушă алăпах таврăннă. Килне çитсен вара питĕ тĕлĕннĕ, пӳрт тулли парне пухăннă. Халĕ ĕнтĕ Йăванăн çимелли те, тăхăнмалли те çителĕклĕ, ручки-тетрачĕ те нумай. Çапла чухăн Йăван пуйса кайнă тет.

Хурçă шанчăк


Çĕршывăм хăюллăн вăранĕ,

Тапранĕ кăвар кайăкла:

«Çук, çук» теекен улталанĕ,

Кам «çук» тет, ун чунĕ — чăлах.

 

Унччен-ха — айван пек çĕршывăм,

Унччен-ха — чăваш ыйăхлать.

Ан тив, тем пулсан та, вăл вăйлăн —

Паян чĕрĕлсе тăрасла...

 

Хĕвелĕн кăварлă хĕлхемĕ

Çĕре чечекленĕ чухне

Кам курнă çанталăк илемĕ

Пăрпа пăрланса шăннине?

 

Ан тив, хĕл шăнтса пăчăртатăр

Ăш еншĕн сикен чĕрене,

Хăюллă куçпа палăртатпăр

Çĕн Кун вутланса килнине.

 

Чĕрем, сик хăюллăн, хавассăн

Хăюлăх юрри кĕвĕле —

Чăваш чĕрĕлнине курмалла сан,

Ăна тĕл пулса илмелле...

 

Курап: чĕрĕлет чăваш ячĕ,

Таçта аслатиллĕ саспа

Юратнă çĕршывăн хăвачĕ

Часрах вăранасшăн тапать...

 

Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,

Çĕршывăн хастар ачисем.

Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр,

Ан юлăр кун-çул уттинчен.

 

Çĕршывăн пит-куçĕ çĕнелĕ,

Ыран-и, паян-и вăл. — Час...

Кам «çук» тет, çав — суеç чĕлхеллĕ;

Малалла

Темшĕн, темшĕн сар хĕвел...


Темшĕн, темшĕн сар хĕвел

Мана ăшăтасшăн мар.

Мана сивĕ... вилеп... пĕл —

Ун чух ăшшу кирлĕ мар.

 

Хăвăн ылтăн çутуна

Вăйлăрах яр çĕр çине,

Питĕ тĕттĕм вырăна

Ярса кăтарт çуттине.

 

Часрах, часрах, сар хĕвел,

Манăн пата ăшă яр.

Мана сивĕ... вилеп... пĕл —

Ун чух ăшшу кирлĕ мар.

 

Часрах, часрах, сар хĕвел,

Тĕттĕм çĕре çутă пар.

Тĕтĕм куçа хуплать... пĕл —

Суккăра çутă кирлĕ мар.

Хĕвел анать, çухалать...


Хĕвел анать, çухалать,

Вăрман хыçне пытанать.

Çĕр иртет те, ир пулать,

Ирпе каллех вăл тухать.

 

Анчах манăн хĕвелĕм

Ĕмĕрлĕхе пытанчĕ,

Чĕре ăшши хĕлхемĕм

Сӳнсе ларчĕ, çухалчĕ.

 

Хура тăшман аллинчен

Савнă тусăм тухас çук.

Çĕре кĕрсе выртиччен

Мана канлĕх пулас çук.

■ Страницăсем: 1... 674 675 676 677 678 679 680 681 682 ... 796