Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çул хыççăн çулАли-паттăрĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеКулăш кустăрмиТом Сойер темтепĕр курса çӳрениКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеКĕпер

Вăта Сăварти Улăп


Ĕлĕк-авал Атăл хĕрринче чăвашсен мăн аслашшĕсем пысăк мар хула çĕкленĕ. Вăта Сăвар тесе ят панă вĕсем ăна. Унта пĕтемпех килĕшӳллĕ пулнă: сăрт çинче мăнаçлă карман аякранах курăнса ларнă, карман варринче — турхан станĕ. Капăр тумлă çынсем турхан çурчĕ тӳремĕ çине тухса хула ыйтăвĕсене пĕрле канашласа татса панă. Савăнăçлă та тулли кăмăллă пурнăçпа пурăннă кунти çынсем.

Хула тавра сĕм вăрман кашласа ларнă. Кунĕпех хĕвел хĕртсе пăхнă, кайăксем юрланă. Çырла, кăмпа, мăйăр — тем чухлех ӳснĕ кунта. Ют çĕр-шывсене сутмалăх та пулнă вăл.

Пĕррехинче çак вăрмана хăрушă тискеркке вĕçсе килнĕ. Çак самантран хула çыннисемшĕн сĕм вăрмантан пысăк инкек пыма пуçланă. Кашни кун тискеркке патне мĕнле те пулин парнелĕх чĕрчун пырса памалла. Илсе килмесен çак тискеркке хулана вĕçсе килет те ун çыннисене çисе ярать.

Кунсем те уйăхсем, çулсем те вунăçуллăхсем те иртнĕ — çапла тискеркке патне хула çыннисем тăтăшах мĕнле те пулин чĕрчун илсе пынă. Харсăр чăваш нукерĕсем ăна çĕнтересшĕн пулнă, анчах — пĕтĕмпех усăсăр. Вăрмана кайсассăнах хыпарсар-мĕнсĕр çухалнă, вĕсене урăх никам та курман.

Малалла

Юрату вăл...


Кам каларĕ юрату вăл

Хирти шур чечек тесе?

Юрату вăл кĕтмен тăвăл,

Тăрса юлăн йӳтесе.

 

Юрату пыл пекех тутлă,

Эрĕм пек хăш-пĕр чухне.

Юрату çунатлă утлă,

Хупса хур чун читлĕхне.

 

Шур чечек çеçкине татса

Пĕлме çук юратнине.

Чечек пекех тухать шăтса, —

Куç ан хыв эс татнине.

 

Икĕ чун ăшши çуратĕ

Юратăвăн çеçкине.

Шур чечек пекех шуратĕ

Çамрăк ĕмĕр саккине.

«Праски Витти кăмакара пĕçерчĕ...»


Праски Витти кăмакара пĕçерчĕ

Вĕт-вĕт икерчĕ пек пин-пин ӳкерчĕк:

Шыва пăрахчăр, тислĕк айне печчĕр,

Ниçта нихçан пĕтмест эмаллĕ терчĕ!

«Илемлĕ-çке Илем тесе калаççĕ..»


Валентина Илем ӳнерçе

 

Илемлĕ-çке Илем тесе калаççĕ,

Кăтартмăшне кайма йыхрав параççĕ:

Чăннипелех те чаплă, ай-турах! —

Çавна хальччен пĕлмен вĕт эп, турак!

«Савать ывăлсене ват Шупашкар...»


Владимир Нагорнова

 

Савать ывăлсене ват Шупашкар...

Шăпи телейлĕ Çеçпĕлĕн, Кĕçтукăн —

Ан пайлăр вĕсене пур ăçтиçукăн...

Пĕрле çеç хаклă эсĕр, уйрăм мар!

Улăп çĕнтерĕвĕ


Ĕлĕк-авал хальхи вăхăтри темиçе хутлă çуртсемлĕ, чаплă машинсем чупакан урамлă хула вырăнĕнче пĕчĕк ял çеç пулнă. Çав ялта Урасмет хуçаланнă. Унăн ӳссе çитĕннĕ хĕрĕ пулнă. Унăн ячĕ — Эрпинес. Çак ялтан инçех мар Аçтахан кĕтесĕ пулнă. Аçтаха ял çыннисене ялан шар кăтартнă. Хăйĕн çăварĕнчен тĕтĕмпе çулăм кăларса вăл таврари çынсене хытă хăратнă. Вăл çынсенчен ылтăнпа кĕмĕл, тутлă апат-çимĕç ыйтнă тата хитре хĕрсене вăрланă.

Пĕррехинче вăл Урасметăн хĕрне вăрласа кайнă. Çакăн хыççăн Урасмет çынсене каланă: «Эсир ман хĕре Аçтахаран çăлсан эп сире ылтăн парса тав тăвăп». Нумайăшĕ Эрпинесе çăлма тăрăшнă, анчах нихăшĕ те пултарайман. Аçтаха вăйлăрах пулнă.

Çак вăхăтрах çывăхри ялта Улăп пурăннă. Вăл çĕр çинче апат-çимĕç пăхса ӳстернĕ, питĕ вăйлă та маттур çын пулнă. Вăл çĕр çинче ĕçлекен хресчен çынни пулнă. Улăп Урасмете шелленĕ. Вăл вара ăна пулăшас тенĕ. Улăп çичĕ кун та çичĕ каçран Аçтахан кĕтесĕ патне çитнĕ. Аçтаха вăл çитнине сиснĕ те çапла каланă: «Сан вилес килет пуль? Айта иксĕмĕр çапăçса пăхатпăр». Улăп тăнлă пулнă. Вăл вара çапла каланă.

— Эсĕ вăйлă пуль-ха. Анчах сан пуçунта ăс-тăну сахал.

Малалла

Çырлара


Эс мана пĕрре курсах юратрăн

Çаранта, çырла татма кайсан.

Ман валли çеç çырлине те татрăн

Хăналас тесе хĕвел ансан.

 

Эс мана çырла хистерĕн,

Эп сана пуç кăшăлĕ.

Хăтана яратăп терĕн

Кĕркунне, ах, кăмăлĕ!

 

Шухăшпа эп те санпа çеç пулнă, —

Пуç кăшăлĕ çыхнă чечекрен.

Чĕресем пĕрпек туйăмпа тулнă, —

Улăх-çаран питĕ ирĕкрен.

 

Каç чаршавĕ таврана карсассăн,

Çăлтăрсем каçхи вăййа тухсан

Тĕкĕр-кӳл сывларĕ ассăн-ассăн

Эпир ун ытамĕнче юлсан...

 

Çуллахи çаран — çăтмах кĕтесĕ

Пĕрлештерчĕ çамрăк ик чуна.

Пурăкри сĕткен çырла пек эсĕ, —

Ĕмĕрне манмастăп çак куна.

 

Тухăçран хĕрелчĕ шурăмпуçĕ,

Сар хĕвелĕ тухрĕ катаран.

Çак илемлĕх-пурлăх — савни куçĕ,

Юрату çуратрĕ мăн çаран.

Çуллахи ĕшне


Çулла ĕшнере, —

Çăтаах тĕнчере

Çĕр çырли пиçет кам валли?

Вут пек хĕмленсе,

Кăштах именсе

Мана çупăрлать кам алли?

 

Шăнк(ă)рав курăкĕ,

Çырла пурăкĕ...

Кирлĕ мар ним те, сапăрах!

Чун савни умра,

Юрату çумра...

Пулăшсам, ĕшне, ан пăрах!

 

Вăхăт, ан васкат,

Чуна ан хускат,

Юрататăп çав эп ăнах...

Ах, ĕшне, ĕшне,

Çуллахи ĕшне, —

Тĕлĕкре мар ку, чăн-чăнах!

«Хивре те, мăнаçлă та эсĕ!..»


Алексей Майраслова

 

Хивре те, мăнаçлă та эсĕ!

Те Эрьзя пек аслă пуласшăн...

Килет сана манăн шеллессĕм,

А эс çын пилне йышăнмастăн...

«Майрасăлу Ольошĕпе Туçи Тимрукĕ...»


Майрасăлу Ольошĕпе Туçи Тимрукĕ

Тăмран мана та унаса кăларчĕç.

Ыран татах такам та пулса тухĕ —

Вышкайсăр вĕт вĕсен ăсталăх карчĕ!

■ Страницăсем: 1... 167 168 169 170 171 172 173 174 175 ... 796

Шухăшсем