Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вăрман ачисемÇавал сарăлсанХурапа шурăСар ачапа сарă хĕрТом Сойер темтепĕр курса çӳрениКăвайт çутисемЛаох

«Пĕтĕм çылăхăма халь асра çĕклекен...»


Пĕтĕм çылăхăма халь асра çĕклекен,

Кам эс, чун Хуралçи?

Чун Тӳрийĕ патне чĕнме килтен иккен,

Хурлăх, Турă тарçи.

 

Чар Эсрел элчине, — ан васкатăр килме!

Эп сунни — çак анчах.

Тен, сăваплă Йыхрав чĕрере йăл илме

Пултарайĕ кăштах.

Асăнмалăх


1

Шухăшлатăп хăш чух: çын мĕнпе пурăнать?

Тен, тăватă хăват этеме хураллать:

Пĕри — Сывлăх иккен, Мул теер теприне,

Авалтан Влаç тееççĕ çав виççĕмĕшне,

Тата мĕн-ши тепри? — Иăнăшмастăп пуль эп:

Вăл — çынсем хушшинче пире пӳрнĕ Хисеп.

Çылăхпа пархатар пур-мĕн çак вăйсенче,

Ыррине çеç илмест вĕсенчен халь тĕнче.

Çын чунне пĕтерме астарать-тĕр юри

Çынлăха маннисен çак тăватă турри!

 

2

Сывлăха асăнар. Мĕн унран пахарах?

Халь ак сывлăхсăрри — сыввинчен вăйлăрах.

Сывлăха астарать пур çĕрте те усал.

Мул пиркн — пуплем мар, уншăн çук ман вăй-хал.

Влаç — ик енлĕ хăват: кирлине йышăнар,

Ун тарçи пулар мар, çын хуçи пулар мар.

 

3

Чăн та, кирлĕ çынна кăшт управлă Хисеп,

Тен, айван ăсăмпа ăна суннăччĕ эп,

Туяс тенĕччĕ, тен, ун сыхчуллă вăйне!

Эп, хальччен пĕлменскер, пĕлес çук вăл мĕнне.

Ытларах та калам: чăнласа эп пĕлни —

Пур пек çынлăхăма çылăх евĕр туни.

Сăнарлам: пулăсем çуралаççĕ шывра,

Малалла

Сухан çинчен


Ик вĕри тута кăварĕ

Пĕр кăвар пулса çунсан,

Савăнса каччи каларĕ:

— Йӳçĕ мар иккен... сухан.

 

Пахчара пике çӳренĕ.

Каччине вăл пĕр çеçке

Чĕрмелли сухан çитернĕ:

«Йӳçĕ мар-и?»

— Тутлă-çке...

 

Тутлă та... куçсем шывланнă,

Каччă «йĕрнĕ» пĕр кана.

Юрату çапла пуçланнă.

Йӳç сухан — сăлтав кăна.

Тупăшлă япала


Хура Йăван Хăвакли

Юхтаратчĕ хăватли.

— Тупăшлă япала! —

Тетчĕ Хăвакла.

Комсомолка Анюк

Асăрхарĕ ку ĕçе:

— Куна чăтма çук, —

Терĕ хĕрсе.

Ларчĕ, çырчĕ хаçата,

Тĕрлесе шур хута:

«Хура Йăван Хăвакли

Юхтарать хăватли.

Укçа пухать çӳпçине,

Инкек кӳрет çынсене.

Ӳсĕрпе Емелкке

Çухатнă çĕлĕкне.

Сăмакун ĕçнипе

Нил çапăçнă кӳршипе.

Арăмне Микула

Хĕненĕ ĕçке пула.

Пĕтерет ку Хăвакла.

Ăна халех чармалла!»

Çитрĕ унта пĕр çын çиçтерсе,

Ыйтрĕ тĕпчесе:

— Хура Йăван Хăвакли

Эсĕ пулатăн-и?

Юхтаран теççĕ хăватли.

Мана памăн-и?

Шăнтăм çил çинче...

Каятăп инçе.

Эпĕ кунти мар.

Ан хăра — пулсан пар —

Терĕ хăна

Ун-кун сăна-сăна.

Шутлать Хăвакла:

«Мĕн хăрамалла?

Йĕркеллех ку хăта

Уринче — çăпата.

Мăк сухаллă.

Сулĕ — пĕр аллă.

Милици сăнĕ çук.

Сутас килех килнĕ чух».

Çийĕнчех сасăпах каларĕ,

Хăнана хавхалатрĕ: —

Малалла

Тусанлă сарай


I

Нумаййăн весем. Пĕр теçеткене пĕрре çеç çитмест. Тĕрлерен çитсă, сатин кĕпе-йĕмсем тăхăннăскерсем пĕр учрежденин кил картишĕнчи тусанлă сарайĕнче шуй пуçараççĕ. Пĕри ăна калать, тепри тепĕрне калать, виççĕмĕшĕ ик уран сиксе пурне те хăйне илттересшĕн.

Ку çӳллĕ, сарлака сарайне вĕсем кашни кун пуçтарăнаççĕ. Ирхине тăхăр сехетсем хыççăн пуçтарăнаççĕ те мĕн каçчен çакăнта айкашаççĕ. Хушăран çеç урамра рессорлă тăрантас сассипе лаша таканĕ сасси чăнкăртаттарма тытăнсан уçă тăракан хапхаран учреждени çумĕпе тротуар çине чупса тухаççĕ.

— Ку кам ашшĕ пулчĕ, пит хытă вĕçтерсе иртсе кайнăскер, инженер карттуслăскер сан аçу вĕт вăл, Юрий?!

— Ман! — тесе хыттăн, пысăк çын пек каласа хурать вара Юрий. — Сан аçун кун пек карттус ĕмĕрне те пулас çук!

— Ман аттен сатто çӳçĕ... пăрçа урапи пек! — чи асли вĕсем хушшинче — сторож ачи — Çитăр. Вăл тăххăр тултарнă. Чи кеçĕнни, пиллĕк анчах тултарнăскер, машинистка хĕрĕ, Нина. Тротуар çинче çапла тавлашса кайма тăнине курсан сторож ачи Çитăр яланах сассине мĕнле те пулсăн пысăкрах тума тăрăшса:

— Ну-ну, пăрахăр волокитчиксем пек хăтланма, сарайне айтăр! — тет.

Малалла

Хусанкай кĕнекисем


(Реквием вырăнне)

 

Çӳренĕ çĕртен çитме май килсен

Çитсе тапта ман тăпрама...

П. Хусанкай

 

(Сăн ӳкерчĕк айне халалласа çырни, 1957).

 

Акă ун кĕнекисем,

пилĕк-ултă кĕнеки...

Калăн — ун япалисем,

калăн, — ал ăсти вилсен

унсăр юлнă ал пăчки...

маншăн — çавăн пек вĕсем, —

сăвă пуххисем çеç мар,

«вилĕмсĕр аç-тăн» çеç мар!

Тен, платник япалисем

вăл вилсен ун ывăлне

туйăнаççĕ çапларах:

вĕсенче куллен-кунах

ал ăшши упраннă пек,

тăлăха пĕр çав анчах

сасăсăр ăшăтнă пек... —

«Камччĕ саншăн вал?» — тесен

шăллăмăрсене шавах

хурланса чун-чĕререн

калăп эпĕ пĕр сăмах:

ăшăччĕ вăл, ăшăччĕ!..

Тăлăх ӳснĕ ачасем,

кăшт çырма пуçланисем,

çав ăшша кăштах туйма

туртăнатчĕç ун енне, —

ват салтак, вĕсен чунне

вăл пĕлетчĕ ăшăтма, —

Малалла

Кахибри каç


(«Дагестан —

сăрт-ту çĕрĕ» ярăмран)

 

Кахибри çу каçĕ,

ыйăх пиллесем!

Шуррăн палăраççĕ

сакля тăррисем.

Пĕчĕк ылтăн пĕлĕт

ту çине шăвать, —

те курать ыр тĕлĕк,

те сӳнме хăрать.

Айлăмсем хуралчĕç,

çутă — çав кăна, —

ту хысакĕ чарчĕ

ирчченех ăна.

Вăранатăп: пур-и?

Пур-ха, çавăнтах.

Çав-çавах вăл шурă,

лăпкă çав-çавах.

Ак тепре пăхсассăн

куртăм: çук иккен, —

нихăçдн каймассăн

хăнăхса çитсен...

Çавăн евĕр пулĕ

асăм та кунта,

çунĕ, çиçĕ, — юлĕ

савнă вырăнта.

Чĕрĕлĕ, лăпланĕ

хăйĕн еккипех.

Пĕр-пĕр каç ăсанĕ,

лăпкă пĕлĕт пек.

Мухмăрла Михала


Эх, Михала, Михала!

Часрах ĕçе каймалла.

Анчах эсĕ мухмăрла.

Пуç ыратать пулмалла?

Пуç, пуç, пуç, пуç.

Шыçса тухнă хăрах куç.

Мухмăр тени мĕн тени?

Кĕленче тĕпне йĕрлени.

Çут кĕленче тĕпĕнче

Михалашăн çут тĕнче.

Ух, ух, ух, ух.

Киле çитме хăват çук.

Киле каяс вырăнке

Лекнĕ çырма варрине.

Çырма тĕпĕ — лачака.

Михала, ав, — пылчăка.

Рас, рас, рас, рас.

Пылчăкран мĕнле тухас?

Каччин-каччин качаки

Хӳре тăратса çухăрать.

Пирĕн Михала ухмаххи

Лачакара кăшкăрать.

Ит, ит, ит, ит...

Чăннипелех ку камит.

Тăрать, тăрать, тăраймасть,

Ура ярса пусаймасть.

Ни малалла-каялла.

Хăш еннелле каймалла?

Пылчăкалла,

Татах, татах шалалла.

Пылчăк çине йер тăвать,

Малалла

Туссен çĕрĕнче


Çӳрен хĕвеллĕ Пушкăртра

Çӳретĕп эп эрне.

Мĕн чухлĕ шыв çак вăхăтра

Тăванлăх кĕперне

 

Сарса хумарĕ çул çинче?

Мĕн чухлĕ хыр-вăрман

Хăйсен янравлă юрринче

Пире телей сунман?

 

Уй анлăшĕ, çаран тăршши

Саламлă пур çĕрте.

Турамăш курăкĕн шăрши

Симпыл пек ӳсĕртет.

 

Тӳпе кăвак ирпе тăрсан.

Кăнтăрлапа тинкер —

Шевле çуса тасатнăран

Хĕр куçĕ пек сенкер.

 

Çăлкуç чĕнет-и хăй патне —

Пыратăн тĕлĕнсе:

Миçе валак тăсать алне

Тулли курка сĕнсе?

 

Туремлĕхрен кăштах иртсен,

Çул ту çине хăпар

Кунта çил çулĕ, хăй çинчен

Урал ярать хыпар.

 

Туйса пуль ырă хыпара

Приютовă енче,

Белебейре, Юлтазара

Çĕрле çап-çут тĕнче.

 

Эп астăватăп: çитнĕ каç,

Туймазара ансан,

Пирĕн йышри пĕр хĕрупраç

Шалт кайнăччĕ ăнран.

 

Вăл вакунра вăраннăскер,

Çутта пăхать ун-кун:

— Тархасшăн калăр, ку мĕскер —

Малалла

Шăрпăк


Пĕр станцире пирĕн вакуна шукăль тумланнă çамрăк пырса кĕчĕ те, кĕнĕ-кĕменех, проводница çумне çыпçăнчĕ.

— Вакунта çын мĕншĕн нумай? Ăçта лармалла кунта? Вырăн çук çĕре билет ма сутаççĕ?

— Вырăн пур. Ак кунта, хамăр çума килĕр, — тесе, эпир ăна вырăн тупса патăмăр.

Хăй ĕçĕпе унта-кунта çӳренĕ хыççăн, проводница пирĕн пата пычĕ. Шукăль каччă каллех ун çумне çыпçăнчĕ:

— Вакунта мĕншĕн пăчă? Кантăксене уçмастăр, пассажирсемшĕн тăрăшмастăр! — тет.

— Халĕ каçа хирĕç аптăрамалла мар, кăлăхах тиркешетĕр, — терĕмĕр эпир.

Шукăль пассажир пирĕн еннелле кăн-н пăхрĕ те: «Мĕнле кăлăхах? Мĕнле апла? Вăкунта çакăн пек пулмалла-и? Мĕншĕн вĕсен хутне кĕретĕр?» — теме тытăнчĕ.

Каярахпа вăл шыв ĕçме кайрĕ. Вăл чĕрре кĕрсе тавлашни аякранах илтĕне пуçларĕ:

— Шыв мĕншĕн сивĕ? Мĕншĕн вĕретместĕр? Çынна мĕншĕн хисеплеместĕр?

— Вĕретнĕ, ара, сивĕнчĕ пуль, — терĕ проводница.

Разъезда çитрĕмĕр. Вунă минут тăмалла. Шукăль пассажир унăн-кунăн уткалама тапратрĕ:

— Мĕншĕн капла нумай тăратăр? Мĕнле йĕрке ку? Çитес çĕре хăçан çитмелле?

— Эсир ытла канăçсăр-çке. Ара, поезд шăп та лăп расписанипе çӳрет, — ăнлантарчĕç ăна пассажнрсем.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 129 130 131 132 133 134 135 136 137 ... 796