Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сар ачапа сарă хĕрСăвăсемпе поэмăсемПограничниксемĔмĕтсем, ĕмĕтсем...Пурнӑҫ утравӗсемАкăшсем таврăнаççĕЙăмраллă ял

Шандор Петефи


Ах, Антигона çук

Сан вил ӳтне тупмашкăн...

Якош Арань

 

Сан тусу калашле,

Антигона пулман эс вилсен

сан ӳтне пытармашкăн,

сан тăпру вăл — мĕн пур Мадьяр ен,

палăку — кащни сăрт, кашни çурт.

Эс кашни самантра

чĕрĕлетĕн каллех —

çĕнĕрен эс пуçлан пурăнмашкăн,

юррине çеç пуçлатъ те мадьяр, —

çуралан тепĕр хут, — пин те вĕçĕмсĕр хут.

 

Кам эс халь? Моцартла хавалу,

çиçĕм пек, çĕр-шывун ялавне те çутатнă,

янăранă гимнра...

Халь те тăнăçсăр вăл!

Халь те канăç ăна кирлĕ мар.

Çиçĕм пулнă эс ху.

Çиçем пурăннă, çиçĕм кĕрешнĕ те çиçĕм юратнă,

хут çине çырнă — çиçĕм!.. — Халь çав çиçĕме

чĕринче уирать пĕтĕм мадьяр.

Кĕр пуçламăшĕн ӳкерчĕкĕ


3. Кирша

 

Сивĕ кĕр кунĕ.

Тĕтреллĕ урам.

Кĕренленсе халь шăнаççĕ питсем.

Ĕнтĕ

ларек сентрисем çинчи панулмисем

куç умĕнчех,

пысăкрах курнакан пуличчен

пасарăççĕ;

 

бульварта шăнтнă сĕт сутакан çамрăк хĕрĕн

кĕрен аллисем те паян

пăлхантараççĕ пек темшĕн мана:

 

«Кĕр çывхарать-çке, юлташăм,

ах, кĕр çывхарать»,

яш чухнехи пек сăмах çеммине пăхăнса

Лавров1 сăввине,

хумханса ăшăмра асăнатăп;

 

хĕр шăнтнă сĕт сутнă май тĕтре витĕр кулать, —

пур туйăма çĕнетес тенĕ евĕр,

сасартăк,

аса килеççĕ вара ларекри улмасем:

çапла вĕсем кулĕччеç тетĕп,

 

кулма пултарсан, —

çак булъварти кĕр пуçламăшĕн

кăвакрах-кĕренрех тĕсĕ витĕр.

Хуралçă


— Сыхла çак капана тимлĕ,

Никама та ан яр.

Усал тăшман килĕ,

Тенĕ йыттине

Кулюк каçхине.

Вĕрсе вырт — ан тар! —

— Ляв, ляв, ляв!

Памăп никама пĕр лав.

Шан мана, —

Тенĕ йытă хуçана.

Утă капанĕ тăррине

Йăпăр-япăр улăхайрĕ,

Кулюка-хуçине

Ăшă куçпа ăсатрĕ.

— Тавралла карта.

Кам кнлĕ кунта?

Юрас тесе хуçана

Хупас мар-и кăшт та куçăма?

Парас мар хам вырăна.

Ытти... кай хăть çăвана.

Туртам ăшă ыйха,

Манса мĕнпур хуйха

Хам-хам... А-у-у.

Кулюк, сывă пул! —

Выртрĕ чĕркенсе,

Лайăх витĕнсе

Лаши, ĕни,

Тыни, сурăххи, качаки,

Ун таки

Тăчĕç тавралла —

Каçхи апат тумалла.

Иксĕлет капан

Хăвăрт, аван.

Вăранчĕ Хураçки —

Капан хуралçи:

— А-у, хам-хам.

Кам унта, кам?

— Эпĕр, Хураçка, эпĕр

Пулăшас тетпĕр.

Çывăрах, ыйхуна пуçтар.

Ăшчикне ан çунтар.

— Ляв, ляв, ляв!

Эсĕр миçе лав?

Хăварăр пĕр çĕклем,

Унсăрăн кичем.

Малалла

Туя чĕнес шухăш пур


Вăтăр çул мĕскер вăл хĕршĕн

Пур пулсассăн ăраскал?

Паянтан качча илесшĕн

Отставкăри генерал.

 

Юн тени вĕри-ха манăн.

Хама хам çӳреп шанса.

Юрататăп вăрттăн-карттăн

Саппасри пĕр сержанта.

 

Ман хăшне тăвас-ши мăшăр?

Хăшне-ши юрать шанма?

Генерал çинчен манмасăр

Пĕрлешем-ши сержантпа?

 

Кун пирки, мĕнле калас та,

Шухăшланă эп вăрах:

Генералпа çырăнас та

Сержанчĕпе çывăрас.

 

Чаплă кĕрĕк тăхăнтартĕ,

Пулĕ дача, «Мерседес»...

Урăх мĕнпе савăнтарĕ —

Ватă çынран мĕн кĕтес?

 

Шухăш лайăх. Аптрамастăп.

Чĕре темĕн систерет:

Отставкăри генералăн

Çук-ши тетĕп пистолет?

 

Çамрăкпала вырăн ăшă,

Анчах хăй вăл — çап-çара.

Саппасри сержант пĕр хушă

Пултăр, чăн та, «саппасра».

 

Пулăшсамччĕ, вулаканăм,

Ĕçӳ çине сур та хур.

Ырă канаш паракана

Туя чĕнес шухăш пур.

Пурçăн халат илĕртет


Алюшпа Валюш, упăшкипе арăмĕ, вырăн çинче телевизор пăхса выртаççĕ. Валюша кичем. Экран çине сӳрĕккĕн, шухăша кайса пăхать. Акă вăл пĕчĕк минтере тытать, минтер кĕтессипе упăшкине хулĕнчен тĕккелет, ун çумне ачашшăн йăпшăнать.

— Алюш, Алюш тетĕп?

— Мĕн кирлĕ? — телеэкран çинчен куçне илмест упăшки.

— Ах, çак вара, — ӳпкелешет Валюш, — тӳрккес калаçать.

— Ну, итлетеп, кала.

— Атя чуп тумалла выльăпăр?

Ку сăмахсене илтсен Алюш арăмĕ çине кăнн! пăхрĕ.

— Мĕн тетĕн? Тепре кала-ха.

— Ан йĕкĕлтесе вырт, — упăшкине чавсипе тăк! тĕкет хĕрарăм. — Мĕн пĕлмĕше перетĕн? Ĕлĕкхи пек...

— Эс йĕркеллĕ ăнлантар-ха. Эп манса кайнă ĕнтĕ.

— Ну, эппин, малтан эсĕ мана чуптăватăн, унтан эпĕ сана, — хавхаланса каять Валюш.

— А-а-а, — йĕкĕлтет каллех арçын. — Эпĕ мĕн тесе...

— Эй, сӳпĕлтетсе выртать тата... Чи интересли, — вăта пӳрнипе юнаса малалла ăнлантарать Валюш, — куçа уçма юрамасть!

— Уçсан мĕн пулать?

— Выляса яратăн. Эпĕ выляса илсен хама валли пурçăн халат туянатăп. Çĕнĕ çул парни.

— Енчен те эсĕ выляса ярсан? — чеен кулать Алюш.

Малалла

Трахомпа Пахом


Сар сухаллă,

Хăрах ураллă,

Ни пысăк, ни пĕчĕк,

Тумтирĕ пит çĕтĕк,

Пахом патне пӳрте

Пĕр ирпе

Вăраххăн уçса алăка

Сулахай алăпа

Кĕрсе тăчĕ пĕр çын.

— Килĕр.

Кунтарах иртĕр, —

Сак кăтартрĕ кил хуçи. —

Кирек кам пултăр —

Хăна пулăр.

— Христа-рати

Парать-и?

Пуçтарма тухрăм.

Кун чул çеç пухрăм.

Памаççĕ,

Кулаççĕ, —

Хутаççине çĕклесе

Кăтартрĕ силлесе.

— Колхоза кĕмелле.

Мĕн... çӳремелле.

Пулăн тутă — ĕçлесен, —

Сĕнет Пахом чĕререн

— Илмеççĕ.

«Кирлĕ мар» теççĕ, —

Майпен ларчĕ сак çине,

Мăч-мăч хупса куçсене.

— Ху кĕресшĕн мар-и, тен?

Тен, тарса çӳрен?

— Апла мар, —

Хăна карчĕ çăвар.

— Кулак?

— Эс ан кулах.

— Кам тата? —-

Пахом хыттăн ыйтать.

— Трахом...

— Трах-о-ом! — тĕлĕнчĕ Пахом.

— Çапла. Ниçта вырăн çук

Ку чух.

Хваттер ямастăн-а? —

Тархасларĕ хăна.

— Хваттере?!

Кай çăва патне — лере.

Малалла

Кăчкă турачĕ


О. Таллеровăна

 

Курман та пуль эпир ăна хĕлле.

Кĕре вара — ирттернĕччĕ пĕрле.

Вăл — вилнĕ пекчĕ... Эпĕр ун чухне

Туймарăмăр питех вăл пуррине:

Вăл — çук пекехчĕ, эпĕр, этемсем,

«Вил çутçанталăк», терĕмĕр ун чух.

Пурнатпăр-и? — Мăнаçлаймалăх çук,

Пурнатпăр — кунсерен ватăлнăçем.

 

Хĕл иртрĕ. Мĕн пиллерĕ вăл сана?

Вăй çук. Илем те чакнă. Çав кăна.

 

Ак, халь куратăп — çавă туратах,

Вăл улшăннă, вăл çитĕннĕ. Анчах,

Вăл çĕнелсе анчах иккен ӳсет!

Вăл ватăлать. Анчах та çĕнелет

Вăл, тин çуралнă пек, çуллен-çулах!

 

Калать сана: «Тен, эс те çĕнелен?

Тĕн, Çĕнĕлĕх кăшт урăх пуль çынсен.

Анчах та пĕл эс: Çĕнĕлĕх пурах».

Сыв пул, турат. Тавах сана, турат.

 

Кайран, паллах, çак тĕм типсе хăрать.

Анчах кунтан кайман пек çухалать...

Çĕрте вăл. Сывлăшра — мĕлки ун пур!

(Каллех — хĕвел. Каллех каять ав юр.)

 

Мĕлке çеç мар. Ак, çĕнĕ тĕм — каллех.

Те урăх тĕм вăл... Те каллех — хăех!..

Каллех: кĕлĕ вырăнне


Вилми чун, ман анне!

Мăнăн чун Элчине

сан вялми кĕллӳсем ман пирки калĕçин!..

Кам эп халь? — пĕтĕм пурнăçшăн ывăннă çын.

Йăлăнсам маншăн эс!

Турă панă кĕтес

вăй пӳрсе пиллĕ пултăр кăштах та пулин...

Тархаслатăп.

Аминь.

«Ку пĕве çитсе те хĕршĕн...»


Ку пĕве çитсе те хĕршĕн

Эп урам тăршши виçмен.

Куртăм та сана эп темшĕн

Çунтăм. Сисрĕн-и?

— Сисмен...

 

Ир-ирех, килет çеç шуçăм,

Эп тухаттăм акана.

Сан çинчен каймарĕ куçăм.

Сисрĕн пулĕ?

— Кăшт кăна...

 

Халăхпа эп утă çултăм,

Ман паккусăм тикĕсчĕ.

Сан çине пăхса йăл култăм.

Сисрĕн пулĕ?

— Сиснĕччĕ..

 

Тулă хӳхĕм ӳсрĕ, выртăм.

Халь кĕретĕп авăна.

Юратса сана эп ыртăм.

Сисрĕн пулĕ?

— Аванах...

 

Пичкене сăра та тулĕ

Туй тумашкăн кĕр çитсен.

Юратни сан урăх пулĕ?

Каласамччĕ?

— Çук, сисмен...

Макар Макарч


Макар Макарч пĕр больницăра татти-сыпписĕр вунă çула яхăн ĕçлет. Ăна таврари халăх пурте паллать. Макар Макарч, тесех чĕнеçĕ.

Макар Макарч авланман çын, япшар фельдшер. Çавăнпа та вăл больницăна пынă хĕрарăмсемпе пӳлĕмре чылаях та пуплесе ларма юратнă. Анчах паян пĕр çамрăк хĕрарăм та курăнман, ват карчăксем çеç кĕре-кĕре тухнă. Кун каçиччен вăл, пĕр илемлĕрех хĕрарăм курăнмасан, ĕçлеме пултарайман. Çавăнпа та паян кĕрхи çанталăк тĕслĕ ларнă.

— Кĕме юрать-и, Макар Макарч?

— Кĕрĕр, кĕрĕр.

Çутă пушмаклă, шурă шупăрлă, пурçăн тутăрлă пĕр кĕрнеклĕ хĕр кĕрсе тăчĕ пӳлĕме. Тутăр вĕçĕпе тутине хӳтĕленĕ. Те вăтаннă пек пулса, нимĕн те чĕнмест.

Макар Макарч ку хĕртен хăй те вăтаннă пек пулчĕ. Анчах сасартăк кĕрхи сăнне пăрахса çурхи сăнпа улăштарчĕ. Хăйĕн кăтра çӳçне ĕнсе çинелле шăлса, çӳхе тутисене кулнă пек туса, сăмах пуçласа ячĕ.

— Килех, мĕн сăмахпа-ха, хĕрĕм?

— Шăл.

— Çан пек илемлĕ хĕрсен те шăл ыратма пĕлет-и вара?

— Уямасть пуль вăл.

— Хитре хĕрсен ыратмасть, теççĕ те.

— Хитрисен ыратмасть пуль те, эп хитре мар çав.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 128 129 130 131 132 133 134 135 136 ... 796
 
1 Л. Лавров (1906—1943) — вырăс совет поэчĕ