Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Г. Юмарта
Эп сан патна çырса туя пуçларăм:
«Мĕн тес?», «Мĕн тăвăн?» тетĕп час-часах.
Мĕн тăвăн? — Тăвасса эп тукаларăм,
Тăваймăп тек е тумăп — хăвăртах.
Эдгар1 каларăш, эп пĕр ту сăнарăм,
Ялтрать çав ту çинче хăруш сăмах:
«Désespoir»2 — ак французла каларăм.
Мĕн тăвăн? — чăвашла — калас çуках.
Музыкăраччĕ чун! Анчах мĕн евĕр
Ӳсет таçта та Çĕрĕклĕх сĕрлевĕ,
Иртĕхӳ çеç — ăс ĕçĕ вырăнне.
Çапах — ик-виçĕ çутă эп куратăп,
Эп — çав шутра — тĕттĕмлĕхре сăнатăп
Сан сăнарун ыр халлă çутине.
 Сукмакăм, хир сукмакĕ
çитет вăрман хĕрне.
Илсе кĕрет вăл акă
тăваткăл ĕшнене.
Ман ыйхăм-юмахăм
чиперрине туйса
утатăп эп вăраххăн
тунсăхăма манса.
Куккук-и е сирена
кăшт сас парать таçта?
Каç çутипе хĕрелнĕ
шыв хĕрринчи ката.
Мĕлке ак картлăн-картлăн
ӳкет сулахайран.
Ӳссе ларать хăватлăн
унта хура юман.
Турат çине пусатăп —
шăнтать вăл урана.
Никам та çук, туятăп, —
пĕртен-пĕр эс кăна.
Çулçа та хускатмасăр
эс ĕшнене кĕрен.
Мана та курăнмасăр
ман тĕлĕкре çӳрен...
 Унеçĕм ĕçкĕре-хăнара
Ĕçрĕ ăш сăра:
— Лайăх тунă сăрине,
Яма пĕлнĕ хăмлине.
Кăпăклă,
Ĕçме вăхăтлă, —
Пуплесе илчĕ сăмах майĕпе,
Йăвашшăн ерипе.
— Нимех те хатĕрлемен те эпĕр...
Сăри килĕшет пулсан, ĕç-ха тепĕр...—
Тыттарчĕ килхуçи арăмĕ алтăр.
«Унеçĕм хырăмĕ сарăлтăр», —
Терĕ пулас ăшĕнче.
Çавăн пек туйăнчĕ куçĕнчен.
— Хать тесен хатĕрех!
Ах, сăри сим пекех! —
Çавăрса хучĕ Унеçĕм виççĕмĕш алтăр.
Епле çивĕч те паттăр!
— Кавруç!
Пăх кунта: укçа пĕр ывăç.
Хушатпăр пулĕ çуттине?
Вĕçтер сăмакунçă патне! —
Хĕрсе çитнĕ Унеçĕм
Тăпăртатрĕ пĕр вĕçĕм,
Укçисене силлесе,
Эрех валли пиллесе
Пачĕ Кавруçа!
— Ме, пул хуçа!
Тупса кил эрех.
Ĕçетпĕр пурпĕрех!..
Вĕçтерчĕ Кавруç Унеçĕм укçипе
Вăрттăн, сарайсем хыçĕпе —
Эрех шырама —
Кайри урама.
Кавруç часах таврăнать,
Хаяррипе хăналать.
Ĕçеççĕ эрех
Пĕр черкке, тепре...
Ĕçнĕ хушăрах
Тиврĕ пĕрне сахалрах:
Малалла
 Тунсăхласан кил-çурт та тăвăр,
Йĕплет тем мурĕ кăкăрта.
Эппин, çула пуçтарăн хăвăрт.
Билет тӳрех ил Пушкăрта.
Силлет вакун пĕр-икĕ талăк.
Тахши пĕлтерĕ: Юлтаза!
Туссен алли кĕç ыталать ак,
Куратăн çывăх юлташа.
Кĕтет сана вăл:
Чей вĕретнĕ,
Шур вырăн сарнă пăлтăра.
Ир вăранма кунта вĕренĕн, —
Иптеш, ĕçчен çын, ир тăрать.
Хăна пулмашкăн килнĕ çеç-и?
Тăхтавсăр эс çула васка.
Выртан каска мăкланнă, теççĕ,
Якалнă, тет, çӳрен каска.
Халапĕ мул пирки-мĕн çакă,
Тупра çине халь алă сул.
Ӳт-пӳ виçи кăштах сан чакĕ,
Чуну туянĕ хаклă мул.
Пăр пек шыва кĕрсе эс уçăл,
Ту тăррине ырмасăр çит.
Ăшу хыпсан — çăл, акă.
Ку çăл —
Кунти илемĕн пĕр шăрçи.
Ишимбайра кăлар эс нехтă.
Йышпа выр тырă Тӳртлĕхре.
Кĕстенлĕ тăрăх хĕп-хĕрлех тăм,
Çап кирпĕч пĕр-пĕр эртелре.
Ялта хĕрет-и вăйă-кулă —
Туй ачилле сиксе ташла.
Чăвашсене кунта тĕл пулăн, —
Калаç тăван пек чăвашла.
Малалла
 Кашни кунах çакăнтан пуçланнă ĕç кунĕ.
— Хĕрсем, сакайне кĕрсе улма илсе тух-ха. Васкарах пĕçерес, — тăратнă вырăн çинчен кашни ир хăйĕн хĕрсемне Пракух арăмĕ Пăраски.
— Илсе тухниех пур кăмака айĕнче, — вырăн çинчен васкаса тăрса кăмака айĕнчи улмана шуратма тытăннă пĕчĕкçеç питлĕ-куçлă, эреветлĕ-теветлĕ, сарă хĕр Маюк.
Анчах паян йăлт урăхла. Урăхла пуçланчĕ ĕç кунĕ.
— Сыснасене панă-им кунти улмасене, инке? — тĕлĕнчĕ Маюк, кăмака айĕнчи иртнĕ каç улмапа тултарса лартнă пушă алтăра тытса.
— Çук...
— Кунта улмасем çук-çке...
— Сан кахаллупа. Илсе тух çĕнĕрен!
Чылайччен тĕлĕнсе тăчĕ Маюк. «Илсе тухаймарăм-ши вара иртнĕ каç? Çук. Илсех тухрăм. Лайăх астăватăп. Инке мăшкăлать пулас. Çук. Илсех тухрăм. Шăп сакайĕнчен тухнă чухне хăйă сӳнчĕ. Ак, çакăнта лартрăм. Халь...»
— Мĕн сĕнксе тăратăн тата? Кĕрсе ил! — шухăша кайнă хĕрсемне кăшкăрчĕ инкĕшĕ.
Сакай алăкне вăрахăн уçса анчĕ сакайне Маюк. Хăрарĕ. Çӳçенчĕ. Куçне-пуçне шăлкаларĕ.
— Ай-уй! Ай! — сакай шăтăкĕнчен улмасем вĕçе-вĕçĕн тухса кайнине кура кăшкăрса ячĕ Маюк.
Малалла
 Н. Ч.
Çапла, пăхасса та эс çӳллĕ пăхатăн,
çапла, пăхнă май эс пуçна каçăртатăн, —
мĕне-ши çапла ăсунта тинкерен?
Тен, чун çӳллĕшне эс çапла палăртатăн,
ăна ху сисмесĕр мана пĕлтерен.
Ас вăйĕ — виçевлĕ, ăна эп пĕлетĕп, —
унра перекетлĕ пулма вĕренетĕп;
ăшри хумхану палăрать-и сайра? —
Чун çӳллĕшĕ çеç упрансанччĕ теетĕп, —
ялан, ман тĕрек пек, пурнать вăл санра.
 «У-У-У-У
Пĕчĕкскерне,
Папуççине,
Паппа ту-у».
Марина аппа ача çуратнă,
Анчах ашшĕн ятне çухатнă:
Мĕн ятлăччĕ-ха ку ача ашшĕ?
Ах, мур татасшĕ!
Мантăм хăямат.
Эсĕ мар-и, Йăкăнат?
— Çур çул пурăнсах-и?
Мĕн эс ухмах-и?
Парăп эп сана ашшĕ!
Ах, çĕр çăтасшĕ!
— Пĕр пĕрре,
Ик ике,
Виç виçе,
Тăват тăпач,
Пилĕк пилеш.
Улт улми,
Çич çитми,
Сакăр салми,
Тăхăр тăрни.
Вуннă вулак —
Ашшĕ ак:
Клемент.
Тӳле алимент!
— Ак сана рас!
Меншĕн парас?
Ашшĕ эп мар.
Ман юхман тар.
— Тӳле! Тӳле!
Вăрăм ан пупле.
Хысахви курнă:
Ашшĕ эс пулнă.
Уа-уа...
Ӳстĕр ача
Ан вилтĕр выçса
Сана пула.
 Пурнаттăн эс Туймазара
Юратăва туймасăрах...
Йышпа эс тунă та суха
Пĕлмен пĕчченçĕ тунсăха.
Ку вырăнта тупсассăн нехтă,
Пĕр йĕкĕт, килнĕччĕ кăна,
Тĕл пулчĕ, чĕнчĕ кинона...
Çухатрĕ пулĕ ахăртнех тăн:
Хăть эс калаç, хăть ан калаç —
Çӳрет сан хыççăн ир те каç
Пушкăрт ачи.
Куçпуçĕ — çĕмĕрт.
Хĕре калать: эс манăн ĕмĕт,
Юрат мана, чăваш пики.
Курманччĕ эпĕ сан пекки.
Хĕр ăшшăн пăхрĕ тĕлĕнсе:
Тăра парать хăй тĕлĕнче
Чи çывăх çын.
Çак йĕкĕте
Вăл тахçанах иккен кĕтет.
Малтанхи хут хытса эс тăтăн,
Çухатрăн пулĕ ахăртнех тăн.
Çук, çухатман —
Телей пичечĕ
Тута çинчен епле пĕçерчĕ!
...Ик тĕрлĕ халăх, ик чĕлхе.
Пулин, хупмастпăр читлĕхе
Юратăва.
Тав ĕмĕре —
Юратăвăн чĕлхи пĕрре.
 Хурамалта чăваш концерчĕ!
Ирех пĕлтерчĕ радио.
Ача-пăча клуба вĕçтерчĕ,
Каçа кĕтсе тăрать-и вăл.
Кун сӳниччен нумай малтан
Уй-хир çынни, ĕçченĕ
Пуçтарăнать мĕнпур ялтан
Ушкăнĕпе. Пĕчченĕн.
Маттур яшсем, куç илейми
Хĕрсем, кĕрӳшĕ-кинĕ...
Кăлкан пек шурнă кинеми
Артист курасшăн килнĕ.
Петров солист кăшт пăлханать.
«Хăна юрри» кĕрлет кĕç.
Ал çупрĕ халăх — пул хăна,
Тахçан сире кĕтетчĕç.
Тус-тăвансем кунта нумай.
Салам ăçта вырнаçĕ?
Вара пуçланчĕ вăй та шай,
Хĕрӳллĕ туслăх каçĕ.
Янрать хитрен чăваш юрри.
Кĕрлерĕ вырăс маршĕ.
Тутар ташши... артист ури
Ах, тур, пружинлă мар-ши?
Çак Пушкăртра халь хăнара
Çĕрпӳ, Мăн Явăш, Элĕк.
Эп тĕлĕнетĕп: мĕн, ара,
Чăнах-и ку е тĕлĕк?
Çук, тĕлĕк мар, юри те мар,
Ку — пирĕн çутă чăнлăх.
Чăваш е вырăс, е тутар
Пĕр пек халь ырă чунлă.
Малалла
 Урампа пырать хура-çырă хĕрарăм. Мăйĕнче шăрçа ярăм-ярăм. Тумланнă капăр. Ĕçлет ырă вырăнта ахăр? Уринчи пушмакĕ шăхăрса тăвать утăм хыççăн утăм. Çитумтирĕ вĕçкевлĕ, çӳхе те çутă. Сăнĕ илемлĕ, тăрать çуталса. Шатра çук ниçта та — яп-яка, тап-таса.
Куç хыврĕ майрана катаран Павăлкка ачи. Хăй те аптрасах каймасть-ха каччи. Хатĕрлерĕ юмах хĕрпе пуплеме. Шутларĕ малтанах пурнăç пирки тĕпчеме.
— Страстĕ!
— Здрасте!
— Мĕнле пурăнатпăр?
— Лайăхах чупкалатпăр.
Юмах пуçланчĕ çак сăмахсенчен. Ӳксе юлмарĕç иккĕшĕ те пĕр-пĕринчен. Пыраççĕ çулпала юмах юптарса. Хире-хирĕç пăхрĕç пăртак тăрса.
— Паллаймарăм эпĕ сана, — терĕ хура-çырă майра.
— Эпĕ палларăм, — арçын тавăрать.
— Кам вара эпĕ?
— Çавăнти эсĕ...
Каларĕ каччă хĕрĕн ял ятне. Унтан асăнчĕ хушаматне «Çапла меслетпеле часах веçех пĕлеп», шухăшларĕ Павăлкка ачи, мăйне пăркаларĕ, калăн кăркка аçи. Нимĕн чухлĕ те вăтанмарĕ, хаваслă хум çинче юмахларĕ те юмахларĕ. Тăмасть именсе ку маттур, авăртать сăмаха пит правур.
— Çук, палламастăн эппин мана эсĕ, — хирĕçлерĕ хула хĕрĕ.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 130 131 132 133 134 135 136 137 138 ... 796
1 Эдгар По 2 хранстусла «шанчăк йăлтах пĕтни» пĕлтерет
|
Шухăшсем
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...