Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кĕмĕл кĕперХĕçпе çурлаХĕн-хур айĕнчеВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртАтăл шывĕ юха тăратьПолк ывӑлӗИрĕк çил

«Ир вилекен сăвăсене...»


Ир вилекен сăвăсене

эп яланах шеллетеп.

Шеллетĕп сăвăçисене,

чĕнмешкĕн именетĕп.

 

Пичетлемен пулсан — аван,

пулать çурса тăкмашкăн.

Пичетлесен вара — кайран

май пулмĕ пытармашкăн.

 

Çынсем кураççĕ вĕсене —

шеллеççĕ: сăвă вилнĕ.

Çут тĕнчене ун вырăнне

урăххисем-çке килнĕ.

 

Çыраканни — çӳрет чĕрех,

хăй сăввине вăл маннă.

Анчах хăш чух асилтерет

пуç таякан айванĕ.

 

Вара чĕр сăввусем çинех

йăхатăн эс шанмасăр.

Эс тишкеретĕн вĕсене —

вĕсен хакне туймасăр...

 

Эп çакă асапа пĕлсе

васкассинчен писетĕп,

чуна чи çывăх шухăшсем

палăрасса кĕтетĕп.

 

Шухăшăмсен сăлтавĕсем

ирĕкленсе йĕрленччĕр.

Шăнăрĕсем, тымарĕсем

йăлт палăрса çитейччĕр.

 

Вĕсем кăртлатнине сăвва

кĕртсессĕн васкамасăр —

сăвву сан пурăнĕ сывах,

чĕр япала пек, сансăр.

Шăпчăк вĕтлĕхре


Хыпа-хыпа çунать. Кăчăртатса илет.

Сӳнет. Вара каллех — кĕпер, йĕпе тĕмсем.

Турат çеç чӳхенет, хăй мĕлкине кĕтет.

Сасартăк инçетре — каллех йĕрсем, хĕмсем.

 

Сасне шырать. Тăхтать. Тупать те — антăхать.

Шур пĕлĕт йĕрĕ пек, таçта темскер ӳсет,

йăр-яр çавăрăнать, вĕрин кăлтăртатать,

сасартăк тайăлать, ĕшне тĕпне тивет.

 

Эп. Уйăх. Шăпчăк. Халь эпир çеç тĕнчере.

Çак виç кĕтеслĕхре вăл пĕр-пĕччен асать,

хыпа-хыпа çунать, кĕрлет те ӳхĕрет,

сӳнет те — уйăхпа мана çеç хăварать.

Пушкăртстан


Çил-пăравус, саламласа пĕр кăшкăрт,

Сывла кас-кас вĕри пăспа туллин.

Ак Туймаза.

Умра — хĕвеллĕ Пушкăрт.

Хам ĕмĕте куçпа эп куртăм тин.

 

Ивановпа кăштах паллашнă хыççăн,

Силпи çинчен хыпар илтсен малтан,

Кунта килме шутлаттăм; ывçăн-ывçăн

Валак шывне ĕçес килетчĕ ман.

 

Килес килет. Нарспи аппан хĕн-хурлă

Шăпи текех хăртаймĕ никама.

Туссем патне яратăп хир-сăрт урлă

Тĕп чăвашран çитернĕ салама.

 

...Çула чĕнсе каларĕ Пушкăрт çилĕ;

— Васка хире; çӳл ту çине хăпар;

Çурхи вăрман чăпар куккук сассиллĕ,

Кашни çăлкуç пĕлтерĕ çĕн хыпар.

 

Чăнах иккен. Тухатăн хирсене,

Юпа утать-и Куйбышев енчен —

Ыраш çине, сап-сарă вир çине

Пралук мĕлки ретпе ӳкет çӳлтен.

 

Çăлкуçĕсем... куратăн ху сăнна.

Ĕçетĕн те, чĕрӳ каллех маттур.

Шăнкăр саспа хыпарлĕ шыв сана:

Çĕр айĕнче мĕн чухлĕ пурлăх пур!

 

Сăртра — шур пĕлĕт евĕр сурăхсем.

Хысакĕнче — кунçул сунса пире —

Малалла

Аçа кушак


Кушак Аçи кахаллине,

Унран пайта сахаллине

Пурте кураççĕ.

Анчах хăшсем хĕпĕртесе,

Пӳртре Кушак пултăр тесе,

Çавах усраççĕ.

Вăл ĕçлемесĕр пурăнать,

Хăй çеммине мăр-мăр мăрлать

Кăмăл туличчен.

Е кунĕн-çĕрĕн çывăрать,

Вăрттăн апат вăрт! çавăрать

Хуçи сисиччен.

Хуçа мулне шăши çиет.

Хуçийĕ тарăхса çӳрет

Аптранипе.

Кушак Аçи ним пулман пек

Выртать çемçе тӳшек çинчех

Кунĕ-кунĕпе.

Анчах хайхин шалчи тулать,

Ăна хуçи тытса сутать

Ытла наяншăн.

Ун вырăнне Ама Кушак

Илет хуçа. Ăна хушать

Шăши тытмашкăн.

 

* * *

Хăшпĕр кантурăн пуçлăхĕ —

Чăнах Аçа Кушакăн йăхĕ,

Ним те ĕçлемест.

Умран хыçран ĕнселесрен,

Ĕçĕсене тĕрĕслесрен

Пач та шикленмест.

Суд та вут


Шăп кăнтăрла. 12 сехет.

Шакканă сасă илтĕнчĕ пӳртумĕнче. Итлесе тăнă пек пулчĕ Кĕркури пӳртре, урай варринче.

— Тук-тук-тук! — хыттăнах илтĕнчĕ тул енче.

— Питĕрмен! Хытăрах тĕк! Кам унта? — пӳртрен пӳртӳмнелле пуплесе тухрĕ Кĕркури.

— Ара, питĕрмен... Питĕрмен, ачам!..

— Уç! Халь тин пытараймăн.

Кĕркури нихçан питĕрмен алăка çĕклесе уçрĕ.

— Алăкки çапла анса ларать те вăл. Çĕклерех уçмалла. Вăт çапла, — алăка вăраххăн çĕклесе кăтартрĕ тул енчен кĕрекен çынна.

— Ан йăпăлтатса тăр. Пĕлетпĕр питĕрнине. Ăçта таварусем?

Ăнланаймарĕ Кĕркури. Темĕнле таварсене ыйтрĕ тул енчен кĕрекен.

— Пасара кайнăччĕ-ха вăл Анна, — терĕ аса илнĕ пек пулса.

— Мĕн ухмахланса тăратăн? Кала тӳррипе: ăçта таварсем?

— Эсĕ кам пулатăн-ха? Паллаймарăм-ха. Куçĕ-пуçĕ те...

Килнĕ çын хаярланса кĕчĕ пӳртелле.

— Пасара янă сначчăт?!

— Пасара. Укçа кирлĕ пулчĕ те...

— Сначчăт чăнах торковать тăватăн?

— Мĕн торковать туни-качки. Халь çулла. Пĕр эрнере чылай пухăнать çав. Кайса сутас терĕ.

— Киле нимĕн те хăварман-и?

Малалла

Хурав


...Пĕчченлĕхпе-и хăрататăр?

Çумра çĕр çын суять пулсан —

Пĕри ан суйтăр. Пуç ан тайтăр.

Тепри те тупăнĕ кайран.

Поэзи


Каллех — санпа тĕл пулмалла:

Хуçа пек мар, чура пек!

Сана çапаймăп, — ман алла

Сан Амаку хăй çапĕ.

 

Сана тăнпа çĕнеймĕп эп, —

Эп — чирлĕ, эсĕ — сывă.

Сана амантаймастăп эп, —

Мана амантăн йывăр.

 

Сана эп тавăраймăп, — ман

Хăватăм çук, — пĕлетĕп.

Мана эс тавăрса манран

Ман хăвата илетĕн.

 

Мана çапса-ыраттарса

Эс ман сасса итлетĕн, —

Яланлăх ху сассу туса

Çав сасăпа чĕнетĕн!

Пурнăç гимнĕ


Шур хут листи выртать пĕр хăратса.

Эп кĕтнĕ шухăш, тен, пуçа та килмĕ.

Сăмахăма калас килет татса.

Çырас килет хăюллăн пурнăç гимнĕ.

 

Шухăшăмра çӳретĕп аякра.

Тан-пăр çине юлташăмсем ӳкеççĕ.

Пăр хĕрелет юнпа тем самантра.

Ӳкменнисем хĕлхем ăшне сикеççĕ.

 

Кĕске е вăрăм санăн ĕмĕрӳ, —

Сана çĕршыв сăнарĕ вăй парать.

Çапла кăна килет вăл, çĕнтерӳ.

Çапла çеç пурнăç гимнĕ çырăнать.

 

Шар курнă çын ман сăмахпа çураçĕ.

Суранăмпа супсассăн вĕçĕмех,

Ăнлантăм эп: пурнăç гимне çыраççĕ

Перопа мар — хура штык вĕçĕпе.

Хăй те çимест, кӳршине те кĕртмест


Йытă, тет,

Выртнă, тет,

Мăн купа çине.

Çимест те,

Кĕртмест те

Утă çывăхне.

— Хам, хам, хам!

Кунта хуçи хам.

Ачам,

Эс кам?

— Эпĕ — колхоз лаши, —

Тет ăна кӳрши. —

Сан айри утă çĕресрен

Памăн-ши кăштах хĕрринчен?

— Хам, хам, хам!

Кунта хуçи хам.

Çывăха ан кил.

Ак сана ман пил.

— Утă çиместĕн çавах,

Пĕлетĕн хăвах.

Ăна колхозник алли

Хатĕрленĕ мана валли.

Сан айăнта ахаль çĕриччен,

Тислĕк пуличчен

Пар та тивĕçлĕ пая мана,

Тав тăвăп эпĕ сана.

Сая каймĕ паха утă.

Эпĕ те пулăп тутă.

Çакă çеç ман ыйту.

Виçине пĕлсе кăмăл ту.

— Хам, хам, хам!

Кунта хуçи хам.

Ан çывхар пата.

Сан ĕç çук кунта, —

Хаярланчĕ Йытă,

Сар шăлне йĕрсе,

Калама çук хытă,

Урнă пек вĕрсе.

 

* * *

Шел çав, шел.

Пулăшмасть хăш чух

ыр мехел.

Тен, пулмалла

Йытăпа йытăлла?

Кулас килет


Урамра икĕ юлташ калаçса тăннне куртăм.

— Кулас килет, — терĕ пĕри, ассăн сывласа. — Пуçана патĕнчен тухрăм-ха.

— Пуçану култарса ячĕ-и? — йăл-л кулса ыйтрĕ тепри.

— Вăл мар, унăн амăшĕ — Чакак тăхлачă.

— Мĕншĕн култарчĕ-ха тата ку?

— Кулмасăр. Ман Юркка пуçана ашшĕсĕр, амăшĕпе кăна, ӳснине пĕлетĕн вĕт-ха эсĕ. Питĕ тăрлавсăр ачаччĕ. Икĕ хутчен суда лекрĕ çавăншăн. Лере те пулса килчĕ. Халĕ акă авлансан ĕçме пăрахрĕ. Тăна кĕчĕ: чип-чипер йĕркеллĕ çын пулса тăчĕ. Чакак тăхлачă вара çавăншăн макăрать.

— Мĕн тесе?

— Кинрен хăраса ĕçме пăрахрĕ, тесе кулянмаллипех кулянать.

— Ха-ха-ха! Ачи йĕркене кĕнĕшĕн кулянать, эппин. Кулăшла ку, чăнах та. Хăйне ӳсĕр ывăлĕ тамаша кăтартнисене манчĕ апла. Ывăлĕ хуçнă аяк пĕрчи те тӳрленчĕ пуль çав унăн. Çапла, тĕрĕс. Сайраран пур ун пеккисем, çук мар. Пирĕн хамăрăн Тӳмма тăхлачă та тĕлĕнтерет.

— Мĕн тăвать-ха вăл сирĕн?

— Манăн йăмăк ун ывăлне качча тухрĕ. Кĕрӳпе иккĕш килĕштерсех пурăнаççĕ-ха. Ну, пĕтерет вĕт тăхлачи.

— Мĕн туса?

— Йăмăка, кинне, кĕвĕçсе. Ăна килте ним патне те ярасшăн мар, хуть ăçта пырсан та ум пӳлет. Йăмăк кăмака умне апат пĕçерме пырсан, вăл та унта пырать, халь пĕр енне, халь тепĕр енне пăрăнкала-пăрăнкала тăрса йăмăка чăрмантарать.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 133 134 135 136 137 138 139 140 141 ... 796