Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сӳнми хĕлхемКĕтмен венчетИрĕк çилПăва çулĕ çинчеЫтла та вăрттăн юратуХура çăкăрАслă халал

Сильвие


Ах, Сильви1, эс ман ăса

Ма ку териех кĕретĕн?

Е «Çилпи» пек янраса

Нарспие асилтеретĕн?

 

Е хирсен хӳтти сана

Пирти пек таса упранă?

Е аваллăх сан сăнна

Тăванла сар çутă панă?

 

Валуа ялĕсенче

Пулнă-и яш чунăн сăйĕ

Хир тулли кăвак чечек,

Куç тулли хаваслă вăйă?

 

Е чăваш хĕр ачисен

Именӳллĕ ыр илемĕ

Санăнни пек чĕререн

Çуталса тăрать теем-и?

 

Хăмăл чикнĕ сан уру

Вĕсенни пек кушăрханă...

Франци хирĕнчи юрру

Илтĕнет мана, тăванăм.

 

Пирĕнни пекрех — сăвви:

«Сапар кăмăл — хĕр туприйĕ...»

Ах, ытарайми Сильви,

Франци халăхĕн Нарспийĕ!

«Юрату, Çутçанталăк, Ăсталăх!..»


Юрату, Çутçанталăк, Ăсталăх!

Ман ĕçре виçĕ пĕрлĕх пек пултăр.

Ӳсрĕр эсĕр... Саву халь — Тăванлăх.

Çут çанталăк — Кĕтрет пулса юлтăр.

Пултару — Аптраманлăх, Ĕçченлĕх.

(Тен, унра та халь — урăх «артистлăх»:

Илĕртет Илемре те — хресченлĕх,

Унăн çĕр ĕçĕнчи евĕр чыслăх.)

Çавал хăви


Çур çилĕ анчĕ Çавала.

Хĕпĕртесе хум сиккелерĕ.

Туту сан хушрĕ: хăвала;

Куçу: çитсен чуптăвăн, терĕ.

 

Епле манатăн çав куна?

Хĕррисĕр-вĕçсĕр çут инçет.

Вăрман вăранчĕ.

Çĕр пиçет.

Мĕн чухлĕ пурнăç!

Сав кăна.

 

Чĕре сиксе илет кăртах:

Тĕнче тулли хĕвел çути,

Шыв сарăлать таçта çити,

Ейӳ пек туйăм кăкăрта

Çĕн кĕвĕсем хыва-хыва

Сип-симĕс тум уртать хăва.

Çӳл тӳпере юрлать тăри:

 

Юратăр-и...

Юратăр-и...

 

Çыран хĕрне эпир тухатпăр.

Калас сăмахăм хĕсĕнет.

Вунсаккăрти именчĕк тапхăр

Хумхантарать чĕресене.

 

Вара эс çамрăк хăвалла

Пӳне хускатрăн та, чиперрĕн

Туту каларĕ: хăвала,

Куçу: çитсен чуптăвăн, терĕ.

 

Малтан-мала!

Таратăн çивĕч

Шыв хĕррипе, сăрт çумĕнчен.

Хăлат çуначĕ пек ик çивĕч

Вĕçсе пырать куç умĕнче.

 

Пĕр-икĕ утăм çеç кайра

Чупатăп эпĕ пур вăйран.

Халех çитес!

Малалла

Ваççа


Тăлăх ача вăл Ваççа. Выçлăх çулхине унăн ашшĕ-амăшĕ Çĕпĕре кайнă. Ачине вĕсем пăрахсах хăварнă. Ваççа вĕсемпе хăех каясшăн пулман. Ун чухне вăл 12 çулхискер пулнă. Çавăнпа та вăл ашшĕ-амăшне лайăх астăвать. Амăшĕ ăна юлашки хут чуптуса хăварнине те манса кайман. Амăшĕн сăмахне те манман вăл. «Лайăх пурăн, ывăлăм. Çын пулма тăрăш. Аллу тӳрĕ пултăр, пуçу çирĕп пултăр. Сывă пул», — тесе тута пачĕ ăна амăшĕ юлашки хут. Нумайччен пĕр-пĕрне ыталаса макăрчĕç вĕсем. Манма пĕлмест ăна Ваççа ĕмĕрне. «Аннене курасчĕ пĕрре виличчен. Анчах, тăпра пулнă пуль тахçанах», — тесе шухăшласа илет Ваççа хутран-ситрен.

Ашшĕне те лайăх астăвать Ваççа. Анчах ăна пĕрмаях аса илмест. Сивĕннĕ пек туйăнать ăна ашшĕнчен. Уйăхĕпе çăкăр ăша яман ашшĕ, кайнă чух пĕр-ик черкке сăмакун сыпнă пулнă. Çавăнпа та пĕлмиех ӳсĕрччĕ килтен тухнă чух. Ваççана та вăл нимĕн те каласа хăвараймарĕ. Вăрçма çеç пикенчĕ ӳсĕр пуçĕпе. Çĕпĕре кайма тăричченех те юратсах каймасчĕ вăл Ваççана. «Пĕчĕклех хут ăшне путрăн. Кил-çурт пăхакан çын пулас çук санран. Пулăн çав таçта сĕтĕрĕнсе çӳрекенскер. Вăн, Çинахван епле çӳрет. Киле те килсе курăнмасть нихăçан та», — Ваççана ашшĕ яланах хăйсен кӳршĕ Якку ывăлĕ Çинахван çине кăтартатчĕ. Çинахван чăнах та килтен тухса кайни темиçе çул та çитнĕ. Вăл катари ялта учительре пурăннă. Ку сăмахсемпе ашшĕ Ваççана нихăçан та хурлантарайман. Ваççа Çинахван пиччĕшĕ пек пуласшăн пулнă. Çавăнпа та вăл, шкула кайман пулин те, юлташĕсенчен кĕнекесем илсе, вĕсем кăтартнипех вулама вĕреннĕ. Çаксем пурте Ваççан пуçĕнчех. Çаксене аса илнипех те вăл ашшĕнчен сивĕннĕ пек пулать. Çавах ытлах мар.

Малалла

Кăсăя килсе кайсан


(Юпа уйăхĕн вĕçĕ)

П. Эйзина

 

Кантăк.

Умра — пĕчĕк хурăн.

Ун хыçĕнче — тĕтрере — кĕр калчи.

Хурăн çинче—юлашки пĕр сар çулçă.

Ак юнашар кăсăя пырса ларчĕ.

Сăнарăм эп. Манăçрăм.

Çурт-тăвăм кранне асăрхарăм.

Кăшт тăрсассăн куратăп:

юлнă-мĕн — çулçă кăна, —

çавах, —

юлашки.

Куçаруçă саманчĕсем


«Çун!» — терĕн эс ăшăмри çуттăма...

Ю. Словацкий

 

Шурă çутă, шурă тĕс!

Сăмахсем те шур тĕспе

çуталса тăраççĕ тейĕн!

Лăпкăлăх, таса ачашлăх

ялтăрать пек пӳлĕмре, —

тен, куçаруçа та вăл

çутатса тăрать управлăн

ун ăсне кĕрсе шалтан;

чунăн сисĕмлĕхĕпе

чĕтренсе тăрать пек сывлăш! —

Польша çĕрĕн ăрăмçи,

ах, ытарайми Словацкий!..

Çакă çутăн ăшшинче

эп чăваш сăмахĕсен

çутине туйса çыратăп

полякла пăшăлтатса:

«Жилем з вами... Жилем з вами...»2

Ыйăх вĕçсен çырни


Çĕр çинче халь те пур-ха ун пек вырăнсем;

халь те йĕплĕ пралук речĕсем,

тутăхса кăнтараççĕ таçти вăрманта,

(Ай рифми те çапла, тупата:

тĕрлĕ çĕрĕш, тискер тунката.)

 

Хресченсем пек ĕçленĕ çынсем вăрçăра;

йĕррисем — халь те пур-мĕн вара:

дзочĕсен хӳмисем — платниксем тунă пек!

(Хĕрĕх çул — çĕрĕпе, кунĕпе

сас та çук, чун та çук... Йĕп-йĕпе...)

 

Арăмне, ачине ыталанă алсем

халь ăçта-ши?.. Ăçта — тумĕсем?

Сухара тарпа пиçнĕ хул-çурăм ăçта?

(Хам ятран эп ыйтам-ха тата:

ман атте хăш çĕрти вăрманта?)

 

Пĕр мел пур упрама: ассенче халь сире,

Трахвиме, Миккуле, Петĕре

ватă аннĕр лăпкать, — халь те эсĕр — яшсем...

(Ачаллах асăнаç — ачăрсем,

хăшĕсем халь — сиртен аслисем...)

 

Пур тата — ассене кĕреймесĕр юлни! —

Аттăн пĕтнĕ йĕрри, хĕрĕн туйсăр

юрри пăтрашать тӳпери турă мар турăра!

(Ай юррийĕн пуçламăш вара —

тахçанхи Çĕньялта, Нăрвашра...)

 

Амăшне, йăмăкне ыталанă алсем

Малалла

Каçхине ялта


Çĕрлехи урам — çĕр сасă.

Умлăн-хыçлăн куçрĕ шав.

Каç чаршавĕ хупăнсассăн,

Уçăлать клубри чаршав.

Тăп-тулли колхоз ĕçченĕ,

Вырăн çук ларма-тăма,

Туй юрри янратрĕ сцена,

Авăнать юман хăма.

Çамрăк тимĕрçĕ

Ташлама тилмĕрчĕ.

Хăвăрт-хăвăрттăн пусса

Тăсрĕ-ячĕ купăса.

 

Савни, ташла,

Юх акăшла.

Сылтăма пус,

Сулахая.

 

Юратнă тус,

Ан юл кая.

Кĕске кунча,

Тăрса ан юл:

Кăçал качча

Тухмалли çул.

Пĕтĕм халăх — куракан,

Пурте халĕ — ташлакан.

Тимĕрçе куçран пăхать хĕр,

Сăмахпа хурать тĕртсе:

— Туй тума кăçал пул хатĕр,

Юрату çитет хĕрсе...

Авлан, тимĕрçĕ,

Хӳхлесси — хĕр ĕçĕ.

Верук


Кĕрхи тискер сивĕ çил тĕнчене туллать. Вăхăтăн-вăхăтăн вĕтĕ çумăр çăвать. Тĕнче илемне тискер сăн парать.

— Ух, сивĕ!

— Тискер.

— Салху.

— Çантăлăкĕнчен ытла самани тискер, — тесе пуплеççĕ шыв хĕррине пынă хĕрарăмсем, Колчак Хусана илни çинчен сӳтсе явса, хăйсен старикĕсене салтака илесрен шикленеççĕ вĕсем.

— Ваçик салтака кайсан, вилес пулать вара ман, — тесе хучĕ Верук та хуйхăрса.

Тискер кĕрпе тискер самана çинчен чылай пуплесе тăчĕç арăмсем. Пĕр-пĕринпе пуплесе ăшчиккисем кӳтнипе хуйхăллăн утрĕç ерипен килелле.

Сивĕ.

Тискер.

 

* * *

Çумăр чĕресрен ярать. Сивĕ çил çĕçĕпех касать. Ниçта пусма çук пылчăк. Тарласа пăсланнă лашасем ерипен пыраççĕ. Пĕкĕ çинчи шăнкăравсем хуллен янăраççĕ. Çамрăксем юрă тăсаççĕ. Вĕсен паян Хĕрлĕ Çара тухса каймалла.

Акă ял хапхи патне халăх пухăнчĕ. Верук та хăйĕн юратнă упăшкине Ваçике юлашки хут чуптăвать.

— Ваçик, тен, урăх кураймăпăр та. Пĕри вилсен, тепри асăнмалла пултăр. Ан ман, Ваçик!..

— Верук маншăн ан хăра. Эсĕ ху сывлăхна чипертерех упра. Ан ман. Сывă пул...

Малалла

Çĕнĕ алçырупа ларнă май


1

Тур пани тенине «йĕрĕх» терĕç пирте,

Тен, çапла курайман пуль авал — Сехмете!..

 

Пĕр-пĕр йĕрĕх-алпастă çурта кĕнĕ пек,

Хăвалатчĕç Сăвва «канашла» эрттелпе.

 

Ывăлларĕ çапла Сармантей Самани! —

Тĕрмере тытнă пек пулчĕ вăл «ӳстерни».

 

2

Пурнăç иртрĕ çапла, — эп калаймăп: çурри!

Пирĕн «Муза» тени — пулчĕ ама çурри.

 

«Кĕнеке» тенисем чыс курмарĕç йышра, —

Вĕлтĕрен кайăксем çеç — тăван сăмахра!

 

Мĕн-ши çакă халь ак? Вил эреш? Çул юпи

Йышăнман чӳк парни?.. Е, тен, — тупăк хуппи?..

■ Страницăсем: 1... 125 126 127 128 129 130 131 132 133 ... 796
 
1 Франци çыравçин Жерар де Нервалĕн (1808—1855) «Сильви» ятлă повеçĕнчи хресчен хĕрĕ.
2 Юлиуш Словацкин чапа тухнă «Халал» сăввин пусламăш самахĕсем: «Пурăнтăм сирĕнпе пĕрле».