Ваççа
Тăлăх ача вăл Ваççа. Выçлăх çулхине унăн ашшĕ-амăшĕ Çĕпĕре кайнă. Ачине вĕсем пăрахсах хăварнă. Ваççа вĕсемпе хăех каясшăн пулман. Ун чухне вăл 12 çулхискер пулнă. Çавăнпа та вăл ашшĕ-амăшне лайăх астăвать. Амăшĕ ăна юлашки хут чуптуса хăварнине те манса кайман. Амăшĕн сăмахне те манман вăл. «Лайăх пурăн, ывăлăм. Çын пулма тăрăш. Аллу тӳрĕ пултăр, пуçу çирĕп пултăр. Сывă пул», — тесе тута пачĕ ăна амăшĕ юлашки хут. Нумайччен пĕр-пĕрне ыталаса макăрчĕç вĕсем. Манма пĕлмест ăна Ваççа ĕмĕрне. «Аннене курасчĕ пĕрре виличчен. Анчах, тăпра пулнă пуль тахçанах», — тесе шухăшласа илет Ваççа хутран-ситрен.
Ашшĕне те лайăх астăвать Ваççа. Анчах ăна пĕрмаях аса илмест. Сивĕннĕ пек туйăнать ăна ашшĕнчен. Уйăхĕпе çăкăр ăша яман ашшĕ, кайнă чух пĕр-ик черкке сăмакун сыпнă пулнă. Çавăнпа та пĕлмиех ӳсĕрччĕ килтен тухнă чух. Ваççана та вăл нимĕн те каласа хăвараймарĕ. Вăрçма çеç пикенчĕ ӳсĕр пуçĕпе. Çĕпĕре кайма тăричченех те юратсах каймасчĕ вăл Ваççана. «Пĕчĕклех хут ăшне путрăн. Кил-çурт пăхакан çын пулас çук санран. Пулăн çав таçта сĕтĕрĕнсе çӳрекенскер. Вăн, Çинахван епле çӳрет. Киле те килсе курăнмасть нихăçан та», — Ваççана ашшĕ яланах хăйсен кӳршĕ Якку ывăлĕ Çинахван çине кăтартатчĕ. Çинахван чăнах та килтен тухса кайни темиçе çул та çитнĕ. Вăл катари ялта учительре пурăннă. Ку сăмахсемпе ашшĕ Ваççана нихăçан та хурлантарайман. Ваççа Çинахван пиччĕшĕ пек пуласшăн пулнă. Çавăнпа та вăл, шкула кайман пулин те, юлташĕсенчен кĕнекесем илсе, вĕсем кăтартнипех вулама вĕреннĕ. Çаксем пурте Ваççан пуçĕнчех. Çаксене аса илнипех те вăл ашшĕнчен сивĕннĕ пек пулать. Çавах ытлах мар.
Пуринчен ытла Ваççан шăлнĕпе пĕчĕк йăмăкне курас килет. Вĕсене вăл пĕрмаях аса илет. Пĕчĕк чухне вĕсемпе выляса çӳренисем яланах куç умне тухса тăраççĕ. Пахчана, улма-йăрансем çине тухсан, пытанатчĕ вăл вĕсенчен. Лешсем йăрансем хушшинче кăшкăрса шыраса çӳретчĕç. — Пичче ĕç пуй-и? Кий кунта! — тесе йăпанатчĕ Ваççан кĕçĕн йăмăкĕ — Хăвакла. Е тепĕр чух тата: — Тупйăм-и, пичче, пичче! — тесе утланса ларатчĕ. Йăран хушшинче шыраса тупсан, калама çук савăнса, йытă çури пек çырта-çырта илетчĕ пиччĕшне.
Çемьепе ларса апат çинисем те аса килкелеççĕ Ваççана. Кам хăш тĕлте ларса çинисене шутласа тухать хăш-пĕр чухне. Каллех Хăваклана аса илет. Вĕсем апатра яланах юнашар ларатчĕç. — Вĕйсе пай, пичче! — тетчĕ Хăвакла сивĕ уйранах ăсса, ачашланса. Вĕрсе памасан йĕме тытăнатчĕ.
— Вилнĕ пуль халиччен. Сас-чӳ çук, — тет хăй тĕллĕн хăш-пĕр чух Ваççа.
Унтан каллех вăрăм шухăша каять. Хăй пурнăçне виçсе пăхать. Çавăнпа та шăллĕпе йăмăкĕ çинчен те хăй пурнăçĕ пекех аса илет.
— Вилмен пуль-ха. Пурăнаççĕ пуль. Ман пекех кĕтӳ кĕтеççĕ пуль пĕр-пĕр ялта. Ял çыннисем лайăх пулсан, пырать...
Çав вăхăтрах вăл куккăшĕсен ачисене аса илет. Ваççан куккăшĕсем выçлăх çул вилнĕ. Куккăшĕсен ачисем Петĕрпе Ярус ача çуртĕнче пурăнаççĕ. Вăл вĕсем патне кайса та курать. Вĕсем лайăх пурăнаççĕ.
— Тен, çавсем пек ача çуртĕнче пурăнаççĕ пуль, — шухăшлать Ваççа хăй тăванĕсем çинчен.
Ашшĕсем Çĕпĕре кайсан, Ваççа малтанлăха куккăшĕсем патне юлнăччĕ. Çăварнисем çитес тĕлелле куккăшĕсем те йăлтах аптăрарĕç.
Çав кунсенчех ачасене тырă пулнă вырăнсене яма тытăнчĕç. Ял Совет пуçлăхĕпе ялти учитель Ваççа патне хăйсемех пычĕç.
— Петĕрпе Яруçа яратăн-и, тен, Ваççа? — терĕç ăшă кăмăлпа.
Ваççа хĕпĕртесех килĕшрĕ. Петĕрпе Яруçа савăнсах ăсатрĕ. Анчах хăйне илсе каймарĕç.
— Пурăнкалайăн-и, ачам? Тата Çитăркка ачисене те ăсатмалла вĕт-ха. Вĕсем ниçта та тухаймаççĕ. Сана та шел те ĕнтĕ... Ытла та хурланмалла, — питĕ те хĕрхенсе каларĕ ял Совет пуçлăхĕ Ваççана. Ваççа хурланнă пек пулчĕ пĕрре. Анчах унăн кăмăлĕ çавăнтах çаврăнчĕ.
— Пурăнкалайăп-и ĕнтĕ...
Çак сехетрен вара Ваççа пĕр пĕччен тăлăх юлчĕ.
Ашшĕ-амăшĕ, пиччĕш-инкĕшĕ, пĕлĕш-тантăшĕ никам та юлмарĕç.
Ашшĕ-амăшĕ Çĕпĕре кайнă чух хăйсен пурлăхне йăлтах сутса хăварчĕç. Пĕр мунча çеç хăварчĕç Ваççана.
Çавăн пек пурлăхпа тăрса юлчĕ Ваççа ашшĕ-амăшĕнчен. Анчах та унпала нумай пурăнмалла пулмарĕ. Ваççана: пĕтнĕ пĕтнех пĕттĕр ку, терĕç пулмалла. Ваççа ял тăрăх кайсан, вут тĕртнĕ вĕт вăл мунчана та Харсăр Кавĕрле. Ваççа таврăннă çĕре мунча вырăнĕнче кăмрăкĕ те, кĕлĕ те юлман. Çил ачисем кăна лăскаççĕ пĕр пĕччен çеç тăрса юлнă мунча çумĕнчи йăмрана.
Çакăн хыççăн кайса кĕмелле пулчĕ Ваççан куккăшĕ патне. Анчах унта та савăнмалли çук. Çавах çӳремелле ял тăрăх. Кĕлмĕç хутаççи уйрăлмасть Ваççаран. Мĕнпур ырлăхĕ те кунта — каçхине ăшăнса çывăрни. Урăх нимĕн те çук куккашĕ килĕнче. Куккăшĕсем вилсен, Петĕрпе Яруçа ăсатрĕ. Çав кунтан вара Ваççа ку килте пурăнма хăй те пăрахрĕ. Тăлăх кил-çуртра пĕччен пурăнма тискер.
Тухса утрĕ Ваççа кĕллеме, ялтан яла пуçтарса çӳреме. Анчах кикам та памасть. Мĕншĕн тесен пурте выçă лараççĕ. Пурте Ваççа пекех тĕнче тăрăх кайма хатĕр. Анчах хăш енне каяс? Ăçталла тырă пур? Çук! Пур çĕрте те выçлăх.
Кун каçиччен икĕ-виçĕ улма тупсан, хĕпĕрте. Савăн! Анчах ăна та тупма хĕн. Малтанах пĕрре ыйтса тĕпчеççĕ.
— Хăш ялсем? Кам таврашĕ? Аçу-аннӳ пур-и? Миçе çулта? Миçен пурăнатăр?
Çак ыйтусем çине ответ парас пулать малтанах. Кашни килтех çак ыйтусем пулаççĕ. Мĕскĕнĕн, куçа хупа-хупа каласа паратăн. Унтан вара тин хĕрхенсе:
— Хамăр та выçă ларатпăр çав. Çулĕ çапла килчĕ те ĕнтĕ...— тесе хураççĕ. Вăтаннă пек пулса тухса утатăн ку килтен. Тепĕр килĕнче те çавах. Унта та уйрăм усси çук. Параççĕ-и, памаççĕ-и? Ыйтса тĕпчеççĕ. Чĕре ыратать. Юлашки вăй çывхарса килет.
— Япала хĕстерекен ача мар-и эсĕ? Сирĕн пеккисем вăрлама юратаççĕ, — тесе хураççĕ хăшĕ-пĕрисем.
Ку сăмахсене калакан пĕр килте кăна мар. Пĕр ялта çеç мар. Ăçта çитнĕ унта çак сăмахсемпе перĕнтереççĕ. Ахаль те аманнă чĕрене пĕтĕмпех чĕтретеççĕ. Анчах тӳсес пулать. Выçлăх çул. Калама канас.
* * *
Çапла çӳресех çитсе кĕчĕ Ваççа Шĕкĕнтĕркассине. Хĕрринчи пӳрт. Хурал пӳрчĕ. Канмалла кĕчĕ Ваççа ку пӳрте. Анчах туллиех кунта Ваççа пеккисем. Пуçтарăннă тĕрлĕрен ялсенчен. Пурте выçă. Пурте кăйкăшаççĕ. Вилекенсем те пур.
Чылай ялсене çитнĕччĕ Ваççа. Кунти пек хăрушшине çавах та курманччĕ. Чĕр вилĕм куçа курăна пуçларĕ кунта. Куç умĕнчех этем вилли. Пӳрт тулли выçă халăх. Паллах, ку ялта нимĕн те тупăнас çук. Вилме килни пулчĕ ку яла. Çавăнпа та Ваççа ку ялтан халех те тухса кайма хатĕр. Урасем итлемеççĕ. Ывăннă вĕсем. Çитменнине тата каç сăнĕ çапрĕ кун çутине. Çывăрмалла пулчĕ çавăнтах.
Каç. Хурал пӳртне пĕрерĕн-икшерĕн пуçтарăнаççĕ ял çыннисем. Пӳрт тулсах пырать. Пĕр сывă тĕслĕ çын курăнмасть. Шап-шурă. Кăн-кăвак. Пурте аптăранă выçăпа.
— Хăш ялсем пултăн, ачам? — ыйтрĕ пĕр кăмăллă, ватăрах çын Ваççаран. Ваççа хăй хăш ялне каласа пачĕ. Çын çине йăвашшăн пăхса илчĕ.
— Эсĕ кам ачи пулатăн вара?
Ашшĕ ятне те каларĕ Ваççа.
— Ара, сирĕн патăрта, выртса-тăрса пурăнаттăмăр эпир вăрман кăларма пырсассăн. Аçусем мĕнле пурăнаççĕ? Аннӳ?..
Чылай вăрăм халапа кайрĕç старикпе Ваççа. Старик питĕ кулянчĕ Ваççа ашшĕ-амăшĕшĕн.
— Аннӳ питĕ те лайăх çынччĕ. Апатсем пĕçерсе паратчĕ. Хăвăртан та çимесĕр пурăнман. Выльăх апачĕсем пĕтсессĕн те...
— Пухăва уçнă тесе шутлатăп! — председатель сĕтел хушшине тăрса сăмах пуçларĕ.
Старик хăй сăмахне каласа пĕтермесĕрех чарăнчĕ. Çав вăхăтрах Ваççа çине кăмăллăн пăхса илчĕ, Ваççа сисмелле мар куççульне шăлчĕ. Анчах сисрĕ ăна Ваççа. Хурланчĕ.
Кĕтӳ патне çын тытма пухăннă кĕçĕр халăх. Анчах никам та кĕрĕшекен çук. Пурте выçлăхран хăраççĕ. Апат çуккинчен шикленеççĕ.
— Апатсăр ăçтан çӳретĕн?
— Никам апат паракан пулмĕ?
— Харпăр хăй апачĕпе тытас!
— Харпăр хăйĕн камăн пур?
— Санăн пур-и?
Урăх нимех те калаçмасть халăх. Ытлашши сăмах-юмах ваклакан çук. Выçлăх аптратнă пурне те. Вăл хăй аллине пĕтĕмпех çавăрса илнĕ.
— Ку пурнăçа курасса ĕмĕтленменччĕ. Выçă вилме çук. Салмасемпе, улмасемпе те пулин тăрантарма пултараятăр-и халăх? Тăраниччен мар. Чуна усрамалăх. Вара хам çӳрĕп. Тупăп пĕр-пĕр çум çакки. Тен, çак ачах та çӳрĕ манпалла? — терĕ Ваççапа пуплесе ларакан старик Ваççа çине кăтартса, ура çине тăрса.
— Черет çитсен тупас пулать. Анчах хамăртан лайăх çитерме вăйсем çук вара, — терĕ халăх.
— Укçи-тенкине хăвăр пĕлĕр.
— Тырă пултăр анчах. Кам ахаль çӳрет!? Тӳсĕпĕр! — терĕç халăх çннче темиçе сасă.
Çак сăмахсене илтсен Ваççа хăранă пек те пулчĕ. Çӳçенсе илчĕ. Ара, кĕтӳ ачи пулас пулать. Анчах ниçта кайса кĕме те çук. Çакăнта çеç çăлăнăç. Çакăнта çеç пулăшу. Çавăнпа хĕпĕртенĕ пек те пулчĕ. Старикне те Ваççа сасартăках килĕштерчĕ. Ăшă кăмăллă çын. Ваççа çураçрĕ. Ваççа — кĕтӳ ачи.
— Айта, хамăр пата кайса çывăрăпăр. Курман çын ачи-пăчи мар. Калаçкалăпăр, — терĕ старик Ваççана хирĕç тăрса.
* * *
Халăх саланчĕ. Ваççа çывăрма старик патне кайрĕ.
— Атте, кама илсе килтĕн? — терĕ ашшĕне Укахви, Ваççасем пырса кĕрсен.
— Паллакан çынсен ачи ку. Эсĕ палламастăн-и?
— Палламастăп.
Укахви нумайччен шухăшласа ларчĕ. Кăшкар çине çип çăмхалаканскер — çăмхалама та чарăнчĕ. Каллех çăмхалама тытăнчĕ. Каллех чарăнчĕ. Анчах ниепле те палласа илеймерĕ. Мĕншĕн тесен курнăçман пĕр-пĕринпе.
Ваççа алăк патĕнчи сак çинче пĕр хускалмасăр ларать. Хутран-ситрен Укахви çине пăхса илет. Анчах Ваççа та паллаймасть Укахвие.
— Амăшĕ, улма пĕçер-ха. Ку хамăр вăрман кăларма кайсан кĕрсе выртакан çынсен ачи, — тесе кăтартрĕ Ваççа çинелле карчăкне старик.
Укахви амăшĕ сакайне улма илме хыпаланса кĕчĕ. Укахви кăшкарне лартса вутне чĕртрĕ.
— Атте, ма килнĕ вăл? — пырса ыйтрĕ вăрттăн ашшĕнчен Укахви.
— Ыран калăп, — терĕ ашшĕ хăлхаран вăрттăн.
* * *
Çак кунран пуçланса кайрĕ Ваççан Шĕкĕнтĕркассинчи пурнăçĕ. Кирек хăçан та çак куна аса илет вара Ваççа.
Эрнерен кĕтĕве уя кăларчĕç. Вăрăм пушă выртрĕ хулпуççи çине Ваççан. Ваççа кĕтӳ ачи пулчĕ.
Çак çуран вара Ваççа ялне каймарĕ. Çулла кĕтӳ кĕтетчĕ. Хĕлле — шкулта стурăшра. Пурнăçа ăнтарчĕ çапла майласа. Пурăнма вĕренчĕ — пурнăçа хире-хирĕç çитерме хăнăха пуçларĕ.
Укахвисен ашшĕ пĕр çул пăхрĕ те, урăх кĕтӳ патне тухмарĕ. Çавăнпа та Ваççа урăх юлташ тупрĕ. Унăн юлташĕ хăй пекех тăлăх Мĕкĕте. Питĕ те савăнăçлă ача. Никам та тăлăх тесе калаймĕ. Пĕрмаях вылятать, култарать. Ĕçне те тăвать, пултарать.
Ваççан пĕрмаях Çинахван пиччĕшĕ пек пулас килетчĕ. Çавăнпа та яланах кĕнекесем, хаçатсем вулатчĕ. Хутран-ситрен Укахвисем патне кайкалатчĕ. Укахвисен кил-йышĕнче юрататчĕç Ваççана.
— Çĕнĕ хаçатсене яланах килсе вуласа пар эсĕ, Ваççа, — терĕ пĕрре Укахви ашшĕ.
— Мана кĕнекесем илсе килсе пар, — терĕ Укахви.
Çакăнтан вара çине тăрсах çӳрекен пулчĕ Ваççа. Кĕнекесем, хаçатсем илсе пырса парать. Вуласа кăтартать. Çав вăхăтрах Укахвие те вулама вĕрентет. Кĕнекесем суйласа парать.
Пĕрре Ваççа кĕркунне Шупашкара вĕренме каясси çинчен тапратса ячĕ.
— Кĕреймĕн çав. Кĕрсен хам ача вырăннех хурăттăмччĕ те, — терĕ савăнса Укахви ашшĕ Ваççана.
Çакăнтан Ваççан кăмăлĕ татах та уçăлчĕ. Пĕтĕмпех хавасланса кайрĕ.
— Хатĕрленетĕп те кĕретĕп! — терĕ Ваççа. Çав вăхăтрах Укахви çине пăхса илчĕ. Укахви те хĕрелнĕ пек туйăнчĕ уншăн.
— Мĕн çинчен вулатăн-ха? — пырса ыйтрĕ Ваççа Укахвирен.
— Шупашкара вĕренме каймалли çинчен! — вăраххăн каласа, çемçен кулса илчĕ Укахви.
— Санран пулаймĕ çа-а-в, хĕрĕм, — сăмаха тăсрĕ Укахви ашшĕ.
— Çине тăрсан ма пулаймасть? Çине тăрсан пулать. Эпĕ те хам вĕреннипе çеç вĕт! — терĕ те Ваççа каллех Укахви çине куçарчĕ хăйĕн кăвак куçĕсене, йăли! йăлкăшрĕ тинкерсе пăхса.
— Тавай çине тăратпăр!
— Тавай!
— Маръене те чĕнетпĕр. — хĕпĕртерĕ Укахви.
— Мĕкĕтене те. Такки кĕретпĕр, — хавхалантарчĕ Ваççа.
Манăн та çине тăрас пуль эппин, терĕ сĕтел пуçĕнче ларакан Укахви ашшĕ.
Пурте кулса илчĕç уççăнах. Укахви ашшĕ те чĕтретрĕ сухала. Çаптарчĕ вăл та майĕпе юмаха.
* * *
Çил ачисем ташламаççĕ уйра йăванса. Кашламасть тин тусан пĕлĕте кармашса. Лăпкă тăрать çанталăк, пите лăпкă. Хутра-ситре вĕтĕ çумăр килсе пĕрĕхет. Кĕркунне майĕпе нӳрĕлнĕ çĕре пĕтĕмпех йĕпетет.
— Çанталăк кун пек тăрсассăн, шанчăк пур, — пĕр-пĕринпе хавассăн пуплеççĕ хресченсем. Кунтăкран сирпĕтеççĕ ывăçпа тыррине. Хыçран йĕр тăваççĕ тихаллă кĕсресем йывăç сӳрепе.
Анкарти хыçĕпе тăваттăн тухса утрĕç Шупашкар еннелле. Ваççа, Мĕкĕте, Укахви, Марине кайрĕç хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...