Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хӗвел мулкачӗсемАсамат кӗперӗ сӳничченЙĕрсемАли-паттăрПĕчĕк патшалăхАсаттесемĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш том

Çурçĕр иртсен


Ку та кирлĕ хăш чух...

В. Гюго

 

Кантăксем леш енче çил кĕрленĕ чухне

Килте мар пек, — таçта, çул çинче пек эп хам!

Асăмра эп куратăп — таçти çĕрсене, —

Е çитем тинĕсе, е сăрт тăрăх утăм...

 

Темĕнле телейпе çĕкленет пек вăй-хал,

Çилĕн ирĕклĕхне хăйĕнни пек туйса.

Çил вĕçет, çил çӳрет — е майпен, е кал-кал,

Никамран ним ыйтмасть — шав хăй тĕллĕн юлса.

 

Ту-сăртпа чарма çук! Чарма çук — хурçăпа.

Вăйсăрскер те тухать — хăть епле ункăран.

Танлаштарăттăм кăшт — эп чунпа та унпа!

Халсăр чух та вăл аслă — ăс-чунсăр вăйран.

 

Тем пулса, тем чараймĕ — ун ирĕклĕхне, —

Кун-çула-и, ан тив, шăпланса пăхăнам...

Кантăксем леш енче çил кĕрленĕ чухне

Килте мар пек, — таçта, çул çинче пек эп хам.

 

Ку та кирлĕ çынна, сайраран, — çых ятне.

Кайран


Т. X.

 

Халь — темĕнле тĕтрелĕх. Пуш тĕтре.

Сана мĕн пулнине хăш чух сасартăк

Ăнланнă пек те туйăнать, — унтан

Каллех — такам кăшт йăнăшрĕ-ши, тейĕн;

Эс — пур та пек, — тавăрăнма анчах

Темскершĕн юрамасть пек... Хăш чухне,

Каçпа, пĕччен юлсан, çак тĕлсĕр туйăм

Сăнарлана пуçлать — шавах пĕр майлăн:

Çӳретĕн пек таçта, уйра... Çав хирĕн,

Тен, ят та пур-тăр: «Çул вĕçленчĕ» евĕр

Янрать-тĕр — сассăр музыка пек... Эс

Кунта, иртнин манми пуплевĕпе,

Юлатăн-ха, — çаплах, ав, йăпататăн,

Тавах сана. Пире — тата — каçар:

Сăмахсăр — вăхăта ирттерейместпĕр,

Çаплах — паян та... Пӳлĕм алăкне,

Авалхи пек, кăшт хăваратпăр уçă;

Пĕлетпĕр — эсĕ килмĕн. Пурпĕрех

Çак тĕнчене тытса тăран тĕп вăйăн

Вĕç-хĕрсĕр çутинче эс пулмаллах-тăр;

Эпир шухăшлаймастпăр урăхла,

Вăхăтлăхра — тен, вăхăтлăх анчах

Çухалмалла пуль, — çапларах шутлатпăр,

Ун пек пулаймĕ — сан пек çутă чун!

Эс асăннă вĕç-хĕрсĕр вăй пире

Малалла

Малтанхи юр


Çĕн шупăр тăхăннă лавккаçă

Сутать-им çăнăх мĕн иртен? —

Юр пĕрчисем çĕре лăпкаççĕ,

Çитти çĕлеççĕ шур пиртен.

Тӳремлĕх пичĕ пĕркеленнĕ, —

Шăнса пăрланнă, тен, ăрша?

Юр якатать ăна йĕркеллĕ,

Чипер инке пек тăрăшать.

Малтанхи юр...

Хĕлле ан тейĕр.

Кăштах айванлăх пур-ха ун,

Тăрса тарас мулкачă евĕр

Çырма еннех пăхать ун-кун.

Камит кăна ун шур сухалĕ.

Юр тарăн-ха, тесе ан шан.

Вăл ирĕлсе куçран çухалĕ,

Хĕвел пĕрре кулса пăхсан...

 

Каллех сăну сан аса килчĕ.

Чĕлхе çинче — пĕр сан яту.

Малтанхи юр шăпи пулминччĕ,

Савниçĕм, пирĕн юрату.

Чăвашла пуплер


Хĕвел тухрĕ, хĕвел анчĕ,

Иртрĕ кун хуллен.

Çывăх тусăм, ман тăванăм,

Чăвашла пуплер.

 

Пултăр кĕвĕ, пултăр юрă,

Пултăр ĕмĕт сан.

Чăвашла пуплетĕр турă

Сан чунра ялан.

 

Пурнăç йывăр, пурнăç лайăх,

Ĕмĕр сиккипе,

Шăратар-ха, тусăм, юрă

Чăвашла пĕрле.

 

Çамрăк шухă, ватлăх аслă,

Пурнăçĕ пĕрле.

Малалла утмашкăн танлă

Чăвашла пуплер.

 

Уйăх тухрĕ те çутатрĕ,

Чăваш ен çĕрне.

Çĕр каçа вăл калаçтарчĕ

Чăвашла пире.

 

2014 ç., ака

Пĕчĕк вĕрентекен


Тахçантанпах канăç памасть пĕр шухăш Кронида. Хĕрĕх урлă каçнă пулин те акăлчан чĕлхине вĕренесси пуçран тухмасть унăн.

Пĕрле выляса ӳснĕ, пĕр парта хушшинче ăс пухнă юлташĕпе тĕл пулмассерен ăмсану туйăмĕ çупăрлать ăна. Ильяс, Хусанти педагогика институтĕнчи ют чĕлхе факультетĕнчен вĕренсе тухнăскер, акăлчанла шыв юххи пек шăнкăртаттарать. Куçаруçă ĕçне те пултарать. Тăван чĕлхепе калаçма та нихăçан именсе тăмасть. Тутарла тĕшмĕртет. Турă паниех пулĕ ку унăн.

Шкул сакки çинче чухнех килĕштеретчĕç туссем нимĕç чĕлхине, ăмăртмалла алă çĕклетчĕç урокра. Паян вара аслă пĕлӳллĕ Кронид, тĕп инженер, хăйĕн тусĕ Ильяс тепре килнĕ çĕре акăлчанла вĕренме çирĕп тĕллев лартрĕ. Уншăн пĕтĕм пушă вăхăтне, вăй-халне шеллемĕ. Пулăшса пыраканĕ пĕчĕк ывăлĕ пулĕ. Аслă хĕрĕнчен те канаш ыйтĕ.

Эльдар садикрех акăлчан чĕлхи вĕреннĕ. Шкулта аван ĕлкĕрсе пырать. Кассетăсемпе те анлă усă курать. Ашшĕ калаçнă хыççăн «учитель» пулма хаваспах килĕшрĕ 5-мĕш класа çӳрекенскер.

— Юрĕ, — терĕ кĕскен, шкапран акăлчан чĕлхин вĕренӳ кĕнекине йăпăр-япĕр туртса кăларчĕ. Алфавит патне уçрĕ. — Малтан сас паллисемпе, вĕсене мĕнле каламаллипе паллашăпăр. Унсăрăн вулама вĕренейместĕн, — тимлĕн ăнлантарчĕ вăл. Вуларĕ, магнитофон итлеттерчĕ. Чĕлхене мĕнле, ăçта перĕнтермеллине кăтартрĕ. Вĕренӳ дисциплини çирĕп пуласси малтанах сисĕнчĕ.

Малалла

Сцена çинчи çутă ункă


(Çамрăк чăваш артисчĕсен юрри)

 

Тахçан утма вĕреннĕ,

Вĕреннĕ калаçма.

Тен, хăшĕ ĕмĕтленнĕ

Кайран артист пулма.

 

Анчах унччен, атьсемĕр,

Тертне те курмалла!

Эппин, тăван çемьемĕр,

Ĕçлер-ха Щепкинла!

 

Артист тени çапла-çке, —

Пурне те эс пултар:

Пĕри паян ак Чацкий,

Ыран пулать Айдар.

 

Хушсассăн, уксахлатпăр,

Хушсан, ват çын пулан.

Пуçхĕрлĕ те утатпăр

Режиссерсем хушсан.

 

Аста артист пуласшăн

Епле чунсем хĕреç!

Кăшт калаçу та маншăн —

Монологпа пĕрех.

 

Пуласлăх, санран хăрамастпăр,

Ӳсетпĕр хĕрӳ кăмăлпа.

Чуна гримпала сарламастпăр,

Витместпĕр ăна маскăпа.

 

Пире те «браво» тейĕ,

Тен, савнă Чăвашьен,

Ургалкин, Алексеев,

Тен, тухĕç-ха пиртен.

 

Хĕрсем пирки пĕлетпĕр

Эпир çакна кăна:

Ырсем-и пулĕç, тетпĕр,

Е Вера Кузьмина!

 

Малалла

Поэзи çулçӳревĕсем


Питер Франса

 

Сăмах вăл, тĕнчене тухсан,

Хăнасăр таврăнмĕ нихçан, —

Эп, çав шутпа, ĕмĕтленеттĕм:

Часах Хусанкайпа Верлен

Пĕр юрăра, ик чĕлхерен,

Ман çĕрĕмре тĕл пулĕç теттĕм.

 

Парижăн элчисем кĕçех

Янратрĕç вĕсене пиртех,

Тен, асилет — астăваканĕ.

Ун чух тăван Шупашкарта,

Шăнкăртамра та Çĕньялта

Сас пачĕ тейĕн «Галл Автанĕ».

 

Халь акă тепĕр çулçӳрев —

Орган хоралĕ пек кĕрлев:

Тăван пуласлăх, чĕр аваллăх.

Каллех ак Çеçпĕл сассинче

Çĕн сасă пур пек... Хальхинче

Вăл — Шеллие пилленĕ халăх.

 

Чăвашьенре — Уэллс хăни;

Вăл Нарспие чунпа илтни

Бернсла янăрасса сунатпăр;

Вăл Диккенсăн асамлăхне

Кĕртет пек халь чăваш уйне, —

Патăрьеле ав çул тытатпăр.

 

«Инçе çинçе уйра уяр...»

Тăванлăха çапла туяр:

Бернспа Митта — пĕрле янраччăр,

Эй, аслă Атăл хумĕсем!

Поэзие кĕрсе, вĕсем

Халь Темзăна çити сас паччăр.

Калаçатăп чăвашла


Эпĕ пĕчĕк хĕрача,

Юратап тăван яла.

Калаçкалап вырăсла,

Сутсах ярап чăвашла.

 

Ку ак манăн куками,

Ку ак манăн кукаçи,

Ку пулать ман асатте,

Юнашар ман асанне.

 

Ку анне ман, ку — атте,

Манăн шăллăм шĕвĕркке.

Пурăнатпăр пĕр йышра

Калаçапăр чăвашла.

 

Ку ман пӳрт, ку — кил карти,

Ку ампар, ку çăраççи,

Ав мунча, ак ку вите,

Сĕт сăвать анне ирпе.

 

Ку çерçи, ку кăсăя,

Ав курак тăвать йăва.

Чăхă чĕпĕ кăларать,

Автан авăтса ярать.

 

Ав кушак юпа çинче,

Вăл тытасшăн çерçине.

Юратап тăван яла,

Калаçатăп чăвашла.

Эс ман пулас çук


Уйăхпа хĕвел юнашар утмаç,

Уйăх хĕвелпе çуталса çунать.

Эс хĕвелĕм ман, эпĕ уйăху —

Пулас çук эс ман, эс ман пулас çук.

 

Хĕллепе çулла пĕр кунта пулмаç,

Çуллахи ăшша сивĕ хĕл туймаç.

Маншăн пултăн эс шартлама сив кун —

Пулас çук эс ман, эс ман пулас çук.

 

Тухăçра курнать хĕрлĕ шурăмпуç,

Анăçра сӳнет сансăр иртнĕ кун.

Эсĕ тухăç ман, эп сан анăçу —

Пулас çук эс ман, эс ман пулас çук.

 

Юханшыв пайлать икĕ çырана,

Кĕперне хывап эп пĕччен кăна.

Эсĕ туяс çук, эс пулăшас çук —

Пулас çук эс ман, эс ман пулас çук.

 

Пуш уйăхĕ, 2014 çул.

«Кавалерист»


Пирĕн енче, Вăрмар таврашĕнче, чăрăш вăрманĕ çук. Чикĕ хĕррине лексен, манăн чăрăш, хыр вăрманĕнче пурăнма тиврĕ. Çак вăрмана эпĕ, хамăр ял вăрманне юратнă пекех, çав тери килĕштертĕм. Кунта хĕл каçах кĕтмĕл çырли çиме пулать, юр лекмен тĕлте, йывăç айĕнче, вăл хĕп-хĕрлех курăнса выртать. Ĕмĕр-ĕмĕр симĕс ларакан чăрăшсем мана уйрăммăнах савăнтараççĕ. Хыр вăрманĕн сывлăшĕ питех те уçă.

— Çутçанталăка юратман çын йĕркеллĕ пограничник пулма пултараймасть, — тет пирĕн застава начальникĕ.

Чăнах та, çутçанталăка сăнани, пĕлни пограничникшĕн çав тери усăллă. Хурăн тĕпĕ хăш енче мăкланнине пăхса, çурçĕр хăш енчине пĕлетĕн и, ула курак краклатнине илтсен, юр çăвасса кĕтетĕн-и, çерçи чĕвĕлтетсен, çумăр пуласса сисетĕн-и — пурте кирлĕ пурнăçра. Пограничникăн çил вĕрсен йывăç мĕнле кашланине те, шыв хăçан, мĕнле шăнкăртатнине те сăнамалла.

Секрет валли лайăх вырăн суйласа илесси те — хăйне кура тимлĕ ĕç. Айлăма выртсан — инçетри курăнмасть, тĕмеске çине выртсан, хăвна инçетренех кураççĕ.

Терентьев пограничник çак енĕпе питĕ пултаруллă çынччĕ. Вăл çутçанталăка аван ăнланатчĕ. Унпа эпир виçĕ çул хушшинче наряда темиçе хутччен пĕрле кайнă. Çапла, пĕррехинче чикĕ хĕрринче хуллен утса пыратпăр. Ун чухне пире, пĕр-ик кун малтан кăна, комсомола илчĕç. Комсомолăн чаплă ятне тӳрре кăларассишĕн пĕтĕм чунтан тăрăшаттăмăр эпир.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 110 111 112 113 114 115 116 117 118 ... 796